ЧР патшалăх истори архивĕнче конференци иртрĕ

30 Сен, 2020

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР патшалăх истори архивĕ хăнасене — ăсчахсемпе тĕпчевçĕсене, тавра пĕлÿçĕсене, архивистсене, культура учрежденийĕн ĕçченĕсене — йышăнчĕ.

Кунта Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă конференци иртрĕ. Ун умĕн унта хутшăнакансем тата хăнасем «Чăваш автономийĕ 100 çулта: Раççей йышĕнче, çĕршывпа пĕрле» куравпа паллашрĕç.

Мероприятие ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Ертмакова уçрĕ. Галина Васильевна ютран — Мускавран, Чулхуларан, Йошкар—Оларан, Ульяновскран, Ĕпхÿрен — килнĕ ĕçтешĕсене Чăваш Енре курма хавассине пĕлтерчĕ.

Конференцие хутшăнакансене ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова саламларĕ.Светлана Анатольевна çавăн пекех Раççей культура министрĕн заместителĕ Ольга Ярилова архив ĕçченĕсене паллă пулăмпа янă салама вуласа пачĕ.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç: Раççей патшалăх авалхи актсен архивĕн директорĕ Владимир Аракчеев, Федерацин Атăлçи округĕнчи архив учрежденийĕсен канашĕн председателĕ, Чулхула облаçĕнчи архив ĕçĕсемпе ĕçлекен комитет ертÿçи Борис Пудалов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа нацисен ыйтăвĕсен енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, ыттисем.

Конференци ĕçне видео-çыхăну майĕпе Санкт-Петербургри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Валериан Гаврилов, Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганск районĕнчи чăвашсен «Çăлкуç» центрĕн председателĕ хутшăнчĕç. «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кĕнеке-альбомăн презентацийĕ иртрĕ. Кăларăма Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Мĕнпе палăрса тăрать-ха вăл? Кĕнекене федераци тата регион архивĕсенче, ăслăлăх учрежденийĕсенче, вулавăшсенче упранакан тĕлĕнмелле 100 документ вырăн тупнă. Вĕсем пурте, тĕпрен илсен, чăвашсен кун-çулне, шăпине уçса параççĕ, çак тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă çынсем çинчен каласа параççĕ. Кунтах Шупашкар хули пирки 1469 çулта пуçласа çырса хăварни, чăвашсем хăйсен ирĕкĕпе вырăс патшалăхне кĕни, Христос тĕнне йышăнни, тăван тăрăхăн культурипе йăли-йĕрки, автономи йĕркеленĕвĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи политикăпа экономика улшăнăвĕ тата ытти çинчен вуласа пĕлме пулать.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать