- Чăвашла верси
- Русская версия
Яла кĕтĕм, ай, уй хапхине курмарăм
Уй хапхи ял хапхи … Ĕлĕкренпех пулнă вăл. Ял йĕркеленме пуçласан ун йĕри-тавра карта тытса çаврăннă. Тухса çÿремелли вырăна вара уй хапхи лартнă. Ăна ялан тенĕ пекех стариксемпе ачасем хуралланă – яла кам та пулин килсен хапхана уçса хупнă. Ĕлĕк ытларах чухне хапха çумĕнче хурал пÿрчĕ пулнă.
Вырăна кура уй хапхине тата ял, укăлча, улăх, униче, пусă, пуска çи хапхи тесе те калаççĕ. Хапха вăл – пушă вырăна, хушша уçса-хупса тăракан хупăлча. Чăвашсем уй хапхине малтанхи тапхăрта пĕр хупăлчаллă лартнă. Каярах вара пысăк лавпа тата машинăпа трактор кĕрсе çÿреме икĕ хупăлчаллă тума тытăннă. Унпа юнашар ял сукмакĕ тĕлĕнче калинкке лартнă. Миçе ĕмĕр ĕмĕрлемен-ши вăл хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче, мĕн кăна курман-ши тата?
Ларать мăнаçлăн уй хапхи. Иртен пуçласа кун каçиччен ун витĕр çын тухса кĕрет, пĕри ĕçе е хулана васкать, тепри киле таврăнать. Автомашина, трактор та ун витĕр çĕрĕн-кунĕн иртет. Хапха çулталăк тăршшĕпех такама ăсатать, кĕтет. Ял ачи салтака каять – ăна кĕтсе илет, туй кĕрлесе яла кĕрет – çĕнĕ кин качча килет, вилене çăва çине яланлăхах ăсатать.
Пурне те пĕрлештерет е тĕрлĕ çĕрелле ăсатать ял хапхи. Ун умĕнче авалхи йăла-йĕркене ирттернĕ, туй килсен алăка уçса укçа пăрахнă, салтака каяканпа сыв пуллашнă, вилене ăсатнă, çуркунне кĕтÿ кăларнă. Ялтан чылайлăха е ĕмĕрлĕхе тухса каякан чи юлашкинчен уй хапхипе сыв пуллашнă, ун çумĕнчи тăпрана пĕрле илнĕ. Инçе çултан ырă-сывă таврăнакан ăна пуç тайса сывлăх суннă, тĕрĕс-тĕкел çÿреме хăват панăшăн тав тунă.
Çĕрпÿ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнче виçĕ уй хапхи, пĕри – ялăн анат вĕçĕнче, тепри – ял пуçĕнче, виççĕмĕшĕ вара уничене тухнă çĕрте. Юписем — юманран. Хапхисем чипер чухне лайăх уçăлса хупăнатчĕç.
Эпĕ ас тăвасса вĕсене колхоз юсавлă тытатчĕ. 1960 çулсенче хапхасене Виссарион Захаров пăхса тăратчĕ. Хапха мĕнле шайра пулнине кура килен-каян яла хак парать тетчĕ пире 70 çултан иртнĕ шĕвĕр сухаллă Виссарион мучи.
Ирхине хапхана кĕтĕве улăх-çарана кăларса яма уçатчĕç, каçхине кĕтÿ кĕрсен выльăх уя тухасран хупатчĕç, хупăлчисене сăнчăрпа çаклатса çыхатчĕç. Каçа юлнисем валли яла кĕме пĕчĕк хапха е калинкке пурччĕ, çуллахи ăшă каçсенче выльăх-чĕрлĕхе хапхасене питĕрсе урамра çĕр каçаратчĕç. Енчен те машинăн е тракторăн çĕрле яла кĕмелле пулсан вĕсен хуçисем питĕрнĕ хапхана анса уçатчĕç, хăйсем хыççăн каллех хупса хăваратчĕç.
Виссарион мучи вилни чылай пулать ĕнтĕ. Уй хапхисем халĕ ĕлĕкхи пек мар, аран-аран тытăнса тăраççĕ. Вăхăт улшăнни вĕсенче те палăрать, хăмисем те, ÿречисем те кивелнĕ. Юсама е çĕнĕрен тума никамăн та ал çитмест пулас.
Ялăн анат вĕçĕнчи уй хапхин шăпи тата йывăртарах. Хапхи тахçанах çук. Вăл пулнине пĕр-пĕччен ларакан хапха юпи анчах аса илтерет. Вăл та чалăшнă.
Тăлăххăн ларакан уй хапхи юпи яла хăнана килекенсенчен кăмăлсăрланать, вăтанать те пулас. Хăнисем те, вичкĕн куçлăскерсем, чарăнсах пăхаççĕ ун çине. Ахăртнех, хăйсен ялĕнчи хапхапа танлаштараççĕ пулĕ?
Ял халăхĕ хапха ларнă вырăн тăрăх кунсерен иртсе çÿрет. Никамах та шутламасть ку вырăнта çĕннине тума. Пурте хăнăхрĕç-ши хапхасăр пурнăçа? Е хальхи вăхăтра кирлех-ши уй /ял/ хапхи?
Геронтий ХУРАМАЛ.
Комментировать