«Саккуна пĕрле хатĕрлетпĕр»

15 Авг, 2014

Улшăнуллă тĕнчен улшăнми чăнлăхĕ: вăхăт чуппи - чараксăр. Хăйĕн таппине пăхăнса шав малаллах васкать. Киввине çĕнни улăштарать. Çак ылмашăнура япăххи, кивви, тивĕçтерменни вырăнне çĕнни, пĕлтерĕшли, усăлли йышăнать. Хальхи вăхăтра федерацин «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан /представитель/ тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» федераци саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» 136-мĕш тата «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131-мĕш саккунĕсене халăхпа сÿтсе яваççĕ. Тĕллевĕ - меллĕрех, усăллăрах, пĕлтерĕшлĕрех тата пĕр саккун тепринпе хирĕçлемесĕр ĕçлеттермелле тăвасси. Саккунсене мĕнле çĕнĕлĕх кĕртесси, вăл мĕнлерех пуласси тата ытти çинчен Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа парать.

- Федерацин 136-мĕш саккунĕ 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Асăннă саккун муниципалитет йĕркеленĕвĕсен çĕнĕ енĕсене йĕркелеме ирĕк парать: хула тытăмне административлă уйрăмсене пайласа хула округĕ е асăннă хула округĕн тытăмĕнче хула районĕсем тума. Урăхла каласан Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен муниципалитет йĕркеленĕвĕсем тума ирĕк пур.

Сĕнекен улшăнусен йышĕнче тепĕр çĕнĕлĕх пирки асăнмасăр иртеймĕпĕр. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хула тата ял тăрăхĕсене пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ ыйтусен переченьне уйрăммăн палăртаççĕ. Хула тăрăхĕн тытăмĕ малтанхи пекех вырăнти пĕлтерĕшлĕ 39 ыйтупа ĕçлĕ, ял тăрăхĕсен полномочийĕсен йышĕнче 13 ыйту кăна юлĕ, унчченхи ытти ыйтăва муниципалитет йĕркеленĕвĕн ертÿлĕхĕн татса памалли ыйтусен шайне куçарнă. Çавăнпа пĕрлех Раççей Федерцийĕн субъекчĕсен вырăнти тата регион влаçĕн полномочийĕсене калаçса килĕшсе улăштармалли ирĕк пур. Манăн шухăшăмпа, чи пахи - федераци саккунĕ вырăнти влаç тытăмне икĕ майпа йĕркелеме май парать, е муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхне халăх суйлавра палăртĕ, е саккун кăларакан /представитель/ орган ăна хăйĕн йышĕнчен çирĕплетĕ. Муниципалитет районĕн саккун кăларакан /представитель/ органĕ хальхи пек суйлавра çĕнтерсе е малашне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен йĕркеленме пултарать. Суйласа илнĕ йĕркене унччен субъект саккунĕпе çирĕплетсе хăвармалла.

- Федерацин çĕнĕ саккунне тĕплĕ хатĕрлесе çитерес тĕлĕшпе республикăри патшалăх влаç органĕсем паян мĕн тăваççĕ?

- Эпир тĕллевлĕ ĕçлекен ĕç ушкăнне туса хутăмăр, йышне çирĕплетрĕмĕр. Унта ĕç тăвакан тата саккун кăларакан влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх, общество представителĕсем, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ, политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен ертÿçисем, Чăваш Енри Общество палатин, Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕсем, ТОС ертÿлĕхĕсем, ял старостисем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кĕнĕ.

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче иртнĕ ĕç ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвĕнче саккун проектне халăхпа анлăн сÿтсе явма, çичĕ çум ушкăн йĕркелеме йышăннă, йышĕсене тата ертÿçисене çирĕплетнĕ. Вĕсем ĕçе тытăннă ĕнтĕ. Ĕç коллективĕсене, вĕренÿ учрежденийĕсене, ял тăрăхĕсен пухăвĕсене тăтăш тухса çÿреççĕ, халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлеççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Район активĕпе, тĕрлĕ шайри депутатсемпе, ТОС представителĕсемпе, ахаль çынсемпе, политика партийĕсен регион уйрăмĕн членĕсемпе тĕл пулнă чухне асăннă ыйтăва çĕклеççĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли принципсене сÿтсе яваççĕ. Кунсăр пуçне республикăри Общество палати, тĕп суйлав комиссийĕ çак ыйтупа хăйсем тĕллĕн тĕл пулусем, «Ыйту-хурав» форматпа ăнлантару каçĕсем йĕркелеççĕ. Шупашкарта ку уйрăмах аван пынине палăртнă пулăттăм.

- Халăх çĕнĕлĕх пирки мĕн шухăшлать, мĕн сĕнет? Çав сĕнÿсенчен хăшне уйăрма-палăртма пулать?

- Хальтерех кăна темиçе муниципалитет йĕркеленĕвĕнче - Улатăр хулипе районĕнче, Пăрачкав енĕпе Çĕмĕрле тăрăхĕнче - пултăм. Тĕрлĕ шухăш пулчĕ, сĕнÿ те сахал мар. Халăх асăннă саккуна сÿтсе явма хастар хутшăнни, шухăш-кăмăлне палăртма тăрăшни савăнтарать. Ара, пĕтĕмпех унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă-çке. Тухса калакансенчен чылайăшĕ муниципалитет районĕн пуçлăхне халăх сасăлавĕпе суйласа палăртмаллине, район пуçлăхĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕр çын пулмаллине каларĕ. Ун пек чухне вĕсен хушшинче хирĕçле самантсем текех сиксе тухмĕç. Пĕр çын пĕтĕм яваплăха хăй çине илсе ыйтăва татса парĕ, явап тытаканĕ те хăех пулĕ. Халăх суйласан, пуçлăх ĕçлеме пултарайманнине асăрхасан, халăхах унăн шăпине татса парассине сĕнекен те сахал мар.

- Надежда Викторовна, апла тăк икĕ влаç тытăмĕнчен, район пуçлăхĕпе сити-менеджер «хуçаланнинчен» хăтăлатпăр. Тĕрĕсрех - çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн пĕр пуçлăх кăна пулать?

- Çапла. Халăх сасăлавĕнче çĕнтернĕ кандидат пĕр вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕн тата район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Халăх ку е вăл çынна ытларах шаннине тата унран çирĕпрех ыйтассине пĕлтерет. Пуçлăхăн яваплăхĕ те, çынсем умĕнчи обязательствăсем те ÿсеççĕ.

Ял тăрăхĕсен полномочийĕсен 2/3 пайне /39-тан - 26-шне/ район шайне панăран муниципалитет районĕн пуçлăхне халăхпа суйланин пĕлтерĕшĕ çĕкленет.

- Ял тăрăхĕн тытăмне, кăшт урăхларах каласан - вырăнти влаç органне епле йĕркелесси пирки çынсем мĕн калаççĕ?

- Хам пулнă районсемпе хулара пуçлăхсемпе депутатсене халăх хăй суйлатăр текен шухăш тĕпре пулчĕ. «Унсăрăн тепри «çÿлтисен» умĕнче ырă пулса влаç тилхепине алла илсен хăй кăна асапланмĕ, халăха та нушалантарĕ», - текен шухăша палăртакансем те пулчĕç. Суйлав - демократи палли, пурте çакна тĕпе хурасшăн.

Пур муниципалитетра та ял тăрăхĕсен пуçлăхне кунта суйланнă депутатсен йышĕнчен уйрăмах пуçаруллине, пултаруллине, ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма пултараканнине суйласа илсе çирĕплетме сĕнеççĕ. «Вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, вырăнти депутатсен ертÿçи те пултăр», - теççĕ. Кунта тĕрĕслĕх пур. Пĕрремĕшĕнчен, ку ял тăрăхĕн депутачĕн статусне çĕклет. Хальлĕхе тÿнтерле ÿкерчĕк асăрхатăн: çынсене ял тăрăхĕн депутачĕ пулма ÿкĕтлеме тивет.

Пур çĕрте те влаç йĕркеллĕ пулмалла. Ку эпĕ каланă сăмахсем мар, вăл республикăри халăхăн ăнланăвĕпе йышăнăвĕ. Чылайăшĕ республика Пуçлăхĕ район пуçлăхне суйланă чухне хăйĕн витĕмне, район пуçлăхĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн суйлавĕнче хăйĕн витĕмне «палăртма пултарассине» пытармасть. Манăн шухăшăмпа, кунта килпетсĕрри нимĕн те çук. Пуçлăхăн ĕçлеслĕх, çынлăх, ертсе пыраслăх енĕсене, яваплă ыйтусене татса параслăх тата ытти паха енсене шута илсен - уйрăмах. Вăрттăнлăх мар: кашни пуçлăх хăйĕн ĕçтешĕсене хăй суйлать, пĕр шухăшлисен коллективне пухать. Паллах, халăх та «пуш параппан çапакана» влаç тытăмне суйламĕ. Мĕншĕн тесен суйлав бюллетенĕнчи ку е тепĕр кандидат хушамачĕ тĕлне паллă лартиччен вун тĕрлĕ шухăшласа пăхать.

Паянхи пурнăç чăнлăхĕнче çирĕп влаç кирлĕ пирки калакан та нумайăн пулчĕ. Вăл халăх интересĕсене тĕпе хутăр, халăхшăн ĕçлетĕр, тĕп тĕллевĕ - ырă, тату пурнăç, ĕç, тăнăçлăх пултăр. Çак шухăша республика Пуçлăхĕ патне çитерме те сĕнчĕç.

- Çĕнĕ саккун проекчĕ мĕнле шайра, ăна хăçан хатĕрлесе çитерĕç?

- Районсенчи, хуласенчи халăхпа тĕл пулнисен пĕтĕмлетĕвне шута илсе эпир Чăваш Республикин «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне хатĕрлесе çитертĕмĕр. Проектра çакна палăртнă: пĕрремĕшĕнчен муниципалитет йĕркеленĕвĕн саккун кăларакан /представитель/ органне /урăхла каласан - депутачĕсене. - Авт./ хальхи пекех хăйсен округĕсем тăрăх суйламалла. Иккĕмĕшĕнчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисен саккун кăларакан органĕн пуçлăхне суйланнă депутатсен йышĕнчен çирĕплетмелле. Виççĕмĕшĕнчен, муниципалитет районĕн пуçлăхне, вăлах - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, пĕтĕм халăх сасăлавĕпе суйламалла. Тăваттăмĕшĕнчен, ял тăрăхĕн пуçлăхне, малашне вăлах ял депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пырĕ, суйланнă депутатсенчен хăйсем суйласа илсе çирĕплетĕç. Сăмах май, юлашки виçĕ çулта республикăри 284 ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен пĕрре-виççĕмĕш пайне суйлавсенче икĕ хут е ытларах пуçлăх тивĕçне пурнăçлама шаннă. Халĕ вĕсен полномочийĕсем, тепĕр хут калатăп, виçĕ хут пĕчĕкленеççĕ. Тепĕр саманта шута илме ыйтасшăн: çĕнĕ саккун ял тăрăхĕн пуçлăхне кăна пĕр вырăна виçĕ тапхăр йышăнма ирĕк парать. Ытти пуçлăхăн ун пек ирĕк çук.

Влаç тытăмне мĕнле йĕркелессин ыйтăвне хальлĕхе туллин татса парасси вĕçленмен-ха. Ăна йĕркелемелли саккун проектне халăхпа сÿтсе явасси малалла пырать. Асăннă саккун проекчĕпе кăсăкланакансем пирĕн министерство сайтĕнче паллашма, хăйсен шухăшĕсене уççăн калама, сĕнĕвĕсене хăварма пултараççĕ. Вăл антикоррупци экспертизи витĕр тухман. Проекта тĕплĕн тишкерме, сĕнÿсем хатĕрлеме вырăнти хăй тытăмлăх тата кăсăкланакан органсене, организацисене çитернĕ.

- Вырăнсенче саккун проектне тишкернисĕр пуçне урăх ыйтусем çĕкленмерĕç-и?

- Ун пеккисем те пулчĕç паллах. Акă Шупашкар хулине районсене пайлассине никам та ырламарĕ, апла тăк хула влаç тытăмĕ паянхи пекех юлать, унăн пĕр бюджет пулĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿлĕхĕпе депутатсене пĕр мандатлă округсемпе сасăлав ирттерсе палăртассине ырларĕç. Парти списокĕпе суйланакансенчен чылайăшне халăх пĕлмест, вăл мĕнле çын пулнине тата ĕç-хĕлне хаклама пултараймасть. Ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе пысăклатас е пачах та уйăрса иккĕ тăвас ыйту та çĕкленнĕччĕ. Ку - район администрацийĕн ыйтăвĕ.

Юрий СТЕПАНОВ

хатĕрленĕ