Куçаруçă профессийĕ илĕртет

13 Авг, 2020

Анчахрах шкулпа сыв пуллашнисен умĕнче çĕнĕ тапхăр: вĕренме кĕресси. Патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухнисем çине юлташĕсем ăмсанса пăхаççĕ: вĕсен чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕме шанăç пур.
Республикăн Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерстви палăртнă тăрăх, кăçал 69 çамрăк экзаменра 100-шер балл илнĕ. Харăсах 2 предметпа чи нумай балл пухакансем — 4-ăн. Паян вĕсенчен пĕринпе — Патăрьелти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнă Люба Алексеевăпа паллаштарăпăр.

Кĕçĕн класранах – шĕкĕр «5»-пе

— Вĕрен, хĕрĕм, тăрăшса вĕрен. Ăс-тăн — хăвăншăн, — амăшĕн сăмахĕсене ăша хывса пур предмета та тимлĕ шĕкĕлчеме, киле панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнă Люба. Дневникри «5» паллăсем хăйне те, çывăх çыннисене те савăнтарнă. Чи малтанах вĕренӳре амăшĕ пулăшса пынă пулсан ӳсерехпе хĕрача килти ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçлама тытăннă, кăмăл çирĕплĕхне кăтартса малалла талпăннă.
Пултарулăх енчен те аталаннă: ташă кружокне çӳренĕ, музыка шкулĕнче фортепианăпа выляма вĕреннĕ.

Вĕренӳ отличникĕ… Унран вĕрентекенсем те, пĕрле ăс пухакансем те яланах тĕрĕс хурав парасса кĕтеççĕ. «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраканскерсен «хӳреллĕ пиллĕк» çаклатасси пулмасть тетĕр-и? Люба çакна лайăх астăвать: пĕрре 4-мĕш класра «Пирĕн тавралăх» урока параграф вуламасăр килнĕ.
Вĕрентекен «иккĕ» лартсан хĕр пĕрчин сисмесĕрех куççуль юхса аннă. Тепĕр ачана доска умне чĕнсе кăларнă вăхăтра кĕнекери страницăсене вуласа тухнă та алă çĕкленĕ. Хăйне евĕр урок пулнă ку уншăн: ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине ăнланнă Люба.

Çур çĕр иртичченех

10-мĕшĕнче экономика, истори, обществознани, литература, чĕлхе предмечĕсене ытларах кăмăлланăран социологипе гуманитари класне суйланă хĕрача. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ, хăш чухне çурçĕр иртнине те сисмен.

— Класра тăрăшса вĕренекенсем татах пурччĕ. 20 ачаран 4-ăн медальпе шкул пĕтертĕмĕр. Пĕрле вĕренекен 2 хĕрача патшалăх экзаменĕнче обществознани предмечĕпе 100 балл пухрĕ, — класра хăйĕн пек сатуррисем татах пулнине мухтанмасăр каласа пачĕ Люба.

Патшалăх экзаменĕнче истори тата обществознани предмечĕсемпе 100-шер балл пухнă хĕрача, вырăс чĕлхипе чи çӳллĕ кăтартăва 2 балл кăна çитеймен. Акăлчан чĕлхинчи кăтарту — 90 балл. Ăс-тăна анлăлатма пулăшнăшăн Люба хăйĕн вĕрентекенĕсене — Ольга Григорьевнăна /вырăс чĕлхи/, Надежда Александровнăна /историпе обществознани/, Земфира Рифкатовнăна /акăлчан чĕлхи/ тав тăвать.

— Тунмастăп, 100 балл пухакансен йышĕнче пулас килетчĕ, анчах çакна пурнăçланма пултарайман ĕмĕт пек йышăнаттăм. Экзаменсене хатĕрленме тытăнсан ăнлантăм: тăрăшсан пулатех, — чунне уçрĕ пулас студент.
Пуринчен ытларах вăл истори предметне тимлĕх уйăрнă.

— 10-мĕшне куçсан асăннă предмета тарăнах пĕлменнине туйрăм. Пĕлтерĕшлĕ датăсене, пулăмсене астăваттăм-ха. Çанă тавăртăм та ĕçе пикентĕм. Интернет уçлăхĕнче онлайн мелпе иртекен çулталăклăх курссене çырăнтăм. Эрнере 2 хут иртекен уроксенче нумай çĕннине пĕлтĕм, тавракурăма аталантартăм. Экзамена пĕр шикленмесĕр кайрăм.

3 сехет те 55 минута тăсăлнăскерте пĕтĕм ĕçе ĕлкĕртĕм: тестсене хуравларăм, текстпа çыхăннă ĕçсене пурнăçларăм, палăртнă темăпа план турăм, цитатăна тĕпе хурса сочинени çыртăм. Хăш-пĕр ыйту малтанах ăнланмалла мар пек туйăнчĕ, анчах тимлĕрех вуласан, шухăшласан ăнкарса илме, хуравне тупма пулатех, — терĕ Чăваш Енри чи ăслă хĕрсенчен пĕри Люба. — Аслă классенче вĕренекенсене акă мĕн калас килет: экзамен çине урăх куçпа пăхма вĕренмелле. Чи кирли — йывăрлăх умĕнче пуçа усмалла мар. «Тытаймастăп, вĕренме кĕрейместĕп», — тесе чĕтрекенсене ăнланмастăп. Çине тăрса хатĕрленмелле. Хăвна алла илмелле те ĕçсене пуринчен лайăхрах пурнăçламалла.

Хастар стипендиат

Вĕрентекенсем маттур хĕрачана яваплăхшăн, пултарулăхшăн, лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлнĕшĕн хаклаççĕ. Вĕренӳри çитĕнӳсемшĕн, шкулăн общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн ăна ЧР Пуçлăхĕн тата Патăрьел районĕн администраци пуçлăхĕн стипендийĕсене тивĕçнĕ. Люба çулсерен олимпиадăсене хутшăнса призер е çĕнтерӳçĕ пулнă. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче регион шайĕнче те палăрнă: вырăс литературин олимпиадинче призерсен йышне кĕнĕ. Маттурскере çитĕнӳсемшĕн Анапăри «Смена» лагерĕн путевкипе хавхалантарнă. Малалла вулас тесен...

www.hypar.ru Люба АЛЕКСЕЕВА архивĕнчи сăн ӳкерчĕк.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.