Тӗллевсем уҫӑмлӑ

30 Июл, 2020

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçĕн кандидачĕсене регистрацилесе пĕтернĕ. Çапла вара суйлав кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ.

Умра - унран та хӗрӳрех вӑхӑтсем. Кандидатсен хӑйсен малашлӑх тӗллевӗсене суйлавҫӑсем патне ҫитермелле. Ҫак ӗҫ-хӗле мӗнле пурнӑҫлассине паян Олег Николаевăн Халăх штабĕн ларăвĕнче сӳтсе яврӗҫ. «Пирӗн Олег Николаев влаҫа килнӗренпе тунӑ ӗҫсем, йышӑнусем, унӑн хӑюллӑ шухӑш-тӗллевӗ ҫинчен халӑха каласа памалла, - терӗ Наталия Партасова ҫак ӗҫе Халӑх штабӗн хастарӗсем, волонтерсем хутшӑнма хатӗрри ҫинчен пӗлтерсе. – Суйлавҫӑсем тӗрӗс йышӑну тума пултарччӑр. Пӗрле, пӗр тӗллевпе вӑй хурсан Чӑваш ҫӗрӗ ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ ҫеҫ мар, ҫӗр пин майсен ҫӗршывӗ пулса тӑрӗ». Ҫак сӑмахӗсенче чӑнлӑха ҫавӑрма пулӑшаканни, паллах, Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программин.

«Вӑл питӗ пысӑк калӑпӑшлӑ документ, экономикӑн пур отрасльне те пырса тивекенскер. Сире, специалистсене, унта ҫырнине, каланине ҫынсене ансат чӗлхепе ӑнлантарса пама ыйтатӑп, - терӗ Олег Николаев суйлав кампанийӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗн тӗллевӗсене палӑртса. – Эпир программӑра палӑртнӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртессишӗн чӑннипех те яваплӑха туятпӑр». Программа, тӗпрен илсен, халăх пурнăçĕн пур енне те пырса тивет. Вӑл суйлав умĕн çĕклекен ыйту çеç мар, республикăна лайăх енне улăштарма пулăшакан никĕс те. Суйлавра çынсен вăл е ку кандидата килĕштернĕрен çеç сасăламалла мар. Чи малтан регион аталанăвĕн тухăçлă çул-йĕрне палăртма пултарнине суйласа илмелле. Çавăнпа та халăхăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнма хатĕрленекенсен шухăшĕпе, тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллашмалла. Вĕсен малашнехи ĕç-хĕлĕнчен республикăри тăнăçлăх, ырлăх нумай килет. Граждансем халăх пурнăçне лайăхлатма шантарса хăйсем çине яваплăх илекенсене ытларах ĕненеççĕ.

Республикăн 2020-2025 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программипе ятарлă сайтра — zanikolaeva.ru — паллашма пулать. Çавăн пекех кунта Халăх штабĕн Чăваш Енри уйрăмĕсен адресĕсене тупма, республикăри паллă çынсен шухăшĕсене вуласа пĕлме пулать. Халӑх штабӗн хастарӗсем те ку енӗпе ӗҫлӗҫ: ҫынсемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулса программа тӗллевӗсем пирки тӗплӗнрех каласа парӗҫ.

Сăмах май, ытти кандидатсен тĕллевĕсем те халӑхшӑн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем те, тĕпрен илсен граждансен социаллă интересĕсене хӳтĕлессипе çыхăннă. Сергей Матвеевшăн кашни çыннăн çивĕч ыйтăвне татса парасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Николай Степанов та, Александр Андреев та, Константин Степанов та çак шухăша çывăх тăраççĕ. Вĕсен ку таранччен туса пынă ĕç-хĕлĕ те çакна çирĕплетет. Çынсем пĕр хутчен çеç мар вĕсенчен пулăшу ыйтнă, чылайăшне кандидатсем татса пама пултарнă.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео
 

Рубрика: 

Комментировать