Тантăш № 1 (4720) 14.01.2020

14 Янв, 2021

Вулама вĕренсенех «Тантăшпа» туслашнă

Каçал тăрăхĕнчи Тукай ялĕн ачисем пĕр шухăшпа, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ. Шкула та пĕрле утаççĕ, кану кунĕсенче те, уявра та пĕрле вĕсем. «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсемпе туслăскерсем çак кунсенче чăваш ачисен хаçачĕ 90 çул тултарнине паллă тума мехел çитернĕ. Кăрлач сиввине пăхмасăрах «Тантăша» халалласа Тукай ялĕнче хăйне евĕр уяв ирттернĕ.

Тулли кăмăлпа саланчĕç

Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче ăс пухнă, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Аньăпа Таня Матросовăсем — аппăшĕпе йăмăкĕ. Иккĕшĕ те ачаран «Тантăш» хаçатпа хавхаланса ӳснĕскерсем паян та ăна алăран ямаççĕ. Ахальтен мар пулĕ Аньăна 2019 çулта çуллахи каникул вăхăтĕнче «Каçал ене» ĕçлеме чĕннĕ. Ачаллах район хаçатĕнче хăйне тĕрĕслесе курнăскерĕн тĕллевĕ çирĕпленнĕ. Çакă хистенĕ те ăна шкул хыççăн журналист профессине суйласа илме. Юрра-ташша ăста, пултаруллă та маттур Таня та аппăшĕнчен кая мар. Вăл «Раççей чăваш пики-2019» ята çĕнсе илчĕ. Халĕ Чăваш наци радиовĕнче вăй хурать. Пĕри тепринчен маттуртарах. Кăрлачăн 12-мĕшĕнче «Тантăш» 90 çул тултарнине шута илсе вĕсем никам хистемесĕрех Тукай ялĕнчи хаçат тусĕсене пĕрле пухса урамрах уяв ирттернĕ. «Тантăшпа» эпĕ те, Аня та вулама вĕренсенех туслашнă. Хаçат юбилейĕ çывхарнине пĕлнĕ-ха эпир. Çак уява ирттерме малтанах палăртса хунăччĕ. Тен, хамăр шухăшланă пекех пулаймарĕ те. Нумай-нумай хаваслă юр кĕлетке ăсталаса вĕсене хаçат тыттарасшăнччĕ, юбилейпе саламласа çĕр çине юр чăмаккисемпе çырасшăнччĕ. Анчах та çанталăк сивĕтнĕ май йĕпе юр çумарĕ. Эпир пуç усмарăмăр. Хутран хитре касса кăларса «Тантăша» 90 çулпа саламларăмăр, уçă сывлăшра хăйне евĕрлĕ пĕчĕк уяв ирттертĕмĕр. Чи кирли — Тукай ачи-пăчи килне тулли кăмăлпа саланчĕ. Ан тив, пĕчĕк уяв çеç, анчах та çавă та яланлăхах асра юлать», — каласа кăтартрĕ Татьяна Матросова.

Сăвă вуланă, гимн юрланă

Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем уява «Тантăшпа», «Теттепе» килнĕ, пурте пĕрле хаçатăн гимнне юрланă. Кăларăмсенчи калавсемпе кулăшсене вуланисĕр пуçне хăйсен сăввисене те пăхмасăр каланă, пĕр-пĕрне паллаштарнă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Хаçатри викторина ыйтăвĕсене те пĕрле шыранă çав кун. «Тантăшри» тупмалли юмахсем пурне те пуç ваттарнă. Ансатах мар иккен. Рубрика ячĕсене кам ытларах асăнать, хаçат малтан мĕнле ятпа тухса тăнă тата ытти чылай ыйтăва хуравланă ачасем.

«Эпир çемьере пиллĕкĕн. Аня — чи асли. Унсăр пуçне — Лида, Николай тата Арина. Вĕсем виççĕшĕ те Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче ăс пухаççĕ. Кашни эрнерех «Тантăша» чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хаçат 90 çул тултарнине халалласа сăвăсем шăрçаларĕç, кайран вуласа пачĕç. Макарпа Нина Казаковсем тата Мария Афанасьева «Тантăш» уявĕнче уйрăмах хастар пулчĕç. Нина ача садне çеç çӳрет пулин те ăна хаçатри вăйăсем илĕртеççĕ», — паллаштарчĕ Татьяна.

Уява йĕркелесе ирттернĕ Таньăпа Аня Матросовăсем «Хыпар» Издательство çуртĕнчи слета хутшăнннине паянхи кун та ăшă кăмăлпа аса илеççĕ. Ача чухне кам кăна пулма ĕмĕтленмен-ши вĕсем, çапах та «Тантăш» хаçатпа пĕчĕкрен туслă пулни журналистикăнах кайма хистенĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă Таньăпа Аня ача чухне Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча лагерĕнче те каннă. Иртнĕ çул Лида та путевкăна тивĕçнĕ, анчах тĕнчере хăрушă чир алхаснине пула лагерьсем вăхăтлăх ĕçлеме чарăннăран хальлĕхе çитме май килмен.

Елена АТАМАНОВА.
МАТРОСОВСЕН архивĕнчи сăн ӳкерчĕк.


Пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрĕ

Çак кунсенче юратнă «Тантăш» хаçат тухма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. Мĕншĕн кăмăллаççĕ-ха ăна? Çак ыйтăва хаçат тусĕсенчен ыйтса пĕлес терĕм.

Аня АРТЕМЬЕВА:

— «Тантăш» тăрăшса ăс пухма, илемлĕ хайлавсем, сăвăсем шăрçалама вĕрентет, çавăншăн ăна кăмăллатăп та. Çак хаçатпа эпĕ мĕн пĕчĕкренех туслă, мĕншĕн тесен манăн аппасем унпа тачă çыхăну тытнă, çавна май вăл пирĕн килте яланах пулнă.

Хаçатри кашни статьяна, заметкăна вуласа тухатăп, тĕрлĕ кăсăклă вăййа пурнăçлама кăмăллатăп, унсăр пуçне республикăри ачасен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатăп. Хам та ӳкерчĕксем, сăвăсем, заметкăсем шăрçаласа вĕçтеретĕп. Вĕсем пичетленсен çав тери савăнатăп! Малашне те унпа туслă пуласчĕ!

Вадим АЛЕКСЕЕВ:

— 5-мĕш класа куçсан пире вĕрентекен «Тантăшпа» паллаштарчĕ. Питĕ килĕшнĕрен, интереслĕ пулнăран кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр халĕ. Юлташсен заметкисене курсан хам та çырма пуçларăм. Хаçатри сăвă-калав питĕ килĕшет. Манăн аппасем те шкулта вĕреннĕ чухне «Тантăшпа» туслăччĕ. Эпĕ те вĕсенчен юласшăн мар. Чăваш ачисен хаçачĕ пурришĕн савăнатăп.

Юлия КОШЕЛЕВА, вĕрентекен:

— Ача-пăча кăларăмĕпе пĕчĕкренех туслăччĕ. Хăй вăхăтĕнче «Пионер сассиччĕ» вăл, халĕ «Тантăш» ятпа тухать.

Хаçатăм юратнă ĕçе суйласа илме пулăшрĕ. Тăватă хĕрĕм те хаçат тусĕ пулса ӳснишĕн савăнатăп. Паянхи кун та «Тантăш» вĕрентсе пыни пурнăçра пулăшать. Унпа туслă пулни ачасене тĕрĕс воспитани пама, тăрăшуллă пулма май парать тесе шухăшлатăп.

Хăй вăхăтĕнче хаçатпа туслă пулнă ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тăрăшулăхпа палăраççĕ. Вĕсене пурне те юратнă хаçат пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Хаçатра тăрăшакан журналистсене те тав тăватăп. «Паллаш, туслаш хаçатпа!» тесе калас килет кашни ачана. Ашшĕ- амăшне те «Тантăш» çырăнма ыйтас килет. Вăл ачасене ырра вĕрентет. Малашне те унпа тачă çыхăнура пуласчĕ.

Ирина КОШЕЛЕВА, 6-мĕш класс.
Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

 


Друзья-кулинары

Недавно к нам в гости из Москвы приехала подруга моей мамы с детьми – Юлианой и Кирой. С Кирой мы не виделись больше 8 лет. Мы были еще совсем маленькими, когда ходили друг к другу на день рождения.

Мама с тетей Таней – лучшие подруги с 8-го класса. Так сложилось, что они разĕехались по разным городам и долго не виделись. Так приятно было видеть их счастливые лица. А я, как самый старший, в этот день развлекал всех детей. Мы обменивались подарками и поздравляли с Новым годом всех домашних.

Позже мама пригласила всех на кухню. Кира очень хотела научиться делать меренговый рулет по рецепту моей мамы. Все вместе мы принялись за дело. Кира, я, Маша и Юлиана - все по очереди взбивали миксером ингредиенты, слизывая с венчика безе. Самое важное – процесс формирования рулета, мама нам не доверила. Когда она это делает, всегда нам говорит: «Не дышите! Это очень хрупкий и ответственный момент!» У нас получился красивый десерт, который мы подарили нашим гостям.

Провожая их, пообещали, что будем встречаться чаще. На следующих каникулах обязательно сходим в кинотеатр все вместе. Вот так весело и вкусно мы провели время с нашими московскими друзьями.
 

Арсений ШАКИН,
3-й класс.
Новочебоксарский кадетский лицей.


В копилке – несколько медалей

Ученица школы №9 города Новочебоксарска Лейсан КАМАЛЬДИНОВА успешно выступила на республиканских соревнованиях по спортивной аэробике: Кубке Чувашской Республики и Республиканском турнире «Елка в кроссовках». Лейсан заняла 3-е место в индивидуальном выступлении, стала первой в номинациях «групповая» и «танцевальная» гимнастика.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.