Тăванлăх темрен паха

23 Июл, 2020

Йĕпреç районĕнчи Пучинкере пурăнакан Алексеевсем çемье çавăрни вун ултă çул çитнĕ. Ашшĕпе амăшĕн хÿттинче виçĕ пăхаттирпе пĕр хĕр çитĕнет. Асли вун тăваттăра ĕнтĕ. Кĕçĕнни — тăваттăра. Раиса Николаевнăпа Иван Сергеевич ачисене яваплă та тăрăшуллă, ырă та ăшă кăмăллă тăвас тесе тăрăшаççĕ. Чăвашлăх туйăмĕ те хĕрÿ. Йăла-йĕркене, тăван чĕлхене упрама, йăх-несĕле хисеплеме хăнăхнă Алексеевсем.

Шăпа Пучинкене илсе çитернĕ

Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинче çуралса ÿснĕ кил ăшшин управçи. Шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Ветеринар дипломне илсен шăпа Пучинкене илсе çитернĕ.
— Эпир вĕреннĕ вăхăтра направлени памастчĕç ĕнтĕ. Çапах та çамрăк специалистсене хăйсем патне илсе каяс тĕллевпе патшалăх экзаменĕсем тытнă чухне хуçалăх ертÿçисем пыратчĕç. Етĕрнери пысăк, вăйлă 4 хуçалăх хăйсем патне питех те йыхравларĕç. Мĕнлерех условисенче ĕçлемеллине илсе кайса та кăтартрĕç. Килĕшмерĕ.
Пучинкери колхоз председателĕ Анатолий Иванович та училищĕне пырса çÿретчĕ, çамрăксемпе калаçатчĕ. Практикăна та пĕрре мар чĕннĕ. Пĕлмен çĕре кайма шиклентернĕ ĕнтĕ — хамăр ялах кайнăччĕ, — студент чухнехи вăхăтсене аса илчĕ Раиса.
Диплом илсен 2003 çулта çамрăк хĕр Пучинкене çул тытать. Хуçалăхăн ĕçлеме килекенсене вырнаçтармалли хăна çуртĕнче Раиса валли те хăтланă кĕтес тупăнать.
— Нумаях мар, сайра хутра клуба тухкаланă ĕнтĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявласси йăлара кунта. Çак кун хуларан концерт е спектакль илсе килеççех. Вăл çулхине «Казачье раздолье» ушкăн юрланăччĕ. Малтан та куркаланă-ха Иванпа пĕр-пĕрне, анчах калаçман, — мăшăрĕпе епле паллашнине аса илчĕ хĕрарăм.
Раисăпа Иван 2004 çулта çемье çавăрнă. 2006 çулта йыш хушăннă — пĕрремĕш пепке кун çути курнă.

Пĕчĕк пулăшакан

Пучинкене килсессĕнех ветеринарта тăрăшнă кил хуçи арăмĕ. Каярах ĕç сыхлавĕн инженерĕ те пулнă. Умлă-хыçлă ача пăхнă. Пĕр хушă ялти сĕт-çу заводĕнче вăй хунă. Халĕ Раиса Николаевна килĕнчи хуçалăхне тирпейлесе тăрать, ачисене пăхать.
Кил хуçи чылай арçын пекех ĕç шыраса аякри хулана çул тытнă. Стройкăра Хусанта вăй хурать вăл. Ытлашши аякра маррипе усă курса пушă вăхăт тупăнсанах, май килсенех çемйи патне васкать. Çывăх çыннисене пулăшмалли яланах тупăнать вĕт. Пушшех, хуçалăхĕ те пĕчĕк мар. Икĕ ĕнепе икĕ пăру, сысна, чăххи-чĕппи… Выльăх валли утă та чылай хатĕрлемелле. Кун пек чухне ĕç йышпа кăна кал-кал пырать. Мăшăрĕ çеç мар, ывăл-хĕрĕ те яланах юнашар.
— Ачасене пĕчĕклех ĕçе явăçтарнă. Çĕр улми çумламалла-и, утă пуçтармалла-и — пĕрмай пĕрле. Кашнине уйрăм тивĕç уйăрман: пĕрле тăрмашаççĕ е черетленеççĕ. Сăмахран, паян çимĕçсене пĕри шăварать, ыран — тепри. 4 çулти Таисия та пиччĕшĕсене кура ĕç çумне çыпăçма тăрăшать. Кухньăра чухне савăт-сапа çума юратать, урай сĕрме хăтланать. Паллах, хăйне май тăвать çак ĕçсене. Кăмăла каймасан та систерместĕп. Халĕ чарсан кайран кăмăлĕ туртмасса пултарать, хăй туртăмĕпе пурнăçлать-çке ĕçе, — тет амăшĕ.
Кĕпе тĕрлет.

Кам валли?

Хастар та пултаруллă çемьесен йышĕнче Алексеевсем. Тĕрлĕ конкурса, мероприятие, курава хутшăнма сĕнсен хаваспах килĕшеççĕ. Çакă, паллах, ашшĕ- амăшне те, ачисене те хавхалантарать, тăрăшуллăрах пулма хистет.
Пĕлтĕр Алексеевсем районти «Çулталăк çемйи» тупăшăва хутшăннă. Чи хастаррисем пек палăртнă вĕсене. Ун хыççăнах конкурса республика шайĕнче пĕтĕмлетнĕ мероприятири курава хутшăнмашкăн йыхравланă.
— Ачасемпе пĕрлех кайрăмăр, питĕ кăмăллă пулчĕ. Хамăр янтăланă тумтире тăхăнтăмăр, алă ытти ĕçĕсене те илсе кайнăччĕ. Пурте хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕç. Пĕрисем кăçатă йăваланă, теприсем çипрен пукане çыхнă, хушпу-тухья, шăхличсем тунă… Çемьесене парнесемпе хавхалантарчĕç, — ка-ласа кăтартрĕ Раиса.
Кил ăшшин управçипе телефонпа çыхăнтăмăр. Амăшĕ манпа калаçнă вăхăтра хĕрĕ чĕвĕлтетни илтĕнчĕ.
— Кашни ир çÿç турамалла-пуçтармалла. Çивĕт те тăватпăр. Малтан хĕрсем çине ăмсанса пăхаттăм: мĕн тĕрлĕ кăна явакласа хумастчĕç çÿçне! Хамăн та çапла тăвас килетчĕ. Аслисем арçын ачасем те — кунашкал ĕç пулман. Халĕ савăнсах тĕрлĕ çивĕт тума хăнăхатпăр, — палăртрĕ хĕрарăм.
Маларах Шупашкарта ал ĕçĕсен куравĕнче пулнине аса илнĕ калаçу патне таврăнатпăр унпа.
— Шкулти ĕç урокĕнче тĕрлеме вĕреннĕ. Пуçламăш классенчех чăваш эрешĕсене тума хăнăхтаратчĕç. Ÿссе пынăçемĕн ытларах та ытларах хăнăхса-вĕренсе пынă.
Пучинкере ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне анлăн паллă тăвасси йăлара. Ача садĕнче те, шкулта та ирттереççĕ ăна. Ачасене валли ку уява хутшăнмашкăн чăваш кĕпи кирлĕ пулчĕ. Унта хутшăнас тесен аслисен те чăваш çи-пуçĕ тăхăнмалла. Телевизорпа та, интернетра та эрешсене нумай пăхса лар-тăм. Темĕн тĕрли те пур. Пĕрре туса пăхрăм çапла, тепре. Тĕрĕ лайăхланса та лайăхланса пычĕ, — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕмĕр.
Тĕрĕссипе, алă ытти ĕçне те кăмăлласах пурнăçлать тăватă ача амăшĕ. Хĕреслесе картинăсем янтăлать, вĕтĕ шăрçапа та тĕрлет. Çемьери кашни çын валли Раиса Николаева хăех чăваш кĕпи тĕрлесе илемлетнĕ.
— Пирĕн питĕ лайăх çĕвĕçĕ, Марье аппа тетпĕр ăна, пур. Тĕррисене хамах ÿкерсе илнĕ. Аслисем ÿснĕ май вĕсем валли çи-пуç татах хатĕрлетĕп. Хĕр çуралсан ун валли те кĕпе çĕлеттертĕмĕр.
Таисия çуралсан ял тăрăхĕнчен район Акатуйне хутшăнма ыйтрĕç. Ун валли кĕпе çук-çке! Хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пынине пăхмасăр икĕ кунра çĕлесе-тĕрлесе тă-хăнтартрăмăр. Ун чухне Таисия 6 уйăхра. Ларма кăна вĕреннĕ-ха. Уявра чылай çын пукане вырăнне йышăнчĕ ăна. Пăчă. Çын çине тухма хăнăхман. Пĕчĕкскерĕн выртасси те, çывăрасси те килет паллах. Паркра хурăн айне кайса лартăмăр. Сассине парать те — «ку пукане мар-çке» теççĕ иртсе пыракансем. Ĕлĕкхи япала-сем илсе тухнăччĕ уява. Сăпка та пурччĕ. Унта та вырттарса пăхрăмăр. Çынсем кураççĕ-çке: сăпкана ача вырăнне пукане хунă пек йышăнаççĕ. Ыйхă тĕлĕшпе Таисия алли-урине хускатсан тĕлĕннине пытарманччĕ, — çемьере кĕçĕнни пукане вырăнĕнче пулни пирки пычĕ сăмах.
Таисия валли ку таранччен амăшĕ 2 кĕпе хатĕрленĕ. Виççĕмĕшне янтăлама пуçланă. Çемьери арçынсен кашнин ятуллă пĕрер çи-пуç. Хăйне валли вара икĕ кĕпе хатĕрленĕ Раиса.
— Ал ĕçĕпе ытларах хĕлле ларатпăр. Çулла вăхăт сахалрах. Ыйтакансем пулсан ĕç нумаййине пăхмасăрах тĕрлетĕп, — вăл эрешленĕ тумтире тăхăнакансем Шупашкарта та пуррине систерет хĕрарăм. — Тĕрленĕ вăхăтра чун лăпланать теççĕ çынсем. Чăннипех те çапла. Ĕç ăнса пынине кура савăнатăн та татах тĕрлес килет, — тет ал ăсти.

Пулăшу тĕрев парать

Раиса Николаевнăпа Иван Сергеевич хăйсем валли хăтлă йăва çавăрнă темелле. Икĕ хутлă çурт хăпартнă çемье, йĕри-тавра хуралтă çĕкленĕ.
— Халĕ çамрăк çемьесене, нумай ачаллисене пулăшма темĕнле программа та пур. Эпĕ ĕçлеме килсен çамрăк специалистсене пулăшу парасси çинчен калаçма тытăнчĕç. Çак йÿтĕмпе укçа-тенке тивĕçрĕмĕр. Ун чухне пирĕн асли çуралнă кăначчĕ-ха, — тăсăлчĕ калаçу. Тĕп килтен уйрăлса тухнă çемье кил хуçин кукашшĕн çурчĕ вырăнĕнче тĕпленнĕ.
— Кивĕ пÿрт кăначчĕ, йĕри-тавра нимĕн те çукчĕ. Малтан çĕнĕ çурта кĕтĕмĕр, кайран йĕри-тавра хуралтăсем хăпартрăмăр. Упăшкам маттур, пĕтĕмпе хăй тăвать, — мăшăрне ырлать кил хуçи арăмĕ. Пушă пулнă вырăнта паян сад пахчи ешернине те палăртмалла. Кашни ача çуралмассерен пĕрер грушăпа икĕ пан улми йывăççи лартнă Алексеевсем. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.