- Чăвашла верси
- Русская версия
Ачасем ашшĕ-амăшне хирĕç выляççĕ
Канаш каччипе Пăрачкав хĕрĕ 2006 çулта паллашнă. Шăпах çакăн чухне çырăнма тытăннă та çемье историйĕ. Çулталăк туслă çÿренĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ. Пĕр çĕнĕ кайăк хыççăн тепри вĕçсе килнĕ май йыш хушăнсах, пысăклансах пынă. Паян Григорьевсен пилĕк ача — икĕ хĕрпе виçĕ ывăл — çитĕнет.
— Нумай ача амăшĕ пуласса ĕмĕтленмен, палăртман та. Хăйне-хăй пулса тухрĕ çакнашкал. Мăшăр çемьене йышлатма хавхалантарса пычĕ темелле. Тĕрĕссипе, ача чухне те, çитĕнсен те яланах «санăн ача нумай пулать» тетчĕç. Мĕн пур ача вылятчĕ манпа, туртăнатчĕ. Тăвансен, паллакансен ывăл-хĕрĕпе яланах пĕр чĕлхе тупма пултарнă эпĕ. Çакна курса çапла каланă-ши? — пуçларăмăр калаçăва пилĕк хутчен «анне» ята тивĕçнĕ хĕрарăмпа.
Сергейпе Люба йĕкĕт Пăрачкав районне тăванĕсем патне хăнана кайсан паллашнă. Шăпах хĕрĕн ялне пынă вăл. Пике 20-ре пулнă ун чухне. Йĕкĕт вара 27-е пуснă. Килĕштернĕ хĕр патне инçе çула кĕскетсе кашни эрнерех çитнĕ каччă.
— Хам та тĕлĕнетĕп. Ÿркенместчĕ-çке, — юрату валли чикĕ çуккине палăртать Любовь Николаевна.
Паян кил хуçи çемйине тăрантарма Мускава çÿрет. Мăшăрĕ ачисемпе килте ларать. Пилĕк тĕпренчĕкне тимлĕх уйăрмалла вĕт. Асли 12 çула çитнĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни тăваттăра кăна-ха. Хăйсем валли ятуллă кĕтес çавăрма ĕлкĕреймен-ха Григорьевсем. «Черет» тени чăрмав кÿрет. Сергей Николаевич амăшĕпе Ольга Моисеевнăпа пурăнать йышлă çемье. Канаш районĕнчи Яманкассире çурт та пур унăн. Шăпах çавăнта ирттереççĕ те çуллахи вăхăта Григорьевсем. Ялта, паллах, сад та, пахча та пур.
— Ачасене ĕçлеме вĕрентмеллех. Ку та тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Кĕçĕннисем савăнсах аппаланаççĕ-ха, аслисене вара тепĕр чухне хавхалантарма тивет, — палăртать амăшĕ.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшаççĕ Григорьевсем. Ачисене спортăн тĕрлĕ секцине çÿретеççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешес туртăмли те, çăмăл атлетикăна кăмăллаканни те пур çемьере. Йĕлтĕрпе ярăнасси, коньки сырасси вара пысăк йышри кашни çынна пырса тивет.
— Вăхăта хаваслă та усăллă ирттерме хăнăхасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси ачаранах çирĕпленет. Мăшăрпа иксĕмĕршĕн физкультура урокĕсем ахаль иртмен. Паян пĕр вырăнта ларса-тăма май çук. Хастар пулма ытларах ывăл-хĕр хавхалантарать тесен те йăнăш мар.
Ачасем пурнăçри чи савăк куна аса илме тытăнсан телевизор умĕнче ирттернине асăнмасса шута илмелле. Çавăнпах вĕсемпе вăхăта хаваслă ирттермелле: футболла, тытмалла вылямалла, велосипедпа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнмалла, пулла çÿремелле. Ачапчалла хăтланма пачах вăтанмалла мар. Çулла — питех те аван тапхăр. Мĕншĕн-ха, сăмахран, пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтсе алхасмалла мар? Шăпах тĕрлĕ вăйă ачасене хастар пулма вĕрентет. Тус-юлташ хушшинче «Шăмат кун 11 сехетре стадионра ашшĕ-амăшĕ ачасене хирĕç футболла вылятпăр» йышши смс-çыру çÿретесси йăлара. Кун пек чухне питех те хавхаланатăн. Ачасем мĕн тери савăнăçлăн йăл кулаççĕ тата! Ывăл-хĕре хаваслă кăмăл-туйăм кÿрекен пулăмсемпе май пур таран ытларах савăнтармалла, — палăртать хастар хĕрарăм.
Çуллахи вăхăтра Григорьевсем ытларах ялта пурăннине каларăмăр ĕнтĕ. Канашра чухне вара паркра уçăлса çÿремешкĕн кăмăллаççĕ. Хĕлле ахаль кăна çÿрес килменнине калаççĕ. Çавăнпах шурă юр ÿксен йĕлтĕр çине тăраççĕ, коньки сыраççĕ. Кашнин хăйĕн хатĕрĕ пур вĕсен.
Хăйсем пирки каласа кăтартнă май «ашшĕ» текен сăмаха пĕрре мар илтрĕм Любăран. Хĕрарăм сăмахĕ мăшăрĕ çинчен пынине тÿрех тавçăртăм. Чылай çемьере упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне «ашшĕ», «амăшĕ» тенине пĕрре мар илтнĕ. Григорьевсемшĕн те çакă йăлана кĕнине ăнкартăм. Чăннипех çапла-ши тесе ыйту панă май хĕрарăм кулса ячĕ. Тен, çакна маларах хăй асăрхаман та-тăр.
— Мăшăрпа иксĕмĕр шкулти физкультура урокĕсем хыççăн спорт пирки шухăшламан-ха. Ачаллă пулнă хыççăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине, тĕслĕх кăтартмаллине ăнланса илтĕмĕр. Çавăнпах халĕ вăхăта хаваслă та усăллă ирттерме тăрăшатпăр.
Конькипе ярăнма питех пĕлместĕм. Ача чухне вĕренме майĕ те пулман. Тăраттăм-ха, анчах хăраттăм. Мăшăрăм хăнăхтарчĕ. Ачасемпе пĕрле ярăнмалла вĕт — унсăрăн намăс курăн. Тĕслĕх кăтартмаллах. Аслинех илер, пĕрле вĕренекенĕсем секци-кружока çÿремеççĕ. Пурте килте лараççĕ. Тепĕр чухне çавăнпах «манăн мĕншĕн каймалла?» кутăнлашса илме пултаратчĕ. Ашшĕ-амăшĕ хавхалантармалли меслет шухăшласа тупатех. Халĕ акă карантин пуçланнăранпа хăйсем те тренировкăсăр питех те тунсăхларĕç, — тăсăлчĕ сăмах çăмхи.
Çемйипе тĕрлĕ конкурса та хутшăнаççĕ Григорьевсем. Хастарскерсем валли ача садĕнче те, шкулта та кăсăкли тупăнсах тăрать. Тĕрлĕ диплома, хисеп хутне тивĕçни аслисенчен ытла ачасене хавхалантарать.
Алă ĕçĕпе те çемйипех аппаланаççĕ: вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ эреш яваççĕ, тĕрлеççĕ, çыхаççĕ. Ывăл-хĕрне пурнăçра кирлĕ пулĕ тесе юрă-ташă кружокне явăçтарма тăрăшаççĕ. Малалла вулас...
Комментировать