- Чăвашла верси
- Русская версия
Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх?
10 ача — 4 ывăлпа 6 хĕр — çитĕнтереççĕ Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче пурăнакан Андрейпа Елена Константиновсем. Асли Александр 20 çулта, кăçал техникумран вĕренсе тухса кĕçех специальноç илмелле. Кĕçĕнни Лия кĕркунне парта хушшине ларма ĕмĕтленет. Вулама-çырма пĕлекенскер аслисемпе шкула çÿреме пуçласса чăтăмсăррăн кĕтет.
Пысăк та туслă çемье уйрăм çуртра пурăнать. Пахча çитĕнтермелĕх 30 сотка майлă çĕр пур. Выльăх усрамашкăн — вите, карта-хуралтă.
— Мăшăрăмăн Андрей Станиславовичăн тăван кĕтесĕ вăл, Кÿкеç тăрăхĕ. Унччен Пайтирек ялĕ пулнă. Поселок тунă чухне халăх йышĕ кирлипе яла Кÿкеçпе пĕрлештернĕ. Ялти пекех пурăнатпăр. Ĕне усратпăр, ăна тытни самаях тĕрек парать. Сĕт-турăх, тăпăрчă-çăвĕ çемьене çитсе пырать. Пăру ÿсет. Кăçал тына пулчĕ те унран ĕне тăвас шухăш пур. Халĕ утă хатĕрлемелли тапхăр. Май килнĕ таран хамăр çулса пуçтаратпăр. Хула çумĕнче пулнипе утă ирĕклĕ туса илме йывăр. Эпĕ Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ. Унта пурăнакан атте-анне утăпа пулăшать. Вĕсене тав тăватăп, — кăмăллăн пуçларĕ калаçăва 10 ача амăшĕ Елена Николаевна. — Ачасем ĕç çумне çыпăçса ÿснĕшĕн хĕпĕртетĕп. Кăçал акассилартассине эпĕ пырса тĕкĕнмен пекех. Çамрăксен вăй тапса тăрать. Ачасем ÿснĕçемĕн пахчана çĕнетсе пыратпăр. Ытларах улма-çырла йывăç-тĕмне çитĕнтерме пуçларăмăр. Улмуççи, груша, айва, хăвăш, крыжовник, хурлăхан, чие, слива, хура слива, сырлан ÿстеретпĕр, пурне те асăнса та пĕтерес çук. Иçĕм çырлин темиçе сорчĕ пур. Хăмла çырли те тĕрлĕрен: ремонтантли, ахальли — хĕрли-саррихури. Абрикоспа черешня та лартрăмăр, хальлĕхе çимĕç илсе курман-ха вĕсенчен. Çуркунне пĕр канăç та çук. Пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле. Ачасем ÿсрĕç, хуçалăхра çамрăк вăй пулни аван. Халĕ пахчана та вĕсемех пăхса тăраççĕ: çум çумламалла, шăвармалла, сайратмалла, купаламалла…
Чечек ÿстерме кăмăллатпăр. Вăл, паллах, чун валли. Çурт умĕ çулла чечек ăшне путать. Юлашки вăхăтра экзотикăлла тĕмсене çырăнса илетĕп. Клематис, гейхера, гейхерелла, дицентра, дейция, роджерси, каприфоль ÿстеретпĕр. Кăçал Розовый миндаль лартса пăхрăмăр. Илемĕшĕн, кăсăкланса. Ун çимĕçĕ те пулать теççĕ те, пирĕн тăрăхра унашкаллисемех ÿсеççĕ-ши? — тăсăлать калаçу ĕçчен хĕрарăмпа.
— Хуняма Римма Александровна та Кÿкеçрех пурăнать. Вăл ялан пирĕн пата çÿрет, ачасене çитĕнтерме нумай пулăшать. Тайма пуçăм ăна. Эпĕ ĕçре чухне пахчара та асли ертсе пыни кирлех.
10 ача амăшĕн ларма-тăма та вăхăт çуккине чухлама йывăрах мар. Çапах кĕçĕнни 3 çул тултарсанах ĕçлеме пуçланă вăл. «Акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ» дипломлăскер унччен шкулта ĕçленĕ, хальхи вăхăтра социаллă центрта вăй хурать. Ватăсене, хевтесĕрсене пулăшать. Малалла вулас...
Комментировать