«Хресчен сасси» 23 (2811) № 25.06.2020

25 Июн, 2020

♦ Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем Дмитрий Паторовпа Никита Никифоров вĕреннĕ вăхăтрах Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» пĕрлешÿре ветеринари тухтăрĕнче ĕçлеме тытăннă. Экзаменсем пынине, диплом хÿтĕлемеллине пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх валли те вăхăт тупаççĕ вĕсем. Малашне кунтах тымар яма, «Ялти ипотека» программăпа усă курса çурт-йĕр çавăрма палăртаççĕ (Кооперацисене пĕрлешни тупăшлăха ÿстерĕ)

«Çулталăкри Раççей йывăçĕ — 2020» конкурса çĕршывĕпе 12 йывăç хутшăнать. Вĕсем Брянск, Карели, Белгород, Псков, Липецк, Кемĕр, Тамбов, Тверь облаçĕсенче, Мордва, Дагестан, Чăваш Ен, Мари республикисенче çитĕнеççĕ. Чăваш Енри юман 369 çулта. Унăн çÿллĕшĕ — 24 метр. Муркаш районĕнчи Ильинка ялĕ таврашĕнче çитĕнет (Чăваш юманĕ).

♦ Савăтра хур тукмакĕсене ярса пĕçернĕ яшка ларнине курсан арăмĕ мăшăрне йăвашшăн чĕнсе: «Петрович, эсĕ çынсене мĕн çитернĕ?» — тенĕ. «Кăмакаран пăтă кăларса çитертĕм», — хуравланă лешĕ. «Халĕ ман сысна çурисене мĕн çитермелле? Хур тукмакĕсенчен хатĕрленĕ яшкана-и?» — кăсăкланса ыйтнă хĕрарăм. Çапла, вăрман касакансене сысна апачĕ те аванах пулнă (Хырăм выçсан сысна апачĕ те тутлă).

♦ Kашни кун кÿршĕ яла танккакан Мируна куракансем тĕлĕнмесĕр чăтаймарĕç. Сахрун Мирунĕ пăсăлнă е ухмаха ернĕ теекенсем те пур. Арăмне куçранах систерекенсем тупăнкаларĕç. Упăшки хутне кĕрсе çăвар уçмарĕ вăл (Çухату).

♦ Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче хăтлă чиркÿ хута кайрĕ. Вăл ял-йышшăн пысăк савăнăç пулчĕ. Виçĕ ĕмĕр каялла никĕсленнĕ ялта нихăçан та чиркÿ пулман. Ял халăхĕ те чылай вăхăт тĕне кĕмесĕрех пурăннă (Ял–йыш савăнăçĕ).

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.