Чăваш патшалăх пукане театрĕ Чăваш тĕррин кунне хатĕрленет

19 Ноя, 2020

Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Театр пуканисемпе тумĕсенчи наци тĕррин элеменчĕсем» экспозици хатĕрлет. Ăна Чăваш тĕррин кунне халалланă.

Экспозици чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 13-мĕшĕччен театр фойинче ĕçлĕ. Валентина Элпин пьеси тăрăх Юрий Филиппов режиссер 2013 çулта лартнă «Эп халь телейлĕ» спектакле чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче 12 сехетре пукане театрĕн «Контактра» страницинче курма май килĕ. Тепĕр кунхине театрта «Веселые уроки чувашского» спектакль лартĕç. Вăл 12 сехетре пуçланĕ. Спектаклĕн сценографийĕпе артистсен тумĕсене чăваш тĕррипе илемлетнĕ.

Театрăн литературăпа драматурги пайĕн ертÿçи Любовь Вдовцева çак йĕркесен авторне каланă тăрăх, пуканесем вылякан спектакльсене ачасем çеç мар, аслисем те юратса пăхаççĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

Рубрика: 

Комментировать