- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 38 (2826) № 07.10.2020
Çĕр кăмăллать ĕçчен çынна
Раççейре ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне октябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă. Кăçал вăл октябрĕн 11-мĕшĕнче иртет.
Çавна май çĕр ĕçченĕсене, фермерсемпе агрономсене, апат-çимĕç туса илекенсене тата чĕр тавара тирпейлекенсене, пахчаçăсемпе сад ăстисене уяв ячĕпе саламлатпăр. Çапла, ăнăçу хăй тĕллĕн килмест. Хастар та маттур çынна пула тыр-пул çитĕнет, сĕт сăвăнать, ытти апат-çимĕç те пулать. Çĕр те ĕçченсене çеç кăмăллать.
Республикăра вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Çĕр ĕçченне 2020 çул тыр-пул тухăçĕпе савăнтарчĕ. Кăçал Красноармейски /ÿсĕм 20,5 пин тонна ытла/ тата Елчĕк /18,6 пин тонна ытла/ районĕсенче кăтарту пысăкрах. Çавăн пекех малтисен йышĕнче — Шăмăршă тата Куславкка /9,0 пин тонна/, Çĕрпÿ /8,4 пин тонна/, Вăрмар /7,7 пин тонна/, Улатăр /1,6 пин тонна/, Пăрачкав /1,1 пин тонна/, Сĕнтĕрвăрри /0,6 пин тонна/ районĕсем.
Октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра 4394 гектар çинчен 96097 тонна çĕр улми пуçтарнă. Гектарти вăтам тухăç — 218,7 центнер. Ку тĕлĕшпе Елчĕк /8012 тонна/, Вăрмар /6000 тонна/ лайăх ĕçлесе пыраççĕ.
Пахча çимĕçе 914 гектар çинчен 7979 тонна пуçтарнă. Гектарти вăтам тухăç — 308,5 центнер.
Хăмла татасси те пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен ăнăçлă пырать. 99,8 гектар çинчен 184,7 тонна татнă. Тухăç иртнĕ çулхинчен лайăхрах — гектартан 18,5 центнер. Вăрнар районĕнче «симĕс ылтăна» — 50,4 тонна, Етĕрне районĕнче 82,8 тонна татнă.
Сахăр кăшманне 280 гектар лаптăк çинчен 8400 тонна пухса илнĕ. Гектарти вăтам тухăç 300 центнерпа танлашать. Хуçалăхсем кĕрхи çĕртме тăвассипе те лайăх ĕçлеççĕ. Асăннă вăхăт тĕлне 108755 гектар çĕр лаптăкне сухаланă. Кĕрхи культурăсене 97139 гектар акнă.
Выльăх апатне 187203 тонна хатĕрленĕ. Условлă выльăх пуçне 27,7 апат единици пур.
Валентина ПЕТРОВА.
Ачаран тĕвĕленнĕ шухăш
Иртнĕ çултанпа «Агростартап» программа ĕçлет. Патшалăх пулăшăвне хресчен фермер хуçалăхĕсене аталантарма, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене тата хушма хуçалăхсене пулăшас тĕллевпе йышăннă.
Ĕмĕтленни пурнăçланнă
Тăвай районĕнчи Вăтаяль ялĕнче пурăнакан Владимир Козловшăн çĕр ĕçĕ ют мар. Ашшĕ-амăшĕпе пĕчĕкренех пахчара ĕçленĕ вăл. Çемьере çичĕ ача çитĕннĕ. Вĕсенчен чи асли Владимир пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ яваплăх ун çине тиеннĕ.
Салтакран таврăнсан пĕр вăхăт Çĕпĕрте водительте вăй хунă. Ĕç укçине унта-кунта салатман, тенкĕ çумне тенкĕ хушса техника, тĕрлĕ агрегат туяннă, выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстернĕ. Паллах, пĕччен мар, мăшăрĕпе, ачисемпе пĕрле.
Маринăпа Владимир Козловсен — виçĕ ача. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех маттур çитĕнеççĕ. Пĕр ывăлĕпе икĕ хĕрĕ вĕсене яланах пулăшма тăрăшаççĕ.
Владимир Владимирович пĕлтĕр «Агростартап» программăна хутшăнса çĕнтернĕ. Çак программа пирки ăна ял тăрăхĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ май «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнма шут тытнă малтан. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем вара çулталăк кĕтмесĕр çĕнĕ программăна хутшăнма сĕннĕ. Хирĕçлемен çамрăк, документсене пуçтарса кирлĕ çĕре леçсе панă. Çапах конкурсра çĕнтерессе шанман. Бизнес- плана хатĕрлеме республикăри «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн ĕçченĕсем пулăшнă.
Çапла, бизнес-плана ăнăçлă хÿтĕлесе çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ арçын. Çакнашкал ÿсĕмшĕн питĕ савăннă вăл. Ĕмĕчĕ пурнăçланни малашлăха çирĕп утăмсемпе утма хистет-çке. Патшалăх пулăшăвĕпе хуçалăха туллин аталантарма пулать. Икĕ-виçĕ ĕнерен халĕ мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 20 яхăн. Вĕсенчен çурри ытларахăшĕ — сăвăнаканни. Патшалăх пулăшăвĕпе вăл выльăхсăр пуçне МТЗ-82 трактор туяннă. Çавăн пекех ферма тума тытăннă. Ĕне пуçне татах та ÿстерес кăмăлпа пурăнать. Тен, малашне çемье ферми йĕркелеме те шут тытĕ.
Çемьепе пĕрле
Халĕ Козловсен усă куракан çĕр 33 гектара яхăн, вăл шутра пай çĕрĕсем те, арендăна илнисем те пур. Владимир Владимирович çĕр лаптăкне малашне пысăклатас ĕмĕтпе пурăнать. Ара, ĕне пуçĕ ÿссен выльăх апачĕ те чылай кирлĕ. Ăна çулсеренех çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшать çемье. Нумай çул ÿсекен курăка виçĕ хутчен çулса илнине палăртрĕ. Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх валли урпа, сĕлĕ, тулă лартса çитĕнтереççĕ. Ку культурăсене те ĕне выльăх валлиех ÿстереççĕ. Ытлашши юлсан — сутаççĕ. Тĕш тырă тухăçĕ кăçал савăнтарнине пĕлтерчĕ.
Кĕрхи культурăсем хĕлле шăннăран-ши фермер культурăсене çуркунне çеç акать. Кĕркунне вара пĕтĕм лаптăка сухаласа хăварма тăрăшать. Халĕ шăпах уй-хирте трактор сасси кĕрлет.
Çамрăк çемье ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса тухнă , хăйсем йăва çавăрнă. Пĕр-пĕринчен аякра пурăнмаççĕ вĕсем. Çавна май аслисем ачисене пулăшма час-часах çÿреççĕ. Ара, выльăх апачĕ хатĕрлеме те çăмăл мар. Ун чухне тăван-пĕтенĕ те пулăшнине каларĕ арçын. Бизнес-план тăрăх ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕ вăл.
Çĕпĕрте ĕçлесе пурăнакан çамрăка тăван тăрăх хăй патне йыхăрнă. Ялта тĕпленес шухăш унăн ачаранах тĕвĕленнĕ. Ют çĕрте ĕçленĕ пулсассăн та лаптăксене акса-лартса илнĕ. Апла пулсан шухăшпа ялтах пурăннă вăл. Çĕр çинче ĕçлесе аталанма тĕв тытнă. Паллах, тĕнче касса çÿресси те çăмăл мар. Килтен тухса каймашкăн йывăр пулнине палăртать фермер. Ара, тăван тăрăха хăнана килсе кайнăн çеç туйнать-çке кун пек чухне. Ачисем те унсăр çитĕнни пăшăрхантарнă ăна. Килти хуçалăха тытса пыма мăшăрне те çăмăл пулман. Çапла, çемьепе пĕрле ĕçленине, пурăннине нимĕн те çитмест. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме гранта тивĕçни пулăшнă. Хăй шухăшланине пĕчĕккĕн пурнăçласа пырать Владимир Козлов. Трактор, ĕне выльăх туяннă, ферма тăвасси те куç умĕнчех ÿссе пырать. Малашне ун валли çĕнĕ оборудовани кирлине те палăртрĕ вăл. Сĕт сивĕтмелли хатĕр таранах вырнаçтарасшăн.
Мĕнех, ырă пуçару ĕçе кĕтĕрех. Пултаруллă, ĕçчен çамрăксем пуртан ял пурăнать паян. Ăруран ăрăва тăсăлтăр çак хастарлăх.
Валентина ПЕТРОВА.
М-12 çул ăçтан иртĕ?
Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Мускав — Чулхула — Хусан автомобиль çулĕн М-12 строительстви» проекта Чăваш Енре пурнăçа кĕртес ыйтупа канашлу ирттернĕ.
Унта «Раççей автомобиль çулĕсем» патшалăх компанийĕн правленийĕн председателĕн техника политики енĕпе ĕçлекен пĕрремĕш заместителĕ Алексей Борисов хутшăннă. Автоçул сыпăкĕ Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Канаш, Тăвай районĕсем урлă иртĕ, 98 çухрăма тăсăлĕ, ăна 2024 çулхи çур-кунне туса пĕтермелле.
Алексей Борисов çула тăвакан подряд организацине палăртнине, унăн дирекцине йĕркеленине, трасса тăрăхне тикĕслеме документсем хатĕрлеме тытăннине пĕлтернĕ.
«Çитес çулсенче пуçлакан строительствăна малалла ямашкăн республика влаçĕ пулăшма хатĕр, — тенĕ Олег Николаев. — Эпир ыйтусене татса парассишĕн вăйсене пĕрлештерĕпĕр».
Çул вăрман фончĕ урлă еплерех иртессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Маларах Олег Николаев хăвăрт çÿремелли Мускав — Хусан трасса проектне РФ Правительствин Председателĕн заместителĕпе Марат Хуснуллинпа сÿтсе явнăччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Чир-чĕр тухăçа чакарать
Пысăк сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă, чир-чĕр, çавăн пекех çум курăк тупса палăртнă вырăнсене карантина илеççĕ. Чăваш Енре хăш тăрăхра тата мĕнле сăлтава пула фитосанитари зонисен карантинне тунă-ши?
Йывăç-тĕмшĕн, пахча çимĕçшĕн, ÿсен-тăраншăн хăрушă шутланакан сăтăрçăсене тепĕр майлă карантин объекчĕсем теççĕ. Вĕсене Еврази экономика союзĕн карантин объекчĕсен переченĕнче тупма пулать. Çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, фитосанитари зонисенче сăтăрçа тĕп тума ятарлă ĕçсем йĕркелемелле. Паллах, çав вырăнтан ÿсен- тăран продукцине тата ытти материала сутлăха илсе тухма юрамасть. Телее, фитосанитари енĕпе карантина илнĕ лаптăксем Чăваш Енре нумаях мар. Канаш районĕнчи фермăсем çывăхĕнчи усă курман çĕрсем /пĕтĕмĕшле лаптăк — 0,6 гектар/ çинче ашкăракан вĕлтрен пурçăнĕпе /повилика европейская/ пĕр çул çеç мар кĕрешеççĕ. Унта 2008 çултах карантин йĕрки çирĕплетнĕ. Канаш станцийĕ çывăхĕнче вара уй-хир пурçăнĕ /повилика полевая/ парăнасшăн мар. Унта та 0,6 гектар лаптăк 2012 çултанпах карантинра.
Вăрман сăтăрçисем пирки калас пулсан хыра пĕтерекен хура хурт /черный сосновый усач/ пуррине пула Канаш лесничествинче 2011 çулта /725,5 гектар тĕлĕшпе/, Вăрнар тăрăхĕнче 2013 çулта /7,8 гектар/, Шăмăршă лесничествинче 2013 çулта /25,5 гектар/ фитосанитари енĕпе карантин çирĕплетнĕ.
Вăрнар лесничествинче тата чăрăша кăшлакан хура пысăк хурта /большой черный еловый усач/ пĕтерес тĕллевпе 2015 çулта карантин йĕркеленĕ.
Çĕр улмин «ылтăн нематодипе» кĕрешме те çăмăл мар. Хурт тата унăн çăмарти çĕр улмисĕрех вунă çул таран пурăнма пултараççĕ. Тăпрара вара — 40 çулчченех. Çакă паразита пĕтерессине кăткăслатать. Паллах, тухăç палăрмаллах чакать. «Иккĕмĕш çăкăра» сиен кÿрекенскере пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Ку таранччен 18 районта, пĕтĕмпе 359 ялти 6364 хушма хуçалăхри çĕр лаптăкĕнче тупса палăртнă. Ку мур Комсомольски, Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне районĕсенче пуринчен ытларах сарăлнă. Пирĕн тăрăхра 2007 çултах çĕр улми нематоди тĕлĕшпе фитосанитари зонин карантинне туса хума, унăн режимне çирĕплетме тытăннă. Çавна май çак сăтăрçа тĕп тăвас енĕпе ĕç планĕ хатĕрленĕ. Россельхознадзор специалисчĕсем кашни çулах çав зонăсенчи çĕр пробисене ятарласа лабораторире тĕпчеççĕ.
Виçĕ çул нематода пулмасан карантина пĕтереççĕ тата унпа çыхăннă йĕркене пăрахăçлаççĕ.
Телее, ку муртан хăтăлса пыратпăр. Кăçалхи мониторинг 55,27 гектар çĕр /259 кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕ/ сăтăрçăран таса пулнине çирĕплетет: Элĕк, Патăрьел, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.
Арçынран та ирттерет
Вăрмар районĕн прокуратури вырăнта пурăнакан 57 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.
Ăна РФ УК 116 статйипе /çынна çапнăшăн/ тата РФ УК 318 статйин 1-мĕш пайĕпе /влаç представительне пусахланăшăн/ айăплаççĕ.
Тĕпчев палăртнă тăрăх, кăçалхи августăн 25-мĕшĕнче 13 сехет тĕлнелле çак хĕрарăм, ÿсĕрскер, Вăрмар районĕн администраци çуртĕнче район администраци ĕçченне çапнă. Çавна май сывлăхне сиен кÿмесĕр ÿт-пĕвне суранлатнă, ыраттарнă.
Гражданкăна полици уйрăмне илсе кайнă май шалти ĕçсен органĕн ĕçченне те вăл темиçе хутчен çыртнă, урипе тапнă, ÿт-пĕвне суранлатнă.
Прокуратура уголовлă ĕçе Вăрмар районĕн судне пăхса тухма ярса панă.
Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.
Чăваш çĕрĕн паттăрĕ
Оринин тăрăхĕнчи Иван Иванов гварди полковникĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă маттур салтак.
Вăл 1920 çулта Оринин ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ялти 4 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1932 çулта Мăн Сĕнтĕрти трактористсене хатĕрлекен шкулта пĕлĕвне малалла аталантарма шут тытнă. Анчах асăннă шкул хупăннăран унтан вĕренсе тухайман. Çапла майпа «Красное Сормово» хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Çав вăхăтрах колхозра тухса тăракан нумай тиражлă «Çĕнĕ пурнăç» хаçатра та ĕçленĕ. Республикăри «Пионер сасси» хаçатпа тачă çыхăну тытнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк драма кружокне те хастар хутшăннă.
1933-1939 çулсенче Иван Прокопьевич Муркашри вăтам шкулта вĕреннĕ. Каярахпа Хусанти химипе технологи институтне кĕме зкзаменсем тытнă, анчах 1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăрçă пуçланнă. Иван хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă.
Çамрăк салтака Хĕвел анăç Украинăна, Çурçĕр Буковинăна Польша панĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма тивнĕ. Финсене хирĕç çапăçнă вăрçăра та пулнă вăл. Йĕлтĕрсен батальонĕнче çапăçса алли-урине, питне тăм илтернĕ, вунă кун лазаретра сипленнĕ.
1941 çулта Иван Прокопьевич Астраханьти çар училищине лейтенант званипе пĕтернĕ. Ăна Вильнюс хули çывăхĕнче тăракан 215-мĕш полкри пулемет взвочĕн командирĕ пулма шаннă. Çакăнта вăл нимĕç фашисчĕсемпе пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Сахал мар терт- нуша тÿсме тивнĕ ăна, анчах çĕнтерÿ кунне çывхартас кăмăл хавхалантарнă. Малтан — рота командирĕ, каярахпа капитан званине илсен полк командирĕ пулса çапăçнă. Ленинград блокадине татнă çĕре те хутшăннă.
Иван Иванов вăрçа Балтика тăрăхĕнче вĕçленĕ. Салтак çапăçусенче виçĕ хутчен йывăр аманнă. Икĕ хутчен контузи пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, икĕ хутчен Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе тата медальсемпе чысланă. 1945 çулта Иван Прокопьевич Мускавра иртнĕ Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă.
1947 çулта совет офицерĕ Иван Иванов М.Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнчен вĕренсе тухнă, 1952 çулта К.Ворошилов ячĕллĕ Генеральнăй штабăн çар академине пĕтернĕ. Пултаруллă ентеш 34 çул çар службинче вăй хунă. Сывлăхĕ хавшанă пирки полковник 1972 çулта cаппаса тухнă. Минск хулинче пурăнма тытăннă. Каярахпа сакăр çул Беларуç çĕршывĕнче вырăнти промышленноç министерствинче ĕçленĕ. Çуралнă ялĕнчен, тăванĕсенчен аякра пурăннă пулсан та вĕсене нихăçан та манман, килсех çÿренĕ. Муркаш шкулĕпе, Матвей Григорьев вĕрентекенпе çыхăну тытнă. 1985 çулта шкул музейне тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк, хăйĕн бинокльне ярса панă.
Иван Прокопьевич йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1993 çулта вилнĕ. Ăна Минск хулинче пытарнă. Унăн мăшăрĕ Анна Степановна та Муркаш хĕрĕ, Кармăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Туслă мăшăр икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕмĕш хĕрĕ Беларуçрах тĕпленнĕ.
Елена МАКСИМОВА, Муркашри тури чăвашсен музейĕн ĕçченĕ.
Алла купăс тытсан…
Çĕмĕрле районĕнчи Эскетен ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Степанова пĕчĕкренех купăс калама вĕреннĕ. «Кукамайпа кукаçи патĕнче ытларах пулма тÿр килнĕ мана, — аса илет иртнине Мария Федоровна. — Кукаçи купăспа калама пуçласанах эпĕ юрлама, ташлама тытăнаттăм. Вăл ăна юсанă вăхăтра сасăсем ăçтан тухнипе кăсăкланаттăм, купăс тÿмисене пуса-пуса пăхаттăм».
Çапла, Мария çулталăкра чухне ашшĕ пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ Клавдия Ивановна 5 ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Кĕçĕннине Марийăна хăйĕнчен пĕр шит те хăварман: хĕрарăм ăçта — хĕр пĕрчи те унта. Тепĕр чухне кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче кун кунланă вăл. Унăн пултарулăхĕ шăпах çакăнта туптаннă та ĕнтĕ.
Пĕррехинче амăшĕ ачисем валли хут купăс туяннă. «Купăс калама хам вĕренеймерĕм, эсир хăнăхăр», — тенĕ вăл. Чăн та, аппăшĕпе йăмăкĕ кашни кунах тытнă ăна, тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ кăларнă. Çапла ерипен туслашнă вĕсем унпа. Шкулта вĕреннĕ чухне Мария тантăшĕсене хăйĕн уçă сассипе савăнтарнă. Ачаранах вăл пултарулăх ушкăнĕсене хутшăннă, юрлама-ташлама юратнă. Ытларах вара чăваш халăх юрри-кĕввине кăмăлланă.
8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Мария Çĕмĕрлери 10-мĕш училищĕре повар профессине алла илме шут тытнă. Унта вĕреннĕ чухне те купăса алăран яман хĕр. Паллах, вăл хăйĕн ĕçне те питĕ юратнă, анчах кĕвĕ-çемĕ чуна çывăхрах пулнине туйса илнĕ. Çавна май Элĕк районĕнчи Тури Выла культура çуртĕнче ертÿçĕре 31 çул вăй хунă. Хальхи вăхăтра Мария Федоровна Ураскильтри культура çуртĕнче тăрăшать, «Çăлкуç» фольклор ушкăнне ертсе пырать. Çак ансамбле таврара пĕлмен çын та çук пулĕ. Асăннă ушкăн районти, республикăри чылай фестивале, конкурса хутшăнса Хисеп хучĕсене, дипломсене тивĕçнĕ.
Мария Степановăшăн вара чи асра юлнă самант — Пĕтĕм Раççейри «Выля, хут купăс» фестиваль-конкурса хутшăнса «Чи лайăх такмакçă» номинацире çĕнтерни. Хĕрарăм аллине купăс тытсан ташламасăр чун чăтмасть, ал-ура хăех кĕвĕ-çемĕ енне туртăнать. Хут купăс сасси хăть кама та тыткăна илет. Чăваш халăх юррисене шăрантарнă май Мария Федоровнăн куçĕ умне кукашшĕ-кукамăшĕ, амăшĕ тухса тăраççĕ. Вĕсем вĕрентнĕ юрă-кĕвĕ халĕ те асрах. Хут купăс вара уншăн тус-юлташ вырăнĕнчех.
Мăшăрĕпе Николай Сергеевичпа вĕсем 32 çул Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче пурăнаççĕ. Хăтлă кил-çурт çавăрнă, 3 хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем халĕ хăйсем çемьеллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.
1997 çулта аслă Степановсем арçын ачапа хĕрачана хăйсен хÿттине илнĕ. Маттур та хастар пулни вĕсене тепĕр икĕ ачана ÿстерме вăй-хăват парса тăнă. Халĕ вĕсем те çитĕннĕ, ашшĕ-амăшне тав тăваççĕ. Хĕрĕ çĕвĕçе вĕреннĕ, ывăлĕ — платнике. Ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, хастар пулма тăрăшаççĕ.
Светлана ФРОЛОВА, Шупашкар хули.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать