Велосипедпа, алла йĕп тытса çуралнă

23 Июл, 2020

Çакăн пек калать хăй çинчен пурнăç хура-шурне парăнтарма хăнăхнă хĕрарăм

Пур вĕсем — тĕлĕнмелли çынсем. Пирĕн хушăрах, пирĕнпе юнашарах. Пĕрре пăхма ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ те — асăрхамастăн та. Ара, вĕсен те — пĕр сăмса, икĕ куç, икĕ алă, икĕ ура… Пуçĕ те пĕрре кăна. Вăт шăпах çав пуçĕ вĕсене, хурçă пек çирĕп кăмăлĕпе пĕрле, ыттисенчен уйăрса тăрать те. Шалти вăйĕ, çичĕ çын валли те çитмеллескер, йывăрлăхсене мăйăр катнă пек шĕкĕлчеме май парать. Юрĕ, пурин çинчен те — йĕркипе.

Çул юхать, юхать…

Шупашкарта çуралнăскерĕн ачалăхĕ спутник хулара иртнĕ унăн — химик дипломне алла илнĕ амăшĕпе Ольга Пименовнăпа пĕрле çемье унта пурăнма куçнă. Ашшĕ Владимир Иванович приборсем тăвакан заводра вăй хунă. Виçĕ ача ÿстерекен Федоровсем выçă та ларман темелле, анчах та аслă хĕрĕ Ольга велосипед туянса пама ыйтсан арçын пуçне сулкаланă кăна. Çав вăхăтри ытти çемье пекех укçана хытă тыткалама тивнĕ. Асли ыттисенчен уйрăларах тăнине амăшĕ малтанах пĕлнĕ-ха, çавăнпа ачаранах нимĕн тума та чарман темелле. Палăртнинчен Ольга нихăçан та чакман. Анчах та ĕмĕте пурнăçа мĕнле кĕртмелле-ха?
Ĕмĕт питĕ пысăк пулсан тепĕр чух алăк хăех уçăлать-мĕн… Шкулта вĕреннĕ вăхăтра пĕррехинче вĕсем патне тренер пынă, велосипедпа ярăнма чĕннĕ. Акă вăл, ĕмĕте пурнăçламалли пĕрремĕш утăм! Анчах тÿрех — чăрмав! Ара, хĕрача ярăнма та пĕлмест вĕт, кунта вара тренировкăна чĕнеççĕ. Чĕнеççĕ кăна мар, кашнине велосипедпа тивĕçтерме шантарать Владимир Трофимов тренер. Ярăнма пĕлменни те чăрмантармасть иккен — хăех вĕрентет.
Владимир Васильевич пĕрремĕш тренировкăна çитсен аптăраса ÿкет — велосипечĕ шутлă кăна, ачасем вара 40 ытла килнĕ! Мĕн тумалла? Чееленет тренер. Никамăн кăмăлне те пăсас мар тесе малтанхи вăхăтра никама та велосипед утланма ирĕк памасть, ачасене, тренировка йÿтĕмĕпе, чупма хушать. Пĕр кун иртет çапла, иккĕ, эрне… Ачасем йăлăхсах çитеççĕ. Кунта велосипед пирки ĕмĕтленсе килнĕ вĕт, чупма мар! Тренер çак вăхăтра залран тухса вăрттăн сăнанине кам шухăшлама пултарнă-ха? Пĕри тÿрех чупма пăрахса айккине пăрăнса ларать, унтан — тепри… Тренер вара сăнать. Пĕрне пăрать занятисенчен, теприне… Çапла уйăх вĕçленнĕ тĕле чи çирĕп кăмăллисем, вăйлисем, велосипедпа ярăнмах шут тынисем, кăна — 12-ĕн — тăрса юлаççĕ. Альбина, паллах, вĕсен шутĕнче. Пушкинăн Татьяни вырăс хĕлне, хăй ăнланмасăрах, питĕ юратнă пек Ольга çул-йĕре питĕ кăмăлланă. Мĕншĕн — хăй те ăнланман.
Акă ĕмĕт пурнăçланнă. Велосипед — çирĕп алăра. Çул юхать, юхать, çухрăм хыççăн çухрăм хыçа юлать. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан хĕр Шупашкара спорт профилĕллĕ интернат шкула /халĕ Олимп резервĕсен училищи/ куçать. Раççей пĕрлештернĕ командине лекет. Кандидат нормативне пурнăçлать. Ах, анчах! Тăхăр вуннăмĕш çулсем пуçланаççĕ. Спорт шухăшĕ-и унта? Оля вара малашлăхне велосипедпа кăна çыхăнтарнă. Урăх нимĕн тума та пĕлмест. Мĕн тумалли пирки, тепĕр тесен, нумай шухăшласа тăмасть-ха хĕрача. Ара, тренировкăсене пĕрле çÿренĕ арçын ача тахçанах пĕрлешме ыйтать-иç. Пĕрле çапах та çăмăлрах пуласса шанса шурă пĕркенчĕк айне тăрать вун саккăр та тултарманскер. Ашшĕ хирĕçлеме хăтланать те, чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ чуна хирĕç кайма кам хăйтăр?
Çапла Вăрмар каччипе Евгенипе мăшăрланать хĕр. Анчах та çемье çулĕ такăр пырать теме çук. Самана арпашать. Çăкăрлăх епле те пулин ĕçлесе илес тесе алла йĕппе çип тытать çамрăк арăм. Тĕрĕсрех, çĕвĕ машини — ăна пĕр ĕçкĕçрен эрехле улăштарса илет — умне ларать. Шăкăр-шăкăр шăкăртатать машина. Çакă — çĕлеме пĕлни — çăлса хăварать çемьене йывăр çав çулсенче. Трактор заводĕнче вăй хуракан упăшкине шалу йĕркеллĕ тÿлеменнипе унра шанăç сахал. Иккĕмĕш хутчен çие юлсан пур пĕрех пепкене кун çути кăтартать хĕрарăм, «капла та йывăр» тесе нăйкăшмасть. Умлă-хыçлăн тенĕ пек, 1992 тата 1994 çулсенче çуралаççĕ Ксенийăпа Анастасия. 2001 çулта татах хĕр хутшăнать çемьене: Александра. Мăшăр хушшинче хура кушак чупса каясси çакăнтан пуçланать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче нумай арçын «çĕтсе» кайрĕ пурнăçра. Евгение те ÿссех пыракан йыша тăрантарасси хăратать. Виççĕмĕшне кун çути кăтартнăшăн арăмне ÿпкелет вăл. «Кирлĕ мар мана текех ача!» — хĕремесленет хайхи. «Мана вара кун пек арçын кирлĕ мар», — алăк еннелле тĕллет хĕрарăм…

Хĕрлĕ пĕремĕк, хĕрлĕ диплом…

Виçĕ ачапа. Пĕччен. Нимрен те хăраманскер хальхинче çăлăнăç ялта тупать. Тепĕр тесен, ача чух ашшĕн тăван ялĕнчен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăкран тухма та пĕлмен вĕт. Выльăх пăхма та, пахчара та пулăшнă. Ÿсерехпе пай çĕрĕ çинче те, йĕтем çинче те ял çамрăкĕсенчен кая мар тă-рăшнă. Çапла çи-пуç çĕлесе, пахча çимĕç ÿстерсе йÿнеçтеркелесе пурăнать хĕрарăм. Ачисене пылак çимĕçпе сăйлас килнĕ чух кишĕрпе кăшманран сарă тата хĕрлĕ печенипе пĕремĕк пĕçерет. Çăкăр та килти тутлăрах пек…
Каланăччĕ ĕнтĕ, шалта темĕнле хăватлă вăй тапса тăрать унра. Шăпах çавă, ахăртнех, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Калăпăр, пĕрремĕш ачине кĕтнĕ чухнех ăна, сăлтав тупса, ĕçрен хăтараççĕ. Хĕрарăм тишкерме пуçлать — саккунлах-и? Çук иккен. Ача кĕтекен хĕрарăма кăларса яма юрамасть. Суда ыйту çырса парать. Ыйтăва мирлĕ татса параççĕ, каялла йышăнса пур тÿлеве татать предприяти. Анчах ертÿлĕх асăрхаттарать — кунта ĕçлесси пулмĕ. Хĕрарăм йăл кулать кăна. Ĕçе тухма вăхăт çитнĕ çĕре татах декрета каять. Унтан хăех ĕçрен кайма ыйту çырать — вăл çĕвĕç «корочкине» алла илме тĕв тунă. Кунта та такăр çул кĕтмест ăна. Çамрăкрах чухне УПКра вĕренме пуçлать вăл — комбинат арканать. Хальхинче 15-мĕш училищĕне, конкурс пысăккине пăхмасăрах, вĕренме кĕрет. Анчах такама вырăн кирлĕ пулнипе шăпах ăна кăларса ярассине пĕлтереççĕ. Эх, директор кампа çыхланнине пĕлес пулсан-и? Унăн пÿлĕмĕн алăкĕн умне çывăрма çÿремелли кăна юлать Ольгăн — вĕренсе пĕтермешкĕн ирĕк пама тархаслать. Çапла училищĕре юлатех. Икĕ специальноç параççĕ вĕсене — çĕлеме те, касма та пултаракансем. Ольга аллинче — икĕ диплом. Иккĕшĕ те — хĕрлĕ. Анчах — ĕç çук. Амăшĕн пĕлĕшĕ урлă «Пикене» вырнаçать. Самана пăтраннине чăтаймасть предприяти. Умра каллех — тĕтреллĕ малашлăх. Ольга профессие улăштарсси пирки шухăшлать. Каллех 15-мĕш училищĕне çитет, биржа урлă парикмахера вĕренет. Анчах та кĕçех ку ĕç хăйне валли маррине ăнланать: хăй каланă тăрăх, çăварта та, труççи, нуски ăшĕнче те — çÿç, ют çын çÿçĕ… Каллех — ĕçсĕр. Виççĕмĕш ачи — виçĕ уйăхра. Шăп çавăн чухне уйрăлать те вăл упăшкинчен.
Вăхăт иртет. Хваттер пур, диплом пур, ачасем пур, анчах — ĕç çук. Мĕн тумалла? Пахча çимĕç çинче тытăнкаласа инçе каяймăн. Трактор заводĕнче хуралçă кирлине пĕлсен унта çул тытать. Кĕçĕннине сади-крен асли, вăл вара 11 çулта ĕнтĕ, илме пултарать. Çапла пуçланать Ольга пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр.
Вăл та нумая тăсăлмасть. Пасар самани вăй илсех пырать. Автобуссем «челноксене» Мускава турттарма пуçлаççĕ. Пĕлĕшĕ унта чĕнет. Билет сутмалла, çул çинче автобусра пулмалла. Хуралçă графикĕ ирĕк панине кура Ольга вăйне унта тĕрĕслесе пăхма пуçлать. Ĕлкĕрме пулать пек. Чи кирли вара — заводра вăл уйăхра 1800 тенкĕ ĕçлесе илет, кунта вара пĕр рейсшăн 1000 тенкĕ тÿлеççĕ. Эрнере çула икĕ хутчен тухмалла. Çапла тинех укçа пухма пуçлать.

Хĕрарăм чунĕ

Çул çинчех пĕр арçынпа паллашать. Лешĕ Мускавра таксистра ĕçлет-мĕн. Анчах темĕн ăнсах каймасть унăн. Ольгăн вара ĕç-пуç чиперех пырать. Шеллес те килет хĕрарăмăн арçынна… Хăйне те, çук, пулăшакан-тĕревлекен мар, тен, пĕр виçĕ ăшă сăмах калакан кирлĕ… Çамрăк вĕт-ха. Вăтăр çулта кăна. Тĕл пулкалама пуçлаççĕ. Анчах та Ольгăн виçĕ ача иккенне ниепле те ĕненесшĕн мар лешĕ. Пĕррехинче, амăшĕ виççĕшĕнпе те урамра уçăлса çÿренĕ чухне, ăнсăртран тĕл пулаççĕ хайхисем. Арçын калаçайми пулса ларать. Çакăн хыççăн эрнелĕхе çухалать. Тупăнсан хăйĕн шухăшне улăштарманнине калать: «Атя пĕрлешетпĕр. Ача — чăрмав мар».
Асли ăна амăшĕн умĕнче Саша пичче тесе чĕнет. Кĕçĕннисем ашшĕ вырăннех йышăнаççĕ. Александра вара уншăн каçсах каять. «Атте» тенине вăл пачах курман вĕт-ха.
Саша-кĕçĕнни тăваттăра чухне пулса иртнĕ ку — хĕрача садикре хăйĕн шкап алăкне çĕмĕрсе пăрахнă. Халĕччен хăйне яланах лăпкă тытнăскере мĕн пулнă-ха? Мĕн сиксе тухнă. «Шкап алăкне атте пырса юсаса патăр», — тĕпĕртетет хĕр пĕрчи. Арçын садике пырса çитсен вара пĕр ача патĕнчен теприн патне чупса пырать пĕчĕкскер: «Куратăр-и, манăн атте ку».
Çемье Çĕнĕ Шупашкартан арçыннăн Кăнтăр поселокĕнчи çуртне пурăнма куçать. Машина та туянаççĕ. Ольга хăй те водителе вĕренсе тухать.
Пĕррехинче хайхискер автобус рулĕ умĕнче хĕрарăм ларса пынине асăрхать. Ун пекки те пулать-и? Унтан автобусра пĕлтерÿ курать — хĕрарăмсене… водительте ĕçлеме вĕренмешкĕн йышăнаççĕ. Шупашкар- Мускав маршрутпа çÿресе йăлăхнă ĕнтĕ, çемьепе пулас килет. Çапла тепĕр ĕмĕтне пурнăçа кĕртет Ольга.
Автобус паркĕн пуçлăхĕ хĕрарăм ĕçе вырнаçма пырсан вĕчĕрхенет. Ура хурас шухăшпах ЛиАЗ рулĕ умне лартать Ольгăна. Вăл ку ĕçре нумай тытăнса тăрасса никам та шанмасть. Анчах вĕсем Ольгăна пĕлмеççĕ. Хĕрарăм… автобуса юратса пăрахать. Мĕн вăл — «Богдан»? Вăт ЛиАЗ — карап пекех! Пурнăç йĕркеленсе каять кăна — татах предприяти арканать. «Юлташсем пурте Мускава кайрĕç», — ларма-тăма пĕлмен тусĕ Татьяна Яшмолкина çĕршывăн тĕп хулинче телей шыраса пăхма сĕнет. Пушшех те, Ольгăшăн халĕ Мускав — тăван ял пекех. Çапла тĕв тăваççĕ те.

Мускавра та Шанхай пур

2016 çулта Мускав варринчи автопарка вырнаçать Ольга. Пурăнмалли кĕтеспе тÿрех тивĕçтереççĕ. Вырăна кайса пăхать те, пĕтрĕмĕр! пĕр пÿлĕмре, тĕрлĕ чаршав хыçне пытанса, улттăн пурăнмалла. Иккĕшĕ — арлă-арăмлă мăшăр. «Мĕн тăвас тетĕн? Ку — Мускав, ачам», — теççĕ ăна. «Мускав мар ку — Шанхай, эпĕ вара Китай хĕрарăмĕ мар», — хирĕçлет Ольга. Урăх çĕре çул тытать. «Кăнтăр» автопаркăн купăс пек хутламлă автобусне 717 маршрутпа çÿретме пуçлать.
Йывăр тени — нимĕн те каламанниех пулĕччĕ. Çапла, лайăх тÿлеççĕ. Анчах эрнере пĕр кун кăна кантараççĕ, 12-шер сехет ĕçлемелле. Йытă пек ывăнса çитнĕ хĕрарăм графика улăштарма ыйтать. Телее, унăн ыйтăвне тивĕçтереççĕ…
«Пысăк хула çынна пач улăштарать. Пурте чăтаймаççĕ çавна. Нумайăшĕн куçĕ, мультфильмри Скрудж Макдаг кăвакалăнни пек, укçалла çуталма пуçлать. Çак чиртен кăна сыхланасчĕ», — пĕтĕмлетет Ольга Владимировна.
Вулакана унăн мăшăрĕ кăсăклантарать пулĕ-ха. Хĕрарăмăн пурнăçĕнчен çухалнă вăл. «Атя йăлт — пурлăха, ачасене — пăрахса бомжа тухатпăр, — тĕк пурăннă çĕртенех тем шухăш тытса сĕннĕ арçын. — Тĕнче курса çÿретпĕр. Укçасăрах». Укçасăр тĕнче курса çÿресси темшĕн Ольгăна пĕрре те илĕртмен. Хĕрарăм хальхинче те ачисенех суйласа илнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.