Вăрçă ветеранне саламланă

12 Авг, 2014

Çак кунсенче Тăвай районĕнчи Улянкăра пурăнакан Илья Иванов 95 çул тултарнă. Юбилей ячĕпе ветерана Йăнтăрччă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Уськина саламланă. Раççей Президенчĕн саламне тата асăнмалăх парне парса çирĕп сывлăх суннă.

Илья Иванович - вун тăватă çул каялла Мускавра Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада хутшăннă. Çапăçури паттăрлăхшăн ăна 5 орденпа, медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Илья Иванов мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ, кун-çулне çамрăк ăрăва воспитани парассипе çыхăнтарнă. Элпуç шкулĕнче ачасене çар ĕçне хăнăхтарнă. Йăнтăрччă шкулĕнче историпе физкультура предмечĕсене вĕрентнĕ, чылай çул шкул директорĕнче вăй хунă. Сăмах май, ĕçпе вăрçă ветеранне, çамрăксен наставникне район, ял тăрăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

А.ГРОМОВА.