БАНАН ÇИСЕН ХУППИНЕ АН ПĂРАХĂР

19 Дек, 2013
  • Ыраттарнă ÿт çине банан хуппине шал енĕпе хумалла. Çак компресс ура хыттинчен те хăтăлма пулăшать. Сываличченех сипленмелле.
  •  Тарăн тăрăннă шăрпăк çине каçхине çывăрма выртас умĕн банан хуппине шал енĕпе хумалла. Ир енне вăл пинцетпа çаклатса илмелĕх курăнакан пулать. Компресс валли хăмăр пăнчăсем палăрма пуçланă сарă банан юрăхлăрах.
  •  Сыпăсем тата мышцăсем ыратсан вĕтетнĕ 4-6 хуппа çур литр лайăх шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 5 эрне лартмалла. Çак настойкăпа çĕрлене хирĕç ыратакан вырăнсене сăтăрмалла, унтан ăшă япалапа çыхмалла.
  • Шыçă чирĕсенчен хÿтĕленме тата организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме Болотов банан квасĕ хатĕрлеме пулать. Пăнчăсемсĕр, лайăх пиçнĕ 3-4 банан хуппине çумалла, вакламалла, 5 литр кĕрекен кĕленче савăта хумалла. 1 стакан сахăр, 3 литр вĕренĕ сивĕ шыв, 1 апат кашăкĕ хăйма хушмалла. Савăт анине марльăпа çыхса тĕттĕм сулхăн вырăна /сивĕтмĕше мар/ 2 эрнене лартмалла. Çиеле пухăннă симĕс сие илсе пăрахмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах 150-шар грамм ĕçмелле.
  • Шăла шуратас килет-и? Çăвара ăшă шурă эрехпе чÿхесе илĕр те шăлсене 2 минут банан хуппин шал енĕпе сăтăрăр. Вĕсем кофе ĕçнипе е сигарет туртнипе саралнă пулсан ытларах вăхăт сăтăрмалла. Çапла кашни ир-каç.
  •  Пуç ыратсан банан хуппине çамка çине хумалла.
  • Компьютерпа нумай вăхăт ĕçленипе ывăннă куçа хупмалла та хупанкисем çине банан хуппи хумалла.
  • Пит маски. Пите лосьонпа е шывпа çуса тасатмалла та ун çине банан хуппине шал енĕпе 10 минута хумалла. Ăшă шывпа çуса ямалла. Ÿт çемçелет, нÿрелет.
  • Африкăра пурăнакансем хура пăнчăсем çук банан хуппине лайăх уçăлтаракн пÿлĕмсенче типĕтеççĕ. Унтан кофе арманĕпе авăртаççĕ те çăтă хупăнакан кĕленче савăтра упраççĕ. Çак çăнăхпа шĕвĕрĕлченрен сипленеççĕ. Ăна кунне 3 хут апатчен çĕçĕ вĕçĕпе хыпса çăтаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.