- Чăвашла верси
- Русская версия
Офицер шинелĕ — чи паха парне
Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче пурăнакан Галина Фомина часах 85 çула хыçа хăварĕ. Чăн-чăн ял ĕçченĕ пĕтĕм пурнăçне тăван кĕтеспе çыхăнтарнă.
«Вăрçă ачи» ята тивĕçнĕскер — ĕç ветеранĕ. Хисеп тата Тав хучĕ те нумай унăн. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Галина Павловна Мăн Явăш ялĕнчи пекарньăра ĕçленĕ. Ял халăхĕ вăл пĕçернĕ тутлă та кăпăшка çăкăр тутине халĕ те ас тăвать, ырă сăмах каласа тав тăвать.
…Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Галя улттăра пулнă. Вăл ун чухне Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра пурăннă. Вăрçă пуçланнă куна лайăх ас тăвать. «Атие, Павел Фролова, салтака кайма повестка килсе пачĕç. Вăхăчĕ çирĕп пулнă çав. Ати тÿрех инçе çула тухма хатĕрленме пуçларĕ. Кутамккана апи хатĕрлесе панă таса кĕпе-йĕм, пит шăлли, çăкăр, чăкăт чикрĕ. Кăнтăрла иртсен юлташĕсем килчĕç. Ати пире, ачасене, черетпе çÿле-çÿле çĕклерĕ те: «Эп киличчен пысăк пулăр!» – терĕ. Кил-йышпа сыв пуллашсан вăл юлташĕсемпе ыталанса, пĕрле тутăр вĕçтерсе килтен юрласа тухрĕ. Çакна курсан пурин те куççуль шăпăртатса анчĕ. Хурлăхлă салтак юрри çывăх çыннăм пирĕнтен нумайлăха уйрăлса каяссине систерчĕ, эпĕ те ăна чунпа туйса илтĕм, – çапла каласа кăтартать Галина Павловна. — Фронта илсе кайиччен атте юлташĕсемпе пĕрле Çĕрпÿ хулинче çар ĕçне вĕреннĕ. Хула çумĕнчи улăхра вĕсене вăрçа хатĕрленĕ: чуптарнă, çапăçма-вăрçма, пăшалпа усă курма хăнăхтарнă. Апи, Федосия Александровна, çăкăр пама кайсан пулас салтаксем мĕн хăтланнинне хăй курнă.
Вăрçă вăхăчĕ пулнипе атисене апат çитмен. Апи ун патне апатпа икĕ хут кайса килнĕ. Малтанхинче вăл ăна валли пашалу пĕçернĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр ачасем, атие юратнине пĕлтерсе тата вăл вăрçăран сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнтăр тесе пашалусене тĕрлĕ енчен çырта-çырта илсе паллă тунăччĕ. Çыртса паллă тунă пашалусене вăл юратса çинине пĕлтерчĕ апи. Иккĕмĕш хут кайсан вĕсем тĕл пулайман. Çуран утса апи çăпатине те уссăрах çĕтнĕ: атисене пĕр эрне маларах вăрçа илсе тухса кайнă иккен.
Вăрçă хирĕнчен çывăх çыннăмăртан темиçе çыру килнине лайăх ас тăватăп. Пĕр çырăвĕнче çапла пĕлтернĕччĕ: «Мăшăрăм, таса, чипер пурăн. Ачасене лайăх пăх. Эпĕ сывах. Маншăн ан кулян. Кунта йывăр пулсан та чăтатпăр. Çÿлте кăнтăрлапа «хур кайăксем» /фашистсен самолечĕсем/ татти-сыпписĕр вĕçеççĕ».
Фроловсен çемйинче 4 ача çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен вĕсен. Ашшĕ фронтра фашистсемпе çапăçнă, амăшĕ чирпе аптранă. Галя май килнĕ таран амăшне кил- хуçалăхра пулăшма тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскер кил-çурт таврашĕнчи ĕçсене пиччĕшĕпе, шăллĕсемпе пĕрле вăхăтра майлаштарнă.
Килти хуçалăхра лаша пулман. Пĕр çулхине пиччĕшĕпе Иванпа иккĕшех анкарти çĕрне алă вĕççĕн кĕреçепе чавма, çĕр улми лартма хал çитернĕ. Пиччĕшне Галина Павловна ырăпа аса илет: «1932 çулта çуралнăскер ирех тăратчĕ те ĕçе пикенетчĕ. Уя çĕр сухалакансем патне пулăшма каятчĕ. Эпĕ вара ăна кăнтăрлахи апат кайса çитереттĕм».
Галя та шкула кайичченех колхозра тăрăшнă, пиччĕшĕпе пĕрле тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Уйрăмах ыраш вырнине час-час аса илет. Пĕр çулхине Фроловсен кил-йышне пĕр гектар уйăрса панă. Шăрăх çанталăкра кунĕпех вырнă. Каçхине çывăрма та киле кайман, улăм купи çумĕнчех аяла кĕлте сарса çĕр каçнă. Ир-ирех, шурăмпуç çутипе ĕçе пикеннĕ те алăри çурлана хĕвел хĕрри çĕре перĕнсен тин пăрахнă. Нăйкăшман, чăтнă. Урари çăпата çĕтĕлесрен çарран çÿренĕ — ыраш хăмăлĕ урана ыраттарнине те пăхман.
«Пĕррехинче ăнсăртран çурлапа пÿрнене кастартăм. Апи сурана темле асамлă сăмахсемпе юмласа, сурса сиплерĕ, унтан тăпра сапса шурă татăкпа çыхса ячĕ. Суранĕ ик-виç кун ыратрĕ пулсан та шыçмарĕ, хăвăртах тÿрленчĕ. Алăри суран çĕвекĕ халь те пур», – иртнине манмасть Галина Павловна.
Тырра уйран пухса кĕртнĕ хыççăн витнĕ йĕтем айĕнче авăн çапнă. Тыр-пула алласа тасатнă хыççăн кĕлете кĕртнĕ. Йĕпе-сапа пуçланиччен çапла тырра çапса тирпейлеме ĕлкĕрнĕ.
«Эпир ача чухне çулла çанталăк ăшăччĕ. Çара уран çÿреттĕмĕр. Ура тупанĕ, туни хуп-хураччĕ, хушăран çав вырăнта ÿт кушăрхаса çуркаланатчĕ, йĕпенсен ырататчĕ. Çапах та чăтăмлă ÿсрĕмĕр, — сăмаха тăсать ватă. — Хĕллехи вăрăм каçсенче апипе пĕрле вăрçăри салтаксем валли икĕ пÿрнеллĕ алсиш-перчетке çыхаттăмăр, хатĕррисене посылкăпа фронта яра-яра параттăмăр. Эпир, вăрçă ачисем, мăян çăкăрĕ, уйра пуçтарнă çĕр улми крахмалне çисе ÿсрĕмĕр. Хырăм выçнине ирттерме утă çулнă чухне клевер пылак чечекне ĕметтĕмĕр».
Вăрçă чарăнсан ашшĕ киле таврăннине лайăх ас тăвать Галина Павловна, ун чухне вуннăра пулнăскер: «Ати каç пулсан киле çитрĕ. Эпир, ача-пăча, хамăр савăнăçа ниçта чикеймен енне алăкăн-тĕпелĕн чупкалатпăр. Ати пире кашнине хăй çумне çупăрларĕ те питрен чуп турĕ, çурăмран ачашшăн лăпкаса пысăк-пысăк çитĕннĕ терĕ. Кĕçех апи краççын лампи çутса ячĕ, унтан сĕтел çине ăшаланă çăмарта, крахмал икерчи, çÿхÿ тата кăкшăмпа сăра лартрĕ, яшка антарчĕ, ати вара салтак кучченеçне – консервланă ашпа катнă сахăр — кăларса хучĕ. Каçхи апат хыççăн çур çĕрчченех шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр.
Тепĕр кунне салтак килнине пĕлнĕ ял халăхĕ пирĕн пата пуçтарăнчĕ. Унран пĕрисем фронтри лару-тăру çинчен, теприсем хăйсен ачисене тĕл пулса курманни пирки ыйта-ыйта пĕлчĕç. Ати вут-çулăмлă вăрçă çулĕпе утса Украина, Польша, Венгри çĕршывĕсене фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннине каласа пачĕ. Хăш чухне кунĕ-кунĕпе 60 ытла çухрăм çуран утни те пулнă иккен. Пирĕн патăмăртан эрне ытла çын татăлма пĕлмерĕ».
Павел Фролович вăрçă хыççăн чылай çул Мăн Ямашра «Заря» колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Хавшаса юлнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман, анчах фронтри пек хастарлăхпа тата çирĕплĕхпе халăхпа пĕрле вăй хурса çамрăк ертÿçĕ йывăрлăхсене ÿсĕмлĕн çĕнтерсе пынă. Колхозра часах тыр-пул туса илесси ÿснĕ. Ял-йыш колхоз ертÿçине тÿрĕ кăмăлĕшĕн хисепленĕ. Пĕррехинче вăл хăйсен пÿрчĕ умĕнче ларакан икĕ йăмрана кастарнă та вĕсенчен хăма çуртарса ĕне фермин картине çĕнĕрен тыттарнă.
Галя çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕ чире пула çĕре кĕнĕ. Ашшĕ мăшăрĕ вилсен авланман, ачисене ырă-сывă çитĕнтерес тесе тăрăшнă. Вăл кунĕпех колхозра вăй хунă, килти хуçалăх ĕçĕ ачисем çине тиеннĕ. Вăрçă нуши-асапĕ, хуйхă-суйхă витĕмĕпе кил хуçи хытах чирлеме пуçланă. Вăл та хаяр амака çĕнтереймен, кĕçех çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнă. Малалла вулас...
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Комментировать