- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 40 (6337) № 15.10.2020
Етĕрне районĕнче 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ ăмăрту хыççăн Урпаш шкулĕнче 7-мĕш класра вĕреннĕ Ксения Максимова аптăраса ӳкни, ун хыççăн ăна больницăна илсе кайни пирки республикăра нумай шăв-шав çĕклерĕç. Эпир те нарăсăн 4-мĕшĕнче «Асамлă вăй Ксюшăна çăлĕ-ши?» статья çырса кăлартăмăр. Вăл кашни вулаканăн чунне хумхантарни пирки иккĕленмесĕрех калама пулать.
Питех те шел, 13-ри хĕрача пуç мимине юн кайнă хыççăн куçне тек уçаймарĕ. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине /ку çын вилнине пĕлтерет/ çирĕплетнĕ. Анчах çамрăк организмăн ытти органĕ çирĕп пулнă, чĕри тапма чарăнман. Ашшĕ-амăшне çакă шанчăк панă: çĕр çинче темĕнле тĕлĕнтермĕш те пулать-çке. Çавăнпа вĕсем хĕрĕн органĕсене тепĕр ачана пама килĕшмен. Амăшĕ Ирина Максимова хĕрĕ çумĕнчен уйрăлмарĕ. Ксюша Республикăри ача-пăча клиника больницин реанимацийĕнче выртнă чухне амăшĕ коридорта пурăнчĕ. Эпир унпа больница фойинче тĕл пулса калаçнăччĕ. «Хĕрĕме епле пăрахса хăварас? Вăранĕ те мана чĕнĕ. Кунтан хăваласа ярсан урамра çĕр каçăп. Пĕр уйăх та, çулталăк та коридорта пурăнма хатĕр. Ксюшăна халь манран та йывăртарах», — тенĕччĕ 36-ри хĕрарăм. Кайран хĕрачана Шупашкарти 3-мĕш ача-пăча больницине куçарнине пĕлтĕмĕр. Ăна ют çĕршыври клиника йышăнма хатĕррине, анчах документсем йĕркеллĕ маррине каланăччĕ тăванĕсем. Тепĕр чăрмав та пулнă — Ксюшăна çула илсе тухма хăрушă, организмĕ тӳсеймесен те пултарнă. Ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем паллиатив уйрăмĕнче Ксюшăпа талăкĕпех юнашар пурăннă, уйрăлмасăр пăхнă, ырра шанса кĕлĕ вуланă вĕсем. Тухтăрсем хĕрачан организмне искусствăллă майпа 10 уйăх тытса тăнă. 2016 çулхи чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче хĕрачан чĕри тапма чарăннă. «Эпир те сирĕн пекех юлашки кунччен асамлăха шантăмăр», — лăплантарнă паллиатив уйрăмĕн заведующийĕ Олег Иванов.
Алина ИЗМАН.
Историре юлтăр тесе окопа хуплаттарман
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тĕнеяльти Павел Михайлов лаша кӳлсе районти ярмăрккăна кайнă. 8-ти ывăлне Федьăна каруççелпе ярăнтарнă. Кĕçех радио янăраса кайнă та, халăхăн савăнăçĕ çав самантрах вĕçленнĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
30 метр тарăнăш штаб
Ашшĕпе ывăлĕ киле кайнă чухне çула май йыснăшĕ патне кĕнĕ. «Нимĕç хăватлă теççĕ. Вăрçа каймалла пулать», — калаçса ларнă вĕсем. Тепĕр 2-3 кунран арçынсем фронта кайма тытăннă. Ялĕпех салтак юрри илтĕннĕ. Павел Михайлов та 2 уйăхран çемйипе сыв пуллашнă. Арăмĕ Санюк виçĕ ачипе юлнă. Хĕветĕрĕн пиччĕшĕ тата йăмăк пулнă.
1941-1942 çулсенче Тăвай районĕнче Хусан тавралли хӳтĕлев чиккине /трасса/ чавма тытăннă. «7 метр сарлакăш, 3 метр тарăнăш сооружение танксене чармашкăн хатĕрленĕ. Районти штаб пирĕн ялти шкулта вырнаçнăччĕ. Трасса чавакансене çывăхри ялсене хваттере ячĕç. Пирĕн пӳрт 5 стеналлăччĕ. Енĕш Нăрвашри 17 çынна йышăнтăмăр. Ун чухне хамăр та урайĕнче çывăрнă, вĕсене те унта вырттарнинчен тĕлĕнмелли çук. Аçам, ермек сарнă, тăлăппа витĕннĕ. Чавакансем шăнса кӳтсе килни те пулнă. Урисенче çăпатаччĕ. 41-45 градус сивве мĕнле чăтнă-ши? Чăлхисем йĕпенетчĕç, кăмака тавра çакса типĕтетчĕç. Çимеллине килтен те илсе килетчĕç вĕсем. Колхоз пĕр хутчен вĕри апат çитернĕ. Халăх киличчен анне пурпĕр пĕçерсе хуратчĕ», — аса илчĕ «вăрçă ачи» Федор Михайлов. Амăшĕ трасса чавма кайман, вăл колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Ăна тата Ольга Черновăпа Дарья Давыдовăна Тĕнеяльти уйра окоп чавма хушнă. Икĕ кун срок панă. Виçĕ хĕрарăм хушăва пурнăçланă. Вĕсем чав¬нă вырăн халĕ те упранса юлнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче окопа çĕрпе танлаштарма хушнă. Ун чухне шăпах Федор Павлович бригадирта тăрăшнă. Вăл çав вырăн историе кĕрсе юлтăр, çамрăк ăру кун пирки пĕлсе ӳстĕр тесе окопăн пĕр пайне тăпрапа хуплаттарман. Унта вăл темиçе хут та йывăç лартнă, анчах виçĕ хĕрарăм нуша курса çĕр чавнă вырăнта вĕсем чĕрĕлмен. Сăмах май, Михайловсен çемйи çырма-çатрара 10 пине яхăн йывăç лартнă.
Федя 7-8 çултах колхоза ĕçлеме тухнă. 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне ытти ача¬па пĕрле пучах пухма кайнă, çум та çумланă. 1941 çулта арçын ача пиччĕшĕпе Мишăпа пĕрле трасса чавакансене ĕçе леçнĕ. Пĕрремĕш Санька ятлă лашана шанса панă ăна. Икĕ лав кӳлсе кайнă вĕсем. Трассăпа пĕрлех дивизи валли штаб-окоп та чавнă. «Тăватă енчен анса хăпармалли картлашкасем пурччĕ унта. Салтаксем валли пурăнмалли вырăн та пулнă. Окоп тарăнăшĕ — 30 метр. Эпир выляма кайнă, лумсем хĕстерсе килнĕ. Халь те пур-ха килте, усă куратпăр. Кайран штаба бульдозерпа тĕксе хупласа хучĕç. Лумĕ, пуртти… веçех çĕр айне турĕç», — каласа кăтартрĕ 87-ри Федор Павлович.
Ашшĕн вилнĕ хучĕ вăрçа кайнă çулхинех, чӳк уйăхĕнче, килнĕ. Вăл Мускава хӳтĕленĕ чухне пуç хунă. Федя 7 класс пĕтерсен вĕсем патне бригадир килнĕ те ăна конюха ĕçлеме чĕннĕ. Ачан малалла вĕренме майĕ пулман: амăшĕ 150 тенкĕ тӳлеймен.
«Хирти» Федя
Конюхра чухне Хĕветĕре те Шăмăрша вăрман касма янă. «Шăмăршă тенине илтсен халĕ те ик куçăмран куççуль тухать. Мĕншĕн çав тери асаплантарнă-ши? Пирĕн ялтан çичĕ çынна ячĕç. 18 çул тултарманнисене унта илсе кайман. Манпа пĕр ӳсĕмрисем çукчĕ. Улатăр районĕнчи Суйкăнра пурăнакан Васса Волко¬ва патне хваттере ячĕç. Хăйĕн те 4 ачаччĕ. Юрать, ман тĕле ырă инженер тупăнчĕ. Çул çитменни çиеле тухсан вăл мана каялла ăсатасшăнччĕ. Анчах лавçăсем тухса кайнă ĕнтĕ. Вара мана турат çунтарма ячĕ. Суйкăн клубне çӳреттĕмĕр. Купăс калакан çукчĕ те, эпĕ çав тивĕçе хам çине илтĕм. Хĕрсем мана «Хирти Федя» тесе чĕнме тытăнчĕç. Вĕсем вăрманлă тăрăхра пурăннăран пире «хиртисем» тенĕ», — сӳтĕлчĕ аса илӳ çăмхи.
Алина ИЗМАН
Блог тытса пырса çемьене тăрантараймăн
КОНСТАНТИН ДОБРОХОТОВ ХĂЙĔН БЛОГĔНЧЕ ЯЛ ПУРНĂÇНЕ СĂНЛАТЬ, ЧĂВАШСЕН ЙĂЛИ-ЙĔРКИНЕ КĂТАРТАТЬ, ПАЛЛĂ ÇЫНСЕНЧЕН ИЛНĔ ИНТЕРВЬЮСЕНЕ ВЫРНАÇТАРАТЬ. ВĂЛ «ЧĂВАШ ТВ» ВИДЕОБЛОГА КĂÇАЛ КĂНА ЙĔРКЕЛЕНĔ, ĂНА ПĂХСА ТĂРАКАНСЕН ЙЫШĔ ВАРА 22 ПИН ÇЫНРАН ИРТНĔ.
— Костя, подписчиксен йышĕ кашни кун çĕпрепе хунă чуста пекех ӳсет. Кала-ха, халăх кăмăлне çавăрмалли вăрттăн мел пур-им санăн?
— Блогер ĕçне кӳлĕниччен сăн ӳкерчĕкпе тата видеопа аппаланаттăм. «Чăваш ТВ» блога кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пуçартăм. Чăвашла аккаунта ахальтен мар уçрăм. Пĕлтĕр хам ятран уçнă стра-ницăра атте-анне пилленĕ чĕлхепе çырма пуçларăм. Мана чăвашсем кăна мар, ытти халăх çынни те пăхса тăрать. Подписчиксем сахаллансан вĕсем мана ăнланманнине тавçăртăм. Каялла вырăс чĕлхи çине куçрăм. Анчах интернетра чăвашла çырас, калаçас кăмăл пăчланмарĕ, вăй илсе çирĕпленчĕ çеç. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче хам шухăшланине пурнăçларăм, чăвашла аккаунт уçрăм. Стра-ница ячĕ пирки нумай шухăшламарăм — пуçа пĕрремĕш мĕн пырса кĕнине çырса хутăм.
— Эсĕ республикăри паллă артистсемпе юрăçсенчен интервью илетĕн. Çак видеосене «Чăваш ТВ» страницăна вырнаçтаратăн. Тĕлĕнмелле те, хăш-пĕр çын санпа калаçнă чухне пачах урăх енчен уçăлать. Интервью илме маларах хатĕрленетĕн-и е ыйтусем хăйсемех çуралса пыраççĕ-и?
— Интервью илме чĕннĕ «çăлтăрсен» Инстаграмри страницине пăхсах тăратăп, халăха мĕн кăсăклантарнине пĕлетĕп. Полина Борисовăн аппăшĕнчен Эльвирăран вăл видеороликсенче кулăшла сăнарсене калăплать илнĕ интервью — импровизаци. Çынна чăн пурнăçри пек кăтартма тăрăшатăп. Ку таранччен пĕри те: «Пыраймастăп, вăхăт çук», — темен. ЧР Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран интервью илме ĕмĕтленетĕп.
— «Блогер — професси», — тетĕн. Манăн шухăшпа, ку ытлашши ӳстерсе калани. Чылайăшĕ кашни утăма ӳкерсе интернета вырнаçтарнине, хитре сăн ӳкерчĕксем тунине ĕç вырăнне йышăнмасть.
— Нумайăшĕ çакăн пек шухăшлать. Блогерăн куçа курăнман, камера кăтартман ĕç чылай. Вăл журналист та, менеджер та. Соцсетьре «пурăнакан» çын заводри рабочи пекех ĕçлет. Ирхи 6-7 сехетсенче вăранатăп та тӳрех телефона тытатăп. Çырусемпе паллашатăп, хăшне-пĕрне хуравлатăп. Инстаграмра кăмăла çĕклекен самантсене ытларах кăтартма тăрăшатăп. Хурлăхлă пулăмсене ӳкерместĕп. Япăххи, кăмăла хуçаканни пурнăçра ахаль те çителĕклĕ.
— Интернетра чăвашла калаçакан блогерсен ĕçĕ-хĕлне сăнаса тăратăн-и?
— Çапла. Юлашки вăхăтра анлă сарăлнă Тик-токра чăваш каччисемпе хĕрĕсем те палăраççĕ. Эпир пĕр-пĕрне палламастпăр, хутшăнмастпăр пулин те пĕр ĕçех тăватпăр — чăвашлăха аталантаратпăр.
— Чăвашлăх тенĕрен, çак туйăм санра хăçан вăй илнĕ?
— Эпĕ Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралса ӳснĕ. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн Галина Енейкинăн тата музыка учителĕн Геннадий Борисовăн тӳпи пысăк. Вĕсем тăрăшнипе чăваш чунĕллĕ ӳсрĕм. Галина Леонидовна сăвă шăрçалама вĕрентрĕ. Кашни çул çĕнĕ хайлавпа конкурса хутшăнаттăмăр. Ача-пăча хорне шкул пĕтеричченех юрлама çӳрерĕм. Студент вăхăтĕнче чăвашлăх туйăмне чун тулашне кăлараймастăм. Эпĕ — вăтанчăк çын, ытлашши калаçма юратмастăм. Хам пирки «йăваш ял ачи» тетĕп. Видеора чăвашла тĕрĕс калаçаймасран шикленеттĕм. Вăхăт иртнĕ май шалти туйăм çиеле тухрĕ, манăн атте-анне чĕлхипе калаçас, çырас килет.
— Санăн страницуна кĕрсен вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Видеосенче чăваш йăли-йĕркине сăнлатăн, хальхи пурнăçпа танлаштаратăн. Подписчиксем çакна мĕнле йышăнасси иккĕлентермерĕ-и?
— Куракана чăвашла контент çитмен. Видеосене ырласа йышăнчĕç. Пирвайхи ĕçсене лайăх хакларĕç: «Питĕ кăмăллă», «Кăсăклă», — тесе çырчĕç. Ялта мĕн пулса иртнине кăтартатăп. Хула çыннисем, ют çĕршывра тĕпленнĕ чăвашсем ял пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, ачалăхне аса илеççĕ. Çак ĕçе чуна парса тăватăп. Блога тытса пынăшăн мана никам та шалу тӳлемест. Хутран-ситрен реклама тăватăп та çăкăр туянмалăх укçа ĕçлесе илетĕп. Хальлĕхе блог мана тăрантарать теейместĕп. Çемьене ура çине тăратмалла, страницăпа кăна аппаланаймастăп, ĕçлеме те тивет.
— Блога тытса пыма вăхăт нумай кирлĕ-и?
— Патăрьел районĕнчи комбайнерсене 4 сехет ӳкертĕм. Хире çитме — 2 сехет. Квадрокоптерпа çӳлтен ӳкертĕм. Монтаж пĕр кун турăм. Видео 1 минут та 23 çеккунт пырать. Кăсăклă видео хатĕрлеме чаплă камера кирлĕ мар. Телефон яланах кĕсьере. Ăна хăвăрт кăларатăп та ӳкеретĕп. Чылай ĕçе видеокамерăпа ӳкернĕ тесе шухăшлаççĕ. Видеоблогра тĕрлĕ рубрика пур: «Чăваш купăсĕ», «Чăвашри паллă вырăнсем», «Чăваш апачĕ», «Паллă çынпа — интервью». Ылтăн алăллă çынсем пирки те ӳкерсе кăтартас килет.
— Доброхотовсем — блогерсен çемйи. Мăшăру Катя та ӳкерет, хăй те ӳкерĕнет. Аçăр-аннĕр сирĕн ĕçе мĕнле йышăнаççĕ? «Завода ĕçлеме каясчĕ!» — тенине илтме тӳр килмен-и?
— Çулталăк пуçламăшĕнче блогпа питĕ нумай ĕçлерĕм. Анне: «Сана ку ĕç усă кӳрет-и?» — тесе ыйтрĕ. Блог мана кирлине ăнлантартăм. Пандеми пуçлансан яла кайрăмăр та виçĕ уйăх ĕçсĕр лартăмăр. Блог валли ытларах ӳкерме тытăнтăм. Халĕ атте-анне хăй те мана пулăшма хатĕр. Вĕсен юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем блога пăхса тăраççĕ, ăна сӳтсе яваççĕ. Аттене трактор парнелерĕм, халĕ коронавируса пула килте лармалли тапхăр пуçлансан та ĕçсĕр лармăп, ял хуçалăхĕнче тăрăшăп, пахча çимĕç лартса ӳстерĕп. Ялта техника кирлех.
Ольга КАЛИТОВА.
Московскин шоумен пулмалли кăна юлнă
Раççейри телеканалсем, хаçат-журнал преми ирттересси, паллă çынсене тĕрлĕ номинацире чысласси йăлана кĕчĕ. Эпир те мĕнрен кая? Пирĕн юрăçсем те ЮТВ телеканал премине илессишĕн тупăшаççĕ.
Египет фараонĕ пек
Нумайăшĕ шухăшланă тăрăх, малти вырăнсене укçалла туянаççĕ. Тĕслĕх илсе кăтартар-ха. Çамрăк рэпер Моргенштерн çакна çирĕплетме шухăшланă. Нумаях пулмасть вăл Мускаври пĕр журнал ирттернĕ премие хутшăннă та… «Çулталăкри хĕрарăм» номи¬нацире çĕнтернĕ! Чим-ха, чим, каччă çулталăкри чи лайăх хĕрарăм пулса тăнă! Эсир те, ытти çын пекех, ку шӳт тесе шухăшлатăр ĕнтĕ. Шӳт мар, тĕп-тĕрĕсси ку. «Веçех шоу. Кам çĕнтерессине малтанах пĕлеççĕ», — преми лауреачĕ мĕнле пулса тăнин вăрттăнлăхне уçнă Моргенштерн. Ну, тишкерер апла: пирĕн тăрăхри премисем мĕнлерех иртеççĕ?
2014 çулта Данила Ленский шоумен пуçарнипе ЮТВ телеканал премине йĕркеленĕ. Хĕрлĕ кавир тăрăх çам¬рăк юрăçсем те, ватăраххисем те, шоуменсем те… утаççĕ. Халăха тĕлĕнтерес тесе чаплăран та чаплă тум тăхăнса килеççĕ. Пĕр çул, сăмахран, Аида Великова хĕрлĕ кавир çине мотоциклпа тухнă. Андрей Думилин, Сергей Лекеров, Калян Ключников вара культура çуртне велосипедпа кĕрсе кайнă. Мероприятие хĕрлĕ машинăпа, хĕрлĕ костюмпа çитнĕ Андрей Заволжский юрăç хĕрлĕ тĕтĕм ăшĕнчен тухнă. Пĕр çулхине Петр Ермолаев Египет фараонĕ пек пуçне тюрбан çыхса, тĕрĕллĕ тум тăхăнса килнĕ, Эрнес юрăç — эрешмен-кăшăлпа. Халăха тĕлĕнтерес енĕпе Андрей Шадрикова çитекенни пулман: шăлавар çийĕн труççи тăхăнса хĕрлĕ кавир тăрăх утнă. Телепремие ертсе пыракансем те маххă памаççĕ. Данила Ленский кăçал çӳçне кастарса прическа тунă — каснă лартнă «Пятый элемент» фильмри сăнар.
Премие кашни çулах çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшаççĕ. Çакнашкал мероприятие ертсе пырас енĕпе опыт пухас тесе Данила Ленский Мускаври телеканалсем йĕркеленĕ уявсене те çитнĕ, хĕрлĕ кавир тăрăх утакан паллă «çăлтăрсемпе» сăн ӳкерĕннĕ. Кăçалхи, çиччĕмĕш хут иртнĕ преми, ыттисенчен уйрăлса тăнă. Пандемие пула ăна яланхи пекех çулла мар, кĕркунне ирттернĕ. Çавăншăнах мероприятире куракансем пулман. Чăваш эстрада артисчĕсем Шупашкарти пĕр ресторанта пухăннă унччен культура çуртĕнче е каçхи клубра ирттернĕ.
Конкурсра çулталăкра çитĕнӳ тунă артистсене палăртаççĕ. Йĕркелӳçĕсем кашни çулах çĕнĕ номи-нацисем пуçарма тăрăшаççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, «Çулталăкри шоувумен» номинаци палăртнă. Паллă ĕнтĕ, номинантсен йышĕнче хĕрарăм-кĕрекеçĕсем пулнă. Ку ята Алиса Ахахпи тивĕçнĕ. Пиччĕшĕ Сергей çамрăк юрăç çĕнтерессе питĕ вăйлă ĕненнĕ. Вăл тăрăшнипе çур Мускав Алисăшăн сасăланă-мĕн.
5 статуэтка
ЮТВ премине йĕркелеме пуçланăранпа 7 çул хыçа юлнине шута илсе çак тапхăрта статуэткăна чи нумай хутчен тивĕçнĕ юрăçсен хăйне евĕр рейтингне хатĕрлеме шухăш çуралчĕ. Малтанах палăртам: çулленех пĕр артистсемех тенĕ пек лауреат ятне тивĕçнĕ. Номинантсен йышĕнче наградăна пĕрре те илейменнисем те пур.
Алексей Московскин шоумен пулмалли кăна юлнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Вăл ЮТВ телеканал премийĕн мĕн пур номинацийĕнче çĕнтернĕ, 5 статуэтка илнĕ. Унăн «Çулталăкри шоумен» ят кăна çук. Пĕрремĕш премире вăл «Çулталăкри юрăç» пулса тăнă. Çакă ăна малалла çанă тавăрсах ĕçлеме хавхалантарнă ĕнтĕ: тепĕр çулхине Елчĕк арĕ чăваш халăхне ташлаттаракан «Арăм юнашар пулсан» хитпа «Çулталăкри юрă» номинацире çĕнтернĕ. Пухмачĕнче «Çулталăкри дуэт» статуэтка та пур: ăна Евгений Григорьевпа «Чалт кăна» юрă шăрантарнăшăн панă. Пĕлтĕр Алексея «Çулталăкри артист» номинацире çитекенни пулман, кăçал «Чи лайăх клип» ят — унăн. «Ютубра» «Ялти пĕрремĕш каччă» юрă валли хатĕрленĕ клип кĕрлерĕ кăна, ăна 180 пин ытла çын пăхнă.
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.
Ят каясран хăрарăм
Хыçа юлнă кунсем пирки шухăшласа хăш чухне çĕрĕпех куç хупмастăп, сирĕн хаçата вулатăп.
Çамрăклăх иртнĕ ĕмĕрĕн 60- мĕш çулĕсенче иртрĕ. Хамăр урамри Ваня тĕлпулăва чĕнчĕ. Килĕштереттĕмĕр пĕр-пĕрне. Вăл ашшĕсĕр çитĕнчĕ, сăпайлă та лăпкăччĕ. Çитĕнсен пĕрлешме ĕмĕтленеттĕмĕр, юратнă çынна сак тулли ача-пăча парнелес килетчĕ. Пĕррехинче пирĕн пата хăнана аттен юлташĕ салтакран тин таврăннă ывăлĕпе Элекçейпе килчĕ. Витя пиччен арăмĕ çĕре кĕнĕ, хĕрĕ качча тухнă. Аттепе вĕсем кил-çуртра хĕрарăм алли çитменни пирки калаçрĕç. Мана кин тăвасшăн иккен вĕсем, евчĕ яма шухăшланă. Витя пичче аттепе питĕ тăванланасшăнччĕ.
Кайран хулара ĕçе вырнаçнă Элекçей ман пата кашни эрнерех çыру вĕçтерчĕ, темиçе хут килсе кайрĕ. Эпĕ унăн пĕр çырăвне те хуравламан, унпа сиввĕн калаçнă. Ваньăна юрататтăм. Анчах Элекçей парăнмарĕ. Сăнĕ-пуçĕ енчен Турă кӳрентермен ăна, чĕлхи япшарччĕ, аслă пĕлӳ илнĕ. Атте-анне ун майлă пулчĕ. «Санăн Ванькку ахаль тракторист кăна, çитменнине, чирлĕ кукамăшĕпе амăшне пăхса пурăнать. Кайран ку веçех сан çине тиенĕ. Ыррине кураймăн», — терĕç. Атте Витя пиччен кăмăлне хирĕç каясшăн марччĕ, анне вара манăн «çутта тухмалла» терĕ, ялта тислĕк çăрса ĕмĕре ирттериччен Элекçейпе хулара пурăнма ăс пачĕ. Йĕтĕм, анчах вĕсен сăмахĕнчен иртеймерĕм. Пирĕн вăхăтра çаплаччĕ.
Елизавета М.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать