Çамрăксен хаçачĕ 33 (6330) № 27.08.2020

27 Авг, 2020

♦ Патăрьел районĕнчи Именкассинче фермер хуçалăхĕнче кăçалхи нарăс уйăхĕнче инкек пулнă: 39-ти арçын тракторпа хĕстерсе çынна вĕлернĕ.
(Руль умне — правасăр)

♦ Йĕпреç районĕнчи Хурамалта çуралса ÿснĕ Дмитрий Паторов 3-мĕш курсра чухнех хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме пуçланă. Паторовсем картиш тулли выльăх- чĕрлĕх тытнă. Ашшĕпе амăшĕ ялти фермăра вăй хунă. Дмитрий — çемьере чи кĕçĕнни. Вăл пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасси пирки шухăшламан та. Аттестат илсен аслă шкула кĕнĕ, техника факультечĕн студенчĕ пулса тăрсан иккĕленÿ çуралнă: «Тĕрĕсех турăм-ши? Ку специальноç ман валлиех-ши?» Ялти тусĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетне вĕренме кĕнĕ. Тĕл пулсан вăл çĕнĕ пурнăçĕ пирки хăпартланса каласа кăтартнă. Пĕрремĕш курс вĕçленĕ Дима кун хыççăн тĕплĕ шухăшланă та… çар ретне тăнă. Хĕсметре тĕллев лартнă: таврăнсан Ял хуçалăх академине вĕренме кĕмелле. Палăртса хуни пурнăçланнă, Дмитрий ветеринари медицинипе зоо-техни факультечĕн студенчĕ пулса тăнă.
(«Хама кирлĕ çын пек туятăп»)

♦ Йошкар-Ола каччи Глеб Дворецкий Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине (халĕ — аграри университечĕ) ăнсăртран вĕренме кĕнĕ. Вăл Шупашкара медик пулас ĕмĕтпе килнĕ. Çула май академие кĕрсе тухма шут тытнă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче пысăк балл пухнă Глеба ветеринари медицинипе зоотехни факультечĕн деканĕ академипе çывăхрах паллаштарнă, каччă алăри документсене унта парса хăварнă. Вăхăт нумай та иртмен — вăл аслă шкул студенчĕ пулса тăнине пĕлнĕ.
(Айболит тухтăр евĕр пуласшăн)

♦ «Пĕччен хĕрарăм ача çуратни ĕлĕк шутсăр намăс шутланнă. Эпĕ çавăнпа кĕтнĕ ача мар. Анне мана çуратсанах кăмака çине хунă та хăй ĕçе тухса кайнă. Ун чухне вăрçă пынă, мана пăхма никамăн та вăхăт пулман. Вилтĕр тесе мана тĕп сакайне те янă. Эпĕ питĕ хытă макăрса килтисене тарăхтарнă. Выçă пулнă ĕнтĕ. 10 çул аслăрах акка Юля та намăсланнипе мана астуман», — хăйĕн ачалăхĕ пирки çапла калама пуçларĕ Шупашкар районĕнчи Котеркассинчи Тамара Егорова.
(Виçĕ хутчен вăрласан та тухса тарнă)

♦ Чăваш эстрада артисчĕсем мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ-ши? Ну, диван çине меллĕ вырнаçса ларăр та çĕнĕ хыпарсемпе паллашăр. Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче чăвашсене ирхи салам вĕçтерекен Мария Самделова хушаматне улăштарнине асăрхарăр пуль. Çак уйăх пуçламăшĕнче вăл савнийĕпе Дмитрипе çемье çавăрнă. Шагаровсем туя йышлă тăванне, тус-юлташне, ĕçтешĕсене чĕнсе чунтан савăннă. Çырăнтару церемонине уçă сывлăшра ирттернĕ. Халĕ ку йăла модăна кĕчĕ темелле, ара, çулла уява илемлĕ çут çанталăкра йĕркелеме питĕ меллĕ. Мария туй валли пи-и-итĕ илемлĕ кĕпе суйланă, пуçне корона тăхăн-нă.
(Московский вăрманта пылчăк ăшне кĕрсе ларнă)

♦ Паян Санкт-Петербургри Раççей наци библиотекинче чăваш ăстисен куравĕ уçăлать. Унта Наталия Михайловăн ĕçĕсемпе те паллашма пулать. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер халĕ Питĕрте пурăнать, чăваш диаспорин ĕçне хастар хутшăнать. Наталия тăван халăх тĕррипе, тумĕпе кăсăкланать.
«Аваллăхпа çыхăннă япаласене юрататăп. XVIII ĕмĕрте кун çути курнă пулсан хам валли хĕр тупри хатĕрлĕттĕм, пир тĕртсе тум çĕлĕттĕм, ăна тĕрĕпе хитрелетĕттĕм. Ĕлĕк хĕрсем качча тухиччен пулас упăшкипе ачисем валли çи-пуç хатĕрленĕ. Çемье çавăрсан ытти ĕç тиеннĕ, тĕрлесе ларма вăхăт пулман», — терĕ Наталия. Вăл Шупашкарти 3-мĕш ÿнер шкулĕнче ăс пухнă. Унта вăй хунă Александр Макаров ачасене чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăклантарнă. Ăна тимлĕ итленĕ Наталия пурнăçне пултарулăхпа çыхăнтарма шут тытнă. Анчах мĕнрен пуçламалла? Ăнсăр-тран илтнĕ калаçу пулăшнă. Наталия Чăваш наци музейĕнчи куравпа паллашма çитнĕ. Унта тăрăшакансем темĕнле ыйтăва хĕрÿ сÿтсе явнă. Паллă тĕрĕç Мария Симакова ушкăн йĕркелет-мĕн. Наталия çакăн пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлнĕ. Хавхаланнăскер музейран тухсанах Мария Васильевна патне васканă. Пике пĕр шухăшламасăр çак ушкăна çырăннă, унта çÿреме пуçланă.
(«Пуканен сăнĕ те чăвашла пултăр»)

♦ Икĕ питлĕ хунямана тарăхнипе çыратăп. Унăн — 2 ывăл. Асли Миша амăшĕпе тата савнийĕпе Машăпа пĕрле пурăнать. Эпир упăшкапа хулара, унран аякра, пурăнатпăр. Хуняма пĕрмаях шăнкăравлать, аслă ывăлĕпе пулас кинĕ пирки евитлет. Вĕсем нимĕн те ĕçлемеççĕ, унăн ĕнси çинче лараççĕ имĕш. Ывăлĕ япăх хĕрпе явăçнăшăн тарăхать. Майри ăна шурлăхалла туртать-мĕн. Эпир яла уява пуçтарăнсан вара хуняма Маша умĕнче ай-яй епле калаçать! Чĕлхине çу сĕрнĕ тейĕн. Йăл кулать, мухтаса пĕтереймест. Вăл алăкран тухсанах тепĕр майлă çаптарать.
(Кинĕ пирки пĕрмай евитлет)

♦ «Юлашки вăхăтра, 10 çул каяллахипе танлаштарсан, арçынсене имшер хĕрарăмсем мар, пирĕн пеккисем, чăмăррисем, ытларах илĕртеççĕ», — терĕç «Супер модель XL» проекта хутшăнакансем. Тĕрĕсех-и ку — пĕлместĕп, анчах тулли кĕлетке илемлĕ курăнма пĕртте чăрмантарманнине çирĕплетсех калатăп.
Раççейри хĕрарăмсен 40% XL е унран та пысăкрах виçеллĕ çи-пуç туянать. Халĕ вĕсен те конкурссене хутшăнса хăйсен илемне тĕнчене кăтартма майсем пур. Чăваш Енре «ЮТВ» телеканал та ятарлă проект пуçарнă. Çĕртме уйăхĕнче кастинг иртнĕ. «Хутшăнас текен йышлăччĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри тата профессири 30 ытла хĕрарăмăн пултарулăхĕпе паллашрăмăр, 15-шне проекта йышăнтăмăр, анчах 2-шĕн каймалла пулса тухрĕ, 13-ĕн тăрса юлчĕç», — палăртрĕ конкурс пуçаруçисенчен пĕри Данила Ленский шоумен. Ку — хăюллисен, «90х60х90» илем стандартне хирĕç тăракансен проекчĕ.
(Арăмĕн илемне курсан упăшки каялла таврăннă)

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.