«Хресчен сасси» 5 (2843) № 10.02.2021

10 Фев, 2021

Пĕрлехи ĕçĕн ÿсĕмĕ пурах

«Хăйне евĕрлĕ продукци тĕсĕсем çинчен те манмалла мар. Чăваш Ен Раççейре хăмла туса илекен тĕп регион шутланать. Çавна май ăслăлăх никĕсĕ, хăмла сорчĕсем пур. Хăмла туса илмелли техникăна хамăр çĕршывра хатĕрлесе кăлармалли тĕллевсен уйрăм пайне татса панă, патшалăх пулăшăвĕн мелĕсене çирĕплетнĕ. Хăмла туса илессине ял хуçалăх производствине аталантармалли тĕп çул-йĕр пек йышăнма хатĕр районсене çулталăк вĕçĕччен палăртса çитермелле», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Чăваш Ен ĕлĕкрен хăмла туса илессипе палăрнă. «Симĕс ылтăн» хуçалăхсене пысăк тупăш кӳнĕ. Вун-вун хуçалăха, ĕçчене чапа кăларнă вăл. Хăмла отраслĕнче пуян опытлă çынсем вăй хунă. Регионта Ял хуçалăхĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ те йĕркеленĕ. Кунта культура селекцийĕпе, вăрлăх туса илессипе вун-вун тĕпчев ирттернĕ, çĕнĕ сортсем хатĕрленĕ. Республика Раççей рынокĕнче «симĕс ылтăнпа» пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă.

1980 çулсенче хăмлана 4800 гектар çинче çитĕнтернĕ. Шел, 1990-мĕш çулсенчи çĕршыври пăтрашуллă тапхăр хăмла отраслĕнче те сисĕннĕ. Чикĕ леш енчен чĕр тавар турттарма тытăннă май вырăнти йывăрпа сутăннă. Унччен пысăк тупăшпа савăнтарнă тавар сутăнман. Акă унччен 3780 тонна хăмла туса илнĕ пулсан 2000 çул пуçламăшĕнче 926 тонна кăна юлнă. 2010 çулта — 23 тонна. Хăмла плантацийĕсем пушаннă, кĕске хушăра 12 хутчен чакнă. 2,5 пин гектар çинчи шпалера тĕпрен пĕтернĕ.

2015 çулсенче отрасльте лару-тăру улшăнма тытăннă, хăмла пахчисем тепĕр хут вăй илме пуçланă. Çак тапхăрта республикăра культура 245 гектар йышăннă, çав шутра çимĕç параканни — 95 гектар. Пурĕ 172,6 тонна чĕр тавар пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç — 18 центнер. Отрасле патшалăх енчен пулăшма тытăнни те сисĕннĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен çĕршывра хăмла туса илессипе тĕп регион шутланать. Вăрмар, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ районĕсенче ытларах ку енĕпе вăй хураççĕ. Республикăра 370 гектар шпалер карнă. Çапах лаптăкăн пысăк пайĕ пушах-ха. Çакă хăмла туса илесси тăкаклă пулнипе те çыхăннă. Сăмахран, пĕр гектар «симĕс ылтăн» çитĕнтерме кирлĕ укçапа 100 гектар тырă туса илме май пур. Лартнă хунав çимĕç пама тытăниччен 3 çул кĕтмелле. «Аркатма пĕр кун та çитет», — тенĕ халăхра. Унчченхи хăмла плантацийĕсем кивелнĕ. Вĕсене çĕнĕрен тума, оборудовани туянма укçа-тенкĕ самай хывмалла. Çакна патшалăх пулăшăвĕсĕр тăваймăн. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарма, отрасле тепĕр хут аталантарма çăмăл мар. Хуçалăхсенче оборудовани кивелсе çитни те чăрмав кӳрет. Хăмла татмалли комбайнсем кивĕ, çĕннине туянас — хаклă. Ăна ют çĕршывран илме тивни те тăкаксене хăпартса ярать. 1994-1995 çулсенче Раççейре МХ-300А «Цивиль» хăмла татмалли комбайн тăвассипе ĕçлеме тытăннă, анчах каярахпа проекта чарса лартнă. 2018 çулта тин ăна çине тăрсах пурнăçа кĕртме тытăннă. Шупашкарти «Техмашхолдинг» предприяти ĕçченĕсем хăмла татмалли комбайн пухса хатĕрленĕ. Пĕрремĕш оборудование Вăрмар районĕнчи «Агроресурсы» общество туяннă. Техникăна 2018 çулхи кĕркунне ĕçлеттерсе те пăхнă. Шел, хăмлаçăсем комбайн çитменлĕхне, вăл чĕр тавар пахалăхне чакарнине палăртаççĕ. Апла ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. <…>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Ватăсене – телефон

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура волонтерсем пирки те сăмах пуçарнă. «Инкек пире пĕрлештерчĕ, сывлăх сыхлавĕн отраслĕпе ытти пулăшу кĕтекенсене пĕтĕм общество алă тăсрĕ: сывлăх хуралçисене тӳлевсĕр апатлантарни, таксипе укçасăр илсе çӳрени, республикăри тĕрлĕ организаципе волонтерсем витĕмлĕ пулăшни. Çаксем тата пациентсемпе республикăра пурăнакансенчен илтекен тав сăмахĕсем, ырă сунса каланисем вĕсене вăй-халпа тӳсĕмлĕх кӳреççĕ», — тенĕ вăл.

Патăрьел районĕнчи Турханти ăс-тăнпа неврологи интерначĕ 9 уйăх ытла изоляци йĕркипе /обсерваци/ ĕçлет. Унти ĕçченсем талăкĕпех — вырăнта, территорирен 14 кун е ытларах та, ниçта та тухмаççĕ. Интернатра коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханса çак йĕркепе тăрăшаççĕ ĕçченсем. Турханти вăтам шкулти волонтер медиксем интернат ĕçченĕсене тав туса чечексемпе парнесем панă. Вĕсене вара кивĕ хут пуçтарса вырнаçтарнă укçапа туяннă. Маларах çак ушкăн районти ватăсене çĕнĕ телефонсем туянса парнеленĕ. Ăна хальлĕхе 5 çын тивĕçнĕ.

Волонтерсен ертӳçи — Анатолий Кольцов вырăнти тухтăр. Вăл çак ушкăна республикăра чи малтан йĕркеленисенчен пĕри шутланать. Çавăн пекех Анатолий Валентинович сывă пурнăç йĕркине тытса пырса ачасемпе тĕрлĕ акцие, спорт мероприятийĕсене хутшăнма вăхăт тупать. <…>

Валентина НИКОЛАЕВА.

♦   ♦   ♦


Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Иван Михайловичпа Нина Ивановна Селивановсем пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа кăçал 50 çул çитрĕ. Çавна май вĕсене ачисем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ылтăн туй ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç.

Туслă çемье

Унтанпа çур ĕмĕр иртнĕ: туслă мăшăр хăйĕн пурнăçĕнче темиçе çурт-йĕр çавăрнă, çĕр-çĕр йывăç лартнă, икĕ хĕр çитĕнтерсе мăшăрлантарнă. Халĕ тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ.
Иван Михайлович асăннă районти Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ӳснĕ пулсан, Нина Ивановна вара — кӳршĕри Именкасси ялĕнче. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьесенче çитĕннĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пурнăç тути-масине пĕчĕкренех астивнĕ, ĕç пурнăç тыткăчи пулнине лайăх ăнланнă.

Хĕрĕсем Наташăпа Оксана та ашшĕ-амăшĕ пекех маттур, пултаруллă, вĕсен ят-сумне çĕклеççĕ. Иккĕшĕ те наука кандидачĕсем, доцентсем. Иван Михайлович хăй те, мăшăрĕ те, хĕрĕсем те «Раççей Федерацийĕн аслă професси пĕлĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Нина Ивановна — аслă категориллĕ вĕрентекен.

Кĕрӳшĕсем пирки те ыррине çеç палăртмалла: кĕçĕн хĕрĕн мăшăрĕ Николай — полковник, РФ МЧСн Чăваш Енри управлени пуçлăхĕ. Вăл та наука кандидачĕ. Тепĕр кĕрӳшĕ Михаил атте иерей, Шупашкар районĕнчи Тăрăнти чиркӳ настоятелĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Нина Ивановна кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна ачисем, тăванĕ-пĕлĕшĕ саламласа çирĕп сывлăх, телей сунчĕç.

Патăрьелĕн хастар çынни

Иван Михайлович Хусанта ветеринари институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăхри «Герой» колхозра тĕп ветеринар-тухтăрта ĕçлеме тытăннă. Хăйне лайăх енчен кăтартнăран çамрăк специалиста кĕçех ветеринар участокĕн пуçлăхне лартнă. Каярахпа комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Совет çарĕнче Иван Селиванов радиологи службин капитанне çитнĕ. Салтакран таврăнсан аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ, наука кандидачĕн, наука докторĕн диссертацийĕсене хӳтĕленĕ.

Чăваш Республикин ветеринари службин тĕп выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ чухне Иван Михайлович тăрăшнипе республика шайĕнче ветеринари саккунне йышăннă. Йĕп-фито-магнито, лазерпа усă курма, акупунктура енĕпе ĕçлеме вĕрентекен курссем йĕркеленĕ. Каярахпа вара Çĕнĕ Шупашкарта Мускаври аш-какай енĕпе специалистсем хатĕрлекен прикладной университетăн филиалне, биотехнологи колледжне, институтне, академине пуçарса янă.

Халĕ вăл — профессор, Пĕтĕм тĕнчери информатизаци академийĕн академикĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕн ректорĕ. Вăл — наука тата вĕрентӳ ĕçĕсен 300 ытла авторĕ. 3 монографи çырнă, усăллă модель тĕлĕшпе — 5, япала шухăшласа кăларассипе 8 патент илнĕ. <…>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   ♦


«Куç курми тусан, чăтма çук шăрăхчĕ»

Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 32 çул çитет. Муркаш тăрăхĕнчи Николай Антонова та хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче, душмансем пытаннă çӳллĕ тусен хушшинче хĕсметре тăма тӳр килнĕ.

Николай Антонов Муркаш районĕнчи Шарпашра утмăл çул каялла кун çути курнă. Унсăр пуçне çемьере тăватă ача çитĕннĕ: Зоя, Елена, Людмила, Александр. Ашшĕ Поликарп Антонович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă. Вăл III степень Мухтав орденне, ытти медале тивĕçнĕ. Вăрçăран таврăнсан вăрах вăхăт колхозра ĕçленĕ. Амăшĕ Раиса Николаевна тивĕçлĕ канăва тухичченех Чуманкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хунă. Шел, мăшăр ачисемпе, мăнукĕсемпе нумай савăнса пурăнайман, утмăл çултан иртсен ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Чуманкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан çулталăкран Николайăн салтак тумне тăхăнма вăхăт çитнĕ. 1979 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче Муркаш районĕн çар комиссариачĕ Николай Антонова ятарлă ушкăнпа Туркмени Республикинчи Кушка хулине ăсатнă. Ку ушкăна Чăваш Енрен 30 каччă лекнĕ. Служба вырăнне поездпа кайнă, майĕпен йыш ӳссех пынă. Ытти регионти яшсем те вĕсемпе пĕрле çула тухнă. Служба вырăнне çитсен уйăхран присяга тытнă. Çапла пуçланнă яш-кĕрĕмĕн салтак пурнăçĕ. — 1979 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистана кĕртме пуçланине пĕлтĕмĕр /кун пирки çĕршывра декабрĕн 27-мĕшĕнче, пирĕн спецназ Амин керменне йышăннă хыççăн тин официаллă майпа пĕлтернĕ. — Авт./. Пирĕн те унта кайма тивессе сисетпĕр — Афганистан юнашарах-çке. Чăн та, декабрĕн 28-мĕшĕнче автоколоннăпа чикĕ урлă каçрăмăр, Афганистанри Герат хулине çитрĕмĕр. Пире пурне те палаткăсене вырнаçтарчĕç. Салтаксене унчченех апат-çимĕç — консервланă пăтă, аш — парса янăччĕ. Кашниех вĕсене хăйĕн котелокĕпе ăшăтса çиеттĕмĕр. Чей вырăнне унта çитĕнекен йĕплĕ курăка вĕретсе ĕçеттĕмĕр. Тути те аванччĕ. Çăкăр вара виçĕ уйăх тутанса курман. Кайран ăна турттарса килме пуçларĕç-ха. Тепĕр виçĕ уйăхран тин уй-хир кухни пырса çитрĕ. Тинех хуранта вĕри апатпа пăтă пĕçерсе çитерме пуçларĕç. Шыв та ятарлă машинăпа турттаратчĕç. Унта юхакан шыва апат-çимĕç валли усă курма юрамасть, чирлеме пулать.

Манăн Афганистанри салтак пурнăçĕ артиллери полкĕнче иртрĕ. Эпĕ «Зил-131» машинăпа Д-30 гаубицăна çаклатса турттараттăм. Кабинăра командир, кузовра 4 салтакпа снаряд ещĕкĕсем пулнă. Хам хыçра — автомат. Вăл яланах пĕрлеччĕ, эпир ыттисене те хӳтĕленĕ. Пире тĕрлĕ хулара пулма тӳр килетчĕ: Кандагар, Шинданд… Шинданд хули патĕнчи аэродрома та сыхланă. <…>

Александр МАКАРОВ.
Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

♦   ♦   ♦


Пурнăçăм пĕр кун пек иртсе кайрĕ…

Вĕрентекенсене манса ан кайăр,

Сире вĕсем кĕтеççĕ яланах.

Ятарласах май çук тăк — çула майăн

Кĕрсе тухсамăр, çырăр виç сăмах…

А.Дементьевăн çак сăмахĕсемпе уçăлать Зоя Ярдыкова калăпланă «Çĕнсе илнĕ телей» кĕнеки. Вăл ăна хăй пурăннă чухнех кăларма ĕмĕтленнĕ: аса илӳсем çырса пынă, хаçат-журналта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ пирки пичетленнĕ материалсене пухнă. Хăй ĕçленĕ тапхăр çинчен каласа кăтартасшăн пулнă. Анчах самана пăтрашăннă вăхăтра Зоя Димитриевна хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлайман. Тантăшĕ Роза Бояджаки каласа панă тăрăх, кĕнеке кăларас шухăша вăл Мускавра вĕреннĕ чухнех палăртнă, дневник çырса пынă.

Канăва тухсанах ĕçе пуçăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах канăва тухсан та 20 çул ытла музыка училищинче ачасене вĕрентнĕ. Каçсерен вара çырнă, пичетленнĕ материалсене пухса йĕркене кĕртнĕ. 2004 çулта чирлесе ирттернĕ хыççăн пулас кĕнекипе пĕр канмасăр ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ май сывлăхĕ хавшанă. «Зоя Димитриевна ура çине урăх тăраймарĕ. Хăй ыйтнипе эпир ăна ачисемпе юнашар Карачура çăвине пытартăмăр», — хурлăхлăн пĕлтерчĕ Роза. «Çĕнсе илнĕ телей» кĕнекене ыр кăмăллăх концерчĕ ирттерсе пухнă укçапа кăларнă. Унта паллă юрăçсем, артистсем /вĕсем Зоя Ярдыковăн вĕренекенĕсем, ĕçтешĕсем/, Муркаш районĕнчи «Расна» ансамбль хутшăннă. Зоя Ярдыкова 1921 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Шаптак ялĕнче çуралнă. Муркашри вăтам шкулта 7 çул пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарти театр училищине вĕренме кайнă. «Вĕренĕр, ачамсем, вĕреннĕ çыннăн хисепĕ пысăкрах», — амăшĕн сăмахне асра тытнă Зоя. Çурăм хыçне кутамкка çакса, урине çăпата сырса аллă çухрăмри хулана çуранах тухса утнă хĕрача. Театр училищинче экзамен йышăнакан Е.Токмаковпа театрăн художество ертӳçи, режиссерĕ К.Иванов Зойăн ăсталăхне тӳрех туйнă, ăна вĕренме илнĕ. Тăрăшуллă, çирĕп кăмăллă хĕр чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулса тăнă. <…>

Елена МАКСИМОВА, Муркашри тури чăвашсен музейĕн ĕçченĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.