Вилĕмсĕр ентешĕмĕр

2 Июл, 2020

Чăваш Енрен тухнă хресчен ачи тĕнче уçлăхне парăнтараканĕсенчен пĕри пулассине ун чухне никам та шухăшлама пултарайман.
Андриян Григорьевич Николаев колхозник çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Григорий Николаевич — конюхра, амăшĕ Анна Алексеевна сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçленĕ. Вĕсем 1922 çулта пĕрлешнĕ. Хăйсем каланă тăрăх, пĕтĕм кун-çулне икĕ чÿречеллĕ пысăках мар çуртра ирттернĕ. Шел те, космонавтăн ашшĕ чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Андриян Григорьевичăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. «Вăй питти арçынсем фронта кайрĕç. Мучисемпе сусăрсем çеç юлчĕç. Атте ку вăхăтра час-часах чирлетчĕ. Çавăнпа ăна вăрçа илмерĕç. Эпĕ Иван пиччепе пĕр тан ĕçлеме тытăнтăм. Выляса-кулса çÿреме вăхăт çукчĕ. Вăрçă ача-пăчана хăвăрт çитĕнтерчĕ.
5-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн, каникул вăхăтĕнче, сухаланă хире сÿрелеме çÿреттĕм эпĕ. Питĕ хытă ывăнаттăм. Тепĕр çултан мана уй-хире сухалама та шанчĕç. Малтанлăха çак ĕçе пурнăçлама кăткăс та мар пек. Анчах унталла-кунталла пăхса пырсан лаша та айккинелле пăрăнма пултарать, ĕç пахалăхĕ те чакать», — çапла аса илнĕ Андриян Николаев çамрăклăхĕ пирки.
Анна Алексеевна аса илĕвĕнчен: «Пирĕн çемье туслă пулнă. Эпĕ çамрăклах мăшăрсăр юлтăм. Ачасем мана, пĕр-пĕрне яланах пулăшнă. Ĕçрен хăш чухне кая юлса таврăнма тиветчĕ. Андриян ывăлăм вутă çурса хуратчĕ, шыв йăтатчĕ, кăмака хутатчĕ. Урокĕсене хатĕрленме сĕтел хушшине ларатчĕ. Вăл тăрăшса вĕренетчĕ. Хăй мĕнле кĕнеке вуланине мана каласа паратчĕ. Эпĕ нумай вĕренмен, 4 класс çеç пĕтернĕ».
Пулас космонавтăн характерĕнче чăваш халăхĕн чи лайăх енĕсем çамрăклах сăнарланнă: ырă кăмăллăх, хастарлăх, ĕçченлĕх. «Атте-анне пире ачаранах ĕçе вĕрентнĕ. Çуллахи вăхăтра эпир килте пурăнманпа пĕрех. Çĕр каçма çеç килнĕ. Шурăм пуç çутипех аттепе уй-хире каяттăм. Унпа пĕрлех сухалаттăм, сÿрелеттĕм, акаттăм, утă çулаттăм. Паллах, çăра ÿснĕрен ырашпа тулла çулма йывăрччĕ. Урпапа сĕлле, хура тулла çулма вăй-хал çитетчĕ. Кĕлте те турттарнă, улăм ури тунă, тăпачăпа çапнă. Чылай чухне çĕр каçма хиртех юлнă…
Атте çуркаланнă алă тупанне мана час-часах кăтартатчĕ. «Çак алăпа çăкăр çитĕнтеретпĕр», — тетчĕ. Çăкăр хакĕ пирки те аса илтеретчĕ вăл пире… Унăн чăн-чăн хакне эпĕ каярах, вăрçă пуçлансан, туйса илтĕм», — тенĕ Андриян Григорьевич. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина МАКСИМОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.