Прокурорăн заместителĕ пулма шаннă

14 Сен, 2020

Чăваш Енри прокурорăн заместителĕ пулма Виталий Семенченкăна çирĕплетнĕ.

Виталий Викторович 1977 çулта Ростов облаçĕнчи Таганрог хулинче çуралнă. Шалти ĕçсен министрествин Ростоври юридици институтĕнчен вĕренсе тухсан шалти ĕçсен органĕнче тăрăшма пуçланă. 2000 çултанпа Виталий Семенченко прокуратура тытăмĕнче ĕçлет. Аслă тĕпчевçĕрен прокурора çитнĕ. Чăваш Ене куçариччен вăл Ростоври Ворошилов районĕнчи прокурор пулнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Чăваш Ен прокуратурин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментировать