Тăван чĕлхе: кирлĕ-и е кирлĕ мар?

14 Авг, 2014

Кăçалхи утă уйăхĕнче Чăваш наци телекуравĕн пĕр кăларăмĕнче республика вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Н.Иванов сăмах илнĕччĕ. Вăл патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен пĕтĕмлетĕвĕнче "кăçал чăваш чĕлхипе пĕлĕвне тĕрĕслес шухăшпа 30 ача кăмăл туса ыйту çырнăччĕ. Анчах экзамена вĕсенчен пĕри те пыман" тесе пĕлтернĕччĕ. Мана, Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнче вăтăр çул чăваш ачисене хутла вĕрентнĕскере, ку питех те пăлхантарчĕ. Министр пăшăрханăвне эпир ăнланатпăр. Вăл та пирĕн пекех çакнашкал лару-тăрăвăн сăлтавĕсем пирки шухăшлать пуль ĕнтĕ.

Кăçал шкултан вĕренсе тухакансенчен вăтăр ача та пулин чăваш чĕлхипе экзамен тытма тĕв тунине пĕлсен эпир савăннăччĕ. Шел, шаннă йăвара кайăкĕ пулмарĕ, ачасем экзамен тытма пыман иккен. Мĕнле сăлтав вĕсене тăван чĕлхерен пистернĕ-ши, мĕншĕн ачасем пĕлĕвне тĕрĕслеме хăранă-ши?

Чăваш чĕлхин шăпи пирки шухăшланăран пуçа тата-тата темиçе ыйту пырса кĕрет. Вĕсен тупсăмĕ çиелте выртмасть иккен. Пирĕн шухăшпа – чăваш шкулĕсенче вĕренекенсене тăван чĕлхерен сивĕнме хăй вăхăтĕнче 10-11-мĕш класс программинчен чăваш чĕлхи предметне кăларса пăрахни пулăшрĕ. Ку çеç те мар. Кăçал тăххăрмĕш класс пĕтерекенсене те чăваш чĕлхи предметне суйласа илме ирĕк йĕркепе çеç экзамен тытма сĕннĕ. Паллах, çак хушупа килĕшÿллĕн республикăн чăваш шкулĕсенчи тăххăрмĕшсенчен 98 ача тăван чĕлхепе экзамен тытма кăмăл тунă пулнă, вĕсенчен аллă тăххăрăшĕ кăна экзамен тытнă. Унччен пурте пăрăнми (обязательно) йĕркепех пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухнă пулсан халĕ мĕншĕн ăна пăрахăçламалла-ха? Тăван чĕлхене ăса хывнине тĕрĕслени кирлех. Енчен те экзамен пулмасан, чăваш чĕлхине вĕрентмелли сехетсен шутне те чакарас тейĕç. Çавнашкал хăрушлăх пурри куçкĕрет. Ачасен чăвашла пуплевĕ аталанас вырăнне вырăслана пуçларĕ. Пĕр 15-20 çул каялла уроксенче 6-7 страница таран сочинени çыратчĕç пулсан, паянхи шкул ачисем вара 2-3 страница кăна çыркалаççĕ. Мĕн пытармалли, илемлĕ литературăна чăвашла та, вырăсла та юратса вулама пăрахрĕç. «Мĕн кирлине Интернетра тупатпăр, эпир унпа кĕсье телефонĕ урлă та çыхăнма пултаратпăр», – теççĕ. Çапла майĕпен-майĕпен чăваш чĕлхи пĕтсе, çухалса пырать.

Апла-капла пулсан та тăван чĕлхене упранма, аталантарма пур майсем тăвасчĕ. Чĕлхешĕн хамăр тăрăшмасан кам тăрăшĕ!?

Унăн пуласлăхĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенсене шухăшлаттаратех. Тĕслĕх вырăнне Шăмăршă районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем кăçал çуркунне Чăваш наци конгресне янă уçă çырăва илер. Вĕсем 9 класс вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен суйласа илме сĕннине сивлесе хăйсен кулянăвне палăртрĕç: "Чĕлхемĕр хăрушлăхра! Çакна картса, пирĕн чун ыратăвне туйса, ăс-хакăл пуянлăхне упрассишĕн ырми-канми вăй хуракан патшалăх органĕсене 9 класс пĕтерекенсене тăван чĕлхепе пăрăнми йĕркепех экзамен тыттарассине сыхласа хăварас ыйтупа Раççей шайне тухасса шанатпăр. Çак сăваплă ĕçе вĕçне çитерсен килес ăрусем умĕнче пире намăс пулмĕ. Чĕлхемĕре упраса хăварайманшăн ĕмĕр-ĕмĕр ÿкĕнмелле ан пултăрах!" Çакнашкал сăмахсене эпир ытти ĕçтешрен те илтетпĕр. Апла пулсан çак питех те çивĕч ыйтусен "лавне" тапратма, тăван чĕлхе тăрăмне (статусне), сумне çĕклеме пурин те пĕрле кар тăма вăхăт тахçанах çитнĕ!

Республикăмăрăн тĕп хулинче чăвашлăха тытса-йĕркелесе пыракан наци шкулĕ кирли пирки тахçанах калаçатпăр. Шел, паян та ăна татса параймарĕç. Чăваш чĕлхипе ятарлă пĕлÿ паракан тĕп шкул çукки чылай ача-пăчапа ашшĕ-амăшне кулянтарать, пăшăрхантарать. Ялсенче тăван чĕлхепе тарăн пĕлÿ илес, литература пултарулăхне, сăвă-калав çырас ăсталăха аталантарас, куçарупа хаçат-журнал ĕçне алла илес шухăшлă, чăваш халăх историпе кăсăкланакан ачасем пуррине пĕлетпĕр. Эпир вĕсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем ял шкулĕсенче аттестаци тухнă чухне куратпăр. Çакнашкал пултаруллă ачасене аталанма шкулĕ пурччĕ, анчах ăна упраса хăвараймарăмăр, çурчĕсем вĕренме тата пурăнма юрăхсăр тесе лицее хупрĕç.

Çак кунсенче вĕрентекенсен канашлăвĕсем иртеççĕ. Наци вĕренĕвне лайăхлатас, чăваш чĕлхи кирлĕлĕхне, пĕлтерĕшĕпе хăватне тата унăн нумай енлĕхне çĕклес, халăх историйĕпе культурине упраса хăварас тĕллевпе вĕрентекенсен канашлăвĕн секци ларăвĕнче çак ыйтусене пăхса тухма сĕнеççĕ:

1. Чăваш чĕлхипе литературине хальхи информаци технологийĕсемпе вĕрентесси.

2. 2014-2015-мĕш вĕренÿ çулĕнче тăххăрмĕш класран тухакансене чăваш чĕлхипе, вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе тата литературипе республика шайĕнче пăрăнми патшалăх экзаменĕ тыттарассине кĕртеси. Хула шкулĕсенче 9-мĕш классенче чăваш чĕлхипе пĕтĕмлетÿ экзаменĕ (зачет) ирттересси.

3. 5-9-мĕш классенче чăваш халăх историйĕпе тăван ен культурине вĕрентесси.

4. Класс тулашĕнчи ĕçсемпе уявсене чăвашла ирттерессине йăлана кĕртесси.

5. Шкул тулашĕпе ăшне, чăваш чĕлхипе литературин кабинечĕсен ячĕсене, шкул пурнăçĕпе ачасен вĕренÿ ĕçĕ-хĕлне кăтартакан плакатсене чăвашлăх сăнĕ кĕртесси.

6. Шкулта чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсен хисепне ача шучĕпе килĕшÿллĕн уçасси.

7. К.В. Ивановпа Çеçпĕл Мишши юбилейĕсене хатĕрленесси.

8. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне ирттересси.

9. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен меслет пĕрлешĕвĕсен (ассоциацисен) çулталăк ĕç планне тăвасси.

Кашни ыйтупах уйрăм йышăну тунисене тата хушса сĕннисене электрон почтăпа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрине, Чăваш наци конгресне тата Интернет урлă педагогсен канашне ярса пама ыйтатпăр.

Чăваш чĕлхи вăл - пирĕн пуянлăх. Ăна аталантарма, упраса хăварма майсем тупма пулатех. Республикăра чăваш чĕлхи сумне çĕклеме кая юлман-ха тетпĕр. Чĕлхене аталантармашкăн наци ача пахчинчен пуçласа тĕп чăваш шкулĕ таранах кирлĕ. Çине тăрасчĕ çеç.

Çывăх вăхăтра чăваш чĕлхине республика шайĕнче патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ йышне кĕртессе шанатпăр. Паллах, палăртнă ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ кирлĕ. Чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне, ун тăрăмне (статусне) çĕклес тесен укçине тупмалла, нухратне хĕрхенмелле мар. Теприсем укçа-тенкĕ çитменлĕхĕ çине йăвантарма пултарĕç, анчах та кунта пирĕн татăклăн татса парас пулать: пире тăван чĕлхе КИРЛĔ е КИРЛĔ МАР?

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

"Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" çумĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн членĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.