- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 31 (6328) № 13.08.2020
♦Хăйĕнпе: «Эпĕ — Вăрнар каччи», — тесе паллаштаракан Руслан Абрамов хушма ячĕ — Ревва ытти яшран уйрăлса тăрать. 30 çула çывхараканскерĕн кĕлетке çÿллĕшĕ — 137 сантиметр. Нумаях пулмасть Руслан çĕршывăмăрăн тĕп хулине Мускава куçса кайнă. Питĕ йăрă яш пĕр минут та ахаль лармасть: çĕнĕ проектсене хутшăнать, юрăсем çыртарать… (Лутра пулнăшăн кулянмаççĕ)
♦ Пĕчĕк Кирилл тырă турттаракан машинăсен алăкне уçайман, кабинăна чÿречерен йăпăр-япăр кĕрсе ларнă. Уйра ĕççи пуçлансан арçын ача комбайнпа тырă выракан ашшĕнчен юлман, ирех тăрса унпа пĕрле утнă. Ачасем хăвăрт ывăнаççĕ-çке, çывăх çынни ăна шеллесе йĕтем çине каякан машинăпа киле лартса янă. Тараса патĕнче анса юлнă арçын ача вара каллех уялла чупнă, машина çитиччен тырă ани çине çитсе тăнă. Кирилл Арланов хăйне мĕн астунăранпа, 3 çултанпа, вырма вăхăтĕнче уйра кун каçнă, ăна «сарă тинĕс» тăрăх чупакан хăватлă техника илĕртнĕ. Ашшĕн чĕрçи çине ларса арçын ача штурвал та тытса курнă (Пĕчĕк чухнех ашшĕпе тырă вырма кайнă)
♦Шăпи пĕр евĕрлĕрех пулнăран-ши — Шупашкар районĕнчи Яранкассинче кÿршĕри икĕ кинемей туслă пурăнать. Вĕсем иккĕшĕ те — «вăрçă ачи», иккĕшĕ те упăшкине, ывăлне пытарнă (Сак тулли ачапа тăлăх арăма юлнă)
♦ Канашри Лазаревсем патне кашни кун тенĕ пек хăнасем килеççĕ. Пурте вĕсем патĕнче пурăнакан чĕр чунсене курасшăн. Енота, шиншиллăна, Чили пакшипе тинĕс сыснине ачашласан, тăманана курсан аслисем те ача пекех савăнаççĕ (Енот, шиншилла, калта… Чĕр чунсем уншăн ача пекех)
♦ Çĕнĕ кăмăл-туйăм шырама аякка кайма та кирлĕ мар, Чăвашра та хитре те кăсăклă, истори тĕлĕшĕнчен пуян вырăнсем пур. Пĕр-пĕр канмалли кун çăмăл машинăна лармалла та хуларан темиçе çухрăма вĕçтермелле кăна! Республикăри хăш-пĕр вырăнпа паллашар-ха. Тен, эсир вĕсем пирки пĕлмен те (Чикĕ леш енчи çынсем те Чăваш Ене килсе курччăр)
♦ "Вăрçă ачисем" социаллă проект
♦ График размещения агитматериалов зарегистрированных кандидатов в период избирательной кампании по выборам на должность Главы Чувашской Республики в газете «Çамрăксен хаçачĕ»
Комментировать