«Чăваш хĕрарăмĕ» 1 (1178) № 14.01.2021

14 Янв, 2021

Хĕвел тухать, ура утать, журналист хыпар пухать…

Савăк кăмăлпа кĕтĕмĕр 2021 çула. Сăлтавĕ-и? Чуна савăнăç кӳме сăлтав шырамалла-и вара? Хĕвел тухать, ура утать — ăçталла каяс килет, çавăнталла çул тытма пулать. Апла, сывлăх пур. Сывлăх пулсан вара мул та пулать. Çав мула пĕрле пайлама тăвансем, çывăх çынсем, пĕлĕш-юлташ кирлĕ тата. Чăн телей никĕсĕ çакă. Чим, тепĕр самант кирлĕ çынна хăйне телейлĕ туйма. Юратнă ĕç. Шăпах çавăнтан пуçланчĕ те 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе тӳрех çырăнтару пайне чупатпăр — мĕнле унта, пирĕн туссем сыхланса юлнă-и? Пирĕн кăмăла пĕлсе хĕрсем кăтартăва пĕтĕмлетсе ятарлă таблица хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ. Куç хыпаланса хăех йĕрке хыççăн йĕрке хыпашлать, регион хыççăн регион… Раççейĕпех, Раççейĕпех сарăлать «Чăваш хĕрарăмĕ»! Кашни тăрăхра тенĕ пекех çырăнса илсе вулаççĕ пирĕн кăларăма. Чăн та, халĕ электрон версие суйлакан та пур — çапла майпа ют çĕршывра тĕпленнисем те çуралнă тăрăхри хыпарсене юратнă кăларăм урлă пĕлсе тăма пултараççĕ. /Кун çинчен тĕплĕнрех çитес номерсенче чарăнăпăр/. Халĕ вара пирĕн туссен, «Чăваш хĕрарăмĕн» пысăк çемйин, анлă географине тишкерер.

Куç виçейми анлăшра тусăмăрсен йышĕ сыхланса юлнă — çакă чи пахи. Сыхланса юлнă кăна мар — ӳснĕ те! Сăмахран, Ханты-Манси автономи округĕнче кăçалтан пуçласа «Чăваш хĕрарăмĕ» 13 киле çитĕ. Çакă — хаçат корреспонденчĕн Марина Тумалановăн тата Сургут хулинчи чăваш наци культура центрĕн ертӳçин Татьяна Кузминан тăрăшăвĕ. Татьяна Юрьевна хаçатпа çыхăну йĕркелеме тахçанах сăмах парать-ха. Анчах каланине пурнăçлама чăрмавсем тухса тăраççĕ-мĕн. Калăпăр, хулара почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ сахал. Ĕç хыççăн вара камăн таçта çити çӳрес килтĕр? Çапла çырăнтару тапхăрĕ пĕрин хыççăн тепри вăшт! кăна ирте-ирте каять, Сургутсем, тăван чĕлхепе вулас килсессĕн те, хаçат çырăнма вăхăт тупаймаççĕ. Иртнĕ çулталăк чатăрне витсе ĕлкĕриччен вара чăвашсен харсăр ертӳçи тытнă та почтăна кайса хăех юратнă кăларăма 13 экземпляр çырăннă — 13 çемье валли. Вăт, хĕрарăм… Сургутра та хĕрарăм, пушшех те — чăваш чунли. Эх, Татьяна Кузьминаран ыттисем те тĕслĕх илсен епле аван пулмалла та!

Регионсем тăрăх тухнă «çул çӳреве» маттур та хастар кӳршĕсенчен пуçлас килет. Тутар Республикинче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем — чăн-чăн чун йăпатмăшсем пирĕншĕн. Ку тăрăхра «Чăваш хĕрарăмĕ» 292 экземпляр сарăлать! Чăнах, тĕслĕх илмеллех вĕсенчен. Пушкăрт тăрăхĕнчи туссен йышĕ те сахал мар. Тесшĕнччĕ. Таблицăна тишкеретĕп те, пурĕ те 24 экземпляр кăна иккен. Паллах, ку та лайăх. Юнпа та, чунпа та тăван çыннăмăрсем чăвашлах вулама тăрăшни мухтава тивĕç. Çапах та Чĕмпĕрсем авă вĕсене хыçа хăварнă иккен — чăвашлăх сăпкинче пирĕн кăларăм çак çур çуллăхра 50 киле çитĕ. Самар чăвашĕсем Чĕмпĕрсенчен кăшт кăна кая юлнă — 43 экземпляр.

Çĕршыв тĕрлĕ кĕтесĕнче хăтлăх тупнă чăваш. Унпа пĕрлех телейне те тупнине питех те ĕненес килет. Çапах та тулли телей валли анне сĕчĕпе куçнă чĕлхе кирлех. Тăван сăмах чуна лăпкать, канăç кӳрет, унран çывăххи çуках. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн кăларăмпа çыхăнăва татмаççĕ тусăмăрсем. Наци культура обществисене хастарсем ертсе пыма пуçлани те куç кĕрет. Калăпăр, кăçалтан пуçласа Санкт-Петербург чăвашĕсем пирĕнпе çыхăну йĕркелерĕç. Мускав облаçĕнче 2-ĕн пирĕн кăларăма çырăннă. Кемĕр — 8, Волгоград — 6, Чулхула — 5, Эрĕнпур — 5, Тюмень — 4, Тверь — 3, Сарă ту — 3, Челябинск — 2, Иркутск — 2, Иваново —2, Воронеж — 1, Томск — 1, Тамбов — 1, Ростов — 1, Кострома — 1, Пенза — 1 — çакăн пек кăтарту облаçсенче. Дагестан, Чечня республикисене суйланă йăхташăмăрсем те çыхăнăва татманни савăнтарать — унта 1-ер экземпляр «вĕçĕ». Красноярскра — 3-ĕн, Краснодарта — 2-ĕн, Алтай, Пермь тăрăхĕсенче — 1-ер çемье тăван чĕлхепе вуласа киленĕ. Чăваш Енре вара 3702 çемье «Чăваш хĕрарăмне» суйласа илнĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита ИЛЬИНА.
 


Йăрăс пÿллĕ чиперкке арçын ĕçне кăмăллать

Пурнăç тĕрлĕ тапхăрĕнче арçынсемпе хĕрарăмсен тан марлăхĕ тĕрлĕ шайра палăрнă. Хальхи вăхăтра саккун этемлĕхĕн черчен çуррине чылай енĕпе арçынсенчен кая мар пулма ирĕк парать. Професси тĕлĕшпе тишкерес тĕк, юлашки вунă çуллăхра «юбкăллисене» ĕçлеме илмен списокĕ катăлсах пырать. Раççей правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ку таранччен хĕр-хĕрарăмшăн 456 направлени хупăччĕ. Халĕ ун пеккисен йышĕнче 100 професси кăна юлнă.

Хĕрарăмсем арçынсен мĕнлерех профессийĕсене суйлани, хăйсене этемлĕхĕн черчен йышĕнче «йăлана кĕмен» ĕçре мĕнле туйни çинчен нумаях пулмасть Раççей телекурав Пĕрремĕш каналĕн «Доброе утро» программи валли сюжет хатĕрленĕ. Унăн пĕр пайне Йĕпреç районĕн лесничествинче ӳкернĕ. Кăрлачăн 11-мĕшĕнче телекăларăм çăлтăрне çаврăннă Галина Климина /хĕр чухнехи хушамачĕ — Житова/ — Чăваш Енри професси илнĕ вăрман касакансен йышĕнчи пĕртен-пĕр хĕрарăм. Çак специальноçа вăл 2018 çулта алла илни çинчен ятарлă удостоверени çирĕплетет.

Ашшĕн йĕрĕпе

Атăл леш енчи Йăлăмра, Çурçĕр поселокĕнче, çуралса ӳснĕ Галинăн пурнăçĕ вăрманпа тачă çыхăннă.

— Анне Любовь Васильевна поселокри брикет заводĕнче мастерта тăрăшатчĕ. Атте Вячеслав Витальевич вара мĕн ас тăвассах Шупашкар лесничествинче вăй хунă. Вăл хăйĕн ĕçне çав тери парăннăран эпир çемйипех атте çумĕнче кăштăртатнă. Делянкăра вăл йывăçсене тӳнтерекенĕччĕ. Пичче трактор рулĕ умне ларатчĕ. Анне туратсене касатчĕ. Эпир йăмăкпа çапă пуçтараттăмăр, лаптăка типтерлеттĕмĕр. Йывăç касма хĕлле пуринчен вăхăтлă. Сивĕре кăвайт чĕртни, атте хуранпа шӳрпе пĕçерни, ĕçлесе ĕшеннĕ май пурте туслăн апата ларни епле асра ан юлтăр? Çулталăкăн ытти тапхăрĕнче те вăрмана тăтăшах çӳреттĕмĕр — кăмпа-çырла, мăйăр вырăнĕсене ача чухнех лайăх пĕлнĕ. Хамăра çут çанталăк ачисем пек туясси çапла амаланса пынă, — пуçларĕ калаçăва Галина.

Хăйне яланах арçын ĕçĕсем килĕшнине калать çамрăк хĕрарăм. Чăн та, Сосновкăри вăтам шкултан вĕренсе тухсанах сутуçă специальноçне алла илнĕ-ха вăл. Анчах кăшт ĕçлесе пăхнă та — лавккара хăйне кичемлĕх пуснине туйса илнĕ.

— Сĕнтĕрвăрри техникумĕнче автослесаре вĕрентĕм. Автомобильсем юсасси çав тери килĕшрĕ. Тивĕçлĕ документ алла илсен Шупашкарти шиномонтаж пысăк мар предприятине ĕçе кĕрĕшрĕм. 10 çул тăрăшрăм арçын слесарьсемпе пĕрле. Кăмăла каятчĕ ĕçĕм. Электроникăна юсама кăна хăнăхаймарăм, ытти кăлтăка сирме вĕрентĕм. Татах тытăнса тăма пултарнă эпĕ çав ĕçре — хулара пурăнса йăлăхрăм. Йăлăмаллах туртрĕ чунăм, вăрманшăн тунсăхласа çитрĕм. Кунта ӳпке туллин сывлама хăнăхнăран хулана кайсан кислород çитменнипе пуç ырататчĕ, — вăрман ытамĕнче пурăнса курнă çыншăн кунтах хăтлине çирĕплетеççĕ çак сăмахсем.

Йăлăмаллах туртăннă

Çут çанталăк илĕртӳллĕ кĕтесне туртăнни аван, анчах пурнăçа йĕркелеме ĕç те кирлĕ. Хĕр тиркешсе тăман — инçех мар вырнаçнă заправкăра оператор кирлине пĕлсен унта çул тытнă.

Тăван тăрăха таврăнса хăй тĕрĕс тунине Галина Житова часах ăнланса илнĕ. Сосновка каччипе Иван Климинпа пĕр шкулах сукмак такăрлатнă пулин те пĕр-пĕрне çулсем иртсен кăна куç хывнă. Иван Николаевич пулас мăшăрĕ хăйне хăюлăхĕпе, хурăн пек яштака кĕлеткеллĕскер нимĕнле ĕçрен те шиклеменнипе илĕртнине пытармасть. Некрасовăн поэминчи евĕр «çунакан çурта та кĕме хатĕр, юртакан урхамаха та ним мар çăварлăхлакан» пикене епле вĕçертĕн? Çапла республикăра çĕнĕ çемье чăмăртанать.

— Арçынла ĕçрен те хăраманшăн килĕштернĕскер эсĕ çулсем иртсен йывăç тӳнтерес ĕçе пуçăннине йĕркеллех йышăнчĕ- тĕр? — тĕпчетĕп икĕ ача амăшĕ пулса тăнă Галина Вячеславовнăран.

— Вăл хăй те вăрман çынни-çке, çавăнпа мана ăнланать. Мăшăрăм та йывăç касма маçтăр. Сунарçă та, пулăçă та вăл. Пирĕнешкел çынсемшĕн вăрман кану кăна мар, ĕç вырăнĕ пулнине епле хирĕçлетĕр? Пĕр вăхăт лесникре ĕçлерĕм. Кирлĕ мар йывăçсене касма ялан çынна кĕтес килмест — хамах тӳнтерме хăтланаттăм. Чăн та, çакă питĕ теветкеллĕ ĕç пулнине ăнланса малтан Сĕнтĕрвăрринче ятарлă пĕлӳ илтĕм. Сăмах май, йывăç тӳнтерессине хăрушлăх тĕлĕшпе шахтăра вăй хурасси хыççăн иккĕмĕш вырăна лартаççĕ. Пĕтĕм условие малтан шута илме йывăр: ĕçе пуçăнсан çил урăх еннелле вĕрме пуçлать-и, çиелтен çирĕп курăнакан вулă шалта хăвăл-и, тӳнме пуçланине тепĕр йывăç чăрмантарать-и... Ахальтен мар опытлă ĕçченсем шар курнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Пирĕн республикăра та, шел, юлашки çулсенче икĕ арçын йывăç айне пулса вилнĕ. Сыхланулăх 150-200 процент пулмаллине асра тытмалла, — чи мала сисĕмлĕхе тата асăрханулăха кăларать халĕ ĕнтĕ республикăра кăна мар, Раççей тĕрлĕ регионĕнче ырă тĕслĕх кăтартма ĕлкĕрнĕ професси шайĕнче вăрман касакан хĕрарăм.

Ирина ИВАНОВА.
 


Авалхи халăх пулнипе мăнаçланатпăр

Иртнĕ çул Чăваш автономи облаçне никĕсленĕренпе — 100 çул тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чаплă Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине паллă турăмăр. Çак уявсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăн çавра çулне халалласа ЧНК культура комитечĕ çулталăк тăршшĕпех чăвашлăха упраса пырса аталантарма, тăванлăх туйăмĕсен хăватне вăйлатма пулăшакан вун-вун мероприяти йĕркелерĕ.

Коронавирус чирĕн хăрушлăхне чарса лартас тĕллевпе чылай хушă килте ларма тиврĕ пулин те ĕç-хĕл чарăнмарĕ — интернет уçлăхне куçрĕ. Мероприятисем онлайн мелĕпе иртрĕç. Комитет хастарĕсем наци культурипе çыхăннă тĕл пулусем, конференцисем, ăсталăх урокĕсем, фестиваль-конкурссем, чăваш тĕррин тата тумсен куравĕсене ирттерчĕç.
Тахçанах манăçа тухнă юрăсене, уявсене, йăла-йĕркене, ташăсене, тумсене аса илес, вĕсене халăх умне кăларас тĕллевпе «ЧНК уçă вулавĕсем», «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектсем пурнăçланса пычĕç. Ламран лама куçакан пултарулăха «Халăх юрри — чунăм уççи» ярăм, ăсталăх урокĕсем упраса хăварма пулăшаççĕ. Чăваш Енри тата регионсенчи йăхташăмăрсен, уйрăмах Ленинград, Питĕр, Тюмень облаçĕсен, Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр тăрăхĕсен хастарĕсене палăртас килет. Инçет çыхăну мелĕпе «Ираида Вдовина. Тăвансене курассăм килет» ярăмпа ăсталăх урокĕсене комитет пайташĕ, «Телей» халăх ушкăнĕн ертӳçи, педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ертсе пычĕ.

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ Чăваш патшалăх культура тата ӳнер институчĕпе пĕрле литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» тĕнчери халăхсен хушшинчи конкурс-фестиваль йĕркелерĕ. Форума Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалларăмăр. Нарăсăн 22-мĕшĕнче ирпе-ирех Шупашкарти Туслăх çурчĕ кĕрлесе кăна тăчĕ. Конкурс-фестивале хутшăнакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тутар тата Пушкăрт республикисенчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, Крымран, Питĕр хулипе Ленинград облаçĕнчен, Мускавран, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистан, Узбекистан тата ытти çĕршыв çамрăкĕсем куçăмлă тата куçăмсăр майпа тăратнă. Фестивальте Чăваш Ене мухтаса тĕрлĕ чĕлхепе юрă-ташă, вăйă-кулă янăрарĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ 75 çул тултарнине палăртса вăрçă темипе чылай номер пулчĕ. Трак енри халăх фольклор ушкăнĕ ку енĕпе уйрăмах палăрчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ташă кунĕ тĕлне комитет «Чăваш ташши илемĕ» фестиваль ирттерет. Йĕркелӳçисем — профессионал хореографсем, культура комитечĕн пайташĕсем Надежда Васильева, Эльвира Альмешкина, Алиса Лукина. Короновирус хăрушлăхне пула кăçал вăл раштав уйăхĕнче онлайн мелпе иртрĕ. Унта республикăри, регионсенчи чăваш автономийĕсен ушкăнĕсемпе уйрăм ташăçăсем хутшăнчĕç. Пултарулăх ушкăнĕсен чăваш ташшин илемне кăтартакан видеоролика социаллă сетсенче курма пулать.

Паллă çыннăмăрсен еткерлĕхне тăван халăх патне илсе çитерес тесе культура комитечĕ нумай тăрăшать. Чăваш мĕн авалтан юрă ăстисемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — Гавриил Федоров /1878-1962/. Вăл халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвве ырми-канми пухса пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Гавриил Федоров ячĕллĕ регионсен хушшинчи «Авалхи юрăсен сасси» фестиваль-конкурс раштав уйăхĕнче онлайн мелпе виççĕмĕш хут иртрĕ. Ăна комитет пайташĕ Наталия Арсентьева йĕркелесе пычĕ. Халăх пултарулăхĕ паян çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илсе пырать. Çавăнпах фестивальсене тулай чăвашĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ.

Вера АРХИПОВА,
Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ертӳçи.

 


Тăлăх арăм пулса юлнă аннесем...

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи тапăннă, калама çук хăрушă вăрçă пуçланнă. Гитлер çарĕсем шалтан-шала кĕрсе Мускав патне çитнĕ. Патшалăх Оборона комитечĕ пĕр тăхтаса тăмасăр хӳтĕлев чиккисем тăвас ĕçе пуçăннă. Çакă Чăваш çĕрне те пырса тивнĕ. Çапла 1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Сăр тата Хусан линийĕсем çинче окоп чавас ĕç пуçланнă. Салтак арăмĕсем, 16-17 çулти çамрăксем, тылра юлнă ватăсем йывăр ĕçе кӳлĕннĕ.

Нумай çул çакăн çинчен ятарласа уйрăммăн калаçман. Юлашки вăхăтра çеç хӳтĕлев чиккисем тунине аса илме, ăна халăх умне кăларма тытăнчĕç. Кăçалхи çула та чĕмсĕр чикĕсен паттăрĕсене халаллаççĕ. Çакă чăваш халăхне питех те савăнтарчĕ. Ара, окоп чавакансен манăçа тухнă ячĕсене çĕклени, вĕсен капашсăр ĕçне истори тата çитес ăру валли упраса хăварни ырă пуçару мар-и вара?

Аслă ăрурисем хĕн-хур витĕр тухнă амăшĕсем, пиччĕшĕпе аппăшĕсем каласа панисене ас тăваççех. Эппин, ĕçе кӳлĕнер. Тĕл пулар вĕсемпе, калаçар, çырса илер. Çакăн пек шухăшсемпе çул тытрăм ялти ватăсем патне.

«Пӳрт пĕренисем шартлатса çурăлатчĕç»

/1934 çулта çуралнă Алексей Михайлов каласа панинчен. Калаçăва 81 çулти мăшăрĕ Людмила Гавриловна та хутшăнчĕ/.

«Вăрçă пуçланнă чухнех эпĕ çиччĕри ача пулнă. Лайăх ас тăватăп: кашни кунах салтак юрри илтĕнет. Пур çĕрте те хурлăх, куççуль. Аттене, çулĕсем нумай тесе, хăварчĕç. Вăл конюхра тăрăшатчĕ, кунĕпех колхозраччĕ. Пĕтĕм ĕç ватă-вĕтĕ, хĕрарăмсем çине тиенчĕ. 1941 çулхи кĕркунне питĕ сивĕ килчĕ, хĕлле — пушшех те. Пӳрт пĕренисем шартлатса çурăлатчĕç. Çав кĕркунне ялти нумай хĕрарăма, çамрăка, ватăрах арçынна Карапаш патне окоп чавма ячĕç. Аттепе анне те кайрĕç. Анне Матрена Николаевна лумпа çĕр катнă. Атте Михаил Павлович лашапа тăпра турттарнă. Эпир, 4 ачи, килте юлнă. Аслăрах аппасем кунĕн-çĕрĕн колхозраччĕ.

Окоп чавнă вăхăтсене анне питĕ хурланса аса илетчĕ. Карапаш пирĕн ялтан аякра, çавăнпах киле таврăнмасăрах ĕçлеме тивнĕ, унтах пурăннă. «Малтанах çĕр питех шăнманччĕ те çăмăлрахчĕ. Сивĕтсе пынăçемĕн çĕр тарăнрах та тарăнрах шăнма пуçларĕ. Лумсемпе, пуртăсемпе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кăна чавса кăларма май килетчĕ», — çапларах аса илетчĕ анне. Тăприне наçилккепе, çатанпа йăтнă вĕсем. Мĕн чухлĕ вăй кирлĕ-çке! Çитменнине сивĕ алхаснă. Ал-урана, пите тăм илнĕ. Сивве, выçнине, ывăннине пăхмасăр ĕçленĕ. Кашнин план тултармал¬ла пулнă. Тăхăнма хальхи пек ăшă тумтир те пулман вĕт. Урана та тăлапа çăпата анчах сырнă. Колхоз кăштах кĕрпе, какай, çĕр улми панă. Нумайăшĕ чăтайман, чирленĕ, виле¬кен те пулнă. 16-17 çулти хĕрсене, салтак шутне кĕреймен каччăсене йывăр килнĕ. Кăкăр ачисене пăрахса хăварма тивнĕ амăшĕсене — пушшех. Килте кам та пулин ватти пур тăк ним пăхмасăр илсе кайнă-çке. Ку сăмахсене аннерен пĕрре мар илтнĕ. Эпир те, килте юлнисем, нушаллă пурăннă ун чухне. Хутма вутă çукчĕ, çатрака пуçтарма çӳреттĕмĕр. Кĕрт тăрăх ашса Ахтан, Сысăл вăрманĕсене кайнă çынсем. Кăмака çинче кĕшĕлтетсе çывăраттăмăр. Ирпе тăнă çĕре пӳртре пулсан та шыв çатăрах шăнса ларатчĕ.

Пĕррехинче анне чирленĕ те ăна киле янă. Анчах ун вырăнне хĕр шутне те кĕмен аппана илсе кайрĕç. Каччăсене 18 тултарсан тӳрех вăрçа ăсатнисем те пулнă теççĕ. Пирĕн урамри Хĕлип Ваççине çапла калатчĕç. Çамрăкскер окоп чавнă çĕрте бригадирта ĕçленĕ».

Асăнмалăх — пĕр карттус канфет

/1937 çулта çуралнă Геннадий Александров каласа панинчен/.

«1941 çулта çĕршыв çине хурлăх йăтăн¬са анчĕ. Ман аттене те вăрçа илсе кайрĕç. Эпĕ ун чухне 4 çул çурăраччĕ. Пĕчĕк пулсан та ас тăватăп çакна.

Аттене Сĕнтĕрвăррине лашапа ăсатрĕ анне, мана та пĕрле илчĕç. Атте пĕр карттус канфет илсе пачĕ. Сыв пуллашнă хыççăн вăрçа каякансене çар комиссариачĕн картине чĕнсе кĕртрĕç те хапхине хупса лартрĕç. Эпĕ атте патне хапха айĕнчен кĕме хăтлантăм — ирĕк памарĕç. Çапла уйрăлтăмăр унпа. Урăх эпĕ ăна курман. Вăрçăра пуçне хунă вăл. Кĕркунне аннене окоп чавма илсе кайрĕç. «Анне!» — тесе макăрса юлни халĕ те куç умĕнче. Килте асатте, эпĕ тата çулталăкри шăллăм Вечча юлтăмăр. Асатте Тĕнче пĕрремĕш вăрçине хутшăннă, Граждан вăрçинче Буденный патĕнче çапăçнă. Ватă пулсан та кил хушшинче ĕçлесе çӳретчĕ вăл. Пирĕнпе ларма вăхăчĕ те пулман унăн. Эпир Веччапа кăмака çинчех пурăнтăмăр. Эпĕ анаятăп-ха, анчах шăллăм ӳкет-çке. Ирĕксĕрех унпа лараттăм. Тулта та, пӳртре те сивĕ. Хырăм та выçă. Вечча чирлесех кайрĕ, çăпан тухса тулчĕ. Асатте кун пирки ялти фельдшера пĕлтернĕ. Лешĕ ял тăрăхĕ валли справка çырса панă. Çакăн хыççăн аннене киле ячĕç. Лайăх ас тăватăп: кĕреçепе хырсах макăра-макăра урай çурĕ анне. Ара, сивĕ пулнăран путеккисене те, пăрушне те нумай чухне пӳрте кĕртнĕ. Вите пекех пулнă пуль çав.

Анне килсен пурнăç кăштах лайăхланчĕ, Веччана та сыватрĕ вăл. Пĕчĕк чухне окоп чавни мĕнне ăнланман та. Ӳсерехпе анчах тăна кĕрсе пычĕç анне каланисем. Питĕ йывăр пулнине хурланса аса илетчĕ. «Баракра урайĕнчех çывăраттăмăр, хывăннă-хывăнманах кайса ӳкеттĕмĕр. Яшки те кама çитнĕ, кама çитмен. 40 градус сивĕре тăм илетчĕ, çапах та ир пуçласа каçчен ĕçленĕ. Шăн тăпрана пĕрчĕн-пĕрчĕн катнă, тиенĕ, турттарнă. Килтисем çинчен шухăшласа чĕрене мĕн чухлĕ çунтарнă», — тетчĕ анне макăрсах.
Мĕнле тӳссе ирттернĕ-ши çав нушасене пирĕн халăх? Халĕ пирĕн кăшт сивве те, кăшт йывăра та чăтас килмест.

Эпир мĕн пĕчĕклех ĕçе кӳлĕннĕ. Анне хăйпе пĕрле колхоза илсе каятчĕ. Ачалăх та пулмарĕ пирĕн. Атте çукран пушшех те йывăр килчĕ. Çынсен ашшĕсем çине пайтах тĕмсĕлсе пăхнă».

«Ывăлăма куртăм та… »

/1938 çулта çуралнă Раиса Белова каласа панинчен/.

«Вăрçă тухнă çул эпĕ виççĕре çеç пулнă, çавăнпа та ун чухнехисене ас тумастăп. Мĕн тери хăрушă та йывăр вăхăтра ӳснине кайран çеç ăнланнă.

Аттепе анне Николайпа Мария Емелькинсем вăрçă умĕн пĕрлешнĕ. Кĕçех çут тĕнчене эпĕ килнĕ. 1941 çулта атте вăрçа тухса каять. Анне кунĕн-çĕрĕн колхозра тăрмашнă. Асаннепех ӳсрĕм тесен те юрать. Анне лашапа ĕçленĕ, ларса та курман вăл.

Окоп чавма тытăнсан та пĕр тăхтаса тăмасăр илсе кайнă ăна. Унта вăл тăпра, юпасем, пĕренесем тиесе турттарнă. Килте юлнă ачи-пăчи, чĕре тулли хуйхи-суйхи, хуçалăх ĕçĕсем çинчен шухăшлама майĕ те пулман хĕрарăмсен. Асанне пĕрмай куççуль тăкатчĕ: «Аçу вăрçăра вут-çулăм ăшĕнче, аннӳ кунта хурлăхпа асап хушшинче», — тетчĕ.
Вăрçă çулĕсенче анне мана, 5-6 çулти ачана, уничене лаша тытма яратчĕ. Хам пĕчĕк, лашан çурри те çук, çапах та Малышка ятлăскерне тилхепинчен тытса чиперех утаттăм. Янавар мана лайăх итлетчĕ. Яла кĕрсен лаша вити умĕнче тăракан урапа çине хăпарса тăраттăм та пĕррех утланса лараттăм. Киле йĕркеллех çитеттĕмĕр. Анне иксĕмĕре те мухтатчĕ вара.

Хуняма Анна Белова каласа панисене те тăтăшах аса илетĕп. Вăл та окоп чавнă. 6 ачине хăварсах кайма тивнĕ унăн. Асли 15- ре, кĕçĕнни, манăн пулас мăшăр Аркадий, пиллĕкре пулнă. Ун чухне 15-ри ача пысăк шутланнă, ыттисене пăхать тенĕ.

Хунеçе Дмитрий Белов та вăрçа тухса кайнă. Малтанах вĕсене Шупашкарта вĕрентнĕ. Вăхăт çитсен салтаксене Канаш урлă вăрçă хирне ăсатмалла пулнă. Пирĕн ял инçех те мар та, хунеçе командирсенчен йăпăрт кăна 6 ачине кĕрсе курса тухмашкăн ирĕк ыйтнă. Канашра хăваласа çитмешкĕн шантарнă. Арçын килне çитет — ачисем хăйсем кăна. Аслă ывăлне çийĕнчех Карапаша окоп чавнă çĕре амăшне чĕнме ярать. Шартлама сивĕ. Çулĕ инçе. Хуняма текех аса илетчĕ: «Витьăна куртăм та мĕнле усал хыпар илсе килчĕ-ши тесе чĕре татăлса анчĕ. Аçу килнĕ иккен. Юлашки хут курса юлтăм упăшкана. Икĕ хутчен вăрçа ăсатрăм, кĕтсе илеймерĕм».

Атте те, упăшкан ашшĕ те вăрçăран таврăнман. Арçын хӳттисĕр çитĕнме йывăр килчĕ пире. Хамăртан та ытла çамрăклах тăлăх арăм пулса юлнă аннесене шел. Вĕсен телейсĕр шăпи çинчен каласа кăтартма нимĕнле сăмах та çитмест».

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.


Тинех урара — çăпата мар, атă

«Атте вăрçăран таврăннă пулсан тĕнчере манран телейлĕрех çынна та тупаймăттăр», — ассăн сывлать 89 çулти Мария Наумова. Çывăх çыннин çутă сăнарне, куллине, хусканăвĕсене асĕнче упрать вăл. Унпа хыттăн ыталанса яланлăхах сыв пуллашнине куçĕ умне кăларать.

Макар уçнă çĕр

Унăн ашшĕпе амăшĕ Макарпа Ульяна Михайловсем Йĕпреç районĕнчи Смычка ялне Елчĕк районĕнчен куçса пынă. Кил хуçи тавралăха вăрмантан тасатса уй-хире анлăлатас ĕçе хастар хутшăннă. Çав вăхăтрах хăй те пуçарулăхĕпе палăрнă. Пĕр лаптăка «Макар уçнă çĕр» тениех çакна çирĕплетет. Пушă вăхăтра юрла-юрла çăматă йăваланă вăл. «Унăн алли витĕр тухнă япала чăтăмлă», — тăрăшса ĕçлекене ырă сăмахпа хавхалантарнă ял-йыш.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах Макар Михайлова фронта илсе кайнă. «Нимĕçсене хамăр йĕрленĕ чухне питех хăрамалла мар, пире тăшман хăваланă вăхăтра чĕрĕ юласси иккĕленӳллĕ», — чунне уçса çырнă вăл малтанхи çырусенче. Хăй, ахăртнех, тăнăç пурнăç çитессе кĕтме пăрахман. Анчах ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн. Кĕркунне Ленинград патĕнчи хĕрӳ çапăçура салтак пуçне хунă. Киле Макар Михайлов хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ.

Куççуле шăлса, шăла çыртса Ульяна Павловна ачисене ура çине тăратассишĕн ăнтăлнă. Шел те, пилĕк пепкинчен виççĕшĕ чирлесе çут тĕнчерен уйрăлнă. Çав вăхăтрах хĕрарăм ыттисене пулăшмашкăн тăрăшнă. Ырă кăмăллăскер аякран килнĕ Варвара Степановăпа унăн тĕпренчĕкне хăйĕн хӳттине илнине урăхла епле хаклăн? Пĕр çемьери пек пурăннă вĕсем. Варвара Васильевна учительте, ял администрацийĕн ертӳçинче вăй хунă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ăна, ирех ĕçе васкаканскерне, çăнăх хĕсĕк пулсан та икерчĕ пĕçерсе çитернĕ.
Пĕррехинче Варвара Васильевнăна çураçма килнĕ. Ульяна Павловна çамрăк хĕрарăма çемье çавăрма чарас темен. Ара, çын телей курма çуралать вĕт. «Ульяна аппа, ытлашши пултăм-и?» — кĕтмен-туман çĕртен кравать пуçĕнчен ярса тытнă тăван пекех хаклăскер. Ульяна Павловна ăна ăшшăн ыталаса илнĕ. Ун чухне çураçма пынисем ахалех тухса кайнă. Сăмах май, каярах Варвара Васильевна Патăрьел районĕнчи Ишлĕре хăтлăх тупнă. 90 çула çитичченех пурăннă.

Ĕнене кашкăр тапăннă

Ульяна Павловна ĕне усрама вăй çитернĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра выльăха лутра картана хупнă. Пĕр каçхине кĕçĕн хĕрне кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра тăпăртатса чупнă сасă хăлхине кĕнĕ. Ирхине тухсан вара хăй курнине те ĕненес килмен. Ĕнене кашкăрсем тапăннă иккен. Выльăх пыршине тăсса таçта çитичченех салатнă. Ун чухне хĕрарăм кăкăр типесрен сыхланса йĕмен. Тепĕр тесен, куççульпе ĕнене каялла тавăрăн-и?

«Колхоз ĕçĕнчен ан юл. Ун чухне сана пурăнма çăмăлрах пулĕ», — мăшăрĕ вăрçăран вĕрентсе çырнине яланах асра тытнă Ульяна Михайлова. Аслă хĕрне Марийăна та ĕçе явăçтарнă.

Çаврăнăçуллă хĕрарăм вăрман касма ытти тăрăхран килекенсене хăйсем патĕнче çĕр вырттарнă. Лашисене картишĕнче тăратнă. Выльăх тислĕкĕ пухăнса пыни пахчана им-çамлама чухах пулнă.

Ачисене пĕччен çитĕнтерекен Ульяна Михайловăна йышлă тăванĕсем май пур таран пулăшнă. Ашшĕ çăпата хуçса тăхăнтартнă.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.