- Чăвашла верси
- Русская версия
Çул çинче асăрханар!
Çул çинче асăрхануллă пулмаллине, правилăсене пăхăнмаллине пире шкулта час-часах аса илтереççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри манса каять пулмалла. Ялта пулсан та лавккана кайнă чухне машина килнине туйсан айккине пăрăнатпăр, çул урлă каçнă чухне малтан енчен енне пăхатпăр. Хăшĕ-пĕри вара ним çук пекех çул урлă каçать.
Ку пăтăрмах пирки мана юлташ каласа кăтартнăччĕ. Вăл тепĕр ялта пурăнать. Вĕсен кӳршисем патне хуларан мăнукĕсем килнĕ. Час-часах лавккана çӳреççĕ ачасем. Унта çитес тесен икĕ çул урлă каçмалла, машина те нумай çӳрет. Пĕррехинче юлташ та хула ачисемпе лавккана кайнă. Пĕри çул варрипех велосипедпа пынă, айккине пăрăнма та шухăшламан. Водительсем машина чӳречинчен вăрçа-вăрçа илнĕ-ха, анчах лешĕ итлемен.
Инкек куçа курăнса килмест çав. Вася, велосипедпа пыраканни, телефонпа калаçнăран çул урлă каçнă чухне килекен машинăна асăрхаман. Юрать, аслă ӳсĕмри водитель чарăнса ĕлкĕрнĕ. Паллах, арçын ачана ятланă. Лешĕ шикленнипе нимĕн те чĕнеймен. Кун хыççăн хула ачи текех велосипедпа лавккана кайман. Кăштах урине амантнă иккен, ун пирки кайран çеç пĕлтернĕ. Малалла вулас...
Комментировать