«100 çула çитесчĕ»

8 Июл, 2020

«Малашлăха ĕненсе пурăннăран, ачасем юратса пăхнăран çак çула çитме пултартăм пулас», — тет Фекла Федорова.

Телейне ĕçре тупнă

Фекла Федоровна Красноармейски районĕнчи Еншикре ватлăх кунĕсене ирттерет. Тăхăр теçетке çултан иртнĕскер юлашки 15 çул хушши куç курманнипе аптăрать. Пӳртре çеç кăштăртатса çӳрет. Альбертпа Саша ывăлĕсем пĕрле пулни кинемейĕн чунĕнче шанăç çуратать.

Вăл 1929 çулта çуралнă. 1937 çулта Еншик Чуллă шкулĕн пĕрремĕш класне кайнă. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Пурнăç йывăрлăхĕсене пула пиллĕкмĕш класс хыççăн хĕр шкулпа сыв пуллашнă. «Мĕн пур вăй питти çын — фронтра. Çавăнпа та пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнтăмăр. Алăран çурла кайма пĕлмерĕ. Атте Федор Семенов Патăрьелте агронома вĕренсе тухнă. Вăл чăн-чăн çĕр çынни пулнă. Кăмака тунă, кăçатă йăваланă, платник-столяр ĕçне те чухланă. Чылай вăхăт уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче аттене броня панă. Ун чухне вăл колхоз председателĕнче вăй хунă. Терт-нушине сахал мар курнă, вар-хырăм чирĕпе нушаланнă. Вăл 45 çултах пирĕнтен уйрăлса кайнă. Анне Марфа Романовна ĕмĕрне уй-хирте ĕçлесе ирттернĕ. Анне тума пĕлмен ĕç пулман: лашапа çĕр сухаланă, тырă акнă, пухса кĕртнĕ, ют тăрăха тырă леçме çӳренĕ. Эпир тăваттăн çитĕнтĕмĕр. Эпĕ асли пулнă, ман хыççăн — Микулай, Валентин, Геннадий», — хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ ватă.

Фекла Федоровна çамрăк чухне Пăвапа Кире вăрманĕсенчен тухма пĕлмен. Торф кăларнă вăхăт пирки те сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать вăл. «ФЗО урлă пире, 13-14 çулсенчи хĕрсене, Владимир облаçне торф кăларма илсе кайрĕç. Торф сап-сарă тухатчĕ, кайран хуралатчĕ. Пирĕн ĕçе пакунлисем пăхса, тĕрĕслесе тăратчĕç. Икĕ çул тар тăкрăмăр унта. Шурлăхлă вырăнсемччĕ. Торф кăлармашкăн ăна типĕтсе пымалла пулнă. Çырла чылай ӳсетчĕ. Ăна çисе выçă хырăма ул-талаттăмăр.

Воронежран килнĕ Маруся Лехачихăна епле манăн? Вăрçă хирĕнче вăл алă пӳрнисене çухатнă. Икĕ пӳрнипе тачанка туртма вăй çитеретчĕ. Вероника Мазанова бригадир пире ăнланатчĕ. Аня, Нина вырăс хĕрарăмĕсем пирĕн ушкăнраччĕ. Йывăрлăхсене пĕрле пайлаттăмăр», — тет Фекла Федорова.

Вăл вунă теçетке çулпа пырать пулин те иртнĕ тапхăрти кашни саманта пачах манманни, пуçран кăларманни мана самаях тĕлĕнтерчĕ.
«Каярах Еншик çĕрĕ çинчех пилĕк авма тиврĕ, — аса илӳ çăмхине малалла сӳтрĕ кинемей. — Аякка ĕçлеме каяс темен. Çакăншăн халĕ нимĕн чухлĕ те кулянмастăп. Еншик Чуллă тăрăхĕнче чи ырă вăхăтсем иртрĕç. «Прогресс» колхоз председательне Кронид Лаврентьева асăмран кăлараймастăп. Вăл — чăн-чăн ертӳçĕччĕ. Çынна итлеме пĕлетчĕ, кайран пĕтĕмлетӳ тăватчĕ. Ĕçченсенчен çирĕп ыйтатчĕ. Ахальтен мар колхоза миллионерсен йышне кăларчĕ. Ун чухне асăннă хуçалăх Трак енре малта пыратчĕ. Тăтăшах куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялавпа вымпелсем тивĕçетчĕ. Пирĕн тăрăх хăмла туса илессипе те палăрнăччĕ.

Кĕçĕн Чуллă сĕт-çу ферминче 18 ĕне сунă эпĕ. Ун чухне выльăхсене искусствăллă майпа пĕтĕлентересси вăйра пулман. Çавна май вăкăрсене те хамăрах пăхса тăнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кану çурчĕ тавра хамах 40 ытла тĕп тĕрлĕ йышши хурлăхан лартса хăвартăм. Хăшĕ-пĕри слива, чие лартрĕ. Астăватăп: ĕçтешсемпе пĕрле çырла çиеттĕмĕр, савăнаттăмăр. Пĕрле ĕçленĕ туссене манаймастăп: Анастасия Васильева, Тамара Игнатьева, Перасковья Волкова, Елена Кириллова. Кашнийĕ фермăра хăйĕн телейне тупрĕ».

«Пурăнма хавхалантараççĕ»

Фекла Федоровна виçĕ ача çуратса ӳстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ Оля Еншик Чуллăри вулавăшра ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх фермин коллективне ертсе пынă. Пултарулăхне кура ăна Еншик Чуллă ял совечĕн ĕçтăвкомне те илнĕ. Шел те, унăн кун-çулĕ вăрăм пулман. Чĕре чирĕ кун-çулне татнă. Упăшки те пурнăçран ир уйрăлнă. Виçĕ ачи... Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.