Сасăлав ĕçĕпе кăмăллă

2 Июл, 2020

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлассипе сасăлав иртрĕ. Ун валли 7 кун уйăрни эпидеми лару-тăрăвĕ тĕлĕшĕнчен питĕ тĕрĕс пулчĕ. Сасăлавçăсем палăртнă тăрăх, çак тапхăрта кирек хăш кун пырса сасăлама май пурри черетсем пуçтарăнасран, кĕпĕрленсе тăрасран хăтарчĕ. Лару-тăру та пĕтĕмĕшле лăпкă иртрĕ.

Сасăлавра 28 суйлав комиссийĕ ĕçленĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсенчен çакă паллă: Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлассипе ирттернĕ сасăлава Чăваш Республикинче 917 пин те 564 çынран 588 пин те 237 çын /64,11 процент/ хутшăннă. Ку тĕлĕшрен Елчĕк районĕн кăтартăвĕ чи пысăкки — районта пурăнакансен 97,92 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Шупашкарти Калинин районĕн кăтартăвĕ вара чи япăххи — 45,39 процент çеç. Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлакансен чи пысăк йышĕ — Улатăр районĕнче — 92,07 процент.

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков палăртнă тăрăх, çĕршывăн тĕп саккунне тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă мероприяти уççăн, халăх кăмăлĕпе килĕшÿллĕн иртрĕ.

Кашниех хăй сасăлатăр, ку унăн тата çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн хăрушлăхсăр ирттĕр тесе пур услови те пулчĕ. Участоксенчи суйлав комиссийĕсем питĕ лайăх ĕçлерĕç. Полици ĕçченĕсене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет, вĕсем сасăлав участокĕсене иртен пуçласа каçчен 7 кун хуралларĕç. Сăнавçă та нумайччĕ: кашни кун — 4,5-5 пиншер, юлашки кунне — 7 пин ытла. Вĕсем ĕç мĕнле иртнине сăнаса çеç тăмарĕç, хăйсем те пулăшу кÿчĕç, уйрăмах — тухса çÿремелли сасăлавсенче. Сăнавçăсене те пысăк тав, — терĕ Александр Иванович.

Пĕтĕмĕшле илсен, сасăлав ĕçĕ лайăх иртнĕ. Кăмăлсăрланнине палăртакансем те пулнă, анчах вĕсем çав тери сахал тата вак-тĕвек ыйтупа çеç.

www.hypar.ru Instagram сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментировать