Юлташне инкекре пăрахман

16 Июл, 2020

Шупашкартан Элĕк тăрăхĕнчи Анаткасра пурăнакан кукашшĕпе кукамăшĕ патне килнĕ Ксюша Афанасьева тата кӳршĕри Алеша Григорьев каçхи 6 сехетре яланхи пекех анкарти хыçĕнчи Тăмивар пĕвине хурсем илме кайнă. Кайăк-кĕшĕке çыран хĕррине хăваласа кăларнă хыççăн 17 çулти хĕрача шывра чӳхенсе илме шухăшланă. Хыççăн Алешăпа иккĕшех хурсене хăваласа килне таврăнма тухнă. Чунне темĕн систернĕ-ши, аякках кайма ĕлкĕреймен Ксюша пĕве еннелле тепре çаврăнса пăхать те шывра арçын ача путма тытăннине асăрхать.

Иккĕшĕ те путнă

Ксюша, шыв хĕрринче пуринчен те асли, ниме пăхмасăр хăвăртрах пĕвене чăмнă. «Эпĕ ăна шывран туртса кăлартăм. Вăл мана хытă явакласа илчĕ, иксĕмĕр те путса антăмăр. Ура çĕре лекменнине туйрăм. Шывпа чыхăнтăм. Темле майпа арçын ачана çӳлелле тĕкме вăй çитертĕм, кайран хам та ишсе тухрăм. Семăна çурри таран пĕве еннелле сĕтĕрсе килейрĕм. Хамăр тĕллĕн çеç çăлаймассине ăнлантăм та хăвăртрах киле анне патне чупрăм. Алеша тăрса юлчĕ. Вăл çухалса каймасть, ишме пĕлменскер хăвăртрах çăлав жилечĕ тăхăнса юлташне пулăшма шыва чăмать. Анчах та кун пек кăна ĕç тухманнине кура çыран хĕрринчи арçын ачасем тепĕр жилет пăрахса параççĕ. Алеша ăна Семăн хырăмĕ айне чикет те сĕтĕрсе кăларать. Арçын ача йăлт кăвакарнăччĕ, хăйĕнпе мĕн пулса иртнине те ăнланмастчĕ. Медсестрара ĕçлекен çывăх çыннăм пĕрремĕш пулăшу пачĕ. Кайран арçын ачана хамăр пата илсе кайрăмăр. Анне эмел ĕçтерчĕ, юн пусăмне виçрĕ. Çав каçа аса илсен халь чуна сисчĕвлентерет», — каласа кăтартать хальхи вăхăтра патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытакан 17 çулти Ксюша. Сăмах май, вăл та амăшĕ пекех медицина ĕçченĕ пуласшăн. Çутă ĕмĕчĕсем пурнăçлансан тем пекехчĕ. Маттур та тăрăшуллă Ксюша кăçал трактор правине те илнĕ. «Хĕрĕм ӳпки тĕлĕнче ыратать тенĕрен рентген турăмăр. Таса мар шыва нумай çăтнăран та пулĕ. Вăл манăн пĕртен-пĕрскерĕм, сывлăш та, шыв та, пурнăç та… Иккĕн çеç пурăнатпăр эпир. Çуллахи вăхăта, кану кунĕсене ытларах Анаткасра ирттерет хĕрĕм. Кукашшĕпе кукамăшне питĕ юратать», — сăмах хушрĕ амăшĕ Наталья Вячеславовна.

Ксюша ачаранах çынна пулăшу пама тăрăшнă-мĕн. Пурне те ыррине кăна сунать. Хальхинче те килне кайма тухнăскер пĕве хĕрринче хăйсем тĕллĕнех юлакан арçын ачасем çине çаврăнса пăхмасăр чăтайман.

Ашшĕ ишме вĕрентесшĕн

Вун икĕ çулти Алеша ишме пĕлмест. Ăна ашшĕпе амăшĕ кимĕпе çăлав жилечĕ илсе панă. «Эпир хамăр та çак пĕверех çитĕннĕ. Çулла пулсан таврăнма та пĕлместĕмĕр. Эпир ишме пĕлнĕ, халь Алешăна çине тăрсах вĕрентесшĕн. Шывра асăрхануллă пулмалли пирки кашнинчех калатпăр. Çав вăхăтра хам та килте пулман. Ачасене аслисемсĕр пĕве хĕррине пачах та яма юраманнине тепĕр хут ăнлантăмăр. Ку пуриншĕн те пы сăк урок пулчĕ. Инкек пĕрре пулать. Алеша йывăр вăхăтра çухалса кайманни савăнтарчĕ», — терĕ ун ашшĕВладимир Григорьев.

"Куççульленсе тав тăватăп"

Семăн амăшĕ Венера Николаевна Элĕкри тĕп район больницин реанимаци уйрăмĕнче медсестрара тăрăшать. Утăн 4-мĕшĕнче шăпах вăл талăклăха дежурствăна кайнă. Водительте тăрăшакан Алексей Михайлович та ĕçрен çитме ĕлкĕреймен. Сема кăçал иккĕмĕш хут пĕве хĕррине шыва кĕме кайнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.