- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 34 (6331) № 03.09.2020
♦ Шупашкарта пурăнакан Семен Солодянкин ăнтăлни харама кайман. «Телей кайăкĕ» алла кĕрессе яш çулталăк кĕтнĕ. Семена кĕçех сенкер экранпа кăтартĕç.
Семен — лайăх упăшка тата ашшĕ. Ăна пĕр шухăш лăпкă пурăнма паман, вăл телекурава лекме ĕмĕтленнĕ. Çулталăк тăршшĕпех СТС телеканалпа пыракан «Русские не смеются» кăларăма хутшăнас тесе заявкăсем янă. Утă уйăхĕнче ун патне телешоуран шăнкăравланă. Семен хăйĕн пирки кĕске видеоролик ÿкерсе янă. Ун хыççăн яша шоуна жюрие йыхравланă. Сăмах май, кулăшла кăларăмра çĕнтерекенсем 1 миллион тенке тивĕçеççĕ. Ăна Сергей Светлаков, Михаил Галустян тата Александр Незлобин ертсе пыраççĕ. Семен каласа кăтартнă тăрăх, ÿкерÿ виçĕ сехете яхăн тăсăлнă. Сцена çине Шупашкартан çитнĕ хĕр тухни уншăн кĕтменлĕх пулнă. Семен питĕ хумханнăран унăн ятне- шывне астуса юлман. Ÿкерÿ лапамне телефонпа кĕме юраман. Семен студире ĕç вĕçленнĕ хыççăн кăларăм ертÿçисемпе сăн ÿкерĕнессишĕн пĕр сехет çурă кĕтнĕ. Кăларăм авăн уйăхĕн вĕçĕнче эфира тухĕ (Светлаковпа сăн ÿкерĕннĕ)
♦ ПУÇЛĂХ ИРХИНЕ ĔÇЕ КИЛНĔ-КИЛМЕН МЕНЕДЖЕРСЕМ ÇИНЕ КĂШКĂРМА ТЫТĂННĂ: «МĔН ТУСА ЛАРАТĂР? ХĂВĂРТРАХ УРАЙ ÇĂВĂР!» ÇУРКУННЕПЕ КĔРКУННЕСЕРЕН УНĂН ПСИХИКИ УЛШĂННИНЕ ХĔРСЕМ АСĂРХАНĂ-ХА. ĂСĔ-ТĂНĔ ЕНЧЕН СЫВАХ МАР ЕРТŸÇĔ ПАТĔНЧЕ ОЛЯ ÇУР ÇУЛТАН ЫТЛА ĔÇЛЕЙМЕН.
Ĕçрен каяссине пĕлтерсен хуçа хирĕçлемен. Хăй вара хуралçа чĕнсе илнĕ те хĕрĕн пальтине илсе юлма хушнă. Укçа, проездной кĕсьерех юлсан та Оля парăнман, мăн кăмăллăн тухса утнă. Çула май каякан машинăсене чарса пурпĕр килне çитнĕ.
Патăрьел районĕнчи Вăтаел хĕрĕ Ольга Антонова /хĕр чухнехи Яковлева/ çĕршывăн тĕп хулинче реклама енĕпе ĕçлекен чи пысăк холдингра 14 çул тăрăшать, компанире реклама сутакан пая ертсе пырать. Ăнăçлă карьера тăвиччен унăн çичĕ пăт тăвар çиме тивнĕ. 200 киллĕ чăваш ялĕнчен тухнă хĕр валли Мускавра никам та ăшă вырăн хатĕрлесе хуман паллах. Пĕтĕмпех хăй тăрăшнипе, тăванĕсем хавхалантарнипе çĕнсе илнĕ. Ку енĕпе ăна, чăнах та, ăннă. Ольăн ашшĕн пĕртăванĕсем çамрăк чухнех Мускавра завода ĕçлеме вырнаçнă та кайран хваттерлĕ пулнă. Оля мĕн пĕчĕкрен пĕлсе ÿснĕ: çитĕнсен вăл Мускава ĕçлеме кайĕ. Аслă пĕлĕве вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра илнĕ. Ачаранпа «Тантăш», район хаçачĕпе çыхăну тытнăскер журналист профессине алла илнĕ. Çырас ăсталăхĕ амăшĕнчен, чăваш чĕлхипе литературин учителĕнчен Валентина Петровнăран, куçнă ахăртнех. Вăл — чылай статья, 2 кĕнеке ав-торĕ. Ашшĕ — строитель, платник. 2004 çулта диплом илсен Оля Мускава тухса кайнă. Лайăх ĕç тупаймасан, тен, сутуçа кĕме тивĕ тесе медицина кĕнеки саппас тутарнă. Анчах ку — чи юлашки вариант. Каялла таврăнма намăс- çке. Студент чухне вăл журфакра вĕреннĕ пĕлĕшĕ сутуçăра ĕçленине курнă та питĕ тĕлĕннĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ çын унта тăрăшни питĕ хăрушă пулăм пек туйăннă ăна. «Унта ĕçлесси пур тăк атте-аннен укçине, 5 çула мĕн тесе сая ямаллаччĕ?» — шухăшланă хĕр.
Хаçатра пĕлтерÿсем вуласа ĕçпе тивĕçтерекенсем патне çÿреме тытăннă вăл. Секретарь, офис-менеджер, ертÿçĕ пулăшуçи… — çавăн пек ĕçсем шыраса кунне 4-5 çĕре çитнĕ. Пысăк хулара ăна никам та алăран çавăтса çÿремен. «Ăçталла каймаллине метрора пĕтĕмпех çырса панă. Кирлĕ çурта тупма йывăрах мар. Ĕç шыранă хушăрах ăнлантăм: Мускав питĕ усал, кунта темĕнле çын та пур. Иккĕленÿллĕ, киревсĕр сĕнÿ паракансем тупăнкаларĕç, айван терĕç пуль. Юрать-ха, хам хăюллă та мана никам та кÿрентермен. Пĕр-икĕ уйăхран уйрăм çын тытса тăракан организацие вырнаçрăм. Вăл тĕрлĕ тавар сутас, ăна халăх патне почта урлă çитерес енĕпе ĕçлетчĕ. Çур çулта питĕ нумай пĕлтĕм. Сутас тесе мĕн кăна тумаççĕ иккен! Çав фирма Раççей почтипе туслăччĕ, адрессем паратчĕ пире вăл. Пушă вăхăтра эпир çынсен ятне-шывне кăтартмасăрах тавар илме хĕтĕртекен çырусем ăсататтăмăр. Ун чухне эпĕ Шупашкарти журналистсенчен 8 хут нумайрах ĕç укçи илеттĕм. Анчах пуçлăха пула нумай тытăнса тăраймарăм. Ĕçрен кайнă чухне вăл манăн пальтона илсе юлчĕ», — аса илчĕ Оля.
Юратнипе укçа йăтаççĕ
Кайран ун тĕлне сĕт завочĕн тĕп директорĕн пулăшуçин вакансийĕ тупăннă. Тĕп тивĕçĕсенчен пĕри — пуçлăхăн кунне планласси, шăнкăравсем йышăнасси. Шалу унчченхи ĕçринчен 2 хут пысăкрах. Пурпĕрех тепĕр ĕç шыранă. Çулталăкран, 2006 çулта, вăл реклама енĕпе ĕçлекен пысăк холдинга трафик-менеджера /документсен çаврăнăшĕпе ĕçлекен çын/ вырнаçнă. Унта вара карьерăра ÿсме тытăннă. «Мускавра чылайăшĕ çавнашкал: пĕр вырăнта ларасшăн мар, малалла талпăнаççĕ. Эпĕ те çав шутра. Тĕрлĕ çынпа калаçатăн, мĕн чухлĕ çĕнни пĕлетĕн! Унсăрăн аталану çук. Çулсем кайнă май хам ума тĕллев лартас килет. Эпĕ азартлă çын. Хама тĕрĕслетĕп: тĕллеве пурнăçлаятăп-и е çук-и? Сăмахран, декрета кайиччен çулталăкра 1 млрд тенкĕлĕх реклама сутма план лартрăм та ăна пурнăçларăм», — пытармарĕ Оля. Унăн пайĕнче 10 çын тăрăшать. Кашнин çитменлĕхĕсем тата лайăх енĕсем пур. Оля хăй тавра тĕрлĕ характерлă çынсене юри пухнă: пĕринче çук енсем тепринче пур. Пĕрле вара вĕсем — пĕр чăмăр, пысăк вăй. «Пĕр каччă питĕ мĕшĕлти, тимсĕр, хушнине манать. Анчах хĕрсемпе калаçма тытăнса- а-ан… Лешсем ирĕлсе каяççĕ вĕт! Ăна юратнипех укçа йăтаççĕ. Компанире ĕçлетĕн тĕк пĕр тĕллевсем, идея пулмалла. Урай çăвакан-и, специалист-и… — пурин те çавăншăн тăрăшмалла. Капла хăвна та лайăх, бизнеса та çăмăл. Хăй еккипе пурăнма кăсăклă мар. Хамăра хамăр хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ. «Самомотивация» теççĕ ăна вырăссем», — малалла тăсăлчĕ калаçу. «Тренингсене çÿренĕ пулас эсĕ», — асăрхарăм эпĕ. Пытармарĕ: нумай çÿренĕ, компани ун çине укçа самай тăкнă. Кунсăр пуçне хăйĕн опычĕ те çакнах çирĕплетет. Оля Раççейри нумай хулана конференцисене çÿренĕ, халăх умне тухса калаçнă, реклама сутас енĕпе ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Пăхсан вăл питĕ вăйлă, нимĕнрен хăраман çирĕп кăмăллă хĕрарăм пек курăнать. Ку — сăнар. Тĕрĕссипе, вăл вăтанчăк, именчĕк, хăйĕн шалти тĕнчине путма юратать. Çын умне калаçма тухсан сиксе чĕтрени те, лăплантаракан эмел ĕçни те пулнă. Ĕçре, реклама шыранă чухне, унра каллех азарт туйăмĕ вăранать, уншăн ку питĕ кăсăклă.
Пулас мăшăрĕпе, Елчĕк каччипе, вăл Мускавра, чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ концертра, паллашнă. Каччă Мускавра строительство енĕпе ĕçлесе пурăннă. 2009 çулта вĕсем пĕрлешнĕ. Аякра пурăнсан та Оля тăван чĕлхене манăçа кăлармасть. Çывăх çыннисем шăнкăравласан ĕçтешĕсен умĕнче чăвашла калаçма юратать. Инстаграмра та хăйне «Чувашка Оля» тесе палăртнă. «Чăваш чĕлхи пĕтет тени хальхинче яла çитсен питĕ шухăша ячĕ. Ялта ачасем чăвашла пĕлмеççĕ. Чăнах та, чан çапма вăхăт çитнĕ. Темиçе çĕр çул каялла Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчи çынсем калаçнă чĕлхене ачасем вĕренесшĕн мар. Ман шухăшпа, чĕлхене вĕсем патне урăхла майпа илсе çитермелле. Хальхи ачасен пуçĕнче информаци нумай тытăнса тăмасть, шухăшлавĕ клип евĕр тесе палăртаççĕ. Ÿкерчĕксемпе илĕртсе вĕрентмелле, чĕлхен ят-сумне ÿстермелли мелсем шухăшласа кăлармалла», — пăшăрханчĕ Оля («Тÿпене пăхма маннă эпĕ»)
♦ «Аннене ялта Улькка тесе чĕнетчĕç. Эпĕ унран ал ĕçĕ тума вĕрентĕм. Анне каçхине те краççын çутса пир тĕртетчĕ. Йăмăкпа Любăпа вăл çĕленĕ тума тăхăнса ÿсрĕмĕр. Вăрçă çулĕсенче хам та ал ĕçне хăнăхрăм. Ялти пĕр хĕрарăма ача пăхса пулăшрăм. Çавăншăн 1 метр çитсă пачĕ. Унпа мĕн тумалла? Аннен кăштах пусма пурччĕ. Хам валли кĕпе çĕлерĕм: икĕ çанни, арки — тĕрлĕ пусмаран. Шкула тăхăнса кайсан «ула курак» тесе кулчĕç», — иртнине аса илчĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакан Надежда Алексеева.
Çемьере икĕ хĕр ÿснĕ. Вăрçă пуçланиччен ашшĕ тифпа чирлесе çĕре кĕнĕ. Ял канашĕнче секретарьте ĕçлекенскер больницăра выртнă. Унтан икĕ хут тарма хăтланнă вăл. Медсестрасем тарăхнипе çамрăк арçынна укол тунă. «Упăшкуна вĕсемех вĕлерчĕç», — çапла каласа кăтартнă аннене больницăра ĕçлекен санитаркăсем. Вĕсем хамăр ялсемехчĕ. Кайран класĕпех тифпа чирлерĕмĕр. Анне шкула килкелетчĕ, мана мăйăр катса çитеретчĕ», — куççуль витĕр калаçрĕ Надежда Ивановна. Упăшки килте вилнĕ тесе Ульккана пĕрмай ĕçлеттернĕ. Пĕррехинче колхоз валли вутă турттарма янă. Ялтан темиçе çын кăна, икĕ старикпе икĕ хĕрарăм, кайнă. Улькка тăватă ача амăшĕпе Надьăпа çула тухнă. Вĕсем кашни кун Çавал тăрăх вăрмана çÿренĕ. Улькка ачисене кÿршĕ хĕрарăмĕ патне хăварнă. Наçтаçăн та икĕ ача пулнă. Улькка кашни кун тул çутăлнă-çутăлман тăрса кăмака хутнă, хĕрĕсем валли апат пĕçерсе хăварнă, выльăха шăварма шыв ăсса килнĕ.
Надеждăн кукашшĕ пуян пурăннă. Вăл Ульккапа мăнукĕсене пулăшма тăрăшнă. Вĕллесем тытнă, пĕрне хĕрне панă. Анчах çулталăкран Ульккан вĕллине вăрласа кайнă.
Пĕчĕк Надя ачасемпе пĕрле крахмал пуçтарма çÿренĕ. Амăшĕ çĕр улмине теркăпа хырса çăкăр пĕçернĕ, крахмалĕнчен икерчĕ ăшаланă. Шкула çÿрекен Надеждăн çăпати час-часах çĕтĕлнĕ. Çуркунне аслашшĕ тĕпне такан çапса панă. Колхоз 1 михĕ тырă, пăрçа парсан Надьăпа йăмăкĕ вĕсене çÿпĕрен тасатнă. «Сĕтел çине хураттăмăр, йĕри-тавра тутăр, саппун сараттăмăр. Пукра, вăл хуратул пекех, суйлама та паратчĕç. «Пĕр вăррине те ан çухатăр», — тетчĕ анне. Краççын çутса çĕрĕпе ĕçлесе лараттăмăр», — иртнине куç умне кăларчĕ кинемей.
Патшалăха 16 килограмм çу, 50 килограмм какай, 100 çăмарта памалла пулнă. Надежда ăна 4 çухрăмра пурăнакан агент патне леçме çÿренĕ. Куншăн кăштах комбикорм панă. Надьăн амăшĕ пĕччен пурăнакан кинемее Праские пулăшнă. Уйран уçласан ялти пĕр çемьене те кайса панă. Надьăн юлташне Валентинăна та тăван хĕрĕ пекех йышăннă. Вальăн ашшĕ вăрçăра пуç хунă, кайран амăшĕ те вилнĕ. Ăна асламăшĕ пăхса пурăннă. Валя пĕччен юлсан тусĕ Надя патне çывăрма килкеленĕ. Пĕррехинче икĕ хĕр Валентина валли вутă тиеме кайнă. Колхоз икĕ лаша панă. Ун чухне икĕ лав вутă тиесе килнĕ.
14-ра чухне, 7 класс пĕтерсен, Надежда сысна ферминче ĕçлеме тытăннă. Амăшĕн пĕлĕшĕсем ăна, çĕвĕç пулма ĕмĕтленнине пĕлсен, Шăхасана вĕренме илсе каясшăн пулнă. «Кукаçу патĕнче пурăнăн», — ÿкĕтленĕ хĕрачана. Надя вăтаннипе кайман. Унăн йăмăкĕ те 7 класс хыççăн фермăра ĕçлеме тытăннă. «Вăтаннă çав эпир. Киле çынсем пырсан та тухмастăмăр. «Улькка, ачусем ăçта? Пĕрре килтĕм — çукчĕ, халь те курмастăп», — тенĕ анне патне пынă хĕрарăм. «Темĕнле ачасем манăн, чăлана тарса пытанчĕç», — хуравланă анне. Йăмăкпа иксĕмĕр кÿршĕсен ачисене пăхаттăмăр. Сĕтел çине апат лартса паратчĕç. Эпир вара питĕ именнĕ, черетпе киле апатланма çÿреттĕмĕр», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Надежда фермăра сыснасем валли апат пĕçернĕ. Пĕрре-хинче унта 2 сысна аçи илсе килнĕ. Вĕсем чирлĕ пулнă, ытти выльăха та ертнĕ. Надя фермăра ĕçлекен тантăшĕпе Плакипе сысна çурисене уя курăк çитерме кăларнă. Хĕрсем каçсерен вăййа тухнă, анчах ирех тăмалла тесе 11 сехетрех çывăрма кĕнĕ. Ферма çумĕнче пĕчĕк пÿрт лартнă. Вăййа тухакан 7-8 хĕр çавăнтах, хăмаран тунă сарлака сак çинче, çывăрса пурăннă (Çĕвĕ машинине çĕр айне пытарнă)
♦ 19 çулта вăл самолета ларса чикĕ леш енне пĕрремĕш хут вĕçнĕ. Екатерина Васильева Германие 11 уйăхлăха кайма палăртнă, анчах Берлин хули кăмăлне кайнă та çавăнтах юлма шухăшланă. Чăваш хĕрĕ унта тăваттăмĕш çул пурăнать.
Шупашкар районĕнчи Карачура ялĕнче çуралнă Катя Чулхулари аслă шкулта лингвиста вĕреннĕ, нимĕç тата акăлчан чĕлхисене ăса хывнă. Иккĕмĕш курс хыççăн пике нимĕç чĕлхине лайăхрах тĕшмĕртес, культурăпа паллашас, тĕнче курас тĕллевпе Германие ятарлă программăпа кайма шухăшланă. Вăл йĕкĕреш хĕрсем ÿстерекен нимĕç хĕрарăмĕ патне ĕçе вырнаçнă, ачисене пăхнă. Вĕсене шкула ăсатнă, урок тума пулăшнă. Чăваш хĕрĕ нимĕçле лайăх пĕлнĕ пулин те чăрмавсем тухнă. Уйрăмах хĕрачасемпе çăмăл килмен. Йĕкĕреш сăнĕпе те, характерĕпе те расна. Чăваш хĕрĕ пĕринпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнă, тепри вара Катьăна йышăнман. Пике шанчăка çухатман, лару-тăру улшăнасса шаннă. Çапла пулнă та: çемье санаторире каннă, хĕрача унтан пач урăх çын пулса таврăннă, няньăпа туслашнă.
Катя хăйне Берлинта хăтлă туйнă. Программа вĕçленес умĕн унăн хулари пĕр университета вĕренме кĕме шухăш çуралнă. 20 çулти пике заявлени кайса çырнă. Сăмах май, Гер-манире чылайăшĕ 18-19 çулсенче çеç шкулпа сыв пуллашать. Ачасем 12 çул вĕренеççĕ. Нумайăшĕ тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлÿ илет, çав вăхăтрах ĕçлет. Университета часах вĕренме каймаççĕ. Катя аслă шкулти занятисене 30-40 çулсенчи çынсемпе çÿренĕ. Университетри вĕренÿ пирĕннинчен самай уйрăлса тăрать. Раççейри студентсем хатĕр рас-писанипе килĕшÿллĕн ăс пухаççĕ, мĕнле занятисем пулассине малтанах пĕлеççĕ. Германире вара хăш занятие каймаллине хăв суйлатăн. Катя вĕренÿ çулĕ пуçланиччен Раççейре пурăннă, Берлина каярах вĕçнĕ. Семестр вĕçĕнче экзамен тытаççĕ. Анчах студентăн ăна каярах, хăйĕншĕн меллĕ вăхăтра, пама май пур. Икĕ уйăхран та, çур çултан та, сăмахран.
Халĕ Катя 3-мĕш курсра вĕренет. Студентсен каникул пуçланнă. Вăл 3 уйăха тăсăлать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ чÿк уйăхĕнче пуçланĕ. Хĕлле вара 2 уйăх канаççĕ. Студентсене стипенди памаççĕ. Вĕсем тÿлевсĕрех вĕренеççĕ. Студентсем çур çуллăх проездной туянаççĕ. Метропа, автобуспа, трамвайпа çÿретĕн-и — пур çĕрте те пĕр хак. Пĕр билетпа 2 сехет çÿреме пулать.
Университета вĕренме кĕрсен Катя ĕçе вырнаçнă. Студентсен пĕлÿ илнĕ вăхăтра çур ставкăпа ĕçлеме ирĕк пур. Пике Швейцари банкĕн колл-центрĕнче тăрăшнă. Халĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пулăшакан мобильлĕ сарăмсемпе /приложенисем/ çыхăннă проект ĕçне хутшăнать.
Хаклă мар хула. Берлин — Германири хăйне евĕр хула. Кунта тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Пĕр районта, сăмахран, турккăсем е арабсем çеç кун кунлаççĕ, тепринче — вырăссем. Нимĕç сахал. Уйрăмах каçхине пурнăç вĕресе тăрать: тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, çынсем барсемпе клубсенче канаççĕ.
Хулари чи паллă вырăнсем — Бранденбург хапхи, Рейхстаг, Берлин соборĕ… Катя вĕренекен университет та çак йыша кĕрет. Туристсем аслă шкул умĕнче сăн ÿкерĕнме кăмăллаççĕ. Хулара авалхи çурт нумай. Тĕнчен иккĕмĕш вăрçинче унти чылай çурт арканнă, кайран çĕннисене çĕкленĕ.
Берлинта кашни çын хăйне ирĕклĕ туять. Никам та сиввĕн, хăяккăн пăхмасть. Çын мĕнле тăхăнни мар, шалти илемĕ пĕлтерĕшлĕрех унта. Нимĕç хĕрарăмĕсем пит-куçне сăрламаççĕ, çут çанталăк панă илеме мала хураççĕ. Екатерина каланă тăрăх, урамра вырăс çыннисене уйăрса илме питĕ çăмăл. Хĕрарăм кĕрĕк тăхăннă тăк унпа пĕр иккĕленмесĕр вырăсла калаçма юрать, мĕншĕн тесен нимĕçсем ун пеккине кăмăлламаççĕ, вĕсем чĕр чун тирĕнчен тумтир çĕленине ырламаççĕ.
Берлин студентсемшĕн хаклă мар хула шутланать. Кунта пурăнма меллĕ. Студентсен енчĕкĕ хулăн мар, чылайăшĕ ĕçлемест-çке-ха. Хваттер тара тытма та йÿнĕ. Çапах хулара çурт-йĕр туянма çăмăл мар. Ку ыйту питĕ çивĕч. Нумайăшĕ уйрăм кĕтес илме вăй çитерейменнипе пурнăç тăршшĕпех тара илнĕ хваттерте кун кунлать. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттершĕн вăтамран 200 пин евро /17 млн тенкĕ ытла/ кăларса хума тивет.
Берлина халăхра «пысăк чарăну» теççĕ. Чылай çын унта вăхăтлăха килет, кăшт пурăннă хыççăн урăх çĕре куçса каять. Çавăнпа юлташ тупсан ăна часах çухатасси те инçех мар. Катя чĕлхе курсне çÿренĕ чухне чылай çамрăкпа туслашнă, анчах кайран вĕсем урăх çĕршывсене кайнă. Вăхăт иртсен вырăсла калаçакан ушкăнпа çыхăну тытма пуçланă вăл. Хĕрсемпе каччăсем — Совет Союзĕн йышĕнче пулнă çĕршывсенчен, пурте вырăсла пуплеççĕ. Çак ушкăнра вăл пулас мăшăрне, вырăс каччине Станислава, тĕл пулнă. Стас 7 çултанпа Африкăри Намиби çĕршывĕнче çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ унта куçса кайни ĕçпе çыхăннă, халĕ те çавăнтах пурăнаççĕ. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче çамрăксем çемье çавăрнă, Намибири Раççей посольствинче çырăннă. Катьăн амăшĕ те унта самолетпа вĕçсе килнĕ. Станислав Катьăна Шупашкарти Анне монуменчĕ умĕнче качча тухма ыйтнă. Ку тăван тăрăхра пулса иртнĕшĕн хĕр питĕ савăннă. Мăшăрĕ /унра тутар юнĕ те пур/ пирĕн республикăна килсен хунямăшĕ пĕçернĕ шÿрпе, шăрттан тутанса курнă. Катя Берлинта ун валли хуплу хатĕрленĕ (Берлинта мăшăрĕ валли хуплу пĕçернĕ)
♦ Канаш районĕнчи Пайкилтри Галина Константинова 4-мĕш мăнукне, чи кĕçĕннине, Пĕлÿ кунĕнче 1-мĕш класа ăсатрĕ. Шел, амăшĕ çак телее курмасăрах, 33 çулта чухне çĕре кĕнĕ.
Галинăпа Петр Константиновсем икĕ хĕре — Таньăпа Ларисăна — кун çути кăтартнă. Ветеринар профессине илнĕ Галина — сысна фермин заведующийĕнче, упăшки механизаторта чылай çул тăрăшнă. Пĕр вăхăт Галина ял канашĕнче те вăй хунă. Общество ĕçне вĕçĕмех хутшăннă. Пĕр суйлавран та юлман: е комисси членĕ, е председатель пулнă. Ĕçе çÿренисĕр пуçне колхоз тÿпе виçсе панă: çĕр улми, кишĕр, сухан, севок, сахăр, хĕрлĕ тата выльăх кăшманĕсем… «Çумлаятăр-и?» — тесе ыйтман, хушамата çырса шалча çапса хăварнă. Пахча çимĕçе кăларса пуçтарнă, севока алланă. Колхозра тăрăшса ĕçлекен Константиновсене Пайкилтре хваттер панă. Унччен вĕсем упăшкин ашшĕ-амăшĕпе, пĕртăванĕсемпе тĕп килте пурăннă. Колхоз хваттерне куçсан çамрăк çемье савăннă паллах. Ара, условисем хулари пек-çке. Газ кĕртиччен вутă хутма тивнĕ-ха ĕнтĕ. Хĕрачасем ялти садике çÿренĕ. Вĕсен ÿсĕмĕн хушши çулталăк кăна пулнăран пĕрле выляса туслă ÿснĕ. Ÿсерехпе вара килти ĕçсем вĕсем çине ытларах та ытларах тиеннĕ: выльăхне те пăхнă, кил-çурта та тирпейленĕ, пĕçернĕ…
«Çамрăк чухне хам та питĕ хастарччĕ, таçта та çитнĕ. Халĕ Шупашкара та кайма хĕн, юн пусăмĕ вылять, эмел ĕçсе пурăнатăп. Йăлтах астуми те пултăм. Инсульта ура çинчех чăтса ирттернĕ терĕ тухтăр. Ларисăна пытарнă хыççăн сывлăх вăйлах хавшарĕ», — терĕ Галина аппа. Иккĕмĕш хĕрĕ ăна пайтах кулянтарнă. Вăл хĕрарăм телейне тупайманшăн та пăшăрханнă. Лариса хăйсен ялĕнчи каччăпа çÿренĕ, унран ача кĕтнĕ. Анчах пĕрлешме патне çитнĕ çĕртех çамрăксем уйрăлнă. Çут тĕнчене килнĕ ачана арçыннăн ашшĕ- амăшĕ паянхи кун та «ку пирĕн мăнук» тет. Каярах Лариса тепĕр арçынпа /вăл та хăйсен ялĕнченех/ хутшăнма тытăннă, пĕрле те пурăннă. Анчах пĕрлешсе пĕр çулпа утайман. Лариса вĕçĕмех: «Эпĕ качча каймастăп», — тенĕ амăшне. Сăлтавĕ пулнах-тăр. Икĕ ача çуратсан та документ çине ашшĕн ятне унăнне мар, хăйĕнни пек çыртарнă.
Çав кунхине Лариса хăйĕн арçынни патĕнче пулнă. «Тем ĕçнĕ-çинĕ — калаймастăп. Хĕрĕмĕн юн пусăмĕ чакса кайнă. Васкавлă медпулăшу чĕнтĕмĕр. Килтен ăна илсе тухса кайнă чухне ăс-тăнпах калаçрĕ. «Мĕн макăратăн, вилместĕп ĕнтĕ», — терĕ. Çул çинче ăна система ярассине каларĕç. Кÿршĕ каçнăччĕ, вăл та çирĕплетме пултарать: вилме выртнă çын пек курăнман вăл. Ăна Шăхасан больницине илсе кайрĕç. Каçхи 6-ра шăнкăравларăмăр, реанимацие хунине, юн пусăмĕ йĕркене кĕнине пĕлтерчĕç. Кайран мĕн пулнă — пĕлместĕп. Çур çĕрте кĕрÿпе Таня килчĕç: «Анне, ан макăр», — тесенех ăнлантăм: кусем ырă хыпарпа килмен, 1:45 сехетре Лариса куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Вилĕм сăлтавне «наркăмăшланнă» тесе çырчĕç», — аса илчĕ синкерлĕ куна амăшĕ.
Ларисăн 3 ачи тăлăха юлнă, асли ун чухне — 6-ра, кĕçĕнни 2-ре пулнă. Ачасене Таньăпа упăшки опекăна илнĕ. Вĕсен хăйсен — пĕр ача, çак ялтах пурăнаççĕ. Таня Канаша ĕçе çÿрет. Киле çитиччен амăшĕ патне кĕрсе тухать, аппăшĕн ачисем валли апат-çимĕç парса хăварать. Вĕсем ăна — «мама Таня», упăшкине «папа Эдик» тесе чĕнеççĕ. Тăван ашшĕ ачасемпе хутшăнмасть. Унран нимĕн те ыйтмаççĕ те, кĕтмеççĕ те. Ларисăна пытарнă хыççăн вăхăт нумай та иртмен — вăл авланнă, ялтан тухса кайнă (Çĕрле вăрансан та кукамăшне чĕннĕ)
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать