Этем кун-çулĕ мĕнпе çыхăннă?

2 Июл, 2020

«Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар», — тенĕ. Ĕлĕкхипе танлаштарсан çынсен пурнăç шайĕ халĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Ăна кура вĕсен ĕмĕрĕ те. Раççей статистики палăртнă тăрăх, 2019 çулта çĕршывра çынсем вăтамран 73 çул та 34 кун пурăннă. Ку историри çĕнĕ кăтарту 1897 çулхи пĕрремĕш çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей империйĕнче вăтамран 30 çул ытларах кăна пурăннă. Çав шутра арçынсем — 29,4, хĕрарăмсем 31,7 çул. Ку енĕпе Хĕвел анăç Европăри çĕршывсенчен тата Америкăран 10-15 çул юлса пынă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейре вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿсме тытăнни палăрать. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, Революци тата Граждан вăрçисем пурнăç условийĕсене япăхлатнă. Çавна кура çынсем те маларах вилнĕ. 1920 çулта лару-тăру лайăхланни сисĕнет. 1926 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх арçынсем вăтамран — 40,2, хĕрарăмсем 45,6 çул пурăннине палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех кăтарту пĕр пек тăнă. Вăрçă çынсен пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Вăхăтсăр вилекенсен йышĕ ÿснĕ. 1946 çул тĕлне арçынсем хĕрарăмсенчен 9 çул сахалрах пурăннă. Хĕвел анăçри çĕршывсенчен кая юлса пырасси 1960 çулта тин чакнă. 1959 çулхи Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ тăрăх, арçынсем вăтамран — 63, хĕрарăмсем 71,4 çул пурăннă. Европăри кăтарту — 67,4 тата 72,5 çул. Эрех-сăрапа иртĕхессине хирĕç кĕрешес кампани тапхăрĕнче, 1986-1987 çулсенче, РСФСРти çынсен пурнăç ÿсĕмĕ чи пысăкки шутланнă — 70,1 çул. Анчах ун хыççăн сасартăк чакнă: 1994 çулта вăл 63,9 çулпа танлашнă. Арçынсем — 57,6, хĕрарăмсем 71,2 çул пурăннă. урăннă. 2000 çулсен варринчен пуçласа халăх ытларах пурăнма тытăнни палăрать. 2006 çулта вăтамран 60,4 çулпа танлашнă. 2012 çулта совет тапхăрĕнчи рекордран та ирттернĕ — 70,2 çул. Раççей статистикин кăтартăвĕпе 2018 çулта пурнăç тапхăрĕ 72,9 çула кармашнă. 2020 çулта вара кăтарту 73, 87-е çитме пултарать. Çав шутра арçынсен — 68,8, хĕрарăмсен 78,6 çул. Малашне те ларутăру улшăнмасан 2035 çул тĕлне вăл 79,1-не çитмелле. Арçынсемпе хĕрарăмсен пурнăç тапхăрĕн уйрăмлăхĕ 2035 çулта кăштах чакасса, 7,5 çула юласса кĕтеççĕ /арçынсен ÿсĕм çулĕ — 75,1, хĕрарăмсен — 82,6/. Хальхи вăхăтри халăхсен йышĕ пирки Пĕтĕм Раççейри çырав кăтартăвĕсем тăрăх кăна пĕлĕпĕр. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне кăçалхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче ирттерме палăртнăччĕ. Эпидемиологи тĕлĕшпе çĕршывра йывăр лару-тăрăва кура Раççей статистики пĕлтерĕшлĕ мероприятие 2021 çула куçарма сĕннĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.