Ача усал йăлана çемьере курать

6 Авг, 2020

Çул çитмен ывăл е хĕр киле ÿсĕр таврăннине нимĕнле ашшĕ-амăшĕ те лăпкăн йышăнаймĕ. Анчах ăса вĕрентме пиçиххи хатĕрличчен чи малтан шухăшламалла: ача мĕншĕн эрех ĕçнĕ? «Симĕс çĕлен» ырри патне илсе çитерменнине пурте пĕлетпĕр. Унăн тыткăнĕнчен çамрăксене епле хăтармалла? Çак тата ытти ыйту тавра Чăваш Республикин тĕп психиатр-наркологĕпе Лилия ДОРОФЕЕВĂПА калаçрăмăр.

— Лилия Георгиевна, хальхи вăхăтра çул çитменнисен хушшинче алкоголизм ыйтăвĕ çивĕч-и?
— Çитĕнекен ăру умĕнче тем тĕрлĕ хăрушлăх та пур. Вĕсенчен пĕри — эрех-сăра. «Алкоголь тата çул çитмен çамрăк» тема — ĕмĕрхи ыйту. Ачасем «хаяр» шĕвеке пĕрремĕш хут куçăм тапхăрĕнче, 12-13 çулсенче, тутанса кураççĕ. Алкоголизм чирĕ темиçе çул аталанать. Эрех-сăрапа час-часах ашкăнакан çул çитмен çамрăксем 20- 30-а çитнĕ тĕле ку йăларан писейми пулаççĕ. Пирĕн тĕп тивĕç — организма чире кайиччен пулăшасси, çул çитмен çамрăксене эрех авăрне лекичченех тупса палăртасси.
 Республикăри наркологи диспансерĕнче çул çитмен миçе çамрăк учетра тăрать?
— Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 162-ĕн. «Хаяр» шĕвеке çамрăксем пĕрремĕш хут тантăшĕсен ушкăнĕнче тутанаççĕ. Кайран эрех-сăра ĕçесси йăлана кĕрет. Хăйĕн ушкăнĕнче мар чухне çам-рăкăн ĕçес кăмăлĕ çук. Унта лексен каллех пуçланать… Вăхăта лайăх ирттерни вĕсемшĕн — эрех ĕçесси. Ĕçкĕ — туссемпе калаçни, уçăлса çÿрени, юрă-кĕвĕ итлени, каçхи клубра савăнни пекех — вĕсен хутшăнăвĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать. Эпир, специалистсем, ку тапхăра «ушкăнран килекен психика чирĕ» евĕр тишкеретпĕр. Пĕччен чухне çамрăкăн унашкал амак çук.
 Ачана специалист патне çавăтса кайма вăхăт çитнине систерекен паллăсене асăнăр-ха.
— Ашшĕ-амăшĕн мĕне тимлемелле-ха? Чи малтан унран алкоголь шăрши кĕни кăна мар, ачан тыткаларăшĕ /тарăхни, усалланни, кăмăлĕ улшăнни, пĕчченлĕхре юлма тăрăшни/, вăл килтен тухса кайни, шкулта ыйтусем сиксе тухни те сисчĕвлентермелле. Ача ÿсĕр килсен ашшĕ-амăшĕн шок пулать паллах. Анчах вĕсем хăйсене мĕнле тытнинчен ачан малашлăхĕ килет. Тÿрех ача çине сиксе ÿксе, кăшкăрма, ăса вĕрентме тăхтăр. Хĕнени те, айăплани те усă кÿмĕ. Ача урăлсан лару-тăрăва лăпкăн сÿтсе явмалла, психиатр- наркологпа канашламалла.
 Диспансерта çул çитменнисемпе ĕçлессине мĕнле йĕркеленĕ?
— Пирĕн специалистсем яланах пулăшма хатĕр, вĕсем халăхпа çывăх. Психиатр-наркологсем больница тулашĕнче те консультаци ирттереççĕ, библиотекăсене, социаллă реабилитаци центрĕсене, ытти çĕре çитеççĕ. Ача пĕрремĕш консультацие çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссие килсен лекет. Шута илнĕ çамрăксемпе профилактика ирттереççĕ. Вĕсемпе психолог калаçать, аслисене «Ашшĕ-амăшĕн шкулне» чĕнсе ачапа мĕнле хутшăнмаллине вĕрентет.
— Хăшĕ-пĕри ĕçкĕ-çикĕре ачана эрех тутанма ирĕк парать. «Таçта ĕçсе çÿриччен хамăр умра астивтĕр», — теççĕ. Ун пек ашшĕ-амăшне тÿрре кăлармалла-и?
— Эрех-сăрапа ача ир паллашать. Япăххи çакă: усал йăла патне пĕрремĕш утăма вăл çемьере тă-вать. Унтах эрехпе çыхăннă йăласем çирĕпленсе юлаççĕ. Ачана аслисемпе сĕтел хушшине лартаççĕ, черккене сĕткен ярса параççĕ те ахăрса-кулса аслисемпе шаклаттарса ĕçтереççĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: ачасем 6 çула çитиччен аслисенчен тĕслĕх илеççĕ, çемьере пулса иртнине губка пек çăтаççĕ. Пирĕн пата йышăнăва килсен акă мĕн асăрхатпăр: ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа ашкăнмасть теме пулать, ывăлĕ е хĕрĕ «симĕс çĕлен» тыткăнне лекнĕ. Ача мĕнле ÿснине, вăл килте мĕн курни-илтнине ыйтса пĕлетпĕр те ашшĕ-амăшĕн йăнăшĕсем тÿрех курăнаççĕ. Пĕчĕк ачашăн çемье — авторитет. Килте эрех ĕçнине пытармасан, ача умĕнче «ывăнтăм, ĕçмелле, канмалла», «атя юлташсене чĕнер, сăра ĕçер» тата çавăн евĕр ытти сăмах çаврăнăшĕ калаççĕ тĕк çамрăкăн та çавăн пек шухăшлав аталанать: алкогольсĕр пурнăç çук. Ку унăн пуçĕнче мĕн пĕчĕкрен çирĕпленсе юлать: алкоголь — аван /вăл мĕн чуль нумайрах, çавăн чуль лайăхрах/, уншăнах юлташсемпе пухăнмалла, чунра йывăр е савăнăç пулсан та вăлах пулăшать. Уявра эрех ĕçни мар, çывăх çынсемпе пĕрле хутшăнни савăнăç кÿнине курма вĕрентмелле аслисен. Хуйха эрехсĕр чăтса ирттерме май пуррине ĕнентермелле. Ачана эрех тыткăнĕнчен хăтарас тесен хамăртан пуçламалла.
— Ăнăçсăр çемьери ачасем кăна ĕçкĕçе тухаççĕ текен шухăшпа килĕшетĕр-и? Ку йăхран куçакан чир-и?
— Эрех-сăрапа айкашакан çемьере ÿсекен çул çитмен çамрăксене тĕрĕс çул суйлама йывăртарах. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен япăххине курса ÿсеççĕ. Ун пек ачасем пурте ĕçкĕç пулаççĕ теме çук паллах. Çапах вĕсен ку чир аталанас хăрушлăх 3-6 хут пысăкрах. Çул çитменнисен алкоголизмĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен, вĕсем психологипе те çыхăннă. Çав шутра — çемьере тĕрĕс мар воспитани пани те. Сă-махран, ачана ытлашши тĕрĕслени, унран питĕ нумай ыйтни. Ку вара ăнăçлă çемьесенче те тĕл пулать. Ашшĕ-амăшĕн ачине тимлеме вăхăт çук пулсан кампа чуна уçмалла-ха унăн? Паллах, юл-ташĕсемпе. Ушкăнра та ăна çăмăл мар, кунта хăйĕн вырăнне йышăнмалла, статуса ÿстермелле. Асоциаллă ушкăна лексен ĕçкĕпе, наркотикпе иртĕхет, вăрра каять е ырă мар шухăшлă урăх ĕçпе явăçать. Куçăм тапхăрĕнче çамрăкăн кăмăл- туйăмĕ вылянчăк. Аслисем пек мар вăл, стреса хăвăрт парăнать. Тарăху та алла черкке тытма хистет.
— Республикăра алкоголизмпа кĕрешес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, рейдсем пулаççĕ. Вĕсенчен усси пур-и?
— Алкоголь кăна мар, наркотик, психотроплă хутăшсем тĕлĕшпе те профилактика ĕçне ирттереççĕ. Шкулта та ку ыйтăва уйрăмах тимлеççĕ. Психиатр-нарколог, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем лекци вулаççĕ кăна мар, планпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Тĕп тĕллев — çамрăка йăнăш çулран пăрасси. Канăва тĕрĕс йĕркелесен вĕсен тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿреме вăхăт пулмĕ. Çамрăксен вăй-хăват тапса тăрать, ăна кирлĕ те усăллă çĕре ямалла. Профилактика ĕçĕ шăпах çакăн çинче никĕсленет.
— Эрех-сăрапа туслашнă ачана çемье хăй тĕллĕн тÿрĕ çул çине тăратаять-и? Шкул пулăшаять-и ăна?
— Ку ыйтăва комплекслă татса памалла, профилактика субъекчĕсене явăçтармалла. Тухтăрсен те, шкулăн та, кирлĕ тĕк ытти службăн та пулăшмалла. Çул çитмен çамрăка алкоголизм патне çитерекен сăлтавсем пур. Вĕсене тупса палăртса хăтăлма пулăшмалла. Ăна ку шурлăхран хăй тĕллĕн тухма йывăр пулĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.