«Виçĕ китăн» хăй евĕрлĕхĕ

30 Июл, 2020

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ.

Унта пăхса тухнă тĕп ыйту Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшӳллĕн культурăпа искусствăна аталантармалли тĕп ĕçсене палăртни пулчĕ.

Лару ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева хутшăнчĕç.

Кун йĕркинче палăртнă ыйтупа Роза Лизакова доклад турĕ. Çакă паллă: хальхи вăхăтра республикăра патшалăх шайĕнчи 6 театр, 3 концерт организацийĕ, 489 библиотека, 686 культурăпа кану учрежденийĕ, 16 музей, 6 парк, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ, вăтам пĕлӳ паракан 3 заведени, культура еткерлĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен патшалăх центрĕ, туристпа культурăн информаци центрĕ, Халăх пултарулăхĕн республика центрĕ ĕçлеççĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментировать