- Чăвашла верси
- Русская версия
Унăн çитĕнĕвĕпе хăпартланатăп
Шашка-шахмат вăййипе мĕн пĕчĕкрен кăсăкланнă Арина Лукинаран паян ку енĕпе районта никам та иртеймест. Кашни ăмăртуранах çĕнтерÿпе таврăнать вăл килне. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра та хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Ытти район ачисене парăнтарса пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
- Иккĕмĕш сыпăкри пиччепе, тăххăрмĕш класри Ромăпа, тĕл пулсан шашка-шахматла выляса кăмăла хăпартатпăр. Эх, тупăшатпăр вара пĕр-пĕринпе! Пĕрре те выляса ярас килмест тата, çапах та хăш чухне парăнтаратех вăл мана. Каçсерен вара аттепе тупăшатпăр. Хĕрÿ ăмăрту епле иртнине Софийăпа Регина йăмăксем пăхса ларма юратаççĕ, - тет Арина кăмăллăн.
Пике хăйсен çитĕнĕвĕ пирки заметка та пĕрре мар çырнă, анчах ăна вăл редакцие ярса пама вăтаннă.
- «Тантăша» юратса вулатăп пулин те ку таранччен унпа çыхăну тытса курман. Аван мар пек. Тăваттăмĕш класра чухне аннене халалласа сăвă шăрçаларăм. Ун чухне вăл манăн пиçсех çитеймерĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен педагогпа Галина Федоровна Степановăпа пĕрле пăхса тухса çитменлĕхсенчен самантрах хăтăлтăмăр. Халĕ виççĕмĕш класра вĕренекен йăмăка Софийăна сăвă çырма хам пулăшатăп. Эх, хĕпĕртет вара! «Аппа, эпĕ каснă-лартнă сан пек. Шкулта «5» паллăпа вĕренетĕп, çырма кăмăллатăп, тĕрлеме юрататăп», - тет лара-тăма пĕлменскер. Унăн çитĕнĕвĕсене кура хам та хăпартланатăп вара, - кăмăлне пытараймасть Лукинсен аслă хĕрĕ.
Элиза ВАЛАНС.
Тăвай районĕ,
Енĕш Нăрваш.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать