- Чăвашла верси
- Русская версия
Усал мăкăль
Хисеплĕ редакци, сирĕн хаçата мĕн тухма пуçланăранпах çырăнса илетпĕр. Кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Тархасшăн, саркома чирĕ пирки çырса пĕлтерсемĕр. Халăх меслечĕсемпе сипленме май килмĕ-ши?
Светлана. Патăрьел районĕ.
Саркома – çыхăнтаракан клеткăсен ушкăнĕнчен çĕнĕлле ÿссе пулакан сиенлĕ шыçă. Кирек хăш вырăна та тухса ларма пултарать, ытларах чухне ура çине. Сиенлĕ мăкăлĕн клеткисем чир вырăнĕнчен юнпа ÿпкене куçса аталанма пултараççĕ, сайра-хутра – шăмăпа пĕвере.
Малтан ÿт çине хĕррисем тикĕс палăрман шыçă тухать. Ыратни пур чух та палăрмасть. Шăмă тĕртĕмĕсен саркомĕ чухне кăна ыратни тăтăшах палăрать, уйрăмах каçхине. Вăхăт иртнĕçемĕн шыçă çывăхри орган, тĕртĕм, шăмă е юн тымарĕ çумне çыпăçса ларать.
Саркома ытларах чухне шурă ÿтлĕ çынсене, иммунитечĕ хавшаса çитнисене çулăхать. Герпеслă вирусăн хăш-пĕр тĕсĕ, канцерогенпа радиаци витĕмĕ, суранланни, йăхра пурри – пурте чир сăлтавĕ пулма пултарать.
Шыçăран хирурги мелĕпе хăтăлаççĕ. Метастаз пуласран операци умĕн те, хыççăн та химитерапи мелĕпе сиплеççĕ.
Чирĕн пуçламăш тапхăрĕнче халăх меслечĕсемпе сипленни пулăшма пултарать.
Алоэ. Виçĕ çултан кая мар ÿснĕ алоэ курăкĕн 5 çулçине касса талăклăха сивĕтмĕше хумалла. Унтан вĕттĕн тураса çур литр шур эрех çине ямалла. Икĕ эрне тăрăлтарса лартмалла. Кунне 3 хут, апатланиччен 2 сехет маларах, пĕрер кашăк ĕçмелле.
Эрĕм. Эрĕме чечеке ларнă вăхăтра тымарĕпе тăпăлтармалла. Вĕтетмелле. Вĕреме кĕнĕ пĕр стакан шыва 1 чей кашăкĕ ярса «шыв мунчинче» çурри таран пăсланса пĕтиччен тытмалла. Кунне 3 хут 30-шар мл ĕçмелле.
Виноградăн пиçсе çитмен çырлине татса нимĕрлемелле, канăçсăрлантаракан вырăна хумалла.
Прополис настойки. 100 г прополиса лайăх вĕтетсе кĕленчене ямалла. Шур эрех хушмалла. Унтан çур сехете яхăн лăкамалла. Çакăн хыççăн ăна типĕ те тĕттĕм вырăна тăрăлтарма лартмалла. Кайран марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апат умĕн çур сехет маларах, 1 стакан сĕте е шыва 15 тумлам хушса ĕçмелле. Компресс тума та юрать унпа.
Сар çип ути (зверобой). Тин вĕретнĕ 250 мл шыва 1 кашăк чухлĕ типĕтнĕ сар çип ути ямалла. Хупласа икĕ сехете яхăн лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апатланиччен сехет маларах, стаканăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
Йыт пырши. Курăка вĕтетмелле. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк чухлĕ курăк ярса 2 сехете яхăн тăрăлтарса лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апат умĕн 15 минут маларах, стакан чĕрĕкĕ чухлĕ ĕçмелле.
Комментировать