Тĕрĕслĕх – йĕркере

20 Авг, 2014

Йăлана кĕнĕ

Республикăри патшалăх техника сăнавĕн инспекцийĕ Çĕрпÿ районĕнче 1040 машина-трактора, ыттине шута илнĕ. Аса илтерер: çак инспекци ял хуçалăхĕнче, строительствăра усă куракан тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти йышши техникăн юсавлăхне тĕрĕслет. "Эпир сăнаса тăракан техника Çĕрпÿ районĕнче çулсерен 20-шер единица хушăнать. Кăçалхи çур çулта района 9 трактор, тырă вырмалли 4 уй-хир "карапĕ", выльăх апачĕ хатĕрлемелли 1 комбайн килнĕ. Çак шутра икĕ трактора çеç уйрăм çынсем туяннă, ытти хуçалăхсен пурлăх базине пуянлатнă", – палăртрĕ Чăваш Республикин патшалăх техника инспекцийĕн Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе ĕçлекен Юрий Васильевич Григорьев аслă инспектор.

Вырăнти тĕрĕслевçĕ хăй шута илнĕ техникăна çулталăкра пĕрре мар тĕл пулать, унăн аван е япăх енĕсене пĕлет. Анчах руль умне ларакана ăс кĕрсе çитеймест вĕт. Çул çинче сиксе тухакан инкексен йышĕ чакманнине кура инспекторсен механизаторсене кунсерен йĕркене вĕрентмелле, мансан – аса илтермелле. Йĕркене çирĕплетес тĕллевпе техника сăнавĕн инспекцийĕнче ырă йăла пур. Çывăхри 3-4 район инспекторĕсем профилактика уйăхлăхĕсенче тĕрĕслеве пĕр-пĕрин патне тухса çÿреççĕ. Çурла уйăхĕнче республикăра "Трактор" операци иртнине кура эрне кун Çĕрпÿ районне Красноармейски (Юрий Нестерович Иванов), Тăвай (Александр Витальевич Семенов), Вăрмар (Василий Владимирович Николаев) районĕсенче ĕçлекен инспекторсен ушкăнĕ килсе çитрĕ. Ăна республикăн техника сăнав инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Евгений Еландаев, çавăн пекех Юрий Григорьев ертсе пычĕç.

 

Пур çĕрте те техника шавĕ

Çу кунĕ – хресченшĕн те, строительшĕн те хĕрÿ тапхăр. Çĕрпÿре "Асамат" спорт комплексĕ хыçĕнче çĕнĕ стадион тăваççĕ, хула çыннисене чылай çул нушалантарнă вырăна çурхи шыв илесрен хÿтĕлесе дамба çĕклеççĕ тата ытти те. Пур çĕрте те – техника шавĕ. Тăрăшакансене чăрмантарас та килмест, анчах ĕçре йĕрке пулмалла-çке. Халĕ тĕрĕслемесен каярах çав вырăнта инкек сиксе тухсан руль умĕнче ларакана пушшех хыт айăплĕç. Строительство ĕçĕсем пыракан çĕрте ютран вăхăтлăха илсе килнĕ техника çулла питех те йышлă. Стадион тунă çĕрте те тара илнĕ машина-трактор чылай пулчĕ. Е васканăран, е йĕркене маннăран, е çăмăлттайлăха хăнăхнăран инспекторсем кунта нумай çитменлĕх тупса палăртрĕç. Тĕслĕхрен, экскаваторлă тракторпа ĕçлекенĕн çумра пĕр документ та çукчĕ. Пĕр кунлăха юлташне улăштарма тухнă-мĕн вăл, çавăнпа кирлĕ хутсене пĕрле илмен. Юрать, хăйĕн йăнăшне ăнланчĕ, административлă йĕркене пăснăшăн çырнă протокола хирĕçлемерĕ, штраф суммине вăхăтра тÿлеме шантарчĕ.

Строительство организацийĕ тара тытнă тепĕр техника – асфальта якатакан каток – рульне тытнă çамрăк та ĕнентерÿллĕ документсем кăтартаймарĕ. Техникăна ĕçлеттерме чарса эвакуаторпа ăсатма та пултарĕччĕç инспекторсем, анчах апла тумарĕç. Ĕçлекенсене ăнланса ыйтăва вырăнтах татса пачĕç.

Ĕççире чăрмантаракан тĕрĕслевçĕсене юратсах кайманни вăрттăнлăх мар паллах. Строительство объектĕнчен тухсан Çĕрпÿ районĕшĕн яваплă инспектор патне район администрацийĕнчен шăнкăравларĕç. Объектри ĕç-пуç пирки унăн тепре ăнлантарма тиврĕ.

Çурхи шывран хÿтĕленсе Çĕрпÿ тавра дамба çĕклекен çĕрте "Чувашавтодор" организаци тăрăшать. Вăл та тара тытнă техникăна ĕçлеттерет. Кунта та протоколсем çырмасăр май килмерĕ. Экскаватор рульне тытса пыракана медицина аптечкипе те, пушар сÿнтермелли хатĕрпе те тивĕçтермен. Кунсăр пуçне унăн çула тухма çырса панă хут та (путевка) çук. Юлашки çитменлĕхшĕн ăна патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем те асăрхаттарнă-мĕн. Шел, йăнăша тÿрлетмен. Техникăна ăнсăртран вут-çулăм хыпса илсен (паллах, унашкал инкек ан пултăрччĕ) мĕнпе сÿнтерĕччĕ-ши водитель? Çакă организаци ертÿçисене пач та шухăшлаттармасть-ши? Тĕрĕслеве тăратман, регистрацилемен техника та тупăнчĕ кунта. Тракторист удостоверенийĕсĕр ĕçе тухнă çынна та тупса палăртрĕç.

Вырма уйĕсенче комбайнерсемпе трактористсене ытла хурламалли сăлтав тупăнмарĕ хальхинче. Андрей Хорошавин фермерăн уй-хир карапĕсене тытса пыракансем йĕркене пăхăнса ĕçлетчĕç. Транспорт йышлă çÿрекен автоçул урлă каçма та ятарлă ирĕк илнĕ. Унсăрăн инçетри уя çитме кăткăссине ăнланса çапла тунă.

 

Ылханаççĕ те, макăраççĕ те, çăхавлаççĕ те

Уй-хирте пур чухне те çĕнĕ техника кураймастăн. Киввин çитменлĕхне пайтах тупма пулать. Çакăншăн кашнинче штраф хурсан хуçалăхсенче ĕçлекен çын та юлмĕ. Çавăнпа инспекторсем трактористсемпе тăтăшах тĕл пулса йĕрке çинчен вăрçмасăр-хирĕçмесĕр ăнлантарма тăрăшаççĕ. Йĕркене пăснăшăн хальхи саккунпа тракториста 100 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штрафлама май пур. Организацисен çакăншăн 10 пин тенкĕ таран тăкакланма тивет. Инспекторсем асăннă тăрăх – тепĕр чухне 200-300 тенкĕлĕх штрафшăн та йĕркене пăхăнман трактористсен ятлаçăвне илтме лекет. Чĕлхи çивĕчреххисем ылханма та пăхаççĕ. Виççĕмĕшĕсем куççуль кăларса инспекторсен чунне çемçетесшĕн. Çав тракторист ыран е виçмине инкек кăтартсан, хăйĕн тата ытти çынсен пурнăçне татсан мĕн курмалла? Çавăнпа патшалăх техника сăнавĕн инспекторĕсем шухăшпа каçсерен куç хупайманнине ăнланмалла.

Автоинспекци ĕçченĕсене полици çинчен калакан саккун хÿтĕлет. Çул çинче алă чышкипе хăмсарма хăнăхнă тракторист тĕлне лексен техника сăнав инспекторĕн хăйне шанасси кăна юлать.

Ĕççи тапхăрĕнче вăл та хăйĕн ĕçне пурнăçлать. Йĕркене тĕрĕслени чăрмантарни мар ĕнтĕ. Çук вĕт, чăрмантарать тесе сăмаха аслă пуçлăхсем патне çитерекенсем пур пĕр тупăнаççĕ. Тепĕр чухне министерствăна та çитереççĕ. Йĕркене пăсса хăрушă инкеке лекесси, апла ан пултăр тесе сыхланасси çинчен шухăшлаççĕ-ши вĕсем çав самантра?..

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.