- Чăвашла верси
- Русская версия
Кашни халăх хăйĕн сăн-сăпатне упратăр
Этнер ЕГОРОВ, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ:
— Сасăлава пĕр иккĕленÿсĕр хутшăнăп. РФ Конституцийĕн 68-69 статйисене улшăнусем кĕртме сĕнни пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Чĕлхене, культурăна пырса тивекен саккунсем Раççейре пурăнакан мĕн пур халăха хăйсен ăс-хакăл пурлăхне упраса хăварма, аталантарма май парĕç. Уйрăмах сахал йышлă халăхсене сăн-сăпатне çухатасран сыхлама пулăшĕ вăл. Кирек мĕнле чĕлхе — нимĕнпе улăштарайми пуянлăх. Тĕслĕхрен, эпĕ акăлчанла, нимĕçле калаçма пултаратăп, анчах вĕсемпе хама кирлĕ техника шайĕнче кăна усă куратăп. Тĕрлĕ сăмахăн пĕлтерĕш сĕмĕсене тăван чĕлхере çеç тĕрĕс уйăрма пултаратпăр. Чукчăсем, асăрхăр, юр тĕсне кăна 40 сăмахпа палăртаççĕ — тепĕр чĕлхене кашнине тĕрĕс куçараймăн та.
Иртнисĕр пуласлăх çук тетпĕр. Культура пурлăхне аталантарма гаранти-никĕс кирлĕ. Саккун çĕршыври тĕп мар чĕлхепе калаçакансене хăйсене ыттисемпе пĕр шайра туйма ирĕк парĕ. Палăк евĕр ĕçсен хаклăхне тавăрма та пулăшĕ-и тен? Н.Ашмарин, сăмахран, чăваш мар пулсан та пирĕн халăхшăн мĕн тери пысăк тупра хатĕрлесе хăварнă. 17 томлă словарь çинчен кашни ăрăвăн пĕлмелле.
Комментировать