- Чăвашла верси
- Русская версия
Пиçиххипе кăна çурăмран «ачашланă»
Николай Харитоновпа Наталия Григорьева пĕрлешнĕ хыççăн 8 çул пурăннă. Уйрăлсан вĕсем икĕ хĕрне пайланă: асли Лиза — амăшĕпе, кĕçĕнни Нина ашшĕпе юлнă. Нина унчченех ашшĕ патнелле туртăннă. Хĕрне вăл Çĕпĕре кулач, канфет-печени çиме каятпăр тесе астарнă, велосипедпа ярăнтарнă.
Çĕпĕрте
1939 çулта 5-ри Нина Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнчен ашшĕпе Çĕпĕре тухса кайнă. Унта Николай 17-ри вырăс майрине Феклăна качча илнĕ. Çулталăкран вĕсен Ваня çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тимĕрçĕре ĕçлекен Николай Харитоновича колхоз председателĕ жнейкăсем юсакан çын кирлĕ пулнăран фронта яман. Вăл çавах хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Нумай та вăхăт иртмен — Феклăн ывăлĕ, кăкăр ачи, туберкулезпа чирлесе вилнĕ. Хуйха-суйха чăтаймасăр хĕрарăм ухмаха тухнă. Çĕрлесерен ăна упăшки килнĕ пек туйăннă: «Атя чей ĕçер», — тесе сăмавар лартса янă. Кайран тухтăрсем ăна аллине çыхсах психбольницăна илсе кайнă. Нина, 8 çулти ача, пĕчченех юлнă. Хуçалăхра ĕне, пăру, чăхсем пулнă. Хĕрача ĕне сума пĕлеймен: икĕ чĕччине турткаланă та иккĕшне тепĕр кун валли хăварнă. Ĕне сĕт антарма пăрахнă. Чăхсене апат пама та тавçăрайман вăл, вĕсем вилсе пĕтнĕ. Кăмакана çĕр улми пăрахса пĕçерме пурпĕр ăсĕ çитнĕ. Кĕркуннеччен, юхан шыв пăрпа витĕничченех, çапла пурăннă вăл. Нинăна илмешкĕн Феклăн амăшĕ Аксинья 25 çухрăмри ялтан çуна кÿлсе килнĕ. «Манăн 3 ача пур, сан валли тăваттăмĕш чашăк тупăпăр», — тесе пуçтарăнма хушнă. Ĕнипе пă-рăвне пĕрле çавăтса кайнă.
Фекла çулталăкран сывалнă. Больницăран таврăнсан упăшкине мантăр тесе ăна утайман сусăр арçын тупса панă. Фекла унран икĕ хĕр çуратнă.
Тăван мар кукамăшĕн Аксиньйăн ывăлĕ Митя 16-а çитсен хăйĕнчен чылай аслă хĕрарăмпа Таиçпа явăçнă. /Унăн упăшки вăрçăра вилнĕ, хĕрпе ывăл ÿстернĕ./ Хайхискер çамрăк еркĕнĕпе самаях усă курнă. Митя килти çăкăра, сĕт-çăва, ытти апат-çимĕçе ун патне йăтнă. Амăшĕ кун пирки ан пĕлтĕр тесе пĕтĕмпех Нина çине йăвантарнă. Хĕрача çăкăра ял вĕçĕнче пурăнакан чăвашсене кайса парать-мĕн. «Каллех çĕрĕпе çăкăр вăрларăн-и?» — тесе Нина çывăрса тăнă çĕре пиçиххи хатĕрлесе хунă. Çурăмĕ кăвакарса, хуралса лариччен хĕненĕ ăна. Икĕ çул çапла пусмăр айĕнче иртнĕ. Кайран Таиç уйра: «Митя мана пыл та çу усрарĕ», — тесе мухтаннине илтсен кукамăшĕ Нинăна ыталасах каçару ыйтнă.
Хĕрача тăван амăшне манса кайнă, ăна аса илмен. Вăл ашшĕне питĕ юратнă. «Аннерен эпĕ питĕ пуян, вĕсем манăн улттă пулнă: хама çуратнă анне Натали, ама çурисем — Фекла, Акулина, Алтат-ти, Анюк, тепри — хуняма», — аса илчĕ «вăрçă ачи» Нина Романова.
Хĕл каçипе — апатсăр
Николай Харитонович 1945 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче куçне амантса таврăннă. Виçĕ кунран Нина 1-мĕш класа кайнă. Кĕçех Николай Дедюхи ялĕнче Акулина ятлă пĕр ачаллă чăваш хĕрарăмне тупнă. Вĕсем унчченех çыру çÿретнĕ, пĕрле пулма калаçса татăлнă пулин те Акулина еркĕнĕнчен ача кĕтнĕ. Николай пĕрех ăна тиркемен, Нинăна, ĕнине çавăтса ун патне киле кĕнĕ. Ашшĕ куçне больницăра çичĕ уйăх сипленĕ чухне Нинăна ама çури амăшĕ сĕтел хушшине лартман, вĕри апат çитермен. Ĕне сусан та сĕтне хăйĕн ачисене кăна панă. Ăна шăннă çĕр улмирен пĕçернĕ икерчĕпе усранă, киле те кĕртмен. Пÿртне питĕрсе хăварнă та ачисемпе пиччĕшĕ патĕнче кун каçнă. Каçхине кăна кăмака хутма килнĕ. Нина шкултан таврăнсан сумкине мунчара хăварнă та выляма урама кайнă. Хырăмĕ те выçнă, выляса та ывăннă… Ама çури килмен- ши тесе темиçе хутчен те кайса пăхнă, чÿречерен çутă курăнасса кĕтнĕ. «Илсе кĕр улмуна! Теркăла!» — кăшкăрнă хĕрарăм. Пĕр кунхине Нина юбка хывнă чухне кĕсйинчен 5 пус тухса ÿкнĕ. «Эс манăн укçана вăрларăн!» — тесе Акулина ăна çатма аври хуçăличчен хĕненĕ. Нина сивĕ мунчана тухса тарнă. Çавăн чухне вăл чутах шăнса вилмен, алли-ури ним туйми пулнă. Укçине шыраса тупсан, пĕр пус та çухалманнине курсан, Нинăна шырама тухнă, анчах катка айĕнче пытаннăскере тупайман. Çакăн пек пурăннăран Нина шкулта «1», «2» айĕнчен тухайман. «Санăн аçу килнĕ», — учитель çак хыпара пĕлтерсен вăл урокранах вĕçсе тухнă. Пÿрте кĕрсен сăмсана тин кăна пиçнĕ яшка шăрши кăтăкланă. Нина сĕтел хушшине ашшĕ çумне йăпăр- япăр кĕрсе ларнă. Унăн хÿттине туйса илнĕскер ама çуринчен хăраман. Ачан аллинчи кашăк чĕтренине, вăл çăткăнла çинине курсан: «Мĕн ĕмĕрне апат курман пек хыпатăн?» — ыйтнă ашшĕ. «Ăхă, хĕл каçипе апат çимен. Эс кайнăранпа пĕрремĕш хут лартăм. Шăн çĕр улмирен пĕçернĕ икерчĕ çисе йăлăхрăм», — тенĕ хĕрĕ. Николайпа Акулина çав самантрах вăрçăнса кайнă. «Эпĕ икĕ ачунтан йĕрĕнмесĕр кĕтĕм, эсĕ манăн хĕре выçă усрарăн-и? Тен, ватлăхра эп унăн çăкрине çийĕп. Эсĕ мана кирлĕ мар», — тенĕ арçын. Тепĕр кунхинех ку килтен тухса кайнă вĕсем. Çав ялтах чăвашсем пурăнакан çуртра пĕр пÿлĕм панă. Унта Нина шкул-тан вĕренсе тухиччен пурăннă. Николай Харитонович ял-ял тăрăх калăмран калăма çÿренĕ, кама — витре тĕплесе, кама çăматă йăваласа панă. Уншăн ăна çăнăхпа, çĕр улмипе тÿленĕ. Ашшĕ хĕрне çăкăр, апат пĕçерме вĕрентнĕ. Ама çури амăшĕ Нинăна кăна мар, унăн ĕнине те выçă усранă, утă паман. Кайран, ашшĕпе пĕрле пурăнма тытăнсан, ĕне сĕт хушма тытăннă.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Николай Харитонович хĕрĕпе тăван тăрăха яланлăха кайма пуçтарăннă. Нина шкултан килнĕ те — ĕне çук. Кÿршĕсем пĕлтернĕ: ăна ашшĕ Косарево ялĕнчи çынсене сутнă. Хĕрача унта чупнă. Вите алăкне уçса янă — ĕне тăрать. Ыталаса илнĕ. Маня та, Нина та макăрнă. Ашшĕ кил хуçисемпе «мăкарич» тунă. «Атя Маньăна та пĕрле илсе каятпăр», — макăрнă Нина. Вăл витене тепре кĕрсе ĕнене ыталанă та киле кайнă. Ашшĕ ăна Чăваша çитсен лайăх ĕне илсе пама шантарнă.
«Куççулĕ шакла пуç çине тумларĕ»
«Санăн аннÿ, аппу пур, — çак хыпар Нинăшăн кĕтменлĕх пулнă. — Анчах вĕсем патне кайнă ан пултăр. Унсăрăн пиçиххи лекет». Чăматансене пуçтарса пуйăспа вĕсем Кушкăна çитнĕ. Малтанах инкĕшĕ патĕнче пурăннă. Нина килте пĕччен юлсан Рима ятлă хĕрача килнĕ те: «Нина, айта… мама». Вара вăл амăшне курма кайнă.
«Ĕç пăрахса анкартинчен сап-сарă çÿçлĕ, кăн-кăвак куçлă çÿллĕ хĕрарăм тухрĕ. Ман паталла пычĕ те çупăрласа илчĕ. Шакла пуçран ачашларĕ. Пĕрремĕш хут çепĕçлĕх куртăм. Ама çурисем мана пиçиххипе кăна çурăм урлă «ачашланă». Анне куççулĕ ман пуç çине тумларĕ. Эпĕ макăрма та пĕлмен. Мана анне пек мар, ама çури пек туйăнать. Усал хĕрарăмсенчен чун сивĕннĕ», — çав саманта куç умне кăларчĕ Нина Николаевна. Унăн амăшĕ хура пÿртре чухăн пурăннă. Нинăна кăмакаран тин кăларнă çăкăр çитересшĕн пулнă. Кĕлпе вараланнăскере хĕрĕ тытман, тухса кайнă. Вăл — чăвашла, амăшĕ вырăсла пĕлменрен пĕр чĕлхе тупайман. Кайран ял çинче сăмах тухнă: Нина калаçма та пĕлмест, амăшĕнчен тухса тарнă имĕш.
Аппăшне Лизăна, 15-ри хĕре, пĕрремĕш хут вăл çырмаран кĕвентепе шыв ăсса хăпарнă чухне кур-нă. Лиза ун чухне фермăра ĕçленĕ, сыснасене çитерме уя çÿренĕ. Нинăн ун патне питĕ каяс килнĕ. Вăл та ĕнине Лиза çÿрекен уя илсе тухнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ чун каниччен калаçнă. 7 класс пĕтернĕ Лиза вырăсла пĕлнĕ. Çапла иккĕшĕ туслашнă. Лиза йăмăкне амăшĕ пирки каласа кăтартнă: «Апай пĕрмай макăратчĕ. Çиме ларать те: «Нина паян 3 хут патак тутанчĕ пуль. Эпир санпа виççĕмĕш хут апата ларатпăр», — тетчĕ. Йĕме пуçлатчĕ те апат та çиейместчĕ». Нина аппăшĕ патне тăтăш кайма тытăннă. Унпа тĕл пулас тесе каçхине выльăх-чĕрлĕхе питĕ хăвăрт пуçтарнă вăл. Николай Харитонович тăван ялне килсен пĕр эрнеренех Петĕр арăмĕ текен хĕсĕр хĕрарăмпа Алтаттипе пурăнма тытăннă. 1948 çулта Николай Харитоновича сăмакун юхтарнăшăн 2 çуллăха тĕрмене хупнă. Ашшĕ çук чухне ама çури Нинăна самаях шар кăтартнă. Ĕнене япăх çитернĕ тесе ачасем умĕнчех патак хуçăличчен хĕненĕ. Пĕррехинче «чипикле» выляса хĕрача вăхăтра киле çитеймен. Кил хушши шăлманшăн, килти ĕçсене туманшăн ама çури каллех пиçиххипе ислетнĕ. «Лере те хĕнесе пурăнчĕç, кунта та çавах. Чăрмантарса, вăрçăнтарса пурăнам мар», — тесе хăйĕн çине алă хума шухăшланă. Çăпата кантрине йăтса ампар умне кайнă. Çакăннă чухне кантра татăлса кайнă, хĕрача ÿкнĕ. Вара вăл кантрана пуртăпа вакланă та чĕркуçленсе Турра сăмах панă: «Çĕр çинчи мĕн пур асапа хам çине илем: пушар курам, тĕрмере ларса тухам, хĕр пуççăн ача тăвам… ÿлĕмрен хам çине алă хумастăп». Макăрса тăраннă хыççăн шыв ăсма кайнă.
Тепĕр çултан, вăййа тухма тытăнсан, Нина анкартипе амăшне курма вăрттăн кайкаланă. Хĕрача ун чухне чăвашла калаçма вĕреннĕ. Вăл килсен амăшĕ питĕ хĕпĕртенĕ, Нинăн та унран уйрăлас килмен. «Ачам, мĕнле пурăнтăн ара? Каласа пар-ха», — ÿлесе макăрса ыйтнă Нинăран. «Шутсăр лайăх. Пуян пулнă эпир, çăкăртан татăлман. Ку-камай мана нихăçан та уйăрман», — тата хытăрах кулянтарас мар тесе суйнă хĕрĕ. Амăшĕ ăна ĕненмен. Нина ун патне çÿренине никам та пĕлмен. «Сисеççĕ пуль, ачам, каях. Каллех хĕнĕç тата», — тенĕ Наталья Григорьевна. Вăл 1949 çулта усал шыççа пула çĕре кĕнĕ.
Ама çурине итлесе Нина шкула кайма пăрахсах конюха ĕçлеме кĕнĕ. Çĕрĕпе лаша пăхнăскере кунĕпе çум çумлаттарнă. Пĕррехинче вăл çĕр улми касси хушшинчех çывăрса кайнă. Амаçури ăна пырса хулăпа чаш-латтарнă. Тем пек шар кăтартсан та Нина чăтнă, никама та нимĕн те каласа паман. Ача тытса курман хытă чунлă хĕрарăма «апай» тесе унăн пĕр сăмахĕнчен те иртмен. Ашшĕ кайран кÿршĕ хĕрарăмĕпе Анюкпа явăçнă. Ывăл çуратса панăшăн савăннипе Анюка пÿрт лартса панă. Нина вĕсем патне куçман, вăл Алтатти патĕнчех юлнă. Нинăна шар кăтартнăшăн ама çури амăшĕ ватлăхра питĕ ÿкĕннĕ, чĕркуçленсе унран каçару ыйтнă.
Нина ялтан тухса кайса хулана килнĕ. Çемье пурнăçĕ те ăнман. Упăшки ăна улталаса, эрех ĕçсе тарăхтарса пурăннă, алă та çĕкленĕ. Унран уйрăлнă хыççăн ывăлне пĕчченех ÿстернĕ. Чылай çул строительте ĕçленĕскере икĕ пÿлĕмлĕ хваттер парсан савăннипе пĕр уйăх макăрнă: «Тинех мана никам та хăваламасть, çăкăршăн сăмахламасть». Тинех вăл хăй пурăнас тенĕ пек пурăнма тытăннă. Тулли верси…
Нина РОМАНОВА архивĕнчи тата Алина ИЗМАН сăн ÿкерчĕкĕсем.
* Сăн ÿкерчĕкре: Нина Романова çамрăк чухне тата халĕ.
Комментировать