Шăнса пăсăлнă

14 Янв, 2021

Çак кунсенче çанталăк ытти чухнехинчен самай сивĕрех тăчĕ. Çавна май çынсем урамра шăнса пăсăлнă тĕслĕхсем йышланнă.

Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче васкавлă пулăшу машинисен сакăр çын патне çитме тивнĕ. Республикăн катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшу центрĕнче пĕлтернĕ тăрăх, шар курнисем – 29-89 çулти çынсем. Кашнинех больницăна илсе кайнă.

Çĕмĕрле районĕнче 79 çулти арçын картишне тухсан ÿкнĕ те тăрайман. Икĕ сехет выртнă вăл. Кайран ăна тăванĕсем асăрханă, тухтăрсене чĕнсе илнĕ. Канаш районĕнчи 62 çулти хĕрарăм кил хушшине тухсан пуç çаврăннипе ÿкнĕ. Çитменнине вăл ÿсĕр пулнă. Сивĕре 4 сехет выртнă. Унăн ал сыппине тăм илнĕ. Канаш хулинче 29 çулти арçын пушмак тăхăнмасăрах ÿсĕр пуçпа урам тăрăх утнă.

Тухтăрсем эрех ĕçме хушмаççĕ. Вăл организма ăшăтмасть, микробсене вĕлермест, юн тымарне тасатмасть, сывлăха сиен кÿрет çеç.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.

med.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментировать