- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă ĕç ăруран ăрăва тăсăлать
Элĕк районĕнчи Светлана Ефремова аслашшĕн ĕçне малалла тăсса пыл хурчĕ ĕрчетме пуçланă. Кăçал «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе грант илме те тивĕçнĕ.
«Манăн асатте Илья Александрович вĕлле хурчĕ тытнă. Çак ĕçе юратса пурнăçланă. Хурт-хăмăр ĕрчетекенсем опытлă утарçăран тĕслĕх илнĕ. Вăл пурнăçран уйрăлсан утар тăлăха юлчĕ. Атте темшĕн унăн ĕçне малалла тăсмарĕ.
2000 çулсен пуçламăшĕнче çемье çавăрнă хыççăн асаттен ырă йăлине тепĕр хут чĕртсе тăратма шухăшларăмăр. Мăшăр Александр Николаевич хавхалансах ĕçе тытăнчĕ. Малтанлăха хăнăхмалла тенĕн 2-3 вĕлле кăна туянтăмăр. Юнашар вĕрентсе пыракан çын пулманран йывăрччĕ. Икĕ-виçĕ хутчен те хуртсăр юлтăмăр. Вĕсене пăхма çăмăл мар, чир-чĕрĕ те туллиех. Çулла хурт-хăмăр тухса тарасран асăрханмалла. Чи кăткăсси вара — вĕсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарасси. Ку тапхăрта кĕтмен пăтăрмах час-часах сиксе тухать, асăрхасах тăмалла. Чир-чĕрсĕр пуçне вĕллене шăши те сиен кÿме пултарать. Хамăр тĕллĕн вĕренсе пыратпăр. Ятарлă литература вулатпăр, интернет урлă информаци шыратпăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Светлана Геннадьевна.
Малтанхи тапхăрта вĕллесене Тавăтри хушма хуçалăхра тытнă. Анчах хуртсен йышĕ ÿснĕ май йывăрлăхсем сиксе тухнă. Пыл хурчĕсем юнашарах сĕрлесе вĕçсе çÿрени, сăхма пултарни кÿршĕсене шиклентернĕ.
Ял çыннисемпе хирĕçес мар тесе Ефремовсем утар валли урăх вырăн шыранă. «Хăш-пĕр çыншăн хурт сăхни сиенлĕ, сывлăхшăн, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Хурт-хăмăра выльăх пек кăкарса тытаймăн. Çÿллĕ хÿме урлă та вĕçсе каçма пултараççĕ. Асăрханнине мĕн çиттĕр? Вырăнти хуçалăхăн пушанса юлнă утарне, усă курмасăр выртнă юнашар çĕре пай шучĕпе илтĕмĕр. Усă куракан çĕр 3 гектара çитрĕ ĕнтĕ. Чăн та, вăрах вăхăт хуçасăр ларнă утар палăрмаллах юхăннăччĕ. Лаптăка йывăç-тĕм, çум курăк пусса илнĕччĕ. Çемьепе кайса тасатса йĕркене кĕртрĕмĕр. Çурт-йĕр те кивĕ ĕнтĕ», — терĕ вăл.
Утара аталантарма укçа самай кирлĕ. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекен мăшăрăн шалăвĕпе кăна çĕкленме кансĕр. Ефремовсем «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программине хутшăнма документсем пуçтарма тытăннă. Чăн та, утарçăсене унччен грант парсах кайманран конкурсра çĕнтересси иккĕлентернĕ. Фермер Чăваш Енри «Агро- Инновацисем» хысна унитари предприятирен те пулăшу ыйтнă. Специалистсемпе пĕрле пилĕк çуллăх бизнес-план хатĕрленĕ, ăна комисси умĕнче хÿтĕленĕ. Грант илни вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулнă темелле. «Конкурсра çĕнтернине пĕлсен савăннипе пĕрлех пăлхантăм та. Фермер хуçалăхне тытса пыма, аталантарма çăмăл-им? Патшалăх умĕнче яваплăх ÿсни те шиклентерет. Анчах аталану çулĕ çине тăнă пулсан ĕçлемеллех», — палăртрĕ вăл.
Фермерпа ялтан аякра вырнаçнă утара çитсе куртăмăр. Асфальт çул çуккипе йĕпе-сапара техникăпа та тухса кĕреймĕн. Хĕлле-çуркунне енне омшаникри вĕллесене тĕрĕслеме кил хуçи йĕлтĕрпе çула тухать-мĕн.
Вун-вун çул сухаламан лаптăка йывăç- тĕм пусса илнĕрен ăна пусă çаврăнăшне тинех кĕртеймĕн. Ефремовсем вара унта сад ĕрчетеççĕ. Александр Николаевич вăрман улмуççийĕсене урăх сортпа сыпма тытăннă. Малашне улма-çырла хунавĕсене те лартма палăртаççĕ. Инçех мар хуртсем валли ятарлă культурăсем акнă. Хальхи вăхăтра фермерăн 20-е яхăн вĕлле. Йыша ÿстерме вырăн çителĕклех. Анчах утар айлăмра вырнаçнăран нÿрлĕрех-мĕн. Çавăнпа вĕллесене çÿлерех куçарасшăн.
«Кăçал грантпа ăратлă хуртсем, вĕллесем, вĕсене турттарма машина, пыл юхтармалли хатĕр илме, утара йĕркене кĕртме палăртнăччĕ. Анчах укçана каярах уйăрнăран ĕмĕт-шухăша вăхăтра пурнăçлаймарăмăр, — терĕ Светлана Ефремова. — Патшалăх пулăшăвĕ вара пире аталанма çул уçать. Хушма хуçалăхран фермера куçрăмăр. Эпир унччен пыл сутсах кайман, хамăра валли туса илнĕ. Ытлашшине тăвансене, пĕлĕшсене панă. Малашне вара тухăç, тупăш илессипе ĕçлеме тивĕ. Малашне пылран тĕрлĕ продукци хатĕрлесе кăларассине йĕркелемелле».
Ефремовсем çемйипех фермер хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Виçĕ ачине те çак ĕçе явăçтараççĕ. Вĕсем пыл юхтарма, рамăсем тума та пултараççĕ. Ывăлĕ Ки-рилл çак тĕлĕшпе уйрăмах ĕçлеме юратнине палăртрĕ амăшĕ. Тен, малашне паллă утарçă та пулĕ-и?
Светлана Ефремова Элĕкри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. «Икĕ ĕçре харăс ĕçлеме йывăр мар-и?» — ыйтрăм унран. «Хуртсемпе ытларах çу кунĕсенче вăй хумалла. Вăл тапхăрта педагогсен — отпуск. Çемье пулăшнăран çăмăлрах. Утарта эпĕ чунпа канатăп. Шăплăхра вăрман кашланине, кайăксем юрланине, вĕлле хурчĕ сĕрленине итлесе савăнатăп, вăй пухатăп», — терĕ вăл калаçăва пĕтĕмлетсе.
Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать