Интернетри капкăнсем

2 Июл, 2020

Банкăн суя «ĕçченĕсем» шăнкăравласа курнă-и сирĕн пата? Телее, мана унашкаллисемпе калаçма тÿр килмен. Çав вăхăтрах социаллă сетьсенче тус-тăванăн, пĕлĕш-хурăнташăн страницисене «çĕмĕрсе» вĕсен ячĕпе кивçен ыйтакансене пĕрре мар тĕл пулнă. Ултавçăсен серепине çакланасран Турă упратăр та, çапах та кунашкал инкекрен хамăрăн та сыхланма пĕлмелле. Асăрхануллă пулмаллине кашниех асра тытсан та капкăна хăш самантра çакланнине сиссе те юлаймастпăр çав. Ахальтен мар укçа-тенкĕпе çыхăннă ултавсен шучĕ ÿссех пырать. Çынсен кăмăлне хăйсене майлă ытла та ăста çавăрттараççĕ-çке куçа курăнман вăрăсем. Тен, чăннипех те ĕненмелле калаçаççĕ-тĕр. Çын шухăш-кăмăлне ăста психолог евĕр тавçăрма вĕренсе çитнĕ ултавçăсем.

Мăшăрне сыватасшăн пулнă…

Çывăх çынна чир-чĕр тыткăнĕнчен хăтарма тем тунă пулăттăмăр та… Анчах кунта та ăс-хакăл чикки кирлĕ. Упăшкине экстрасенссен пулăшăвĕпе усă курса сыватас тенĕ хĕрарăм акă 800 пин тенке яхăн кăлăхах тăкакланă. Çак кĕмĕле тавăрас тесе каярах тата 35 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче полицие 65 çулти хĕрарăм пынă, ултавçăсен серепине çакланнине пĕлтернĕ. Чир-чĕртен сыватма шантаракансем пулăшу сĕннине 2017 çултах тĕп телеканалсенчен пĕринче асăрханă вăл. Мăшăрĕн йывăр чирне çапла майпа ирттерме май пуррине ĕненнĕ. Телеканалпа кăтартнă телефонпа шăнкăравласа «сиплевçĕсемпе» çыхăннă. «Экстрасенссем» çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ йăла-йĕрке туса ирттернĕ, арçын сывлăхĕпе кăсăклансах тăнă, тĕрлĕ амулет ярса панă. Куншăн, паллах, укçа илсе тăнă. Хĕрарăмран 800 пин тенке яхăн сăптăрнă ултавçăсем. Анчах нимĕн те пулăшу кÿмен — 2018 çулта арçын вилнĕ.

Кун хыççăн та хăпман хĕрарăмран. Укçана каялла тавăрса пама шантарнă. Анчах ун валли пошлина тÿлемелле-мĕн. Ĕненмен хĕрарăм. Анчах банк «ĕçченĕ» шăнкăравласан шанмах тытăннă. Ара, арçын укçа счет çине таврăннине, ăна илме 30 пин тенкĕ пошлина тÿлемеллине пĕлтернĕ. Ыйтăва тивĕçтернĕ хĕрарăм. Ку кăна та мар — 5 пин тенкĕ комиссие те иккĕленÿсĕрех куçарнă. Анчах укçана каялла кĕтсе илеймен…

Банк «ĕçченĕсем»

Интернетра анлă сарăлнă ултавсен йышне паян банк «ĕçченĕсен» шăнкăравĕсене кĕртмелле-тĕр. Счет çинчи укçана сыхласа хăварас тĕлĕшпе пулăшу сĕнеççĕ вĕсем.

Шупашкарта пурăнакан 33 çулти хĕрарăм ултавçăсене 1248 пин тенкĕ çăмăллăнах куçарса панă. Ара, банк «ĕçченĕ» шăнкăравласа онлайн-счечĕ çинчи укçана вăрлама хăтланнине пĕлтернĕ-çке. Пурлăха «шанчăклă» вырăна куçарма сĕннĕ. «Банкира» шанаканскер 650 яхăн пин тенкине çăмăллăнах арçын асăннă номерпе куçарса янă. Кунпа пĕрлех ултавçă хĕрарăм тĕрлĕ банкра кредит уçнине аса илтернĕ. Вĕсене хупмашкăн çĕнĕ кивçен илме сĕннĕ. Çапла майпа тата 600 пин тенкĕ куçарса янă хĕрарăм. Банк ĕçченĕ тепĕр кунах мĕн пур кредита хупма, çĕнĕ карта кăларма шантарнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

ЧР ШĔМ пресс-службин материалĕсемпе усă курса Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.