- Чăвашла верси
- Русская версия
Юррăм та пур, ташшăм та…
Ĕç юрри янăрамаллаччĕ çак кунсенче Чăваш Республикинче. Ĕçчен те пултаруллă халăха сумласа мухтав юрри янăрамаллаччĕ. Мĕншĕн мухтас мар-ха халăхăмăра? Апла-и, капла-и, ниме пăхмасăр чăваш ятне сыхласа хăварнă несĕлĕмĕрсем тав сăмахне тивĕçлĕ мар-и вара? Вăрçă хирĕнче ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрле хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр юн тăкса мирлĕ тÿпене сыхласа хăварнă ятсене нихăçан та асран кăлармăпăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрмашнă ача-пăчапа хĕрарăмсен ĕçĕ — чăн-чăн паттăрлăх. Арканнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл пулман паллах. Çавăн чухне палăрнă та Ĕç геройĕсем. Паттăр ывăлне çăлтăрсем патне вĕçтерсе уçлăха тăван чĕлхепе саламланă чăваш мухтава тивĕçлĕ мар-и? Çĕр пин тĕррипе куçа йăмăхтаракан, çĕр пин юррипе чуна лăпкакан, кăмăл-туйăмне, шухăш-ĕмĕтне çĕр пин сăмахĕпе палăртма пултаракан халăхăмăр çĕнĕ ĕмĕре хăюллăн, шанчăклăн ура ярса пусма тивĕçлех.
Тĕрĕссипе, кĕрлерĕ-ха республика. Пĕр ĕмĕр хыçа юлнине, малалла сулмаклă утăм тунине халалласа ялхулара çĕр-çĕр мероприяти иртрĕ. Паянхи мар, ыранхи /!/ кун ыйтăвне тивĕçтерсе вун-вун объект уçăлчĕ... Малалла вулас...
Комментировать