- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 1 (2839) № 13.01.2021
1917-мĕш çулсем тĕлнелле Муркаш районĕнчи Исетерккĕпе юнашар 7 çил арманĕ ларнă. Сăрт çинчи уçă лаптăк вĕсене вырнаçтарма меллĕ вырăн пулнă.
Арманлă ял
Тырă авăртма ку тăрăха аякри ялсенчен те çÿренĕ.
«Çиларманушкăн», — тенĕ вĕсем Исетерккĕ ялне.
Анатри урама унччен «арман пукри» тетчĕç. Хыçалтине
вара — «шыв арман пукри». Юнашарти çырмара шыв
арманĕ ларнăран çапла каланă ăна. Эпĕ ача чухне çав
вырăнта шыв сикки пĕр метр çÿллĕшчĕ. Вăхăт иртнĕ
май çурхи-кĕрхи тапхăрта шыв-шур çырана йăштара-
йăштара ял патнех çывхарма тытăнчĕ. Исетерккĕри
ĕлĕкхи тепĕр урама «турчка пукри» тетчĕç. Чăн та,
урамĕ турчка пекех кукăр вырнаçнă.
Паллах, халĕ ялта пĕр арман та юлман. Хăй вăхăтĕ-
нче вĕсем халăх пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йы-
шăннă. Армансене туса лартакансем чăннипех мат-
тур, пултаруллă çынсем шутланнă. Анчах революци
хумĕ пурнăçа тĕппипех улăштарнă. Ура çинче çирĕп
тăракан кил хуçисен синкерлĕ пурнăç пуçланнă. Мал-
танхи тапхăрта вĕсене пысăк налуксемпе хĕснĕ. 1919
çулхи патшалăх архивĕнчи кăтартусем тăрăх, Исе-
терккĕри Василий Захаров /250 тенкĕ/,
Фома Павлов /200 тенкĕ/, Петр Димитри-
ев /1 пин тенкĕ/, Федор Терентьев /5 пин
тенкĕ/, Алексей Иванов /3 пин тенкĕ/, Тро-
фим Захаров /350 тенкĕ/, Павел Федоров
/500 тенкĕ/ арман хуçисен пысăк налук
тÿлеме тивнĕ. Хăшĕ-пĕри çĕнĕ влаçран
асăрханса куçман пурлăхĕнчен хăтăлма
тăрăшнă. Чеереххисем вара туприне сутса Çĕпĕрелле тухса тарнă.
Çав хушăрах Совет влаçне ĕненекенсем, пулăшасса шанакансем те пул-
нă. Вĕсенчен пĕри — Ефим Тимофеев.
Вăл 1905 çулта чухăн хресчен çемйинче
çуралнă. Тимофей Антоновпа Ефроси-
нья Максимова 2 хĕрпе 4 ывăл çуратнă.
Шел, нумайăшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăл-
нă. Аслă ывăлĕ Иван Граждан вăрçинче
Совет влаçĕшĕн çапăçса вилнĕ. Хĕрĕсем
Марийăпа Екатерина чирлесе çут тĕнче-
рен пĕчĕклех уйрăлнă. Ывăлĕ Арсентий
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.
Хăрăк турат пуличчен...
Ефим, Арсентий, Филипп пĕчĕклех
ашшĕнчен тăлăха юлнă. Ачасенчен асли Иван
Колчака хирĕç çапăçса вилнĕ хыççăн çемье йывăрлă-
ха кĕрсе ÿкнĕ. Тĕревсĕр юлнăскерсен нушаллă пурнăç
пуçланнă. Вĕсен ял-ял тăрăх çăкăр ыйткаласа çÿреме
тивнĕ. Ефим çитĕннĕ май йывăр ĕçсене те кÿлĕннĕ.
«Ÿркенмен ăста пулнă», — тенĕ. Слесарь, столяр-
платник… — пĕрне те тиркемен çамрăк. Çемьене чу-
хăнлăхран туртса кăларма çине тăрса ĕçленĕ вăл. Кил
хуçалăхне майĕпен çирĕплетсе пынă. 21 çулти каччă
ялти Анна Ивановăпа çемье çавăрнă. Пурĕ 5 ача çурат-
нă вĕсем. Вăй çитерсе лаша, ĕне туяннă, пĕчĕк пÿртне
çĕнетнĕ. Анчах чăрмавсем тупăнсах тăнă. Çемьене
выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшĕнчен ăнман. Виçĕ çулта вĕсен
5 лашапа ĕне вилнĕ. Инкекĕн сăлтавне ниепле пĕлей-
мен. Ĕçлесе илнĕ укçана Ефим йăлтах выльăх туянма янă.
Кил хуçалăхĕ çирĕпленнĕ май Ефим Тимофеев çил
арманĕ туянма шухăшланă. Ялта пурăнакан Краснов
арманне те, çурт-йĕрне те сутса Çĕпĕре куçса каясси-
не пĕлсен ĕмĕтне çине тăрсах пурнăçа кĕртме пикеннĕ.
Лешĕ те пурлăхне Ефима хаваспах сутма килĕшнĕ.
Çил арманне 575 тенкĕпе хакланă хайхискер. Вăл вă-
хăтра самай пысăк укçа. Ун чухлĕ тупра пулманран
туянакан парăма 3 çул хушшинче парса татма шан-
тарнă. Анчах укçа тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕрен
юлашки парăмне татмашкăн лашине те, тумтирне те
сутма тивнĕ. Ефим Тимофеев тинех арман хуçи пул-
са тăнă. Арманĕнче те хăех ĕçленĕ, çынна тара тытса
чăрманман. Çăнăх авăртнăшăн патшалăхпа та вăхă-
тра татăлнă. Нушаллă пурнăç хыçа юлни, парăмсен-
чен тухса пĕтни çемьене шанăç кÿнĕ.
Шел, савăнăç нумая пыман. Ефим Тимофеевич ар-
маншăн парăма татнă хыççăнах çĕршывра лару-тăру
улшăннă, колхозсен тапхăрĕ пуçланнă. Вĕсене йĕрке-
леме пурлăх самай кирлĕ. Чухăнсен ăна ăçтан тупмал-
ла? Лайăхрах пурăнакан çемьесен пурлăхне туртса
илме, кулак-хуçасене айăплама тытăннă. 1930 çулта
Ефима та вĕсен йышне кĕртнĕ. Арманне кăна мар,
тар тăкса тунă мĕн пур пурлăхне туртса илнĕ. Кулак-
сен, колхоза кĕмен çирĕпрех кил хуçалăх ертÿçисен
налук виçи палăрмаллах ÿснĕ. Ефим Тимофеева суй-
лав прависĕр хăварнă. Çавна май колхоза та йышăн-
ман. Суйлав правине тавăрмашкăн вăл «Ядро» кол-
хозăн чухăнсен комитетне, Уйкас Янасал ял канашне,
ытти çĕре темиçе хутчен те çырусем янă: «Эпир ре-
волюциччен тата революци хыççăн питĕ чухăн пурăн-
нă. 1920 çулта çăкăр çитменрен тĕнче тăрăх пуçтарса
çÿренĕ. Нуша ачаранах ĕçе вĕрентрĕ. 10 çулта çăкăр
татăкне ĕçлесе илме пуçăнтăм. 3 çул качакапа пурăн-
тăмăр. Тем тĕрлĕ нуша-терт куртăмăр. Кайран, 1927
çулта, тар тăкса тунă укçапа ялтан куçса каякансен-
чен тырă авăртакан çил арманĕ илтĕм. Унран тупăш
курман, авăртнăшăн çăнăх тÿпине патшалăха вăхăтра
парса тăнă. Ăна туянма хăтланса пурлăха нумай сутма
тиврĕ. Çынна тара тытса ĕçлеттермен, çĕр арендăна
илмен, суту-илÿпе аппаланман. Çак çил арманĕ пирки
мана суйлав прависĕр хăварчĕç. Манăн пичче Хĕрлĕ
çарта вилчĕ, вăл Совет влаçĕшĕн юн тăкрĕ. Эпĕ чу-
хăнра тата çитменлĕхре çитĕнтĕм. Октябрь револю-
цийĕ хыççăн çеç хама ирĕклĕ туйма тытăнтăм… Халĕ
вара эпĕ нимсĕр юлтăм, веçех салатса пĕтерчĕç. Ĕлĕк
эпĕ чухăн пулнă, паян — кулак. Эпĕ нимле кулак та мар,
вăтам пурнăçпа пурăнакан. Çÿлте асăннă сăмахсене
вырăна хурса пÿрте хама хăварма тата суйлав прави-
не тавăрса пама ыйтатăп».
Колхоз членĕсем, ял канашĕ Ефим Тимофеев ар-
манĕнчен тупăш илейменнине пĕлнĕрен ăна суйлав
правине тавăрса пама килĕшнĕ. Элĕк райĕçтăвком
председателĕ патне ыйтăва тивĕçтерме çырупа
тухаççĕ. Анчах кăлăхах. «Çил арманĕ тытнă, Совет
влаçĕшĕн тăрăшни курăнмасть», — тесе хурав панă
лерен. Çапла вара Тимофеевсем тар кăларса ĕçлени
харама кайнă. Çемьене нимсĕр хăварнă. Çуртне турт-
са илсен пурăнма кĕтес те пулман. Пысăк пÿртне вара
библиотека тума пăсса кайнă. Юрать, ялта вĕсене
хĕрхенекенсем тупăннă. Пĕр урамра пурăнакан Ар-
сений Хрисанов Тимофеевсене хăйсем патне пурăнма кĕртнĕ.
Тамăкри пурнăç
Влаçра ларакансем ирĕк паманран Тимофеевсене колхоза та илмен. Ефим Тимофеевич хăйсем тунă пĕчĕк тимĕрçĕ лаççинче, ытти çĕрте вăй хума пуçланă. Ĕçрен хăраманскер тиркешсе тăман. Вăл çине тăнипе, тăрăшнипе çемье йывăрлăхра та çухалса кайман. Анчах çемьен лăпкă пурнăçĕ нумая пыман.
1937 çулта Исетерккĕри 7 çын — Ефим Тимофеев, Николай Поликарпов, Павел Макаров, Иван Алексеев, Иван Филиппов, Татьяна Данилова, Филипп Иванов — политика хĕсĕрлевне çакланнă. Ялти Турчка кукринчи хура чунлă виçĕ çын Ефим Тимофеевпа Николай Поликарпов пирки кирлĕ çĕре çăхав çырнă: вĕсем Совет влаçне хирĕç агитацилеççĕ имĕш. НКВДра ĕçлекенсем вăл вăхăтра нумай калаçман, айăпсăрскерсене 10 çула тĕрмене хупнă. Тимофеевпа Поликарпов çĕршыври чи хăрушă лагерьсенчен пĕрне — Соловецкий утравĕнче вырнаçнине — çакланаççĕ. Каярахпа, Ефим Тимофеев аса илнĕ тăрăх, лагере илсе кайсан вĕсене пĕр сивĕ çурта хупса хунă, ĕçме-çиме те паман. Çынсем типсе вилесрен темиçе кун чÿрече çинчи шăннă пăрсене çуланă. Ун хыççăн кам мĕнле профессипе ĕçлеме пĕлнине кура арестленисене об˜ектсене салатнă. Ефимăн алли ăста пулнăран ăна тĕрлĕ ĕç шаннă. Тăрăшса вăй хунине кура лайăхрах çитернĕ. Çакă арçынна вилĕмрен, йывăр чир-чĕртен çăлнă.
Шел, пĕрле кайнă ентешĕн шăпи хурлăхлă пулнă. Лагерьте ун валли кирлĕ професси тупăнман. Çинĕ-çимен тата йывăр ĕçлесе пурăннăран Николай Поликарповăн сывлăхĕ хăвăрт хавшанă, çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Аякри Çурçĕр утравĕ çинчех выртса юлнă. «Мана вилĕмрен хăтăлма çак алăсем пулăшрĕç», — пĕрре кăна мар аса илнĕ Ефим Тимофеев кайран.
Соловецкий утравĕнчи концлагерьте 5 çул ларнă хыççăн тимĕрçĕ, слесарь ĕçне лайăх пĕлекен Ефим Тимофеева «Уралмашзавода» ăсатнă. Ку вăхăт тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă. Заводра фронт валли танксем, хĕç-пăшал туса кăларнă. <...>
Александр МАКАРОВ, Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.
Лайăх хыпар та утпа çÿрет
«Усал хыпар — утпа, лайăххи çуран çÿрет», — теççĕ халăхра. Анчах лайăх хыпар та утпа çÿрет тесе калас килет. Çавăнпа та эпир кăçал «Ырă тĕслĕх» рубрика уçрăмăр. Унта республикăра, çĕршывра пулса иртекен кăсăклă та ырă пулăмсемпе паллаштарăпăр сире, хаклă вулакансем. Çакнашкал тĕслĕхсем пирки эсир те пирĕн пата çырса яма пултаратăр. Хальхинче сире Ĕпхÿре пурăнакан Юрий Ивановăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăпăр.
Социаллă сетьре Ĕпхÿ хулинче чуна
пырса тивекен ĕç çинчен хыпар-хăнар
анлă сарăлнă. Юрий Иванов, ватăскер,
кашни кун тенĕ пекех «ВАЗ» общество
транспорчĕн чарăнăвĕнче хут купăс ка-
лать. Иртен-çÿрен паракан укçапа ача
çурчĕ валли теттесем, ытти хатĕр-хĕтĕр
туянать. Алли сивĕре шăнать пулсан
та хут купăспа выляма чарăнмасть.
«Вăл шăнни темех мар-ха, мана ачасем
кĕтеççĕ», — тенĕ вăл хăйне чейпе хăнала-
нă хĕре. Лешĕ вара асăннă пулăм çинчен
социаллă сетьре пĕлтернĕ те.
«Вунă çул ĕнтĕ ачасене çапла савăн-
таратăп. Халĕ коронавируса пула мана
ача çуртне кĕртмеççĕ. Çавăнпа та парне-
сене хуралçă урлă паратăп. Кунне виçĕ
сехет уçă сывлăшра кĕвĕ калатăп, виçĕ
кун хушшинче 10 пин тенкĕ пухма пултар-
тăм. Ачасем валли сĕтел çи хоккей вăййи
туянасшăн-ха», — савăнăçĕ çинчен каланă Юрий Иванович.
Вăл хăй те тăлăх ÿснĕ. Ачалăхĕпе
çамрăклăхне ача çурчĕсенче ирттернĕ.
Çитĕнсен архивсене çитсе хăйĕн çин-
чен çырнине асăрханă. «Икĕ уйăхра чух-
не анне мана пепкесен çуртĕнче хăвар-
нă. Çавăнта теттесем илсе каятăп, ача-
семпе калаçатăп», — паллаштарнă хăйĕн
кун-çулĕпе Ĕпхÿри паллă баянист.
Пепкесен çурчĕ хыççăн Юрăна Пуш-
кăртстанри Пелепей районĕнчи ача çур-
тне куçарнă. Унтан — Пишпÿлек район-
не, кайран Бирск хулине лекнĕ. «Сле-
сарь профессине алла илтĕм. Пĕрре
çапла çăкăр завочĕ умĕнчен иртсе пы-
раттăм. Тин пиçсе тухнă çăкăр шăршине
туйса хырăм чăтма çук выçрĕ. Ăна туянас
шутпа унта кĕтĕм. Ĕç вырăнне те çакăн-
тах тупрăм», — аса илнĕ Юрий Иванович.
Мăшăрĕпе Екатеринăпа вĕсем ывăл
çитĕнтернĕ. Халĕ Полина мăнукĕ ÿсет.
Мучи ачасене парне панă чухне куçран
пăхма ĕмĕтленет. Анчах пандеми вăхăтĕ-
нче çапла тума май çук. Хăй сывă чух-
не çак ырă ĕçе малалла тăсасшăн вăл.
Маларах Юрий Иванов «Тополя»
суту-илÿ çурчĕ умĕнче купăс каласа ре-
корд тунă. Пĕр талăкра 175 пин тенкĕ
ытла пухнă. Халĕ те ырă чунлă çын-
сем тупăнаççĕ, ăна пулăшаççĕ. Пухăн-
нă укçапа мучи ачасем валли телеви-
зор, велосипед, сĕтел çи вăййисем, пеп-
кесен çурчĕ валли памперссемпе гигиена хатĕрĕсем туяннă. <...>
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Хресчен йăхĕнчен тухнă педагог
Сăр тăрăхĕнчи паллă вĕрентекен, сумлă педагогсен династине никĕсленĕ Севастиан Архипов çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрĕ. Севастиан Михайлович çак юбилей кунне ултă çул та виçĕ эрне пурăнса çитеймерĕ.
Вăл Элĕк районĕнчи Тури Вылăра
çуралса ÿснĕ. Сăмах май, çак ялта Алек-
сандр Артемьев кун çути курнă. 1930
çулсен пуçламăшĕнче унта «Сунтал»
журнал ĕçченĕ Николай Шупуççынни
темиçе хутчен те пулнă. Николай Васи-
льевич ялти вулавăшра Элĕкри комсо-
мол комитечĕн секретарĕпе Илья Семе-
новпа /Тукташпа/ пĕрле шкул ачисемпе
тĕл пулса калаçнă. Вĕсен шутĕнче Алек-
сандр Артемьевпа Севастиан Архипов
та пулнă. Николай Шупуççынни çамрăк
комсомолецсене тулли мар вăтам шкул-
тан вĕренсе тухнă хыççăн çывăхри ху-
ласенче педагогика училищинче, унтан
институтсенче малалла пĕлÿ илме май
пурри çинчен пĕлтернĕ. Нумай ачаллă
хресчен çемйинче çитĕннĕ Севастиан
Архиповпа Александр Артемьевшăн çав
кĕрхи каç ĕмĕрлĕхех асра юлнă.
Севастиан Архипов виçĕ çул Етĕ-
рнери педагогика училищинче вĕреннĕ
хыççăн 1938 çулхи кĕркунне Çĕмĕрле
районĕнчи Юманайри вăтам шкулта
ĕçлеме пуçланă. Кĕçĕн класри ачасене
пĕлÿ панă. Хастар çамрăк ялти обще-
ство ĕçне те хутшăннă, пушă вăхăтра
колхозниксемпе пĕрле уй-хирте, йĕтем
çинче вăй хунă. Çавăншăн ăна аслă ăру-
ри çынсем те хисепленĕ.
1939 çулхи кĕркунне çамрăка Хĕрлĕ
çара илнĕ. Киеври уйрăм çар округĕн
ятарлă полк шкулĕнче çур çула яхăн
вĕреннĕ хыççăн 5-мĕш армин 460-мĕш
артиллери полкĕн связисчĕ шутланнă.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланас умĕн Се-
вастиан Архипов сержант хĕсметре тăнă
подразделени Хĕвел анăç Украинă-
ри Ковель станцийĕ çывăхĕнчи çар ла-
герьне çитсе вырнаçнă. Мирлĕ вăхăтра
та, хаяр вăрçă кунĕсенче те вăл ашшĕ-
амăшĕ патне çырусем çырсах тăнă.
Июнĕн 18-мĕшĕнче шăрçаланă çырăвне
çамрăк Волынск облаçĕнчи Луцк хулин-
че çырнă. «Паян пире ир-ирех тревогă-
па тăратса ĕлĕкрех поляксем никĕсленĕ
Луцка илсе çитерчĕç. Кунта вăрах пул-
мастпăр, çак кунсенчех чикĕ çывăхĕнчи
Владимир-Волынск хулине куçатпăр…»
— çапла пĕлтернĕ Хĕрлĕ çар сержанчĕ
ашшĕне Михаил Архиповича. Çав çыру-
рах вăл çывăх кунсенче чăн-чăн вăрçă
пуçланма пултарассине систернĕ.
Севастиан Михайлович Тăван çĕршывăн
Аслă вăрçине пĕрремĕш кунран
пуçласа 1945 çулхи кĕркуннечченех хут-
шăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр, I тата II степень
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ-
сен кавалерне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш
çулĕсенче Çĕмĕрле, Элĕк тата Етĕрне
районĕсенчи шкулсенче йĕркеленĕ пат-
тăрлăх урокĕсене тăтăшах чĕннĕ.
Чи хаяр çапăçусем уншăн Курск
пĕккинче тата Белгород хулине ирĕке
кăларассишĕн пынă çапăçусенче пулнă.
Кунта паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн
вăл Совет Союзĕн Аслă главнокоманду-
ющин Тав çырăвне тивĕçнĕ. Украинăри
Харьков, Лубны, Каменец-Подольский,
Винница, Переяслав-Хмельницкий
тата ытти хулапа салана ирĕке кăлар-
нă хыççăн Севастиан Архипов аслă
сержант хĕсметре тăнă подразделени
Польша çĕрĕ çине пырса кĕнĕ. Кунта
Совет тата Польша çарĕсен ертÿçисем
сĕннипе тавçăруллă та пысăк тавра ку-
рăмлă Севастиан Архипов Рашков тата
Нове-Скальмежице хулисен çар комен-
данчĕ пулса тăнă. Темиçе уйăх çак хула-
ра пурăнса вăл поляк чĕлхине вĕреннĕ,
унпа ирĕклĕн калаçнă. Ăна Польшăри
пысăках мар хулари пĕр шкулта вырăс
чĕлхипе литератури учителĕнче ĕçлеме
сĕннĕ, анчах вăл унта юлма килĕшмен.
Аслă Çĕнтерĕве Севастиан Михайло-
вич çак çĕршыврах кĕтсе илнĕ.
1946 çулта тăван тăрăха таврăн-
нă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл Юманай-
ри шкулта учительте ĕçлеме пуçланă.
Шупашкарти учительсем хатĕрлекен
института куçăн мар майпа вĕренсе
пĕтернĕ хыççăн асăннă шкулта вырăс
чĕлхипе литератури вĕрентекенĕнче
тăрăшнă. 1960 çулсен пуçламăшĕнче
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх
педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ
илнĕ май Севастиан Архипов чĕрĕк
ĕмĕр Юманайри вăтам шкул дирек-
торĕнче вăй хунă. Унтах вăл пулас мă-
шăрĕпе, чăваш чĕлхипе литератури-
не вĕрентнĕ Ольга Александровнăпа
çемье çавăрнă. Вĕсен аслă хĕрĕсем,
Людмилăпа Надежда, ашшĕ-амăшĕн
çулне суйласа илнĕ, Çĕмĕрле районĕ-
нчи шкулсенче ĕçленĕ. Çапла майпа
паян, Севастиан Михайловичпа Оль-
га Александровнăн мăнукĕсемпе çывăх
тăванĕсене шута илсен, вĕсен йăхĕнчен
тухнă педагогсен династийĕ 500 çула яхăн тăсăлать. <...>
Петĕр ЛАШТАЙ.
Утарçăсен ĕçĕ уçăмланĕ
Юлашки çулсенче Чăваш Енре хурт-хăмăр тытакансен йышĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра 3 пин утарта 42 пин пыл çемйи шутланать.
Республикăри 5,5 пин çын хурт-
хăмăрпа ĕçлет. Вĕсем АПКра пĕлтерĕшлĕ
вырăн йышăнаççĕ. Вĕлле хурчĕсем
сиплĕ çимĕçпе çынна тивĕçтернипе
пĕрлех уй-хирти ÿсен-тăран тухăçне те
хăпартма пулăшаççĕ. Утар тытакан-
сем ял хуçалăх отраслĕнчи ĕç-хĕлпе
кăсăкланаççĕ, ăна аталантарма сĕнÿсем
параççĕ, проектсем пурнăçа кĕртме хутшăнаççĕ.
Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Ду-
минче хурт-хăмăр ĕрчетессине аталанта-
рассипе çĕнĕ саккун йышăннă. Унăн тĕп
енĕсене ЧР Ял хуçалăх министерствинче те сÿтсе явнă.
Документпа килĕшÿллĕн малаш-
не пыл хурчĕсене ĕрчетме ял хуçалăх
пĕлтерĕшлĕ çĕрпе, çавăн пекех хушма
хуçалăха тытса пыма уйăрнă е туяннă
лаптăксемпе усă курма юрать. Анчах ма-
сар, çав шутра выльăх-чĕрлĕхĕн те, про-
изводство тата радиоактивлă каяшсем
валли уйăрнă вырăнсенче утара, вĕлле-
сене вырнаçтарма юрамасть.
Пыл хурчĕсене шута илесси те çирĕ-
пленнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн кашни ута-
рăн ветеринарипе санитари паспорчĕ
пулмалла. Хурт-хăмăр тытас йĕркене
Ял хуçалăх министерстви çирĕплетет.
Утарсене шута илни чир-чĕр сарăласси-
не вăхăтра чарса лартма, усăллă хуртсе-
не çийĕнчех сыватма пулăшĕ.
Ларăва хутшăннă ЧР Министрсен Ка-
бинечĕн Председателĕн заместителĕ —
ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов
палăртнă тăрăх, пыл хурчĕ республикăра
биосферăна, ял хуçалăх производствине
аталантарассипе, çут çанталăка упрасси-
пе курăмлă тÿпе хывать. Утарçăсен тата
ял хуçалăх таварне туса илекенсен, пыл
продукцине туянакансен интересĕсене
хÿтĕлеме мерăсем йышăнни çак отрас-
ле малалла лайăхрах аталанма çул уçĕ.
«Хурт-хăмăр агентстви» обществăн
тĕп директорĕ Геннадий Максимов ял
хуçалăх производствине çине тăрса ата-
лантарни хурт-хăмăр отрасльне йывăр-
лăх кăларса тăратнине каларĕ. Сăмах-
ран, юлашки вăхăтра хуçалăхсенче им-
çампа, удобренипе самай усă кураççĕ.
Анчах утарçăсемпе пĕр чĕлхе тупайман-
ран хурт-хăмăр ăстисем шар кураççĕ.
Иртнĕ çулсенче акă вĕсене вăхăтра
пĕлтермесĕр хире им-çам сапнăран
вĕлле хурчĕ самай пĕтрĕ е вăйсăрланса юлчĕ.
Аграрисем ăнлантарнă
тăрăх, утарçăсем вĕлле-
сене вырăнтан вырăна куçарса çÿренĕ
май хăш лаптăка вырнаçтарнине пĕлсе
çитме кансĕр-мĕн. Электрон картти, утар
паспорчĕ çукки те йывăрлăх кăларса тă-
ратать. Пĕр-пĕрне ăнланса та пĕлсе
ĕçлесен инкеке сирсе яма пулатех. Ка-
наш районĕнчи «Мелилотус» СПП К
ертÿçи Николай Николаев акнă-лартнă
хирсене каçхине, хуртсем вĕçмен вăхă-
тра, хими хутăшĕ сапма сĕнет. Кун пек
вĕсене пысăк сиен кÿреймĕç.
Пыл — сиплĕ те пылак çимĕç. Хуç
алăхсенче, çав шутра утарсенче те
хими хутăшĕпе усă курма тытăнни
çимĕçре те сисĕнет. Чăваш Енри патша-
лăх ветеринари служби кăçал пыл про-
дукцине антибиотикран, пестицидран
тĕрĕслеме ятарлă оборудовани туян-
нă. Унпа кăçал çуркунне усă курма тытăнмалла.
Вăрнар районĕнчи Иван Федоров та
çирĕм çула яхăн хурт-хăмăрпа ĕçлет.
Вăл пылран тĕрлĕ продукци хатĕрлесе
сутать. Çултан-çул ĕç-хĕлне аталантарать. <...>
Лариса НИКИТИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...http://hypar.ru/cv/elektron-cyrantaru
Комментировать