Тантăш № 37 (4706) 01.10.2020

1 Окт, 2020

— Олимпиадăсене, конкурссене, ăмăртусене хутшăнмалла çеç мар, çĕнтермелле! — çапла вĕрентет пире Галина Петровна. Вăл — шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Пире чăваш чĕлхипе литературине ăса хывтарать, — Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăри пĕлÿ çуртĕнчи ачасем çакăн пек девизпа пурăннине пĕлтерчĕ 11-мĕш класра вĕренекен Аделина Павлова.

Кире пуканĕ çĕклесе

Юлашки вăхăтра çамрăксем вырăсланма тытăнни пăшăрхантарать пулсан ку шкулта ачасем чăвашла калаçни савăнтарчĕ. Вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе чăвашлăх ирĕклĕн сывлать. Ача сахал пулин те район шайĕнче кăна мар, республикăри конкурс-олимпиадăра çĕнтерекен чылай. Вĕсенчен пĕри — Аделина. Спорта юратакан хĕр тантăшĕсене кире пуканĕ çĕклесе тĕлĕнтерет. Спортăн ку тĕсĕпе вăл 5-мĕш класранах кăсăкланма тытăннă. Шкулта физкультура вĕрентекенĕ Николай Степанов секци йĕркеленĕ. Хĕрача хăраса тăмасăрах çавăнта çул тытнă та… 9-мĕш класс пĕтеричченех хăйне аталантарнă. Çак вăхăтра республикăри ăмăртусенче 5-6 хут чемпион пулса тăнă. Вĕсен йышĕнче — «Хыпар» хаçат ирттернĕ турнирта та.

— Кире пуканĕ çĕклессипе тупăшса Шупашкартан вырăн йышăнмасăр пĕрре те таврăнман. Юлашки икĕ çулта ăмăртусене хутшăнмарăм, мĕншĕн тесен халĕ манăн виçе категорийĕнче 16 килограмлине çĕклемелле. Анне те хирĕçлерĕ, маншăн пăшăрханать. Пухмачра медаль нумай, икĕ кубок пур. Çитĕнÿсен тÿпи Николай Петрович аталантарнинче, хавхалантарнинче, вĕрентнинче, — маттур хĕр каласа кăтартни ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

«Кушака» чăвашла тумлантарнă

Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан шкул ачи лăпкă лараять-и? Паллах, çук. Аделина ал ĕçĕпе аппаланма кăмăллать. Ку ăсталăха та шкулта хăнăхнă. Ĕç урокĕсене ертсе пыракан Алина Владимирова вĕренекенсене кăсăклантарма май тупнă. Ачасем çекĕлпе çыхассине килĕштернĕ. 2-мĕш класрах интересленме тытăннă Аделина. Ĕç аван пулсан конкурса мĕншĕн хутшăнас мар? Вăл теттесем ăсталать. Ĕçе юратса пурнăçлать. Акă çуркунне «Чăваш наци тетти» республика конкурсĕнче «кушака» чăваш тумĕ тăхăнтартнă вăл, призер пулса тăнă, учительне Алина Егоровнăна савăнтарнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă «Неопалимая купина» Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕнче республика шайĕнче кубок çĕнсе илнĕ Аделина Павлова. Унта та тетте ăсталаса хутшăннă.

«Артекра» – икĕ хут

Пике «5» паллăпа çеç вĕренет. Пур предмета та çăмăллăнах парăнтарать вăл, математикăна уйрăмах юратать. Ахальтен мар 2019 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Тăвалла талпăнакан хĕр çинчен малалла та лайăххине вĕçĕ-хĕррисĕр каласа кăтартма пулать. Пĕтĕм Раççейри «Артек» ача- пăча центрне вăл икĕ хутчен — 2017 тата 2018 çулсенче — кайса килнĕ. Аделина никама каламасăрах тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ĕнентерекен диплом- тав хучĕсене интернетра анкетăра палăртса ыйту çырнă та тÿрех ырă хурав илнĕ: «Артека» каймашкăн тивĕçнĕ! 8-мĕш класри йăмăкĕ те унран тĕслĕх илет, ку центрта вăл та икĕ хут пулма ĕлкĕрнĕ.

— Манăн яланах таçта та çитес ĕмĕт пур. Тĕслĕхрен, Хура тинĕс хĕрринче пулнăшăн питĕ савăнтăм. Малтанах килшĕн тунсăхланăччĕ, каярахпа таврăнас та килместчĕ. 2-мĕш класран пуçласа 6-мĕшчен музыка шкулне çÿренĕччĕ, фортепианăпа каларăм, хорта юрларăм. Çав вăхăтра конкурсра Анапăра пулса куртăм. Ку та маншăн пысăк телей пулнă. «Артекра» паллашнă тантăшсемпе халĕ те çыхăну тытатăп. Хам валли пĕтĕмлетÿ турăм: хăюллă пулмалла, паллашма хăрамалла мар. Вĕсенчен çĕннине пĕлетĕн-çке. Асрах-ха, унта ăсталăх класĕнче сăн ÿкерчĕксем тума хăнăхнăччĕ. Ал ĕç кружокне çÿресе фетртан тетте çĕлеме вĕреннĕччĕ, конкурса хутшăннăччĕ. Иккĕмĕш хут кайсан футбол кăмăллакансен отрядне лекрĕм. Çак вăййа хальччен япăхрах вылянă пулсан «Артек» хыççăн ытларах юратрăм. Юрă-ташă конкурсĕсем ирттереттĕмĕр, мана час-часах ертсе пыма шанатчĕç. Унтан асăнмалăх тав хучĕсемпе таврăнтăм, портфолиона пуянлатрăм. Центрта чи хакли маншăн — Краснодарти арçын ачапа паллашни, туслашни. Максим Гусев 15 çулта кăна-ха, анчах юрă çырать, альбом та кăларма ĕлкĕрнĕ. Унпа халĕ те хутшăнатпăр, — савăнса пĕлтерчĕ Аделина Павлова.

Тĕрĕс çулпа утмашкăн

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», — теççĕ. Пике Англие кайса курас тĕллевлĕ. Çавăнпах акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕренет, унпа экзамен тытма хатĕрленет. Пушă вăхăта та сая ямасть вăл, ашшĕ-амăшне тутлă апат янтăласа савăнтарать. Спортпа туслăскер каçсерен уçă сывлăшпа киленсе чупать, кашни кунах мар пулин те вăхăт уйăрать. Кĕнеке вулама юратать, уйрăмах акăлчан чĕлхипе çырнисене алла тытать. Малашлăхне те çак енпе çыхăнтарасшăн.

(Пурнăç уттинчен юлмасăр)


Появление на свет идентичных близняшек – явление настолько редкое, что приравнивается к маленькому чуду, волшебству, ведь, как отмечено учеными, происходит во много раз реже – всего один случай на три-четыре тысячи.

Именно такие феноменально- одаренные и как две капельки воды похожие друг на друга девушки Мария и Дарья Горшковы учатся в 9 классе 18-го лицея г. Новочебоксарска. Однако, несмотря на внешнее сходство, они во многом отличаются. У каждой свои вкусовые пристрастия, интересы, стиль и индивидуальный характер.

В одежде Маша придерживается стиля кежуал. Она останавливает свой выбор на светлых тонах, предпочитает ходить с распущенными волосами. Любит блюда с добавлением мягких сортов сыра и мясные. Ей нравится заниматься пением.

«В душе я мечтательница, в свободное время смотрю романтические фильмы, мелодрамы с элементами приключений и читаю книги про любовь. Недавно посмотрела корейскую драму «Красавица в доспехах» и прочитала книгу Колина Бейтмэна «Титаник 2020». Оригинальная история и захватывающий сюжет. Все как я люблю», – рассказала Маша.

В свою очередь, у Дарьи нет определенного стиля. Она отдает предпочтения как светлым, так и темным цветам, если они красиво сочетаются. Может ходить с распущенными волосами или собрать их в хвост. Обожает сладкое: шоколадки, конфетки, пирожные. Проходит обучение в художественной школе. Одержала победу на международном конкурсе декоративно-прикладного творчества и изобразительного искусства «Весенняя палитра».

«Мое хобби – это рисование пейзажей и изучение корейского и английского языков», – отметила Даша.

Обе девочки обучались в детской музыкальной школе и параллельно занимались фольклорными танцами в детской школе искусств г. Новочебоксарска. Со временем Мария поняла, что ей больше по душе эстрадный вокал. На сегодняшний день она поет в школьном хоре и в ансамбле «Малина». Является победителем проекта «Голос. Дети», удостоилась грамоты- сертификата на отдых в физкультурно-оздоровительном центре «Белые камни». Дарья же решила, что ее призвание – танцевать, и продолжила заниматься народными танцами. Из современных танцев она любит хип-хоп. Так как сейчас много времени уходит на подготовку к сдаче основного государственного экзамена, занятия в школе искусств пришлось приостановить и направить все усилия на учебу.

Девятиклассницы занимаются не только творческой деятельностью, но и находят время для тренировок по спортивной гимнастике. Они с шести лет выполняли фляки, кувырки, сальто, колеса и акробатические элементы на брусьях и бревне. В то же время в их «копилке» огромное количество дипломов всероссийских, международных, городских и республиканских конкурсов с призовыми местами по эстрадному вокалу и спорту.

«С самого рождения мы были неразлучны. Нам никогда не бывает скучно вдвоем, чувствуем себя комфортно находясь вместе, но при этом стараемся общаться и с другими сверстницами. У нас есть как общие подруги, так и у каждой свои. Так как мы очень дружны, то ощущаем переживания друг друга на расстоянии, п о д д е р ж и ваем и чутко понимаем. Бывает так, что если одна из нас о чем- нибудь подумает, то вторая уже знает, что она пожелала, даже без слов. Новсе равно каждая из нас – это индивидуальная личность со своими увлечениями, целями и желаниями», – поделились Дарья и Мария Горшковы.

С е с т р ы - близняшки очень трудолюбивы, с первого класса учатся на одни пятăрки. Им нравится биология, химия и математика. В будущем они планируют освоить профессию врача. Мария непременно хочет стать хирургом. А Дарья пока ищет себя, ведь в медицинской сфере так много направлений.

«В детстве они были очень похожи, сейчас, в подростковом возрасте, стали проявляться отличия. Их можно различить и по голосу, а если присмотреться повнимательнее, замечаешь, насколько они разные и по внешности, и по характеру. Даша более консервативна, а Маша мягче, ее легче убедить», – говорит мама девушек Надежда Ивановна.

(Близняшки – маленькое чудо)


Поисковый отряд – это крепкая и дружная команда, в которой важен каждый участник. Это сплоченный коллектив, в котором мы познаем себя, возможно, находим свое место в жизни, определяем то, что для нас важно. А главное, занимаемся полезным и нужным делом, помогаем сохранять историю подлинной, такой, какой она была на самом деле.

Для меня поисковый отряд «Беркут» стал большим открытием в жизни. Это и новые друзья, и новая деятельность, и новый жизненный путь. Меня быстро приняли и мы стали одной большой семьей, которая многому меня научила. Я получила такой прекрасный навык, как работа в команде. А главное, поняла, что можно на кого-то положиться, и я не одна, у меня есть поддержка и опора. Как здорово иметь единомышленников, людей, которые разделяют твои идеи, но при этом имеют и свое особенное видение. Я научилась прислушиваться к мнению окружающих, что во многом помогает мне в жизни.

Поисковый отряд – это люди, которые любят свою работу и дело, готовы посвящать этому движению свое свободное время. Когда отправляемся в экспедицию, мы знакомимся с огромным количеством людей, которые в свой отпуск или каникулы приехали сюда, чтобы искать останки солдат, восстанавливать судьбы, помочь кому-то наконец вернуться домой. Общаемся с людьми, которые посвятили поисковому движению всю свою жизнь. Они с великим интересом и огнем в глазах рассказывают о том, чем занимаются, о каждом найденном бойце и каждом медальоне. Они стали частью истории. Такие люди воодушевляют меня и дают пример преданности своему делу.

Моя команда стала для меня одним из ориентиров, дала понять, чем я хочу заниматься и что мне близко по духу. Она изменила меня в лучшую сторону, я стала открыта миру и новым идеям, поборола многие свои страхи и обрела друзей.

(Неотĕемлемая часть моей жизни)


Ученики 40-й школы г. Чебоксары Павел СТЕПАНОВ и Антон СЕМЕНОВ в финале VIII Национального чемпионата «Молодые профессионалы» (WorldSkills Russia), который прошел с 6 по 21 сентября этого года и получили Медальон за профессионализм («Medallion of exellence»). В компетенции «Сетевое и системное администрирование» категории «Юниоры» они заняли третью позицию. Эта награда подтверждает то, что они достигли результата выше среднего на национальном чемпионате по соревновательным компетенциям. В этом году он проходил в дистанционно-очном варианте.

Работы участников и ход соревнований оценивали главные эксперты в режиме онлайн.

(Медальон за профессионализм)


Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Яманкасси ялĕнчен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан аттене фронта илсе кайрĕç, анне 5 ачапа тăрса юлчĕ.

Анне мана 8 çула çитсен ялти 4 çул вĕренмелли шкула çавăтса кайрĕ. Нина Чикирина вĕрентекен пĕрремĕш класа йышăнчĕ. Тăхăнмалли те, атă-пушмак та пулман, çĕтĕк, кивĕ япаласемпе çÿреттĕмĕр. Шкулта столовăй та çукчĕ, кăнтăрлахи апатра крахмал икерчи çырткаланипех çырлахма тиветчĕ. Класĕпе те 5-6 кĕнеке çеçчĕ, пĕр-пĕринпе ылмашăнса вулаттăмăр. Тетрадь вырăнне кивĕ кĕнекесен пичетлемен, таса вырăнĕпе усă кураттăмăр. Ачасемпе Чурпай ялĕ çывăхĕнчи пĕчĕк вăрманта юман шĕпĕнне пуçтарни асрах. Шăпах унран хура чернил тăваттăмăр.

Хальхи шкулсене газпа хутса ăшăтаççĕ, эпĕ ача чухне ун пек ырлăх пулман. Аннесем вăрманта йывăç касса лашасемпе турттарса килетчĕç. Яманкасси шкулĕнчен 29-ăн вĕренсе тухса Çĕнĕ Атикассине пĕлÿ илме кайрăмăр. Алексей Власов класс ертÿçи пире çирĕп те тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани пачĕ. Ун чухне Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче 7 класс çеçчĕ. Унтан вĕренсе тухсан Штанашри вăтам шкулта 3 çул ăс пухрăм. Аттестат илсен пĕр хушă ялти «Будь готов!» колхозра ĕçлерĕм, ДОСААФăн Шупашкарти автомотоклубĕнче шофер правине алла илтĕм. Унтан Вăрнарти училищĕре ăс пухрăм. 3 çул хĕсметре, тепĕр 3 çул колхозра вăй хунă хыççăн правлени комбайнера вĕренме ячĕ. Уй-хиртен тыр- пул пуçтарса кĕртсен ВЛКСМ райкомĕ Саратоври киномеханиксен шкулне направлени пачĕ. 1962-1966 çулсенче Элĕк çывăхĕнчи Ехремкасси çыннисене совет кинофильмĕсене кăтартса савăнтартăм. 30 çула çитсен тăван ялти Мария Вороновăпа çемье çавăртăм. Унпа эпир ывăлпа хĕр çуратса ÿстертĕмĕр.

(Ачалăхпа çамрăклăхăм асăмра)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.