Çу кунĕсем ĕçпе илемлĕ

2 Июл, 2020

Алена пахчари йăрансене çумланă хушăра Люба çулталăкри шăллĕне Ромăна пăхать. Ашшĕнчен кунĕпе те ниçта юлман Лева урамра футболла выляма вăхăт тупатех. Ун çумне те пĕчĕккĕллех куршанак çыпăçнă. Виççĕри Володя та аслисене курса ĕçе хăнăхса ÿсет, йĕре-йĕре аппăшĕсен аллинчен кĕреçе-кĕрепле туртса илме хăтланать. Килте пурте ялан мĕн-тĕр ĕçленине куракан ача епле ним тумасăр чăттăр-ха? Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче пурăнакан Игнатьевсен çемйи пирки сăмахăм.

Ашшĕнчен юласшăн мар

Çемье пуçлăхĕ Анатолий Игнатьев 2008 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, икĕ уйăх каялла ялта ĕне ферми хута янă. Эпир çитсе чарăнсанах Аленăпа Люба, Левăпа Володя ашшĕне пулăшма вĕçтерсе те çитрĕç. Иккĕмĕш сменăна тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Ирех килсе ĕнесене апат çитерме ĕлкĕрнĕ те вĕсем.

— Эпир кунта ывăннине туймастпăр, пушансан пĕр-пĕринпе ăмăртмалла пысăк витере нумаях пулмасть сарнă асфальт çул тăрăх роликпе ярăнатпăр. Ĕнесене çитернĕ хыççăн апат юлашкине пăрусене паратпăр, кирлĕ пулсан навус та тасататпăр, шыв ĕçтеретпĕр. Дояркăсем каннă чухне эпĕ те аннепе пĕрле ĕне сăватăп. Хăнăхсан ним йывăрри те çук, ĕлĕкхи пек алăпа мар вĕт, 1,5-2 сехетре ĕçе вĕçлетпĕр те. Камăн мĕнле пуль, пирĕн çу кунĕсем хăйне евĕр иртеççĕ. Канăва ĕçпе çыхăнтарма май пурришĕн савăнатпăр çеç, — хавхаланса калаçрĕ Алена.

Сăмах май, саккăрмĕш класа куçнăскер пĕчĕкренех спортпа туслă. Йĕлтĕрпе чупса районта кашни çулах пĕрремĕш вырăн йышăнать. Республика шайĕнчи ăмăртусенчен те юлмасть. Хăйĕнчен пĕр çул аслăрах кÿршĕ ачи Валера спорта юратма хăнăхтарни пирки каларĕ Алена. Люба та аппăшĕнчен пачах юлмасть-мĕн. Лева та спортпа туслă, уйрăмах футболла лайăх вылять. «Атте те шкулта вĕреннĕ чухне спортсмен пулнă. Вĕрентекенсем ăна тĕслĕх вырăнне хурса калаçнине пĕрре мар илтнĕ. Пирĕн те унран юлас килмест», — хушса хучĕ Алена. Малалла вулас...

www.hypar.ru 

Вера ШУМИЛОВА сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.