Уçă чÿречери... пĕчĕк ача

13 Авг, 2014

Çанталăк шăрăх тăнă май республикăра ачасем чÿречерен ÿксе вилнĕ тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Çывăх çыннисемшĕн, паллах, калама çук пысăк хуйхă, апла пулин те кунта следстви валли те ĕç пур - Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн следователĕсем çакнашкал тĕслĕхсемпе уголовлă ĕç пуçарса инкексен сăлтавĕсене тĕпчет.

Шупашкарти следстви пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕрле тĕп хулари Ярмăркка урамĕнчи çуртăн 10-мĕш хутĕнчи хваттер чÿречинчен çулталăк çурăри хĕр ача ÿкнĕ. Çак тĕслĕхпе асăрханмасăр çынна вилĕм кÿнин паллисем тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕпчев ĕç-пуçа уçăмлатнă. Çав çĕр çемье çывăрма выртмашкăн хатĕрленнĕ ĕнтĕ. Унччен зала уçăлтарас тенĕ. Ÿпре-шăна хваттере вĕçсе кĕресрен сыхланса çакнă сеткăллă чÿречене уçнă. Аслисем кухньăна кайнă, залра вара çулталăк çурăри тата 3 çулти пĕчĕк хĕр ачасем кăна юлнă. Тахăш самантра кĕçĕнни чÿрече янахĕ çине хăпарнă, хайхи сетка çине тайăннă та... унпа пĕрлех 10-мĕш хутран аяла ÿкнĕ. Питĕ çÿллĕ вĕт - пĕчĕкскер çавăнтах вилнĕ.

Следстви управленийĕнче Чăваш Енре çакнашкал тĕслĕх юлашки вăхăтра çине-çинех пулнине кура чăннипех пăшăрханаççĕ. Ĕç-пуçа тĕпчени ачасен вилĕмĕн, вĕсем суранланнин сăлтавĕсем пĕрешкеллине çирĕплетеççĕ. Чÿрече çумне лартнă сĕтел-пуканпа усă курса чÿрече янахĕ çине хăпараççĕ, ÿпре-шăнаран сыхланмалли сетка пулнине кура хăрушлăха туймаççĕ ахăр - ун çине таянаççĕ... Пĕчĕкскерсем чÿречене хăйсем тĕллĕн уçни те пулкалать. Паллах, кун пекки вĕсене аслисем сăнаса тăман чух пулать.

Акă мĕншĕн ачасемпе питĕ асăрхануллăн пулмалла. Пÿлĕмсене уçăлтарнă чух ачасене унта пĕччен хăварма юрамасть. Сĕтел-пукана та чÿрече çывăхне лартни вырăнсăр. Пĕчĕкскерсем чÿречене хăйсем тĕллĕн уçасран сыхланмалли ятарлă хатĕрсем туянса вырнаçтарни инкек пулассине сирсе яма пулăшать - çав хатĕрсем хаклă мар.

- Следстви комитечĕ инкеке сирсе яма пултараймасть - эпир инкек пулсан унăн кăтартăвĕсене кăна тĕпчетпĕр, - пĕтĕмлетрĕ калаçăва Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕн пуçлăхĕ Константин Кандасов. - Ачасем çакнашкал инкек курасран сыхланасси - ашшĕ-амăшĕн, вĕсене пăхассипе çыхăннă яваплăха хăйсем çине илнĕ ытти çын тивĕçĕ. Урамри иртен-çÿрене те чĕнсе калас килет: уçă чÿрече патĕнче ача пулнине асăрхарăр тăк - çакăн çинчен пĕр тăхтамасăр 02 телефонпа полицие шăнкăравлама ан ÿркенĕр. Çапла туса эсир пĕчĕкскерсем вилессине е суранланассине сирсе яма пултаратăр.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: 

Новости по теме