«Хресчен сасси» 47 (2835) № 09.12.2020

9 Дек, 2020

Кооперативпа малашлăх пурах

Элĕк районĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермер сахал мар. Юлашки тапхăрта вĕсен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Акă Шĕмшешри Леонид Четриков та кăçал фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. «Агростартап» программăпа патшалăх пулăшăвне тивĕçни малалла çĕкленме хавхалантарнă.

Ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ

Леонид Четриков унччен пĕр обще-

ствăна ертсе пынă. Ĕçрен кайнă хыççăн

çине тăрсах хушма хуçалăх аталантар-

ма тытăннă. 26 гектар çинче тырă, коз-

лятник туса илнĕ, фермер хуçалăхĕ

уçма ĕмĕтленнĕ. Республикăра «Агро-

стартап» программа хута кайсан кон-

курса хутшăнма документсем тăрат-

нă. Гранта тивĕçни ăна ĕмĕт-шухăшне

пурнăçа кĕртме хавхалантарнă. Вăл

фермера куçнă, ÿсен-тăран отраслĕ-

пе ĕçлеме тытăннă. Сулмаклă утăм-

сем тума çĕр сахалли те чăрмантар-

нă. Фермер Крымсарайкă ял тăрăхĕ-

нче пушă выртакан 100 гектар çĕре

арендăна илнĕ. Ăна сухаласа йĕркене

кĕртнĕ. Кĕркунне «московский-39» тулă

акса хăварнă. Тухăç вăрлăхран килнине

шута илсе элита сорт кăна акнă. Хĕле

кĕриччен калча лайăх шăтса тухса вăй

илнĕ. Хĕл лайăх каçсан тухăç сахал мар пулмалла.

Леонид Николаевичăн уй-хирте

çитĕнтернине пуçтарса кĕртессипе

чăрмав çук темелле. Фермер хуçалăхĕ

уçсан вăл Етĕрне районĕнчи «Ниме»

ял хуçалăх потребитель кооперацине

кĕме кăмăл тунă. Грант шучĕпе панă

укçана унăн пурлăхпа техника базине

çĕнетме хывнă. Кооператив членĕсем

пĕрлехи укçапа «Агрос — 580» тырă

комбайнĕ, «Кировец» трактор, «Бы-

стрица» çичĕ метрлă икĕ сеялка, ытти

техника туяннă. Çакă малашне ĕç-хĕле

палăрмаллах çăмăллатĕ, хăвăртлатĕ.

Апла пулсан усă куракан çĕр лаптăкĕ-

сене хăрамасăрах пысăклатма май пур.

Фермер каланă тăрăх, хушма ху-

çалăхра вăй хунă чухнех кооператив

членĕсемпе ĕçлĕ çыхăну тытнă. Вăл

тăрăшнине кура «Ниме» ертÿçисем ăна

кооператива кĕме сĕннĕ. Леонид Нико-

лаевич тÿрех килĕшнĕ. Унăн сăмахĕ-

пе хальхи вăхăтра лайăх аталанас те-

сен фермерсен, хушма хуçалăхсен ко-

оперативсене пĕрлешмелле. Пĕччен

çĕкленме, рынокра тытăнса тăма йы-

вăррине палăртать вăл. Фермерăн

«Дон» комбайн, ытти ял хуçалăх тех-

ники пур-ха. Кивĕскерсене юсасах

тăмалла. Саппас пайĕсем илме са-

май тăкакланмалла. Хăшне-пĕрне

тахçанах тимĕр-тăмăра та ăсатма вă-

хăт. «Ниме» ял хуçалăх кооперативĕн

машина-трактор паркĕ çĕнĕ, хăватлă

техникăпа пуянланнă май шиклентер-

мест. Унпа хĕрÿ тапхăрта та çĕр ĕçне

вăраха ямасăр пурнăçлама май пур.

Пĕр-пĕрне пулăшса, пĕрле ĕçлесе пыр-

сан йывăрлăха çĕнтерме те çăмăлрах.

Фермер çитес çул усă куракан çĕрне

300 гектара çитерме палăртать. Элĕк

районĕнче пушă выртакан лаптăк са-

хал мар. Акă Шĕмшеш ял тăрăхĕнчех

90 гектара яхăн тупса палăртнă. Крым-

сарайкă енче те юхăнса выртакан хир-

сем пур. Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи

çум курăк пусса илнĕ 60 гектар çĕре

те арендăна илсе ял кĕтĕвне çÿрет-

мешкĕн нумай çул ÿсекен курăк акса

парасшăн. Кооператива кĕни, машина-

трактор паркне çĕнетни ăна тĕллевне

пурнăçлама хавхалантарать.

Шел, ура çинче çирĕп тăракан ял

хуçалăх кооперативĕсем шутлă кăна-

ха. Элĕк районĕн администрацийĕн

ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Анато-

лий Прохоров каланă тăрăх, вырăн-

та фермер, хушма хуçалăх сахал мар.

Вĕсем çĕр улми, тырă туса илеççĕ,

выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, вун-вун

гектар сухаласа акаççĕ. Анчах вĕсе-

не пĕр йыша пуçтарса ертсе пыра-

кан çукпа пĕрех. Унăн шухăшĕпе çакă

çынсем кооператива кирлĕ пек йĕрке-

лесе пыма пĕлменнипе çыхăннă. Кăт-

кăс вăхăтра тытăнса тăма, аталанма,

вăйсене пĕрлештерме сĕнет Анатолий

Иванович. Рынок тапхăрĕнче пĕччен

çĕкленме кансĕр. Районта унччен лай-

ăх ĕçлесе пынă фермер хуçалăхĕсем

хупăнни çакăнпа та çыхăннă.

Качака сĕчĕ сиплĕ, тупăшлă

Леонид Николаевич хушма хуçалăхра

качака та тытать. Йĕпреç районĕнчи ка-

чака ĕрчетессипе аталаннă «Путилов-

ка» хуçалăха çак енĕпе юриех вĕренме,

опыт илме кайнă вăл.

Качака сĕтне ыйтакан пурри ĕçе тытăнма хавхалантарнă

ăна. Унччен чĕр тавара Етĕрне районĕ-

нчи пĕр предприятие ăсатнă. Вăл хупăн-

нă хыççăн Йĕпреç районне те суткала-

нă. Сахал чĕр таварпа вăрăм çула тухма

тивни тăкака ÿстернĕ, отрасле аталан-

тарма чăрмантарнă. Çавна май кĕтĕве

пысăклатма тăхтанă. Нумаях пулмасть

Шупашкар районĕнчи «Деревенский

дворик» обществăн качака сĕтне тир-

пейлекен цех хута кайни, чĕр тавара

ыйтакан пурри шанăç кÿрет.

Леонид Четриков предприятин пушă

фермине арендăна илнĕ. Юхăннăскере

юсаса 80 пуç вырнаçмалăх вите тунă.

Унта сĕт сумалли зал йĕркеленĕ. Шыв

та пăрăх тăрăх витене кĕрет. Çывăх

вăхăтра юсав ĕçĕсене вĕçлемелле.

Малашне кĕтĕве пысăклатма, вите-

не выльăх-чĕрлĕхпе тултарма палăртать вăл.

Фермер «зааненски» ăрат ĕрчетет.

Вăл çирĕп, ытлашши чирлемест иккен.

Талăкра 3-5 кг сĕт антарать. Халĕ ăрат-

лă качакасем туянасшăн. Ку енĕпе чăр-

мав çук темелле. Акă Комсомольски

районĕнчи пĕр хушма хуçалăхра ăрат-

лă качака ĕрчетеççĕ. Çулсем иртнĕ май

кил хуçине хуçалăха тытса пыма йывăр-

ланнă. Çавăнпа выльăхсене сутасшăн.

Фермер сăвăнаканнисене йăлтах туян-

ма хатĕр. Çапах ку сахалрах. Апла Йĕ-

преç тăрăхне те çитме тивĕ. Леонид Ни-

колаевич каланă тăрăх, тупăшлă ĕçлес

тесен 100-150 пуçран кая мар кирлĕ.

Малашне качака фермине аталантар-

ма патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма

палăртать вăл. Фермер хуçалăхĕ вара

выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе пуянланĕ.

Лариса НИКИТИНА.

 


 

Чăрăшпа çăм атă туянайман

Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енре

пурăнакансем телефон ултавçисен сере-

пине ытларах çакланма тытăнчĕç.

Декабрĕн 7-мĕшĕ тĕлне банк карттинчи

укçана вăрланă икĕ тĕслĕх шута илнĕ. Вĕсем

уяв умĕн интернет урлă хĕллехи япаласем ту-

янасшăн пулнă та нимсĕр юлнă.

Çĕнĕ Шупашкарти 42 çулти хĕрарăм интер-

нет урлă чăрăш туянма хăтланнă. Сайт адми-

нистраторĕ ăна вируслă адрес-ссылка ярса

панă. Карттă реквизичĕсене пĕлтерсенех 14

пин çухалнă. Тепĕр тĕслĕхĕ те çак хуларах

пулса иртнĕ. 63 çулти хĕрарăм интернет урлă

çăматă илмешкĕн 3 пин тенкине шеллемен.

Саккас панă та тавар ярса парасса кĕтме ты-

тăннă. Анчах кĕтсе илеймен.

Л.АЛА.


Халăхпа пурăнакан çын халсăр мар

«Халăхпа ĕçлесси маншăн кăткăс мар, — тет Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ял старости Петр Кузнецов. — Пур ĕçе те унпа канашласа пурнăçлатпăр: субботнике тухмалла-и е ытти ĕç тумалла-и — хаваспах хутшăнать ял-йыш».

Петр Васильевич хăйĕн ĕмĕрĕнче

тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, çав шутрах вы-

рăнти П.Крепков ячĕллĕ колхоз предсе-

дателĕнче те, район администрацийĕн

строительство пайĕн тĕп специалистĕ-

нче те. Урăхла каласан, яланах çынпа

хутшăннă, тĕрлĕ ыйту татса панă. Çавăн-

па та ял-йыш хăйне старостăна суйласан

иккĕленсе тăман вăл — тÿрех йышăннă.

Халĕ çак ĕçре виççĕмĕш çул тăрăшать.

Петр Кузнецов асăннă районти чи лай-

ăх ял старостисенчен пĕри шутланать.

Унăн тĕллевĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсă-

кланнă май ял çыннисемпе çак кĕске вă-

хăтра мĕн-мĕн туни пирки сăмах хуска-

трăмăр. «Урамсене тирпей-илем кĕртес

енĕпе тăтăшах ĕçлетпĕр, япăх çулсене

вак чул сарса хытаратпăр. Кашни çулах

200-300 метр юсама тăрăшатпăр. Урăх-

ла каласан, ял тăрăхĕ çак тĕллевпе мĕн

чухлĕ нухрат уйăрса пама пултарать —

çавăнпа усă куратпăр. 2018 çулта халăх

вăйĕпе часавай хăпартрăмăр. Ăна ял

варрине вырнаçтартăмăр. Ял-йышран

400 пин тенкĕ пуçтартăмăр. Паллах,

спонсорсем те пулăшрĕç. Хамăр тăрăх-

ра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра çĕршы-

вăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем, çак

тĕллевпе чылай укçа пачĕç. Сăмахран,

Патăрельте ĕçлекен Елизавета Быкова

пайтаçă часавай куполне, хĕресне ту-

янчĕ. Шупашкарта пурăнакан Геннадий

Игнатьев та пысăк пулăшу кÿчĕ. Ял çын-

нисем те 1-шер пин пухрĕç. Спонсорсем

5-шер, 10-шар, 30-шар пин тенкĕ пачĕç.

Ниме мелĕпе хăпартрăмăр, ватăсем те,

çамрăксем те хастар ĕçлерĕç», — хавха-

ланса калаçать Петр Кузнецов.

Валентина МАКСИМОВА.


 

Пилпе пурăнакансем – телейлĕ

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи Нико-

лайпа Людмила Мулендеевсем пурнăç сукмакĕпе

50 çул ытла алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Вĕсем

пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Хăйсем пекех пĕрин-

чен тепри маттур. Аслă Мулендеевсем халĕ тă-

хăр мăнукĕпе савăнаççĕ.

Николай Васильевич ачаранах хут купăспа туслаш-

нă. Çак ăсталăх ăна ашшĕнчен Василий Алексеевич-

ран куçнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăн-

нă, вут-çулăм хирĕнчен ырă-сывă таврăннă.

Николай ялти шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн

Саратов хулинчи пĕр училищĕне вĕренме кайнă. Ун

хыççăн тăван колхозра трактористра ĕçлеме тытăннă.

Вăхăт çитсен салтака кайнă. Хĕсметрен таврăнсан вара

«Труд» колхозра строительте вăй хунă. Пултаруллă, ха-

стар ĕçчене пуçлăхсем те асăрханă, тĕрлĕ Хисеп хучĕ-

пе, парнепе чысланă.

Людмила Ивановна та ачаранах ĕçпе çитĕннĕ. Унăн

ашшĕ Иван Никитин вăрçăран пĕрремĕш ушкăнри ин-

валид пулса таврăннă. Пилĕк ачине те ĕçлеме, ватă

çынна хисеплеме, йывăрлăха лекнĕ çынна алă тăс-

ма вĕрентнĕ. Ачисем çакна асра тытса халĕ хăйсен

тĕпренчĕкĕсене пил параççĕ. Ватă çын сăмахне мала

хунăран телей те çумрах çÿрет.

Людмила Ивановна 20 çул ялти пекарньăра вăй хунă.

Кăмакаран пиçсе тухакан кăпăшка çăкăра ял-йыша сут-

нă. Каярахпа, пекарня хупăнсан, тĕрлĕ стройкăра тă-

рăшнă. Çакна та палăртма кăмăллă: ялта чиркÿ тума

пуçласан Людмила Мулендеева унăн ăш-чиккине штука-

турка туса якатма виçĕ эрне çÿрерĕ, тÿлевсĕрех ĕçлерĕ.

Мулендеевсен ачисем те пултаруллă. Аслă хĕрĕ

Алена Шупашкарти ача-пăча больницинче вăй хурать. Витя — Мускаври пысăк стройкăсенче, Наташа — тĕп хулари страхлав компанийĕнче, Катя нотариус кантурĕнче тăрăшаççĕ. Володя электрикра ĕçлет.

Светлана ФРОЛОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.