- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 45 (4714) 25.11.2020
«Ку тупăшура çĕнтеретĕпех»
Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра ăс пухакан Александра Салмина вĕренÿре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Математика, биологи, ОБЖ предмечĕсен олимпиадисенче вăл районта тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. 2017 çулта пултаруллă хĕрача тăрăшса вĕреннĕшĕн, тĕрлĕ конкурса хастар хутшăннăшăн Кремль ăлкинче пулнă. Александра — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ те. Пĕлтĕр вăл Крымри «Артек» ача-пăча центрĕнче каннă. Кăçал унтах иртнĕ Раççей шайĕнчи «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалĕнче çĕнтерсе 200 пин тенкĕпе таврăннă.
«Ырă ĕç ту»
Александра — шкулти «Çĕнĕ ăру» волонтерсен отрячĕн хастарĕ. Çак йыша кĕрсен тин вăл йывăр лару-тăрăва çакланнă çынсене яланах алă памаллине ăнланнă. Тен, çавăнпах-и, конкурсра та «Ырă ĕç ту» ене суйланă. Пĕрремĕш тапхăрта унăн хăйĕн ĕçĕсемпе тата акцисемпе паллаштармалла пулнă. «2017 çулта эпĕ волонтерсен йышне кĕтĕм. Ушкăнри ытти хастарпа пĕрле «Вĕренме кайма пулăш», «Эпир астăватпăр, эпир мăнаçланатпăр», «Блокада çăкăрĕ», «Георгий хăйăвĕ», «Эпĕ пирус туртмастăп», «Çĕнĕ çул — кашни киле», «Таса обелиск» тата ытти акцие хутшăнтăм. Эпир районти чылай мероприятие ирттерме пулăшатпăр. «Çуркуннехи кăмăл» квест-вăйă та пирĕн пуçарулăха пулах йĕркеленет. Массăллă ирхи зарядкăсем, тĕрлĕ уявпа çыхăннă концертсем волонтерсемсĕр иртмеççĕ. Конкурса хутшăннă май кун пирки йăлтах социаллă сетьри страницăра пост çырмаллаччĕ. Унтан 4 ачаран тăракан ушкăн йĕркелесе хушнă заданисене пурнăçламаллаччĕ. Пире шкулти тăхтава кăсăклăх кĕртме хушрĕç. Кăçал пирĕн пата ытти ялтан нумай çĕнĕ ача килчĕ. Çавна май эпир тăхтавра пуринпе те çывăхрах паллашас тĕллевпе вăйă шухăшласа кăлартăмăр. Доска çинче темиçе сыпăкран тăракан сăмахсене, хими формулисене, математикăри виçесене çырса хутăмăр. Сыпăксенчен сăмах чи малтан пуçтарнисем пĕр парта хушшине ларса çывăхрах паллашма пултарчĕç. Тÿресем ушкăнпа пурнăçланă задание чи пысăк хак пачĕç. Çапла майпа эпĕ «Пысăк тăхтавăн» çурма финалне лекрĕм», — дистанци мелĕпе иртнĕ тапхăрпа паллаштарчĕ пике.
Паттăрлăх урокĕ – квест-вăйă
Пултаруллăскер конкурса хутшăнма хатĕрленнĕ чухнех хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: «Эпĕ ку тупăшура çĕнтеретĕпех». Чулхулара иртнĕ çурма финалта чăваш хĕрĕ тĕрлĕ регионтан килнĕ çамрăксемпе тĕл пулнă. Тупăшу йĕркелÿçисем панă задание ку хутĕнче те ушкăнпа пурнăçлама хушнă. «Пирĕн команда 10 çынран тăчĕ. Ушкăнăн шкулсенче кулленех иртекен паттăрлăх урокĕсене интереслĕрех тумалли меслетсем сĕнмеллеччĕ. Эпĕ ăна квест-вăйă евĕр йĕркелеме май пуррине пĕлтертĕм. Манăн шухăшпа ыттисем те килĕшрĕç. Урок-вăйă пилĕк станцирен тăчĕ. Пĕрремĕшне модель тăвассипе çыхăнтартăмăр. Кунта шкул ачисем хăйсем шухăшласа кăларнă çар техникипе тата ку темăпа çыхăннă ытти проектпа паллаштарма пултарчĕç. Иккĕмĕш станци пулас салтакăн тивĕçĕсене вĕренессипе çыхăнчĕ. Пирĕн шкулта, акă, тĕслĕхрен кадет класĕсем пур. Унта çÿрекенсем противогаза мĕнле тăхăнмаллине, автомата авăрлама, салтак кутамккинче мĕн пулмаллине каласа тата кăтартса пама пултараççĕ. Виççĕмĕш станцире ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине сăнлакан фильмсенчи чи кăсăклă самантсемпе тата паянхи çар техникипе видеосюжетра паллаштарасси пулчĕ. Тăваттăмĕшĕнче тĕл пулăва çар çыннисемпе ветерансене, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă вăхăтĕнче нуша курнисене йыхравлама шухăшларăмăр. Вĕсен аса илĕвĕсенчен чĕрĕ те кăсăклă калаçу йĕркеленесси иккĕлентермерĕ. Пиллĕкмĕш станцине пĕтĕмлетÿ тума палăртрăмăр. Ăна викторина е ыйту-хурав пек те йĕркелемеллине пĕлтертĕмĕр», — каласа кăтартрĕ 10- мĕш класс пики.
Волонтерсене хавхалантарма сĕннĕ
Финала тухни Александрăшăн кĕтменлĕх пулман. Хăйĕн ăс-тăнне шанса çитĕнÿ тума хăнăхнăскер çĕнтерÿ патне çирĕппĕн утнă. Чăваш Ен чысне финалта çиччĕн хÿтĕленĕ. Александра юлашки тупăшу икĕ тапхăртан тăнине каласа кăтартрĕ. Пĕрремĕшĕнче кейс заданийĕсене харпăр хăй пурнăçланă. Иккĕмĕш тапхăрта каллех ушкăнпа ĕçленĕ. «Ырă ĕç ту» енĕпе аталанакансен волонтерсен пуласлăхне мĕнле курни çинчен каласа ăнлантармалла пулнă. «Эпир районсенче çак юхăмăн пĕрлешĕвĕсене тума сĕнтĕмĕр. Республикăн кашни кĕтесĕнчех йĕркеленнĕ волонтерсен отрячĕсене пĕр тĕвве çыхăнтарсан ĕçлеме çăмăлрах пулĕччĕ. Ушкăнри пике телефон валли ятарлă приложени хута яма май пуррине каларĕ. Ăна пурнăçа кĕртсен волонтерсен ĕçĕн хăвăртлăхĕ ÿсĕччĕ. Çавăн пекех эпир ырă кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнакансене хавхалантармалли мелсем тума сĕнтĕмĕр. Тĕлĕнмелле те, пирĕн ушкăнри ачасем пурте финалистсем пулса тăчĕç, 200 пин тенке тивĕçрĕç», — савăнăçне пытармарĕ пике.
Любовь ПЕТРОВА.
Творчество без границ
Те люди, которые имели возможность пообщаться с ребенком с ограниченными возможностями здоровья, знают, как тяжело найти тропинку к его сердцу. Внутренний мир ребенка с особыми потребностями сложен. Как помочь ему раскрыть свое «Я», войти в мир взрослых, полноценно существовать и взаимодействовать в обществе? Самая эффективная форма воздействия на сознание такого ребенка – это театрализованная деятельность. Она понятна и близка его природе, потому что тесно связана с игрой.
Вот уже на протяжении года команда волонтеров проекта «Мы тоже можем быть» дарит радостные моменты воспитанникам школы-интерната. Их проект направлен на выявление творческих способностей детей. С ребятами ставят сказки в виде кукольного театра, где дети сами могут создавать бутафорию для постановок и быть в главных ролях. Волонтеры знакомят их с произведениями, сюжетной линией, а затем дети учатся рассказывать по ролям, вместе подбирают интонации и мимику. Таким образом получилось приобщить к творческой работе и детей с синдромом Дауна.
«Все встречи с детьми запоминающиеся, они очень нас любят и ждут. И это просто непередаваемые эмоции, когда ты видишь, как тебя встречают, с какой любовью к тебе бегут. Ты еще больше хочешь любить этих детей, творить для них. Поэтому остаются только теплые воспоминания, и мы всегда в ожидании новой встречи», – поделилась руководитель проекта Любовь Простова.
Из-за эпидемиологической обстановки с сентября месяца творческие встречи с воспитанниками организовываются в онлайн-формате.
Ирина ВАЛИЖАНОВА, педагог-психолог. Цивильская школа-интернат для обучающихся с ОВЗ № 1
Отличился в фотопроекте
Ученик 7-го класса Кадетского корпуса ПФО имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова Роман СТЕПАНОВ стал победителем V Всероссийского фотопроекта «Мгновение поиска» имени А.И. Орлова в номинации «Место боя».
«Мгновения поиска» – это фотопроект рассказывающий о повседневной жизни поисковых отрядов, об экспедициях и встречах с родственниками защитников Отечества и ветеранами войны. Он раскрывает прошлое, настоящее и будущее поискового движения. В составе сводного поискового отряда Чувашии, воспитанники кадетского корпуса стали участниками экспедиции, организованной Русским географическим обществом при поддержке Северного флота Российской Федерации. Фотографию, занявшую 1 место, Роман сделал на Кольском полуострове.
О работе родителя
Ученик 5-го класса 38-й школы города Чебоксары Павел ЧУРБАНОВ стал победителем в возрастной категории 9-11 лет на региональном этапе конкурса детских рисунков «Мои родители работают в полиции».
В рамках Дня сотрудника органов внутренних дел Общественный совет при МВД по Чувашской Республике провел конкурс детских рисунков. В этом году в нем приняли участие более 50 детей со всей республики. Победителей конкурса в трех возрастных категориях определили представители данного общественного совета.
Перспективный спортсмен
Уроженка Чувашии, кандидат в мастера спорта по стрельбе из лука Екатерина НУЖДИНА приняла участие в проекте «Спортивная слава России», рассказывающем о юных перспективных спортсменах.
Шестнадцатилетняя спортсменка тренируется в спортивной школе олимпийского резерва по настольному теннису и стрельбе из лука им. И.Солдатовой. За четыре года спортивной карьеры в копилке Екатерины: «золото» первенства Чувашии, «серебро» первенства Татарстана и всероссийских соревнований, а также золотая награда чемпионата Приволжья в командном зачете.
Юный исследователь
Ученик 3-го класса начальной школы /2 города Чебоксары Григорий ГОЛОВИН стал призером Всероссийского конкурса исследовательских и творческих работ «Мы – гордость Родины». Гриша выступил с работой «Невидимые друзья и враги рядом с нами». Юный исследователь изучил разнообразие микроорганизмов, а также окружающие его предметы на наличие колоний микробов.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать