Пуçаруллисене хавхалантарчĕç
Паян ЧР Суту-илӳпе промышленноç палатинче «Региона аталанма пулăшас енĕпе бизнеспа влаç çыхăнса ĕçлени» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ.
Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, «Лукойл-Центрнефтепродукт» обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ Алексей Майоров, предприятин аслă менеджерĕ Елена Авдеева, ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова, экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев тата ыттисем хутшăнчĕç. «Лукойл» пек пысăк корпорацисем учрежденисемпе организацисене аталанма май параççĕ, проект хатĕрлекенсене тăрăшса ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнӳсем тума, вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Проект тăвакансем пуçаруллă пулни савăнтарать», — терĕ Алена Игоревна.
«Лукойл» пуçарнипе ирттернĕ социаллă тата культура проекчĕсен конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Унта Чăваш Енри, Владимир, Волгоград, Ярославль облаçĕсенчи, Мари Элти, Мордовири учрежденисемпе организацисем хастар пулнă. Пирĕн республикăрисен хушшинче Шупашкарти клуб системи, хулари тĕп библиотека, Наци вулавăшĕ, 22-мĕш вăтам шкул, «Десантниксен союзĕ» общество организацийĕ, «Березка» ача сачĕ тата ыттисем хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн сертификата тивĕçрĕç.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.
Комментировать