- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 4 (2842) № 03.02.2021
Аграрисене – çăмăллăх кредичĕ
ЧР Ял хуçалăх министерствинче «АПКна çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтересси» темăпа тÿрĕ эфир иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Алина Семенова, финанс тата кредит политикин пайĕн пуçлăхĕ Марина Васильева, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕн заместителĕ Наталья Бородавина хутшăнчĕç.
«Хальхи вăхăтра Раççей Ял хуçалăх министерстви 2021 çулта çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтермелли плана çирĕплетнĕ. Январĕн 14-мĕшĕнчен кредит илес текен заемщиксен реестрне йышăнма тытăннă», — палăртрĕ Алина Семенова тÿрĕ эфира пуçланă май.
2017 çултанпа АПКри ял хуçалăх таварне туса илекенсене, организацисене кĕске вăхăтлăх тата инвестици çăмăллăх кредичĕсем уйăраççĕ. Вĕсен çулталăкри процент ставки 1-5 процентпа танлашать. Çăмăллăхпа усă курас тесен ял хуçалăх предприятийĕн пĕтĕмĕшле тупăшăн 70 процентĕнчен кая мар чĕр тавара малтанлăха тирпейлесе, сутса тунă укçа пулмалла. Раççей Правительстви çирĕплетнĕ йĕркепе РФ Ял хуçалăх министерстви кредитпа тивĕçтерекен банксене палăртнă ĕнтĕ. Списока кĕртнисенчен хăшĕнпе ĕçлессине заемщиксем хăйсем татса параççĕ. Хуçалăхсем ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене аталантарма, чĕр тавара тирпейлеме инвестици кредитне 2-15 çулччен илме пултараççĕ. Çаврăнăшри укçа-тенке хушма кĕске вăхăтлăх кредитпа /1 çуллăха/ та усă курнă.
Пĕлтĕр кăткăс лару-тăрăва пула заемщиксене маларах илнĕ çăмăллăх кредитне 1 çуллăха тăсма ирĕк панă. АПКри пĕчĕк бизнесăн кĕске вăхăтлăх тата инвестици кредичĕсен тĕп парăмне, процентне тÿлессине тăсни хуçалăхсене йывăрлăха кĕртсе ÿкермен. Кăçал ун пек çăмăллăхсем пулĕç-ши? Федераци шайĕнче хальлĕхе çакна пăхса хăварман-мĕн. Çăмăллăх кредитне илес тесен аграрисен налук парăмĕ 50 пин тенкĕрен ытла тата хуçалăха панкрута ярассипе ĕç пуçарни пулмалла мар. Заемщикăн ял хуçалăх таварне туса илессипе, чĕр тавара малтанлăха тирпейлессипе ĕçлемелле. Хуçалăхăн финанспа экономика лару-тăрăвне çирĕплетекен документсем тăратмалла. ЧР Ял хуçалăх министерстви ăна республикăн пĕрлехи отчетне кĕртет. Хуçалăх финанспа экономика лару-тăрăвĕпе çыхăннă отчет тăратмасан çăмăллăх кредитне памасан та пултараççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Вилĕмрен çăлнă
Хĕллехи кун кĕске. Тавралăх çутăлса çитет кăна, тĕксĕмленме те тытăнать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшра пурăнакан Александр Пузыркин вăрмантан ĕшенсе таврăннă хыççăн канса илме шухăшланă. Каç сĕмлĕхне путнă урам кăнтăрлахи пек сасартăк çуталса кайнă.
Инкеке сиссе çамрăк шартах сикнĕ, урама васкаса тухнă. Ак тамаша, кÿршĕри çурт-йĕре пушар хыпса илнĕ-мĕн. Александр шухăшласа тăмасăр унта васканă.
Вăл чупса çитнĕ тĕле урамра пушах пулнă. Кÿршĕ-аршă пушар алхаснине сисеймен. Çулăм ирĕке тухайман-ха, шалта вара çуннă. Кил хуçи, 50 теçеткерен иртнĕ арçын, вут-çулăмран хăтăлса урама тухма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Пит-куçне пĕçертнĕ пулин те, чи кирли — сывă юлни. Анчах амăшĕ, 80 çултан иртнĕ Ольга Юманкина, ниçта та курăнман. Кинемей урине амантнă хыççăн килтен тухса çÿрейменнине аван пĕлнĕ Александр. Кĕрлесе çунакан çуртра чÿрече умĕнче кĕтмен çĕртен хĕрарăм пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтнĕ.
Сывлăх тĕлĕшпе хавшакскерĕн кантăка уçма та, çĕмĕрме те вăй-халĕ çитеймен çав. Чупса çитнĕ çынсем çулăм хыпса илнĕ çурт патне пыма хăранă. Урамра ватăсем ытларах пурăнаççĕ, кĕтмен инкекре вĕсем те çухалса кайнă темелле. Александр Пузыркин чÿречене çĕмĕрсе шал енне тĕксе ÿкернĕ те кинемее вилĕм аллинчен туртса илнĕ. Пушар вара вăй илсех пынă, пÿрте, верандăна йăлтах вĕри çулăм çавăрса илнĕ.
Вут-кăвар куçман пурлăха та юрăхсăра кăларнă. Хальхи вăхăтра кĕтессĕр юлнă ывăлĕпе ватă амăшĕ Хĕрлĕ Чутай салинче тара илнĕ хваттерте пурăнаççĕ. Юманкинсем çывăх çыннине çăлнăшăн Александра чĕререн тав тăваççĕ.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, пушар юсавсăр электропралукран тухнă-мĕн.
— Ман вырăнта ыттисем те çаплах тунă пулĕччĕç. Çавăнпа хама паттăрлăх кăтартнă тесе шухăшламастăп. Ку çемьене лайăх пĕлетĕп, кинемей пурнăçне тăсма пултарнишĕн савăнатăп. Хĕл кунĕнче çуртйĕрсĕр юлни пăшăрхантарать паллах, анчах ăна майĕпен тума пулĕ. Çын пурнăçне вара тавăраймăн, — терĕ сăпайлăн Александр Пузыркин.
Ял-йыш çамрăка хисеплет. Ачаран ашшĕсĕр нушаланса ÿснĕрен-ши, яланах ыттисене пулăшма тăрăшать вăл.
Тĕп килтен уйрăлса тухнă хыççăн каччă тăван ялтах, Туктамăшра икĕ хутлă чаплă кермен çĕкленĕ. Вырăнта чуна килĕшекен ĕç тупăнманран Мускавра вăй хурать. Çичĕ хут тар тăкса тунă укçине хуçалăхне çирĕплетме хывать. Çу кунĕсенче ялта ытларах тăрăшать. Пахча çимĕç те хăех туса илет. Александр çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха. Вăл туслă та çирĕп кил-йыш пирки ĕмĕтленнине пытармарĕ. Мăшăрĕшĕн, ачисемшĕн шанчăклă, çывăх çын пуласси пирки иккĕленмелли çук. <...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Паттăрсем аса илеççĕ
Чăваш Енре «Чĕмсĕр чикĕсен ĕçченĕсем» кĕнеке кун çути курнă. Ăна февралĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче пахалĕç.
Кĕнекене Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисемпе вĕсен тăванĕсен аса илĕвĕсене кĕртнĕ. 100 аса илÿрен 87-шне сборнике вырнаçтарнă. Вĕсене пĕлтĕр тĕп хулари шкул ачисем «Сăр чиккин паттăрлăх страници» проекта пурнăçа кĕртнĕ май республикăри районсенче çырса илнĕ.
Кĕнекене пахаланă чухне Шупашкарти шырав отрячĕсен участникĕсем хăйсен ĕçĕхĕлĕпе паллаштарĕç.
«Кĕнеке 300 экземплярпа пичетленнĕ. Кашни историре — хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çын çинчен кÿртĕм пай тата цитата вырнаçтарнă. Унта строительство ĕçне епле йĕркеленине, ĕçченсен кун-çулне, кăмăл-туйăмне, мобилизаци йĕркине çырса кăтартнă. Кăларăма республикăри вулавăшсене тата шкулсене çитерме палăртнă», — тенĕ тĕп хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров.
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалăх медальсем парса чыслĕç.
Валентина МАКСИМОВА.
♦ ♦ ♦
Çÿп-çап купи пуçа хыçтарать
Çĕмĕрлери районсен хушшинчи прокуратура Вырăс Улхашĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене еплерех пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Маларах, 2019 çулхи август уйăхĕнче, прокуратура район администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсен требованийĕсене пăсни çинчен представлени тăратнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă май Вырăс Улхашĕ ял тăрăхĕнчи санкцилемен çÿп-çап купине пĕтерме ыйтнă. Анчах çак ĕçе пурнăçламан.
Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн 3 уйăх хушшинче санкцилемен çÿп-çап купине пĕтерме хушнă. Тĕрĕслев вăхăчĕ тĕлне, 2020 çулхи декабрь те, вăл çав-çавах вырăнта пулнă.
Çавна май Çĕмĕрлери районсен хушшинчи прокуратура Вырăс Улхашĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе административлă право нормисене пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă.
Ăна пăхса тухнă май должноçри çынна 10 пин тенкĕлĕх штрафланă.
ЧР прокуратурин материалĕсемпе усă курса Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Хĕвел шевли пек
Валентина Антонова Шуршăл ялĕнче кун çути курнă. Çемьере виçĕ хĕр çитĕннĕ, вăл кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Хĕрсене амăшĕ пĕччен ÿстернĕ.
Çурма тăлăхсем пурнăç нушине чылай тÿснĕ: çиме — апат-çимĕç, çие тăхăнма тумтир пулман. Вунă класс пĕтерсен Валя Шупашкара çул тытнă. Унта вăл каменщик профессине алла илнĕ. Каярахпа Череповец хулине стройкăна тухса кайнă. Пултаруллăскер асăннă хулара бухгалтера вĕренсе тухнă.
Шăпа Вальăна тăван ялне каялла çавăрса килнĕ. Çемьери хуйха пула вăл Шуршăла таврăннă. Вĕсен кил-çурчĕ тĕппипех çунса кĕлленнĕ. Çапла, нуша ăна пуç çĕклеме те паман темелле. Мăшăрĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Вĕсем унпа 42 çул килĕштерсе пурăнчĕç. Халĕ Валя кĕçĕн ывăлĕпе кун кунлать. Шел те, аслă ывăлĕ те çĕр çинче текех çук.
Тантăшăм тăван шкулĕнче бухгалтерта, каярахпа ача садĕнче воспитательте тăрăшрĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ĕçсĕр лармасть. Кăмпа-çырлана çÿреме кăмăллать, ал ĕç тăвать, пахча çимĕç çитĕнтерет.
Галина ИВАНОВА, Шупашкар хули.
♦ ♦ ♦
Пенси пысăкланать
Ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенсийĕ çулталăк пуçламăшĕнче 6,3% хушăннă. Ăна январĕн 1-мĕшĕнче индексациленĕ. Вăтам пенси 930,21 тенкĕ хушăннă, 16309,8 тенкĕпе танлашнă. Республикăри 274677 ватă çĕнĕлĕхпе усă курĕç.
Ĕçлекен пенсионерсен страхлав пенсине июль уйăхĕнче çĕнĕрен шутласа памалла. Вĕсем 2020 çулта ĕçленине шута илĕç. Ку республикăри 66 пин çынна пырса тивĕ.
Кăçал 56 çулти, 4 ачаллă /8 çултан аслăрах/ хĕрарăмсем вăхăт çитиччен пенсие тухма пултараççĕ. Иккĕмĕш çур çулта 56,6 çулти хĕрарăмсене, 61,6 çулти арçынсене ватлăхри страхлав пенсине шутласа парĕç. Ăна илме 12 çул страхлав стажĕ тата пенсин 21 коэффициенчĕ кирлĕ.
2019 çултанпа пысăк ĕç стажĕллĕ çынсене /арçынсен — 42, хĕрарăмсен 37 çул/ вăхăт çитичченех тивĕçлĕ канурисен йышне кĕртме май пур. Вĕсен палăртнă ÿсĕмрен 2 çул маларах ватлăх пенсине илме пулать. Çапах арçынсен — 60, хĕрарăмсен 55 çултан кĕçĕн пулмалла мар.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен....
Комментировать