- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 38 (6335) № 01.10.2020
«Ача чухне те нушаллă ÿсрĕм. Качча кайсан та ырă курмарăм. Ватлăхра та канлĕх çук…» — хăйĕн пурнăçĕ çинчен çапла калама пуçларĕ Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче пурăнакан Мария Клементьева.
Унăн ашшĕ Клементий Фадеев пĕрремĕш арăмĕ вилнĕ хыççăн тепре авланнă, Çĕрпÿ районĕнчи Туçи хĕрне Надежда Петровăна качча илнĕ. Çав вăхăт тĕлне арçыннăн ывăлĕпе хĕрĕ ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Çамрăк мăшăрĕ ăна тепĕр икĕ хĕр — Марьяпа Зина — парнеленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Марья 7-ре пулнă. Ватă ашшĕне фронта илсе кайман. «Тăванĕсемпе килĕштерсе пурăнман пулас: анне чуста çăрнă чухне кантăк тупнă. Ăна инкĕшĕ янă тесе шухăшлаççĕ. Атте тарăхнă та çемйине Пермь облаçне илсе тухса кайнă», — тăван ялтан епле уйрăлнине аса илчĕ Марья аппа. Анчах унта та ырă пурнăç курман: ĕç пулман, çимелли енчен пушшех начар. Ашшĕне вăрмана вĕлле хурчĕсем сыхлама янă. Вăл Марьяна та пĕрле илсе кайнă. Çавăн чухне пилеш çунтарса çинине хĕрĕ халĕ те астăвать. «Ачасем, эпир унта пурăнаймастпăр», — куляннă амăшĕ. Вырăсла пĕлменскерсене унта çынпа хутшăнма та йывăр. Пĕр хĕл каçнă хыççăн Надежда икĕ хĕрĕпе каялла Чăваша килме пуçтарăннă. Çул çинче ачасем кунĕпе ăша пĕр тĕпренчĕк те яман. Вокзалта выçăпа макăрни халĕ те Марьян куçĕ умĕнче. Канаша çитсен хайхискерсем тăванĕсем патне кĕнĕ. Вĕсен хăйсен кĕтесĕ те пулман, пÿрте сутса хăварнă-çке-ха. Хайхи-скерсем Красноармейски районĕнчи Именкассинчи Хветура, упăшкин аппăшĕ, патне кайнă. Тăванĕ вĕсене ялта çурт сутакан пуррине пĕлтернĕ. Çав пĕчĕк пÿрте туянса Надя ачисемпе унта пурăнма куçнă. Нумай та вăхăт иртмен, упăшки килсе çитнĕ.
«Эпĕ 7 класс пĕтертĕм. Йăмăк вĕренесшĕн пулмарĕ. Хулара ĕçе вырнаçас шухăшпа председатель патне паспорт ыйтма кайрăмăр та пире сысна пăхма ячĕç. Ача чухне фермăна кĕтĕм те ĕмĕр тăршшĕпех унта тăрăшрăм, — терĕ «вăрçă ачи». — Аннене Йĕпреç районне шкул валли вутă хатĕрлеме ячĕç. Лавпа çÿрекен кÿршĕ урлă ун валли çăкăр пĕçерсе парса яраттăм. Çамрăк чухне клуба çÿресе курман. Кинона кайма та 20 пус пулман. Чÿречерен те пулин пăхас тесе пырса тăраттăмăрччĕ те унтан та хăвалатчĕç».
Еншик Чуллă каччисем Именкассине улах ларма çÿренĕ, Ваçли те вĕсенчен юлман. Хайхискер Марьяпа паллашнă та нумай вăхăт çÿремесĕрех ăна качча илнĕ. Çамрăк мăшăр упăшкин килĕнче амăшĕпе пĕрле пурăннă. Çĕнĕ çын фермăна ĕне сума вырнаçнă, упăшки те колхозра тăрăшнă. 9 çул пĕрле пурăннă хушăра Ваçлипе Марья 5 ачана çут тĕнче парнеленĕ. Уйрăлса тухас тесе вĕсем кивĕ çурт туяннă. Йĕри-тавра пĕр хуралтă та пулман. Хунямăшĕ патĕнчен нимех те илсе тухман: Марья качча килнĕ чухнехи çатма, 3 кашăкпа 1 чашăк, çĕвĕ машини çеç. Çĕнĕ пурнăçа çавăнтан пуçланă. Упăшки çав пÿртре пĕр хĕл каçнă. Ваçли Трак станцине вутă пушатма çÿренĕ. Ун хыççăн эрех ĕçнĕ те çĕр çинче выртса çывăрнă. Пĕвер ыратнипе аптăрама тытăннă. Больницăна илсе кайнă пулин те сывалса тухайман, 1967 çулта вилнĕ. Мĕнле чăтнă ун чухне 32-ри тăлăх арăм? Ачисем пĕри тепринчен вĕтĕ: асли 1-мĕш класа кайнă, кĕçĕнни — 1 уйăхра. Упăшкин 40 кунне асăнмалла — килте çутă çук, кĕртсе ĕлкĕреймен. Марьяна Ваçилин шăллĕ пулăшнă, вăлах хапха лартма юман турттарса килнĕ. Сăмах май, халĕ те кинемей çавăн чухне кĕртнĕ çутăпа пурăнать.
«Мĕн чухлĕ куççуль тăкмарăм пуль? Хитре те таса çÿресе кураймарăм. Ачасене тăрантарас, çын тăвас тесе вăй çитнĕ таран тăрăшрăм. Çынран катăк çÿретес темен, вĕрентессишĕн çуннă. Пĕр хĕрачи шкултан килчĕ те тантăшĕ питĕ хитре кофта тăхăннине каларĕ. Чурачăк пасарне кайса çăм сутса çавăн пек кофта туянтăм. Тепри качака çăмĕнчен çыхнă тутăра куç хывнă. Çынна укçа парса ярса районтан илсе килме хушрăм. Ыйтнине пĕтĕмпех илсе панă. «Мĕн кирлĕ — манран ыйтăр, вăрра ан кайăр», — çапла вĕрентрĕм ачасене. Эпĕ хам пальто тăхăнса курман, çирен — фуфайка, ураран калуш кайман. Хулана та çаплах тухса кĕнĕ. Халь çи-пуçĕ тем чухлех, анчах капăр кирлĕ мар. Çамрăк чухне тăхăнас килетчĕ. Пĕррехинче аннене чăваш кĕпи кирлине каларăм та 90 тенкĕ тыттарчĕ. Йăмăкпа иксĕмĕр валли шурă штапель кĕпе илсе килтĕм. Çав паянхи кун та килте пур», — хăйĕн нуши-терчĕ çинчен каласа кăтартрĕ Мария Клементьевна.
Ачисем ÿссе çитсе майĕпен хуланалла çул тытнă. 4 хĕрне туй туса качча панă, ывăлне салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Хĕрĕсенчен пĕри усал шыçăпа чирлесе çĕре кĕнĕ. Кинемей халĕ 60 урлă каçнă ывăлĕпе Валерăпа пурăнать. Темиçе çул каялла хусаха шалкăм çапнă. Юрать-ха, вăл вырăнпа выртмасть, майĕпен утса çÿрет, калаçать. Çапах амăшĕн ăна пăхмалла. Валера нихăçан та хĕр илсе килмен, пĕрре те авланман. Шкулта лайăх вĕреннĕскер ял хуçалăх институтне кĕнĕ. Анчах 2 çултан унтан пăрахса салтака кайнă. Кайран агрегат заводĕнче чылай çул тăрăшнă. «Мĕнле ăс парса тăтăм. Итлемерĕ. Вăл мана нихăçан та укçа тыттарса курман. Хăйне ятăн кĕтес тăваймарĕ. Эпĕ вĕсемшĕн тăрăшса çĕр çывăрман! «Юрать, ачусем çук сан. Атту çемйÿне выçă вĕлерĕттĕн е али-ментран татăлса пĕтеймĕттĕн», — тесе халĕ те вăрçатăп», — ывăлĕ пурнăçне харама янăшăн кулянчĕ амăшĕ.
(Виçĕ кашăкпа, пĕр чашăкпа уйрăлса тухнă)
Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн артистки Татьяна САВИНА пĕлтĕр Хусанта халăхсен хушшинче иртнĕ «Хусан ал шăллийĕ» фестиваль-конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Малашлăха çирĕп утăмсем тăвакан Татьянăна хаçат тĕпелне чуна уçса калаçма чĕнтĕм.
Пĕр кун та канмасть
— Татьяна, Хусантан çĕнтерÿпе эсĕ çеç мар, юрăпа ташă ансамблĕ те Гран-припе таврăннă. Вун-вун халăх хушшинче пултарулăхпа палăрма пултарни, чăнах та, пысăк çитĕнÿ.
— Ансамбль конкурса онлайн майпа хутшăнчĕ, видео ярса пачĕ. Эпир вара Екатерина Мурайкинăпа Хусанти Туслăх çуртне çитрĕмĕр. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă артистсене курсан хумханма пуçларăм. 200 ытла çын! Списокра эпĕ — 195-мĕш, Катя вара ман умĕн. Хамăрăн черете кĕтсе халтан кай-рăмăр: кулиса хыçĕнче те тăтăмăр, ыттисем юрланине-ташланине те сăнарăмăр, артистсен пÿлĕмне те кĕрсе кантăмăр. Чунра шиклĕх туйăмĕ хуçаланчĕ. Черет çитнĕ çĕре каç та пулчĕ. Киле сĕм çĕрле çеç таврăнтăмăр. Эпир çĕнтернине тепĕр виçĕ кунран гала-концертра тин пĕлтĕмĕр.
— Мĕнле шухăшлатăн, жюри членĕсене мĕнпе тыткăнларăн-ши эсĕ?
— Чи малтан, паллах, юрлама пултарнипе. Ара, юрă конкурсĕнче çĕнтерме илемлĕ те янăравлă сасă кирлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, манăн юрă шÿтлĕрехчĕ. Ăна шăрантарнă май ташласа кулăшла хусканусем турăм. Мана ку конкурс ыттисен опычĕпе паллашма май пачĕ — çакăншăн савăнатăп.
— Санăн черетÿ çитсен чунра еплерех туйăмсем хуçаланчĕç?
— Чун тÿрех лăпланчĕ. Конкурса кайиччен вун-вун хутчен репетици тунă. Хам мĕн тума пултарнине кăтартас тесе сцена çине васкарăм. Çине-çине репетици туни, ансамбльте 7 çул ĕçлени пулăшрĕç. Репетици вăхăтĕнче юрланисĕр пуçне эпĕ килте те ирĕн-каçăн ĕнĕрлесе çÿретĕп.
— Манăн шухăшпа, конкурс вĕçĕнче юрланине нимĕн те çитмест. Ыттисен йăнăшне куратăн, жюри членĕсем конкурсçăсен ăсталăхне еплерех хакланине ăнланатăн.
— Эпĕ ун пек шухăшламастăп. Маншăн конкурсра малтан сцена çине тухнине нимĕн те çитмест. Пĕтĕм вăя пĕр чăмăра пухса юрлатăн та унтан залра ыттисене лăпкăн сăнаса ларатăн.
— Илемлĕ те уçă сасă — çут çанталăк парни. Сасă çук пулсан сцена çинче хăть те мĕн хăтланса кăтартсан та, чаплă кĕпе тăхăнса тухсан та сана куракан йышăнмасть.
— Тĕрĕсех, халăх умне тухма чи малтан илемлĕ сасă кирлĕ. Сцена çинче юрлакан юрăçăн çут çанталăк панă сасса туптасах тăмалла. Çакă пирĕншĕн, артистсемшĕн, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни кун юрламалла. Маншăн канмалли кун çук. Юлашки çулсенче эпĕ канмалли кунсенче тата чиркÿ уявĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Çветтуй Владимир кнеç соборĕнче юрлатăп.
— Соборта чун ыйтнипе е укçа ĕçлесе илес тĕллевпе юрлатăн?
— Ку манăн пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. Эпĕ Турра ĕненетĕп. Чиркÿре юрламасан çак тĕнчере пурăнман пекех туйăнать.
Ĕмĕчĕ пурнăçланнă
— Пултарулăх çулĕ çине мĕнле майпа лекрĕн?
— Атте каланă тăрăх, эпĕ виçĕ çулта чухнех юрлама пуçланă. П ĕ р р е х и н ч е садике автобуспа кайнă чухне эпĕ пĕр салон «Дожди- д о ж д и - д о ж д и » тесе юрласа янă. Автобусри çынсем шÿтлеме, йăл кулма пуçланă. Атте аванмарланнипе чÿречерен тавралăха сăнаса пынă. Эпĕ питĕ шухă хĕрача пулнă. Садикре, шкулта иртекен уявсене хастар хутшăнаттăм. 3-мĕш класа çÿреме пуçласан Çĕнĕ Шупашкарти искусствăсен шкулне ячĕç, баян калама вĕрентĕм. Çулталăкран вырăс юррисене юрлакан «Горница» ушкăн çумĕнчи ачасен «Соловушки» ансамбльне илчĕç. Ÿссен Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕтĕм. 2-мĕш курс хыççăн аккомпаниатор профессийĕ манăн мар иккенне ăнлантăм та дирижерпа хор уйрăмне вĕренме куçрăм. Училищĕре ăс пухнă чухне ăсталăха малалла аталантармаллине ăнкартăм.
— Студент пурнăçĕ мĕнпе асра юлчĕ?
— Кунĕн-çĕрĕн вĕреннипе /кулать/. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнер тата музыка вĕрентĕвĕн факультетне вĕренме кĕрсен пачах урăхла пурнăç пуçланчĕ. Манăн чи юратнă педагог Зинаида Козлова профессорччĕ. Вăл мана чăваш халăх юрри-кĕввипе, йăли-йĕркипе çывăхлатрĕ.
— Пултаруллă вĕрентекенĕн çирĕп аллине лекнĕ эсĕ.
— Зинаида Алексеевна мана пултарулăх енĕпе малалла кайма çул уçса пачĕ. Мĕн тĕрлĕ юрă юрлаттарман-ши вăл пире! Вĕрентекен пирĕншĕн иккĕмĕш анне пекехчĕ. Зинаида Алексеевна халĕ те пирĕнпе хаваспах тĕл пулать. Вăл сĕннипе 1-мĕш курсра «Юрай» фольклор ансамбльне çÿреме пуçларăм, уявсенче юрăсем шăрантартăмăр. Хăш чухне «Уяв» халăх фольклор ансамблĕнче те юрлама тиветчĕ. Асра юлнă самант чылай. Чĕмпĕрте иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче çапса çăвакан çумăр айĕнче юрласа ташлани манăçмасть.
Сасси чĕтренсе тухнă
— Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне ĕçе вырнаçма çăмăлах мар. Унта чи пултаруллисене илеççĕ.
— Зинаида Козлова ансамблĕн илемлĕх ертÿçипе Юрий Васильевпа ман пирки кайса калаçнă. Ĕçе иличчен пултарулăха тĕрĕслерĕç, пĕтĕм юрăç умĕнче юрлаттарчĕç. Чаплă çак коллектива лекме культура училищинче вĕреннĕ чухнех ĕмĕтленеттĕм. Эпĕ епле юрланине тĕрĕслеме ансамбле чĕннине пĕлсен хумханса кайрăм. Ара, эпĕ тин çеç диплом илнĕ çамрăк-çке, мана вара профессионал артистсем хак парĕç. Ун чухне сасă чĕтренсе тухни тата кулянтарчĕ. Çак самант халĕ те куç умĕнче, ĕнер пулнă пекех.
— Апла-и, капла-и, чи пахи — сана ĕçе илни. Тин çеç диплом илнĕ çамрăк специалиста коллективпа туслăн ĕçлесе кайма çăмăлах мар-тăр.
— Ĕçе кĕнĕ-кĕмен ансамбльпе пĕрле Хусанта иртнĕ «Филармониада» фестивале тухса кайрăмăр. Пин-пин куракан умĕнче ыттисенчен кая юлмасăр ташларăм-юрларăм. Фестиваль питĕ лайăх иртрĕ. Хама коллективăн пĕлтерĕшлĕ пĕр пайĕ пек туйма пуçларăм.
— Сцена çине пĕччен тухма хăçан шанчĕç?
— Çулталăкран ансамблĕн пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Грецире халăхсен хушшинче иртнĕ фестивале ячĕç. Ансамбле килнĕ çамрăк юрăçсенчен мана суйлани тата çунатлантарчĕ. Ушкăнпа пĕрле Испанире те пĕр уйăх пултăмăр.
— Телей çăлтăрĕ айĕнче çуралнă пулмалла эсĕ. Пултарулăху аталанса пырать, умри çулу уçăлать.
— Ку ăнăçăва икĕ енчен пăхса хаклама пулать. Тен, чăнах та, хăйне евĕр телей ку. Тен, хăвна шеллемесĕр кашни кун тар юхтарса ĕçленин çимĕçĕ. Артистăн ĕçĕ çăмăл мар. Тен, мана тăрăшнине кура ыттисен хушшинче уйăраççĕ? Эпĕ халăх юррисене шăрантаратăп, юлашки вăхăтра автор юррисем те илĕртме пуçларĕç.
Асламăшĕ такмак каласа вĕрентнĕ
— Халăх юррисенче халăхăн чунĕ, йăли-йĕрки упранать...
— Чăваш халăх юррисене мĕншĕн кăмăллатăп-ха эпĕ? Чи малтанах эпĕ юнпа та, чунпа та чăн-чăн чăваш пики пулнăран. Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче ÿсрĕм. Асанне мĕн пĕчĕкрен чăваш халăх юррисене юратма вĕрентрĕ. Пÿртре те, урамра та юрлатчĕ, мунчара та чăваш такмакĕсем каласа мăнукĕсен çан- çурăмне милĕкпе çапатчĕ. Асаттепе пĕрле 10 ачана кун çути кăтартнă. Халĕ асанне 92 çулта. Асатте çĕре кĕнĕ. Вăл çăматă ăстиччĕ. Пĕчĕк пÿртре питĕрĕнсе ларса çăматă йăвалатчĕ. Пире шала кĕртместчĕ. Эпир чÿречерен, хушăкран вăрттăн пăхса тăраттăмăр. Яла кайсан асаттен çăматтисене юратсах тăхăнатăп.
— Тăванусенчен ытларахăшĕ кун-çулне рабочи профессийĕпе çыхăнтарнă, эсĕ вара ав юрласа укçа ĕçлесе илетĕн.
— Атте тивĕçлĕ канăва тухиччен сварщикре вăй хунă, анне пенсире пулсан та штукатур- малярта ĕçлет. Аттен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Кириллов, — педагог, «Уяв» халăх фольклор ансамблĕнче купăс калать. Эпĕ пĕчĕк чухне хăнана час-часах килетчĕ, купăс каласа чуна çĕклесе хăваратчĕ. Университета вĕренме кĕрсен вăл мана нумай пулăшрĕ. Мухтама та, кирлĕ чухне вăрçма та пĕлетчĕ.
— Хĕрсем уйрăмах амăшĕпе çывăх...
— Анне Канаш районĕнчи Аслă Мами ялĕнчен. Эпĕ 7 çул тултариччен çывăх çынсемпе пĕрле Красноярск крайĕнче пурăннă. Атте ун чухне ГЭС тунă çĕрте ĕçленĕ. Каникулта шăллăмпа иксĕмĕре яла кайса яратчĕç. Асаннепе кукамай тăван чĕлхепе калаçма хăнăхтарас тесе пирĕнпе чăвашла анчах пупленĕ. Красноярск крайĕнче аттен ĕçĕ пĕтсен Çĕнĕ Шупашкарта хваттер туянчĕç, кунта куçса килтĕмĕр.
(Мĕн пĕчĕкрен чăваш халăх юррисене юратнă)
«Кил умĕнче карта пÿлсе ача-пăча лапамĕ йĕркелеме юрать-и?» — 12 çул каялла Валентина Павлова çак ыйтупа Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ял тăрăхĕн администрацине çитнĕ. «Тархасшăн! Маттур!» — сĕнĕве ырланă вырăнти ертÿлĕх.
Упăшки пĕлмен ĕç çук
«Кил карти питĕ пысăк. Чăхсем вараласа кăна çÿреççĕ. Вĕсем хыççăн шăлса ывăнтăм. Атя картише илемлетер», — пĕр кунхине Валентина упăшкине Сергее çапла каланă. Арăмĕн пуçарăвне вăл хирĕçлемен. Ун чухне вĕсен кĕçĕн хĕрĕ Дарина çулталăкра пулнă. Ачасене вылямашкăн илемлĕ вырăн мĕншĕн йĕркелес мар? Çак шухăшпа хавхаланнăскерсем çине тăрса ĕçе пикеннĕ. Валентинăна ăннă: унăн упăшки тума пĕлмен ĕç çук. Лапама карта тытса çавăрнă та ăна хăтлăлатма тытăннă. Ярăнчăксем вырнаçтарнă. Чечексемпе лутра йывăç тĕммисем лартнă. Кайран кунта акăшсем «вĕçсе килнĕ», арман «ÿссе ларнă»… Пĕтĕмпех алă айĕнчи кивĕ материалпа усă курнă. Çавăн чухне кĕнĕ хавхалану çултан- çул ÿссе пынă. Мĕнле те пулин çĕнĕ кÿлепе вырнаçтарас, тата хитререх чечек лартас шухăш паянхи кун та сĕвĕрĕлмен-ха. Икĕ çул каялла Сергей кăсăкланнă: «Сана çуралнă кунпа мĕн илсе парас?» Валентина упăшки çак ыйтăва парасса кăна кĕтнĕ тейĕн: «Интернетра чĕре евĕр кĕпер тата акăш хурăмлă клумба куртăм. Çавсене туса парсан тем пекех савăнăттăм». Сергей Иустимович мăшăрĕн кăмăлне тивĕçтернĕ.
Урамри лапампа пĕрлех кил картине те капăрлатнă. Беседка ăсталанă, фонтан тунă, унтах пулăсем янă. Сазан, карас халĕ те пур. Илем кÿрекенни, паллах, чечексемпе тĕрлĕ тĕм. Мĕн тĕрли кăна çук пулĕ? Çу уйăхĕнче ешерме пуçлаççĕ те юр çăвиччен пĕрин хыççăн тепри çеçке çураççĕ. Кил умĕ, картишĕ, пахчи — пĕтĕмпех чечекре. «Çеçке ÿстересси — хăйне евĕр чир, лартнăçемĕн лартас килет», — çапла ăнлантараççĕ чун киленĕçне çакăнта тупнисем. Ун пек çынсем вăрлăх е тĕм, чÿлмек туянса мĕн чухлĕ укçа тăкакланнине пăхса тăмаççĕ: кирек мĕнле пултăр — лартмалла! Илемре пурăнасси — йÿнĕ мар çав. Сăмахран, кĕл чечек, гортензи, петуни пасарта мĕн хак тăнипе юриех кăсăкланăр-ха. Паллах, пур япалана та укçа çине куçармалла мар. Чи кирли — чуна кан-тартăр, киленÿ патăр. Сергей çурçĕрте вахта мелĕпе 20 çула яхăн ĕçлет. Вăл арăмне чечек, чÿлмек илме чармасть. Валентина Николаевна ялта фельдшерта тăрăшать. Хăш вăхăтра чечекĕсене лартса, çумласа, шăварса тăрать-ши? Нарăс уйăхĕнче вăл калча тума тытăнать. Пĕтĕмпех ĕлкĕрет, ачисем пулăшаççĕ. Шăвармашкăн вара шланг тăсса хураççĕ те шыв йăтмаççĕ — пĕтĕмпех ансат. Урамри лапамра та кĕл чечексем ÿсеççĕ. Выльăх кĕрсе тустармасть, ял çын-нисем те куç тулли илемшĕн савăнаççĕ кăна. Ачасем хаваспах выляма килеççĕ. Каç кÿлĕм Павловсен килĕ умĕнче гирлянда йăмăхать. Кунта, чăн та, çăтмахри пек!
Катемпи те илемлĕ
Павловсен икĕ хутлă пÿрчĕ ялти ытти çуртран уйрăлса тăрать. Эпир çурта пÿртĕм е çенĕк витĕр кĕме хăнăхнă-çке. Вĕсем патне тĕп алăкран кĕрсен /вăл та тимĕртен мар, кантăкран/ тÿрех пÿрте, ăшă урайне, кĕрсе тăратăн. Хăна пÿлĕмĕ те хăйне евĕрлĕ — маччасăр, тăррине поликарбонатпа витнĕ те ун витĕр тÿпе курăнать. Тем çÿллĕш чечексем унталла кармашаççĕ. Пÿлĕмре попугайсем чанкăлтатаççĕ… Иккĕленÿсĕрех калама пулать: Павловсем пурăнмалли кĕтесне питĕ илемлĕ вырăна çавăрнă. Вĕсем килте пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçма хăнăхнă. Кунта юрату хуçаланни тÿрех сисĕнет. Павловсем пур япалана илем кĕртме тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, «нушнике» арман евĕр туса лартнă, катемпи кÿлеписене те дизайн мелĕпе ăсталанă.
Валентинăпа Сергей пĕр-пĕрне чылай вăхăт та, аякра та шыраман. Вĕсем пĕр ялтах, кÿршĕ урамра, ÿснĕ, пĕр шкула çÿренĕ. Хĕр 9-мĕш класа çÿренĕ чухне ун патне пĕр çул кĕçĕнрех каччă килме тытăннă.
(Çуралнă кун ячĕпе кĕпер парнелеме ыйтнă)
Çурт тăрринчи тумла пăрĕ çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать-и? Нумай хутлă çурта вăхăтра хута яман-и? Предпринимательсен прависене пăснă-и, ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕ хăрушлăхра-и? Çынсем тÿрех прокуратурăна çăхав йăтса чупаççĕ. Ведомствăн мĕнле кăна ыйтупа тĕрĕслев ирттерме тивмест пулĕ? Халăха хумхантаракан вак ыйтусенчен пуçласа полицейскисен, суд приставĕсен, врачсен, ĕç паракансен саккунсăр ĕçĕсемпе йышăнăвĕсем таранах…
Хăтăрма та пĕлмелле
Кунта уголовлă ĕçсене тишк е р е ç ç ĕ , в ĕ с е н е с у д а я р с а параççĕ, çав ĕçсем тăрăх айăплава хÿтĕлеççĕ. Гражданла ĕçсемпе пĕтĕмлетÿ тăваççĕ: пурăнакан вырăнтан ирĕксĕрлесе кăларасси, ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварасси, саккуна пăсса ĕçрен кăларнă çынсене каялла вырнаçтарасси, çын хăй тĕллĕн йышăнусем тума пултарайманнине çирĕплетесси... Прокурор тишкерекен мĕн пур ыйтăва каласа та пĕтерме çук. Çакна тÿрех калам: прокуратура пек анлă та тĕрлĕ енлĕ полномочиллĕ урăх орган çук-тăр.
Пакунлă çынсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине шалтан курса хаклас тесе прокуратура ĕçченĕпе çыхăнма шут тытрăм. Шупашкарти Мускав рай-онĕн прокурорĕн пулăшуçине Ксения Яндимиркинăна мана пĕр кунлăха «хăнана» йышăнма ÿкĕте кĕртрĕм. Ксения Николаевна прокуратура органĕсенче 2015 çултанпа ĕçлет. Малтан — Елчĕк районĕн прокурорĕн пулăшуçи, унтан аслă пулăшуçи пулнă, кайран Сĕнтĕрвăрри районĕн прокуратуринче тăрăшнă. 2019 çултанпа — Шупашкарти Мускав районĕн прокурорĕн пулăшуçи.
Прокуратура çуртне хумханса кĕтĕм. Тем тесен те, кафе е кинотеатр мар вĕт ку. Кун район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан ертÿçĕ канашлу ирттернинчен пуçланчĕ. Вăл çак эрнере татса памалли ыйтусене палăртрĕ, заявительсене хурав памалли вăхăт вĕçленсе пыракан тĕслĕхсене уйрăммăн асăнчĕ. Кăра пуçлăх пек туйăнмарĕ, журналист килни те ăна хăйне çапларах тытма хистерĕ ахăртнех. Прокурор тивĕçĕсене пурнăçлакан ертÿçĕ пÿлĕмĕнчен тухсан Ксения Николаевна та манăн шухăшсене çирĕплетрĕ: пуçлăх хăйне пăхăнса тăракансене «ăс памасăр» пулмасть. Ытти коллективри пекех, унăн, пуçлăхăн, кăтартса, тĕрĕслесе тăмалла, тепĕр чухне хистемелле, йăнăшсене е çитменлĕхсене курса вăхăтра тÿрлеттермелле. Çавăнпа ĕнтĕ, Ксения Яндимиркинăн шухăшĕпе, çирĕп кăмăллă, принциплă çын çеç прокурор пулма пултарать. Унăн мухтама кăна мар, кирлĕ çĕрте хăтăрма та именмелле мар.
Икĕ сăнар
Канашлу хыççăн суда васкарăмăр — унта пĕрин хыççăн тепри виçĕ суд процесĕ иртмелле.
— Çын хăй тĕллĕн йышăну тума пултарайманнине /недееспособный/ çирĕплетессипе çыхăннă икĕ гражданла ĕçпе пĕтĕмлетÿ тумалла, — ăнлантарчĕ пакунлă çын. — Каçарăр та, сирĕн унта кĕме юрамасть — кунашкал ĕçсене суд хупă ларура тишкерет. Уголовлă ĕçе тишкернĕ çĕрте сире кĕтетĕп, судьяна асăрхаттарăп, эсир унта итлекен пек хутшăнăр.
Коридорта кĕтме тиврĕ. Кăвак мундирлă çынсем пĕрин хыççăн тепри куç умĕнче мĕлтлетсе иртрĕç.
11 сехет. Çамрăк çын, спортсмен, тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç тишкерĕвĕ пуçланчĕ. Вăл пĕрле эрех ĕçнĕ май хăйĕн пĕлĕшне йывăр амантнă — вилмеллех… Эпĕ судри тавлашу тĕлне лекрĕм: прокурорпа ваккат хăйсен позицине хÿтĕленин свидетелĕ пултăм. Çамрăк прокурор-айăплавçă çирĕппĕн, хумханмасăр калаçни тĕлĕнтерчĕ. Спортсмен малтан пĕтĕмпех тунчĕ — вăл айăплă мар имĕш. Анчах эпĕ те, айккинчи çын, туятăп: прокурор сăмахĕсем ăна витерÿллĕ пырса тивеççĕ. Унăн пичĕ çинче усаллăх, çав вăхăтрах шиклĕх палăрчĕ… Суд çамрăк çынна 9 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăнчĕ.
Судра тухса калаçма йывăр мар-и? Хĕрарăм тата айăплавçă — икĕ çак сăнар пĕр çынра пулаймасть пек туйăнать. Манăн ыйту прокурор пулăшуçине тĕлĕнтермерĕ:
— Манăн шухăшпа, ку арçын е хĕрарăм профессийĕ тесе уйăрни вырăнсăр. Судра айăплавçă арçын е хĕрарăм пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ мар, тĕп вырăнта — тĕрĕслĕх, çыннăн саккунлăхпа, кăмăл-сипетпе çыхăннă ĕненĕвĕпе принципĕсем. Çапах тунмастăп: судра тухса калаçасси маншăн — профессипе çыхăннă чи пысăк кăткăслăх. Кунта пĕр харăсах юрист та, психолог та пулмалла, паллах, оратор пултарулăхĕ те кирлĕ. Судра хăвăн пахалăхусем çине «куçса каякан» оппонентсемпе пушшех те ансат мар — кунашкалли, паллах, пулмалла мар. Анчах ваккатсем те, айăпланакансем те тепĕр чухне çакнашкал киревсĕр мелпе усă курма именмеççĕ.
Саккуна уямасан — япăх пулĕ
2018 çулта Ксения Яндимиркина ведомство ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе республикăн чи лайăх патшалăх айăплавçин ятне тивĕçнĕ. Çакăн пирки ăна аса илтертĕм. «Çак ят яваплăха пушшех те ÿстерет, — калаçăва тăсрĕ Ксения Николаевна. — Çапах эпĕ «пĕтĕмĕшле надзорник». Пирĕн патра федераци саккунĕсене пăхăннипе пăхăнманнине сăнаса тăма шаннă сотрудниксем пирки çапла калаççĕ. Мускав районĕн прокуратуринче эпĕ ĕçлевпе, налуксемпе тата панкрутлăхпа çыхăннă саккунсене пăхăннине сăнаса тăрассишĕн яваплă. Калăпăр, тĕп хулари Мускав районĕнче вырнаçнă предприяти çынсене ĕç укçи тÿлес енĕпе парăма кĕчĕ тĕк ку ыйтупа манăн ĕçлеме тивĕ. Çавăнпа никама та саккуна пăсма сунмастăп — япăх пулĕ» /кулать/.
Суд хыççăн прокуратурăна таксипе таврăнтăмăр. Чим-ха, мĕншĕн Ксения Николаевна çакăн пек пысăк должноçра тăрăшсан та хăй руль умĕнче лармасть?
— Мăшăрпа иксĕмĕрĕн — пĕр автомобиль. Паян ăна машина кирлĕрех пулчĕ. Общество транспорчĕпе вара ытла та вăрах каймалла, вăхăта сая ярас килмест, вăл ахаль те яланах çитмест. Пирĕн прокуратура çурчĕ Байдуков урамĕнче вырнаçнă та — общество транспорчĕн чарăнăвĕнчен унта утса çитиччен пĕр çăхав тишкерсе ĕлкĕретĕп. Тепĕр чухне суда кунне икĕ хут та кайма тивет — ирхине тата кăнтăрла хыççăн, çавна май общество транспорчĕпе кун çухатма та пулать.
Прокуратурăна кăнтăрлахи апат тĕлне таврăнтăмăр. Коридорта пÿлĕмсенчен компьютер клавиатури татти-сыпписĕр шăкăлтатни илтĕнсе тăрать. Апатлану, кăнтăрлахи тăхтав пирки кунта аса та илмеççĕ пулас. Эпĕ тĕлĕннине Ксения Николаевна та асăрхарĕ иккен:
— Çапла, тепĕр чухне кăнтăрлахи апатсăрах ĕçлеме тивет. Анчах паян эсир пирĕн патра, хăнана вара лайăх пăхмалла. Наччасрах чей вĕретĕпĕр.
Тахăш самантра ушкăн пухăнчĕ: тăватă-пилĕк çын. Апатланаççĕ, чей ĕçеççĕ, шÿтлеççĕ, килти ĕç-пуçа сÿтсе яваççĕ, ĕçри йывăр ыйтусем пирки калаçаççĕ… Ытти çĕртинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть кунта — эпĕ хаçат редакцийĕнчен тухман та тейĕн. Анчах çак самантра та ĕç манăçмасть — чей ĕçнĕ вăхăтра та Ксения Яндимиркина икĕ организаци директорĕ патне шăнкăравларĕ, документсене тĕрĕслемешкĕн ярса памалли пирки аса илтерчĕ:
— Халĕ ĕçлевпе çыхăннă ыйтусемпе тĕрĕслев ирттеретĕр — штата чакарнипе ĕçрен кăларнă çынсен ĕçĕсене ыйтса илетĕп. Çынсен прависене пăсман-и? Тишкерсе хак парăпăр.
Ятарласа асаплантараççĕ
Апат хыççăн пĕрремĕш хута çынсене йышăнма антăмăр. Пĕр кинемей кÿршисем тĕлĕшпе кăмăлсăрланса килнĕ, ытла та шавлаççĕ-мĕн: йытти вĕçĕмсĕр вĕрет, нăйкăшать — хуçисем ăна кÿршĕсене çывăрма ан патăр тесе ятарласа асаплантараççĕ пуль… Ксения Николаевна саккун йĕркипе паллаштарчĕ: шăплăха пăснине шута илмелле, тепрехинче полици чĕнме сĕнет.
— Тĕрлĕ çын килет. Хăш-пĕр çăхав — пачах пирĕн адреспа мар. Кун пек чухне ăçта каймаллине, камран пулăшу ыйтмаллине ăнлантаратпăр, — уçăмлатрĕ вăл.
(Кÿршĕсен йытти тарăхтарсан та прокуратурăна пыраççĕ)
ДОСКА УМĔНЧЕ ТĂРĂШСАХ ÇĔНĔ ТЕМĂНА ĂНЛАНТАРАКАН ÇАМРĂК УЧИТЕЛЬНИЦĂНА ПĔТĔМ КЛАСС УМĔНЧЕ ПĔР КАЧЧĂ ПĔЧĔК ÇЫРУ ТЫТТАРНĂ. ПРАКТИКĂНА КИЛНĔ АЛИНА ТРОФИМОВА ÇУХАЛСА КАЙМАН, УРОКА ПĂСАС МАР ТЕСЕ ХУТ ТАТКИНЕ АЙККИНЕ ИЛСЕ ХУНĂ...
— Алина, çак пулăма эсĕ халĕ йăл кулăпа аса илетĕн ахăртнех.
— Çапла. Халĕ пушшех те мана унашкал вак-тĕвек самантсем урок йĕркинчен пăрăнма памĕç. Эпĕ Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ, Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине, вырăс чĕлхипе литературине улттăмĕш çул вĕрентетĕп. Ачасемшĕн вĕрентекен кăна мар, тус та пулма тăрăшатăп.
— Сана учитель профессийĕ мĕнпе илĕртрĕ-ха?
— Аттестат илсен тĕрлĕ аслă шкула заявлени патăм, вĕсенчен пиллĕкĕшне вĕренме кĕтĕм. Манăн вара ĕçе вырнаçас килетчĕ. Анчах 18 çул тултарманран ниçта та йышăнмарĕç. Хĕр туссенчен уйрăлас мар тесе И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки пулса тăтăм. Вĕрентекенсене хатĕрлекен факультета кĕтĕм-ха, хам вара диплом илсен журналистикăра ĕçлесси пирки шухăшласа хутăм. Унтан практика тухрăм та... вĕрентекен карьери пирки ĕмĕтленме пуçларăм. Ачасемпе ĕçлеме кăсăклă иккен!
— Эсĕ ĕçтешÿсенчен чи çамрăкки пулĕ?
— Çук. Эпĕ 28 çулта. Шкулта манран кĕçĕнрех вĕрентекенсем те пур.
— Ултă çулта профессин япăх тата лайăх енĕсене туйса илтĕн- тĕр? Учитель ĕçĕнче чи йывăрри мĕн-ши?
— Кашни кун ыррине çеç асăрхама хăнăхнăран-ши — юратнă ĕçре япăх енсене курмастăп. Чи малтан вĕрентекене чăтăмлăх кирлĕ. Унччен ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттересси питĕ шиклентерчĕ. Эпĕ класс ертÿçи пулнăран çакна тумах тиврĕ. «Ан пăшăрхан. Пурте пухăва килмеççĕ, ыйтусем нумай памаççĕ», — лăплантарчĕç ĕçтешсем. Анчах пуху пачах урăхла иртрĕ, ыйту та чылай янăрарĕ. «Эсир пирĕн ачасемпе хăçанччен ĕçлетĕр?» — ку маншăн кĕтмен ыйту пулчĕ.
— Хальхи ачасене литературăпа мĕнле кăсăклантармалла? Çамрăксем информацие интернетра тишкерме юратаççĕ, классика хайлавĕсем, ахăртнех, чылайăшне кичемлĕхе кĕртсе ÿкереççĕ.
— Тĕрĕссипе, унашкал тĕслĕх асăрхаман эпĕ. Вăтам класри ачасемпе ĕçлетĕп, вĕсем учебникри хайлавсемпе хаваспах паллашаççĕ. Тепĕр чухне тăхтав вăхăтĕнче аслăраххисем хулăн кĕнеке вуласа ларнине куратăп. Эппин, аслă класрисем те вулама юратаççĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх, çамрăксене ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсем, фантастика илĕртеççĕ.
— Урокра ачасем телефонпа вăрттăн усă кураççĕ-и?
— Çук. Вăхăт пăхмашкăн çеç экран çутаççĕ. Хăш-пĕр класра сехет пур, ун пек чухне ачасем телефона тăхтавччен алла тытмаççĕ.
— Хальхи ачасене хăв шкулта вĕреннĕ чухнехи тапхăртипе танлаштаратăн-и?
— Парта хушшинчен тухнăранпа вăхăт нумай иртмен пулин те манăн ачалăх, хальхипе танлаштарсан, раснарахчĕ. Эпир вĕренÿ çине те, пурнăç çине те урăхла пăхнă. Паянхи кун ачасем шкула чи малтан пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçма çÿреççĕ.
— Пандеми вăхăтĕнче дистанци мелĕпе вĕренме тытăнсан шикленмерĕн-и?
— Ку маншăн кĕтменлĕх, çĕнĕлĕх пулчĕ. Унччен планпа, графикпа килĕшÿллĕн ĕçленĕ пулсан дистанци мелĕпе вĕренме тытăнсан вăхăт ытларах кирлĕччĕ. Компьютер умĕнче сĕм çĕрлеччен ларни те пулнă. Ачасен те çаплах вĕренме тиврĕ. Вĕсем уйрăм ыйтусене те интернетра çырса яратчĕç.
— Çамрăк пулнă май аслă классем сана тус пек йышăнмаççĕ-и?
— Икĕ çул каялла мана 6-мĕш классене ертсе пыма шанчĕç. Вĕсем куç умĕнче çитĕнчĕç. 28 çамрăкшăн эпĕ чăнах та тус вырăнĕнчех.
— Вĕсем санпа харпăр ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ-и?
— Тăтăшах. Ытларах чухне тантăшĕсемпе е ашшĕ-амăшĕпе ăнланманлăх сиксе тухсан сĕнÿ ыйтаççĕ. Хăйсене мĕншĕн ятланине ăнланмаççĕ вĕсем. Ачана ха-мăртан сивĕтмелле мар, вĕсем пире шанаççĕ. Шкулта психолог пур, анчах ачасем унран пулăшу ыйтма васкамаççĕ. Тен, вăтанаççĕ.
— Вĕренекенсем пуçтахланмаççĕ-и?
— Ĕçлеме килсен 1-мĕш класс ачисемпе урок ирттернĕ май çакна асăрхарăм: пĕр арçын ача кашни урокрах парта çинчи кĕнеке- тетрадьне урайне ÿкеретчĕ. Каярахпа вăл çакна ăнсăртран туманни уçăмланчĕ. Пĕррехинче хайхискер урайĕнчи япалисене пуçтарма пĕшкĕннĕ самантра эпĕ те чĕркуçлентĕм. Пирĕн куçсем тĕл пулчĕç. Вăл тетрачĕсене пуçтарнă самантра кĕсйинчен пĕчĕк машина кăларса вылянă-мĕн, унтан парта хушшине вырнаçнă. Çакăншăн вăл япалисене ятарласа ÿкернĕ. Ÿ лĕмрен урокра теттепе вылямарĕ. Халĕ вăл 7-мĕш класра ĕнтĕ.
— Коллективра ытларах хĕрарăмсем-и? Ĕçтешсемпе хутшăнусем мĕнлерех?
— Икĕ физрук тата технолог — арçынсем. Çамрăксем те сахал мар. Ĕçтешсем ман çине сивĕ куçпа пăхнине нихăçан та асăрхаман. Çак шкулта ĕçлени маншăн — телей.
(Ачасемшĕн вăл — тус вырăнĕнче)
Унăн чÿречинчен Альп тăвĕсем курăнаççĕ. Елизавета Шалайода кашни ир кофе ĕçнĕ май вĕсен илемĕпе киленет. Швейцарире улттăмĕш çул пурăнать вăл. Лиза — икĕ ача амăшĕ, çемйипе час-часах çул çÿреççĕ. Кун пирки вăл Инстаграмра хыпарласа тăрать.
— Илемлĕ сăн ÿкерчĕксене куç илмесĕр нумайччен сăнасан вăл чăна çаврăнать. Çапах эпĕ вĕсемпе киленнĕ чухне пысăках мар Кÿкеç поселокĕнчен Швейцарие куçма нихăçан та ĕмĕтленмен. Мускава кайма шухăш пурччĕ. Часах палăртнине пурнăçларăм, унта 11 çул пурăнсан, аслă пĕлÿ илсен Европăри çĕршывра пурăнасси пирки шухăшлама тытăнтăм. Манăн машинăсен кĕрлевĕпе мар, кайăксен илемлĕ юррипе вăранас килетчĕ. Мускавра тĕпленсен текех Кÿкеçри нумай хваттерлĕ çуртра пурăнманшăн савăнтăм. Унта шыв та, канализаци те çукчĕ. Каçсерен тăйлăк-тайлăк туалета тухма тиветчĕ. 2009 çулта анне пурнăçран уйрăлчĕ, кун хыççăн Чăваш Ене сайрарах килме тытăнтăм.
Вĕреннĕшĕн укçа хамах тÿлеттĕм, официантра тăрăшаттăм. Испанире, Италире е Словенире пурăнас шухăш канăç памарĕ. Кашни çĕршыв хăйне май илемлĕ, пурте илĕртрĕç. 2013 çулта паллашу сайтне ăнсăртран кĕтĕм. Швейцарире пурăнакан каччăпа паллашрăм, çĕршыв илемĕпе киленме хăнана чĕнчĕ, билетшăн хăех тÿлерĕ. Эпир туссем кăначчĕ. Киле таврăнас умĕн сайта тепĕр хут кĕтĕм: унта — çĕр-çĕр çыру. Вĕсем акăлчанла, нимĕçле, французла… Çырусене пăхнă чухне вырăсла çырни куç тĕлне пулчĕ. Вăл манăн пулас упăшкаранччĕ. Хăй Швейцарире пурăнатчĕ, анчах эпир тĕл пулаймарăмăр, тепĕр кунхине манăн Мускава вĕçмеллеччĕ. Çур çултан эпир пĕрлешрĕмĕр.
2014 çулта Швейцарие куçса кайрăм. Ку çĕршывра тасалăх, йĕрке хуçаланаççĕ, криминал çукпа пĕрех. Урамра çапкаланчăк чĕр чунсене кураймастăн. Йытăшăн е кушакшăн налук тÿлеççĕ, общество транспортĕнче пысăк йытăшăн билет туянмалла. Эпир çемьепе Цюрих çывăхĕнчи пысăках мар хулара пурăнатпăр. Тĕлĕнмелле те, кранри шыва кăна мар, фонтанрине те ĕçме юрать. Цюрихра вĕсен шучĕ — 2 пин ытла. Çĕршыври кашни хуларах архитектура пĕр евĕр. Метро çук, çĕр çийĕн çÿрекен транспорт кăна.
Çĕршывра 3 патшалăх чĕлхи: нимĕç, француз тата итальян. Эпир Швейцарин нимĕçле калаçакан тăрăхĕнче кун кунлатпăр. Малтанах манăн чĕлхе енĕпе йывăрлăхсем пурччĕ, пĕлĕве тарăнлатма тиврĕ. Халĕ те нимĕçле ирĕклĕ калаçаймастăп пулин те кÿршĕ хĕрарăмĕпе е тухтăрпа хутшăнма, лавккара хама мĕн кирлине ăнлантарма пултаратăп. Лавккасем вырсарникун ĕçлемеççĕ. Унта эпир ачаран çиме хăнăхнă типĕтнĕ пулă та, тăпăрчă та, кефир та çук. Çапах ытти çĕршыври пекех вырăс лавкки пур. Унта йÿçĕтнĕ купăстапа кăлпасси, сырок туянма пулать. Пĕррехинче ку çимĕçсене туянтăм, анчах ачасем нихăшне те килĕштермерĕç, çăратнă сĕте çеç юратрĕç. Эпĕ типĕтнĕ пулă çинине курсан: «Кушак апатне çиетĕн-и?» — тесе ыйтрĕç. Швейцарире ачасен право нумай. Пепке çуралсанах унăн ячĕпе официаллă çырусем килеççĕ. Тухтăр патне кайсан шурă халатли ашшĕ-амăшĕпе мар, ачапа хăйĕнпе калаçать. Мĕн ыратнине ыйтса пĕлет сăмахран. Çапла мĕн пĕчĕкрен хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхтараççĕ. Ачасем 4 çул тултарсан садике хăйсемех çÿреççĕ, аслисем пулăшмасăрах тăхăнаççĕ. Швейцарире хĕрарăм ача çуратма упăшкипе пĕрле каять. Çăмăлланнă чухне мăшăр юнашар çуккине вĕсем ăнланмаççĕ. Тепĕр кунхине упăшкипе арăмне пĕр бокал шампань эрехĕ ĕçме ятарлă купон параççĕ. Тухтăрсем каланă тăрăх, ку лăпланма, канма пулăшать. Ача çуратмалли çурт 5 çăлтăрлă хăна çурчĕ пекех, менюна амăшĕ мĕн çиме юратнине шута илсе хатĕрлеççĕ. Кăкăр çитерекен хĕрарăмсем нимĕнле диетăна та пăхăнмаççĕ. Ачипе амăшĕ киле кайнă кун уяв тумаççĕ, веçех лăпкăн иртет. Тухтăрсене канфет, укçа парас йăла çук — куншăн вĕсем çилленме пултараççĕ.
Швейцарире хĕл лармасть. Пĕлтĕр виçĕ кун çеç юр çурĕ. Хĕле кроссовкăпа çÿресех ирттертĕм. Паллах, ту çывăхĕнче юр пур, анчах сывлăш температури çавах пĕчĕк — кăçатă кирлĕ мар. Çуркуннепе кĕркунне питĕ илемлĕ. Швейцарие шăпах çак тапхăрта килмелле. Çулла шăрăх, уйрăмах — утă уйăхĕнче. Çурт-сенче кондиционер çуккине шута илсен /вĕсене экологи ыйтăвĕсене тимленĕрен тата пĕр архитектура стильне пăхăннăран вырнаçтармаççĕ/ питĕ йывăр. Юрать, кÿлĕсем пур, вĕсем кунти çынсемшĕн тинĕс вырăнĕнче. Унти шыв янкăр кăвак тĕслĕ, питĕ таса.
Швейцари çыннисем — консервантсем, патриотсем. Тăван çĕршывне питĕ юратаççĕ, çул çÿреме кăмăллаççĕ. Вĕсем çепĕç, тарават, çав вăхăтрах хăйне евĕр çынсем. Сăмахран, тăванĕсем çитсен вĕсене килĕнче мар, хăна çуртĕнче вырнаçтараççĕ. Ашшĕ-амăшне систермесĕр хăнана çÿресси йăлара мар, хăçан килессине, мĕн илсе пырассине маларах пĕлтермелле.
Хăш-пĕр япала тĕлĕнтерет. Сăмахран, «аpfelmagronen» блюдо. Ку — пĕçернĕ макарон, ăна çĕр улмипе тата сырпа, хăймапа пăшăхлаççĕ, çиелтен типĕтнĕ сухан сапаççĕ, пан улми нимĕрĕ хураççĕ. Наци апачĕ техĕмлĕ тата çуллă, çав вăхăтрах ансат та. Йăлана кĕнĕ апат йышĕнче — сыр тата аш-какайран хатĕ-рленĕ фондю, раклет /хуппипе пĕçернĕ çĕр улми çине ирĕлтернĕ сыр сапаççĕ/, решти /теркăпа хырнă çĕр улмине пысăк икерчĕ пек хатĕрлесе тĕрлĕ соуспа çиеççĕ/. Яшкана хĕлле е чирлесен ăша яраççĕ. Эпĕ хăш-пĕр чухне борщ янтăлатăп. «Пирĕн кам та пулин чирлет-им?» — тÿрех ыйтаççĕ ачасем. Мана кил хуçалăхĕнче пулăшакан хĕрарăм час-часах пельмень янтăлать. Ăна пурте юратса çиеççĕ. Эпир вырăнти фермер лавккине çăмарта е экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсем туянма çÿретпĕр. Унта сутуçă та, видеосăнав та çук, тавара хăвах илетĕн, савăта укçа хуратăн та хут çинче мĕн илнине çырса хăваратăн.
Швейцарире Раштав уявĕнче фондюпа раклет хатĕрлеççĕ. Чÿк уйăхĕн варринчен пуçласа раштавăн 25-мĕшĕччен хула юмахри пекех илемлĕ, асамлă. Раштавăн 6-мĕшĕнче Самиклаусăн /Швейцарири Хĕл Мучи/ çуралнă кунне паллă тăваççĕ. Çав кун вăл суту-илÿ çуртĕнче ачасене парне парать. Çурлан 1-мĕшĕ те пĕлтерĕшлĕ, Щвейцари конфедерацийĕн кунĕ. Ун чухне салют яраççĕ. Швейцарире çулталăкра икĕ хут çеç фейерверк яма юрать: çурлан 1-мĕшĕнче тата Çĕнĕ çулта.
Пирĕн Викторийăпа Александр çитĕнеççĕ. Виктория садике çÿрет. Садике сăлтавсăр пĕр кун килмесен 700 франк /59 пин тенкĕ ытла/ штраф тÿлеттереççĕ. Хĕрĕм шкулта вырăс класне çÿрет. Ачасем пĕчĕкренех темиçе чĕлхе ăса хываççĕ. Кашни çын сахалтан та виçĕ чĕлхепе пуплет. Килте эпир вырăсла хутшăнатпăр. Упăшка Святослав — Украинăран, ачасемпе украинла калаçать. Çемьепе ту çине çÿретпĕр. Ачасем 10 километрлă çул çÿреве хăнăхрĕç.
Святослав — пĕр организацире финанс директорĕ. Вăл 16 çулта тăван çĕршывĕнчен Голландие пурăнма куçнă, Аслă экономика шкулĕнче финансиста вĕреннĕ. Пĕр вăхăт çак çĕршыврах пурăннă. Кайран 5 çул Мускавра ĕçленĕ, унтан — Киевра. Шăпа ăна АПШна та, Израиле те илсе çитернĕ. Вăл — волонтер. Пушар станцине ыркăмăллăхçă пек вырнаçас тесе пĕр çул ятарласа вĕренчĕ. Сăмах май, кунта пур пушарнăй та — волонтер. Паллах, кашнин тĕп ĕç пур. Пушар тухсан «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме васкаççĕ. Куншăн вĕсене уйăхсерен укçа тÿлемеççĕ, çулталăкра 400 франк параççĕ.
(Швейцарире йытă-кушакшăн та налук тÿлеççĕ)
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать